Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +0.3 °C
Смерть в одном столетии дарует вечную жизнь в грядущих веках. (Д. Бруно)
 

Ad

Виталий Станьял: Иосиф Дмитриев тупӑкӗ ҫине

Виталий Станьял20.11.2018 13:0112724 views

За каплю крови, общую с народом,

И малый труд в заслугу мне сочти!

Н. Некрасов. Умру я скоро.

 

Сывпул, тӑван ҫӗршывӑм.

Тӑван ҫӗршыв, сывпул,

Хамӑр ялавӑмӑр пирӗн пуҫ ҫинче

вӗлкӗшнӗ чух

эпир хӑюллӑ та хӑватлӑ.

Юнпа пӗветнӗ ялава йӑх-ях

сутса та сӑхланса,

Миҫе хутчен ҫапса ӳкерчӗ —

сахалччӗ паттӑр йыш —

Кӗрешрӗмӗр ҫапах.

 

Тӑвас ӗҫсем нумайччӗ,

Шухӑш аслӑ,

Ӗмӗтленни вышкайсӑр

пулнӑран

Пире пӗрерӗн касрӗҫ

тӑпӑлтарчӗҫ,

Памарӗҫ ӗҫлемешкӗн пур вӑйран.

Каҫар, тӑван ҫӗршыв,

Айван ачусене

Чӑмӑртанма пӗлменшӗн.

 

Тӑван Чӑваш ҫӗршывӗ,

пирӗн тӳрленейми суран,

Сана чӗре ҫине илсе

мӗнпур инкексемпе

каятпӑр уйрӑлса,

Яш чухнехи пекех —

вӗри савса, хавассӑн,

шанса та ӗненсе,

сӑмах чӗнмесӗр,

пуҫа тайса халӑхӑмӑр

умне.

 

Тарӑн тымарлӑ халӑхӑм,

Ан парӑн, сыхӑ пул, упран.

 

Виталий Станьял

20, чӳк, 2018

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (21)]

Comments:

Agabazar // 2726.81.7010
2018.12.02 21:43
Agabazar
Мĕн эпитафийĕ? Халлĕхе хăçан çуралнипе хăçан вилнине те чăвашла çыраймастпăр!
Арлан // 1340.74.3725
2018.12.04 16:04
Митта, Метин, Димитриев,Никитин тата ытти паллă çынсен палăкĕсем çинче чăвашла сăвăсем çырнă. Шутсăр аван. Бичуринăн китайла. Ухсайăн тата ытти поэтсен вырăсла.Пире амупăтилле çырĕçĕ...
Agabazar // 3820.46.5012
2018.12.05 18:50
Agabazar
Кунта Бичурина асăнмасан та юратчĕ пулĕ. Унăн палăкне лартнă çынсем чăвашсем мар.
И.Я.Яковлев вилтăприйĕ çинчи палăкра — вырăсла сăмахсем.

Яков Ухсай пирки калас пулсан, палăк Кĕслету çинче. Анчах та вилтаприйĕ унăн чăннипе унта мар. Айлăмра. Çÿлте мар, аялта.

Хама тивекенни тĕлĕшпе те каласа хăвармалла. Атте вилсен хампа пĕртăванисене (йăмăксене, шăллăмсене) шаккаса каласа хăвартăм, палăк çине чăвашла çыртарăр тесе. Анчах та лешсем мана темшĕн итлемерĕç. Вырăсла çырав хатĕрленĕ.
Лапрашки // 1273.25.2295
2018.12.07 19:53
Ҫеҫпӗлӗн Остерти памятникӗ ҫинчи пек ҫырмалла та (унӑн
виҫ чӗлхепе), кашни саспаллишӗн тӳлемелле- ҫке. Ҫав укҫине тупма пулӗччӗ, тӑн ҫитменни пӗтерет чӑваша = пуяннисене уйрӑмах!
Agabazar // 2910.38.0385
2018.12.08 00:01
Agabazar
Мĕншĕн "виç чĕлхепе"? Çыр пĕр чĕлхепе — чăвашла! Кам сана чарма пултарать апла тума?

Ма хăран?
Шаклиш // 3633.32.6351
2018.12.14 10:52
Малашне - крематори. Хăрамалли çук.Чĕлхесем кирлĕ мар.
Agabazar // 8387.6.0859
2018.12.14 16:50
Agabazar
Кирлĕ-и, кирлĕ мар-и, анчах çыруллă палăксем лартас йăла пур. Чĕрĕ çынсем çавна пырса вулаççĕ.
Шаклиш // 3633.32.6351
2018.12.14 19:34
Шупашкарта чăваш паттăрĕсен аллеи те çук. Мĕн палăкĕсен йăли çинчен тата чĕрĕлле вуласси пирки каламалла? Кĕтерне патша майрана, Хаяр Ивана, Варнава пупа чăвашла çырсан кăна!
Agabazar // 8387.6.0859
2018.12.15 02:00
Agabazar
Богдан Хмельницкий урамĕнчи масара кĕрсе тухман-им? Урамĕпе иртсе пынă чухнех курма пулать вĕт. Унта юлашки хут пулни чылай пулать.
Чăвашла çырнисем унта та пит курăнсах каймаççĕ. Пурте тенĕ пекех вырăсла та вырăсла.
Вылпасар // 2360.93.3978
2018.12.15 16:10
Пăтраннă çынсене тăна кĕртесшĕн эсĕ, Акапасар. Вилсен ăс кĕрес çук.

Pages: 1, 2, 3

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters