Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 -2.7 °C
Лесть есть род дудки, которой приманивают птиц, подражая их голосу.(Ф. Бэкон)
 

Ad

Раиса Сарпи: Автор вӑйӗ — сӑвӑра

Раиса Сарпи08.01.2019 21:3420826 viewsEdit Delete

Марина Карягина ҫырнӑ «Паттӑр вӑйӗ — пӑтӑра» ятлӑ кӗҫӗн класри ачасем валли ҫырнӑ сӑвӑсемпе хӑвӑрткаламӑшсен кӗнеки. Чӑваш кӗнеке издательстви. 2017. Редакторӗ Ольга Федорова. 1000 экз. Художникӗ П.Н.Сергеев.

 

Пӗр ватӑ карчӑк мӑнукӗ валли Марина Карягинан «Паттӑр вӑйӗ — пӑтӑра» кӗнекине туянчӗ манӑн автовокзалри кӗнеке лавккинчен. Пӗр-ик эрнерен вӑл ман пата каялла пычӗ те сӗтел ҫине ҫатлаттарса хучӗ ҫак кӗнекене: «Мӗн сӗнтӗн эс мана? Пит лайӑх кӗнеке терӗн! Мӑнукна килӗшет терӗн. «Хут татки мар вӗт вӑл тыркас — ӑна лутӑркама», — тесе ман мӑнук, чутах ҫак кӗнекене лутӑркаса пӑрахатчӗ. Аран туртса илсе ӗлкӗртӗм. Укҫа тӳленӗ вӗт уншӑн. Укҫана каялла тавӑрса пар!» — тет хайхискер. Хирӗҫлеме тӑтӑм та, чутах хама лутӑркаса тӑкатчӗ ҫак хастар карчӑк. Аран-аран саплаштарса, майлаштарса, укҫине каялла тыттарса ӑсатса кӑларса ятӑм хайхискере. Хам вара тӗлӗннипе кӗнекене алла тытрӑм та, вуласа тухас, терӗм. Сутмалли кӗнекесем Кӗнеке издательствинчен килӗшӳ тӑрӑх лавӗпех илсе килсе панӑран, эпӗ маттур ентешӗмӗн кӗнекине вуласа ӗлкӗрейменччӗ. Ма ҫав териех тиркерӗ-ха ӑна ҫак ватӑ ҫын? Хитре вӗт-ха.

Лайӑх хут ҫине пичетленӗ. Кӗнеке аннотацийӗнче ҫапла ҫырнӑ: «Сӑнавҫӑ ача кашни утӑмра тӗлӗнтермӗш асӑрхать. Тантӑшӗсен хутшӑнӑвӗнче те, ҫут ҫанталӑкри улшӑнусенче те хӑйне евӗрлӗхсем курса ырӑпа усала, илемпе килпетсӗрлӗхе уйӑрма вӗренет, аслисене итлеме, Тӑван ҫӗршыва хаклама, ҫынлӑха, тӑванлӑха хисеплеме хӑнӑхать. Автор кӗнекере поэзин тӗрлӗ жанрӗпе усӑ курнӑ. Чӑваш литературинче сайра тӗл пулакан хӑвӑрткаламӑшсем ача чӗлхинчи кӑлтӑксене пӗтерме пулӑшаҫҫӗ, чӗлхине пуянлатаҫҫӗ».

Кӗнеке алҫырӑвӗ ачасемпе ҫамрӑксем валли чӑвашла ҫырнӑ произведенисен 2016 ҫулхи конкурсӗнче ҫӗнтернӗ. Конкурса Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗ 2011 ҫулхи июнӗн 16-мӗшӗнче йышӑннӑ постановленипе килӗшӳллӗн йӗркеленӗ.

«Паттӑр вӑйӗ — пӑтӑра» кӗнеке шкул ҫулне ҫитмен тата кӗҫӗн классенче вӗренекен ачасем валли ӳсӗм уйрӑмлӑхӗсене шута хурса хатӗрленӗ».

Паллах, ӑна редактор вуланӑ. Аслӑ редакторӗ те, тӗп редакторӗ те, чӑн та ӗнтӗ, хакланӑ. Пахаланӑ. Художник-ӳнерҫӗ ӳкерчӗксемпе илемлетсе пичете янӑ, ҫапса кӑларнӑ. Сутӑва тӑратнӑ. Эппин, вӑл нимле майпа та начар пулма пултараймасть! Ахалех тарӑхнӑ пуль кӗнеке туянакан ҫак карчамас. Укҫине хӗрхенчӗ-ши?!. Ҫапла шухӑшсемпе вулама пуҫларӑм та, хама та сӑвӑҫ ҫырни тем йӗркеллех пек мар туйӑнса кайрӗ. Тепӗр хут вуларӑм та — вулани шухӑша ячӗ. Авторӑн хӑшпӗр шухӑшлавӗ тӗрӗс мар пек... Тем, иккӗлленме пуҫларӑм... Пӗрле вулар-ха. Карчӑкпа мӑнукне тарӑхтарнӑ сӑвва васкамасӑр шутласа вуласа тишкерер-ха чи малтан.

Катӑркаспа тыркас

Хӑвӑрткаламӑш.

Катӑркаса пӗр кас

Катӑрт-катӑрт!

Катӑртаттарать тыркас.

Катӑркас —

Касӑк-кӗсӗк турпас...

Катӑртаттаракана

Тытас та лутӑркас!

Хитре янрать-иҫ! Сасӑсен килӗшӗвӗ пур. Шухӑшӗ вара мӗнлерех?

Мӗншӗн «Катӑртаттаракана» — тыркаса — (Чӗрчуна!) «тытас та лутӑркас»?

Тыркас «Катӑркаса пӗр кас катӑрт-катӑрт!» катӑртаттарнипех катӑркас касӑк-кӗсӗк турпас» епле пултӑр-ха?

Катӑркас вӑл пысӑк йывӑҫ. Йӗплӗ йывӑҫ. Тыркас пӗчӗк ҫеҫ чӗрчун. Катӑркас вӑрманта ӳсет. Тыркас вара — хирте пурӑнать. Ячӗ хӑех калать ҫак чӗрчун ӗҫ-хӗлне. Тыркас вӑл — тыркас. Тырӑ касать. Катӑркаса ма катӑрттартӑр вӑл? Шӑлне хӑйрама-и? Е ӗҫсӗр аптӑранипе-и? Е автора юрас тесе-и?

Мӗн ҫыраҫҫӗ-ха энциклопедисем ҫак «геройсем» пирки?

Тыркас. Суслики. Род млекопитающих семейства беличих. Длина тела до 40 см., хвоста — менее 1|2 длины тела. Около 20 видов на открытых ландшафтах Северного полушария, в СССР около 10 видов. Повреждают зерновые культуры. Могут быть носителями возбудителей ряда болезней животных и человека. Некоторые — объект промысла (мех). Советская энциклопедия. (стр. 1286) 1989 г. Москва.

Катӑркас. Боярышник. Род деревьев и кустарников семейства розоцветных. Около 200 видов, в Северной Америке и Евразии . В СССР около 50 видов. Плоды ряда видов съедобны. Многие боярышники декоративные, некоторые лекарственные — экстракт из плодов или настой из цветков применяют при сосудистых заболеваниях. Советская энциклопедия. (стр. 163) 1989 г. Москва.

Куратпӑр, тыркассем инфекци — чир-чӗр те ертме пултараҫҫӗ. Эппин, вӗсене «тытса лутӑркама» хӑрушӑ. Тыттараҫҫӗ-и-ха тата пит йӑпӑртах?.. Тытсан та штраф тӳлеме тивет. Чӑваш ҫӗршывӗнче тыркассем ЧР хӗрлӗ кӗнекине кӗнӗ. Кун пирки «Самант» журнал та 2017-мӗш ҫулти ҫурла уйӑхӗнче тухнӑ номерӗнче хурланса пӗлтерет: «Тырпул шӗкӗлчеме юратаканскер хӗллехи тарӑн ыйхӑ вӑхӑтӗнче самай начарланать. Ҫу каҫа лайӑх тӑранайманнисем вара ҫуркунне вӑранмасан та пултараҫҫӗ...». Еплен пултартӑр-ха мӗскӗн тыркас наччасрах катӑркаса турпас туса хума?

Ҫыравҫӑн чӗрчунсене «лутӑркама» мар, хӗрхенме, упрама вӗрентмелле. Ачасем валли ҫыраканӑн ҫакна та шута хумалла: ачасем вӗсем пур чӗрчуна та тус вырӑнне хураҫҫӗ.

Кӗнекери тепӗр сӑвва вулар-ха.

Мӑнтӑр хӑнтӑрпа ватӑ ӑтӑр

Хӑвӑркаламӑш

Пӗр мӑнтӑр хӑнтӑрпа

Ватӑ ӑтӑр

Тӑр кӑнтӑрла

Вупӑр пырне ларнӑ.

Вӑтӑрӑн тӑтӑмӑр та —

Вӑтӑртӑмӑр та хӑтӑртӑмӑр.

Хӑтӑртӑмӑр та вӑтӑртӑмӑр —

Мӑнтӑр хӑнтӑрпа

Ватӑ ӑтӑра

Вупӑр пырӗнчен

Вӑтӑрса кӑлартӑмӑр!

Мӗн пӗлтӗмӗр-ха эпир ку сӑвва вуласа? Тӑр кӑнтӑрлах ҫӳрет иккен вупӑр... Пӗтӗм чӑваш ӑнлавӗнче — вупӑрсем ҫӗрле ҫеҫ, ҫурҫӗр иртсен тухаҫҫӗ вил шӑтӑкӗсенчен...

Тимур командинчен те хӑватлӑ Марина Карягинӑн Команди вара (Вӑтӑрӑн иккен вӗсем!) мӗскӗн вупӑра «хырӑмне тӑрантма — апатланма» паман... «Мӑнтӑр хӑнтӑрпа ватӑ ӑтӑра вупӑр пырӗнчен вӑтӑрса кӑлартӑмӑр!» тесе ҫав тери савӑнать ҫак хастар ушкӑн ертӳҫи! Ку вупӑр хальхи вӑхӑтри «ультра современнӑй» вупӑр пулинех. Пит хырӑмӗ выҫнӑ пулмалла вупӑрӑн... Хальхи ҫынсен эрех ӗҫсе, наркотикпа пӑсӑлнӑ юнне тиркесе, «Мӑнтӑр хӑнтӑрпа ватӑ ӑтӑра» хыпса ҫӑтасшӑн пулнӑ пулас...

Шӳтлес терӗм те, шӳт пулсах пӗтмерӗ-тӗр. Шӳтрен пӳт ан пултӑрах. Лайӑхрах ӑнланас тесе, энциклопедие уҫса пӑхар. (192 стр.)

Вупӑр — упырь — вампир. Вампир (упырь, вурдалак). Сказочный оборотень, мертвец, выходящий из могилы, чтобы сосать кровь живых людей. Переносное — кровопийца, жестокий человек.

Чӑвашсем вупӑр пуснӑ, теҫҫӗ-ха. Вупӑр уйӑха кӑшланӑ тенӗ ӑнлав-юмах та пур. Авалхи тӗшмӗш серепинчи этем уйӑх хупланнине (Лунное затмение) ӑнланманран, вупӑр уйӑха кӑшлать тенӗ. Хама та вупӑр пуснӑ. Валери Туркай та каланӑччӗ хӑйне вупӑр пуснине: «Аран-аран вӑрантӑм. Хӑпарса ларнӑ та ман ҫине пӑтавкка пуҫлӑ ҫӑмламас, пӑвать те пӑвать. Пӗр метр ҫурӑ ҫӳллӗш. Хӑмӑр вӑрӑм ҫӑмлӑ. Турра асӑнсан, вӑрантӑм...», — тенӗччӗ нумай ҫул каялла халӑх поэчӗ Валери Туркай. Пӑтавккапуҫ теҫҫӗ хӑшпӗр вырӑнта чӑвашсем вупӑра.

Мана тӗлӗк витӗр тапӑнни мачча ҫӳллӗшехчӗ. Хреснанне курӑнса, усал-тӗселтен хӗреспе сыхланаҫҫӗ, терӗ тӗлӗкре... Хӗрес хывса вӑрантӑм... Ҫӗрӗпех куҫ хупаймарӑм кайран... Нумай специалистпа калаҫрӑм. Ҫав хура-хӑмӑр ҫӑмлӑ усал-тӗсел вупӑр пулнине ӑнлантарса пачӗҫ пӗлекенсем. Вӑл питӗ хӑрушӑ!..

Вупӑр — ача вӑййи мар. Вупӑрсемпе ҫапӑҫтарас марччӗ авторсен пӗчӗк ачасене... Вупӑрсем ӳтлӗ тӗнчере ҫуккине вӗрентесчӗ. Вӗсем ӑс-тӑн шайӗнче (паралеллӗ ӳтсӗр тӗнчере) пулаҫҫӗ. Тӗшмӗш серепинчен хӑтарасчӗ халӑх ӑс-тӑнне. Вупӑр пусни вӑл — этемӗн организмӗ чирли. Ӑс-тӑн ӳт-тир чирне вупӑр пуснӑ пек кӑтартса, ҫапла майпа хӑратса пӗлтерет ҫынна. Вупӑр пуссан тухтӑр патне каймалла, пыр шӑнӑрне сиплемелле...

Кӗнеке аннотацинче ҫапла пӗлтернӗ: «Чӑваш литературинче сайра тӗл пулакан хӑвӑрткаламӑшсем ача чӗлхинчи кӑлтӑксене пӗтерме пулӑшаҫҫӗ, чӗлхине пуянлатаҫҫӗ».

Эп вара кӗнекене каялла килсе панӑ карчӑк пек шутла пуҫларӑм: ҫак икӗ «мухтавлӑ» хӑвӑрткаламӑш ача ӑстӑнне пӑтратаҫҫӗ. Сасӑсен янравӗ пирки кӑна мар, сӑвӑ шухӑшӗ пирки те пуҫне ватмалла ҫыраканӑн.

 

Хӑвӑрткаламӑшӗсем пирки ӑнлантӑм. Юрӑхсӑр япаласем. Сӑввисене вулам.

Мӗн вӑл ҫатма?

Ҫатма —

Ҫамкаран ҫапма!

Кам кӑран шӳтлет ҫапла?

Ҫатма тени — пушатма!

Тӗпне ҫап-ҫут ҫутатма!

Ҫак черетлӗ «шедевр» мӗн парать вулакана?!. «Ҫатма — ҫамкаран ҫапма!» Такам ҫапла кӑран шӳтленине хирӗҫлет пулсан та автор, ача асӗнче ҫак ӑнлав ҫирӗпленсе юлать...

Чӗрӗп

Чӗрӗп — чӑн-чӑн йӗп минтерӗ!

Илтрӗр-и, пӗри мӗн терӗ?

«Кайӑр-чӗрӗп-тирӗп», — терӗ,

Пӗр сӑмахсӑр иментерӗ!

 

Чӗрӗп тирӗ — ҫӗр йӗпрен,

Ҫӗр йӗпрен те чӗр йӗпрен.

Чипер сӑнӗ ҫирӗпрен

Сехре хӑпать чӗрӗпрен!

Малтанхи йӗрки — «Чӗрӗп — чӑн-чӑн йӗп минтерӗ!». Ҫӗнӗ сӑнар мар пулсан та, аван. Малалла вулар.

«Илтрӗр-и, пӗри мӗн терӗ?

«Кайӑр-чӗрӗп-тирӗп», — терӗ,

Пӗр сӑмахсӑр иментерӗ!

Мӗн тени пулать ку? Уйрӑмах ҫак сӑмах купи мӗне пӗлтерет? «Кайӑр-чӗрӗп-тирӗп», — терӗ». Ку ребуса ӑнланма ман ӑс ҫитес ҫук, чӑваш халӑх академикӗсен ӑсӗ ҫитет пуль. Ӑнран кайсах мухтаҫҫӗ те-ха вӗсем Марина Карягинана...

Кам вӑл «пӗри»? Чӗрӗпсен йышӗнчи пӗр чӗрӗп-и? «Пӗр сӑмахсӑр иментерӗ!» — тет автор, пӗр сӑмах ҫеҫ мар, виҫ сӑмах каларӗ-хушрӗ («терӗ»!) «пӗри». «Кайӑр-чӗрӗп-тирӗп»... Мӗн тени ку? Ейпух та, эп ӑнланмастӑп... «Кайӑр-чӗрӗп-тирӗп» тесе пӑтранни, паллах, иментерет кӑна мар, анратсах ярать! «Кайӑр! Чӗрӗп-тирӗп»! тесен ӑнкарма пулать пек. «Кайӑр, чӗрӗп-тирӗп»! тесе хӑратни, тен, шухӑша уҫӑмлатма пултарать.

«Чӗрӗп тирӗ — ҫӗр йӗпрен,

Ҫӗр йӗпрен те чӗр йӗпрен», — тесе автор Николай Ытарай пекех пит хитре калать...

«Чипер сӑнӗ ҫирӗпрен

Сехре хӑпать чӗрӗпрен!» — тенине вуншар ачана вуласа патӑм. Ӑнланаймастпӑр, — теҫҫӗ... Чӑвашла пӗлменнипе мар... Чӑваш ачисемех ҫак хуҫкаланчӑк сӑмах ҫаврӑнӑшне пуҫпа ҫавӑрса илеймеҫҫӗ. «Дикообраз мар вӗт чӗрӗп, унран хӑрама» — теҫҫӗ шкул ачисем. «Чӗрӗп чипер те мар» теҫҫӗ хӑшпӗрисем. Мӗншӗн сехре хӑпать-ха авторӑн чӗрӗпрен? «Чипер сӑнӗ ҫирӗпрен» иккен. Эй-эй-эй, чаплӑ састаш тӑвас тесе, чӗлхене темле те кукӑртма май пур тет иккен сӑвӑ авторӗ!..

«Алфавит» сӑвӑ — паха! «Чурӑс пукане» сӑвӑ вара мӗн сӗмекки?

Чурӑс пукане

Мӗншӗн чурӑс пукане

Парнелерӗн-ха, анне?

Юрлама ӑстишӗнех

Мӗн тума мана ҫӗнни?

 

Ман пек юрлас вырӑнне

Тӑсать ют ҫын юррине...

Чӑвашла ташла-ташла

Такмаклатӑр чӑвашла!

 

Ни «анне» теме пӗлмест:

Ни килме хушсан килмест.

«Ма!... Ма!...» — тесе кӑшкӑрать —

Парса ярас кашкӑра.

Ку сӑвва вуласан чӑваш ачисен, автор шучӗпе, чӑвашлӑха юратас туйӑм ҫуралмалла-тӑр... Анчах та, пуҫ йӗри-тавра ла-айӑх ҫавӑрттарса илсе шутласан: Иван Яковлев халалне хирӗҫ калани вӗт ку!

Эпир Раҫҫейре пурӑнатпӑр. Раҫҫей премийӗсене илес тесе ҫунса ҫӳрекен автор мӗншӗн-ха Тӑван ҫӗршыва хирӗҫ туйӑм-шухӑш «парнелет» чӑваш ачисене?

Ку сӑвӑ национализм туйӑмӗ ҫуратнине пӗчӗк ача та ӑнланать. Ҫакна та асӑнмалла: Ача нихҫан та нимле пуканене хирӗҫ те кутӑнлашмасть.

«Мӗншӗн чурӑс пукане

Парнелерӗн-ха, анне?» тесе те чӑрсӑрланмасть.

«Юрлама ӑстишӗнех

Мӗн тума мана ҫӗнни?» — тет ача ячӗпе автор. Сӑвӑ вӗҫӗнче курӑнать, пукани юрламасть те иккен. ««Ма!... Ма!...» — тесе кӑшкӑрать» ҫеҫ. Ӑҫта авторӑн логики? Хӑйне хӑй хирӗҫлет!!!

«Ма!... Ма!...» — тесе кӑшкӑрать _

Парса ярас кашкӑра» тесе пӑнчӑ лартать автор.

Нимле пуканене те ача кашкӑра парса ямасть. Пуканене вӑл хӑйӗн тусӗ пекех, чӑн-чӑн ача пекех йышӑнать. Карягина сӑвӑҫ пек хаяр та чунсӑр мар ача-пӑча!

«Ман пек юрлас вырӑнне

Тӑсать ют ҫын юррине...»... «Ма!... Ма!...» — тесе кӑшкӑрать» пукани. «Ма!..Ма!..» текенсем ют ҫынсем пулса каяҫҫӗ-иҫ!.. Авторӗ националист пулсан, редакторӗсен ҫакна асӑрхамалла пулнӑ! Эп асӑрханӑ тӑрӑх, чӑн-чӑн чӑваш ачи, хӗрпӗрчи, хӑй чӑвашла такмакла-такмакла ташлаттарать пуканене. Карягинан «хӗрачи» ав, ультиматум лартать! Приказ парать!

«Чӑвашла ташла-ташла

Такмаклатӑр чӑвашла!» — тет каппайланса, урахаҫланса.

Малалла вулар-ха!

«Ни «анне» теме пӗлмест:

Ни килме хушсан килмест», — тарӑхать хӗрпӗрчи хӑйне амӑшӗ парнеленӗ ҫӗнӗ пуканине юратманнипе.

Килме хушнипе ача патне чупса пыракан пукане тӗнчере пур-ши? Тен, пур та пуль урӑх ҫӗршывсенче... Электроника вӑйлӑ аталаннӑ вӗт халь... Эпӗ курман... Пӗлместӗп... Карягина Турцирен илсе килсен ҫеҫ... Турккӑсем те чӑвашсем пекех аннене анне теҫҫӗ... Анне теекен пуканесем туянса килсе чӑваш ачисене парнелесе савӑнтарсан тем пекехчӗ. Атту пирӗн чӑвашра пукане тӑвакан ӑста ҫук ҫав. Чӑваш пуканисен ӑстисем те ав «Ма!.. Ма!..» текен пуканесен кӗпи-йӗмӗсене хывса чӑвашла тӗрӗллӗ кӗпе-тумтир тӑхӑнтартаҫҫӗ...

Ку сӑвва кӗнекене кӗртмелле пулман! Вырӑспа чӑваш хушшинче ачаранах курайманлӑх туйӑмӗ вӑратать автор. Вӑрҫӑ ҫуратать. Питӗ шел, автор хӑй ӳтӗнче те вырӑс юнӗ чупнине манса кайса, хӑйне чӑн-чӑн чӑваш пек кӑтартас тесе ӑслайланать. Хӑйӗн вырӑс кукамӑшне те ҫын вырӑнне хумасть. Тусӗсене те ҫапла калать: «Откажись от матери, ведь она русская! Выбери отца-чуваша родителем». Ытти халӑхсене тиркеме ӑна И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче вӗрентнӗ-ши? Е чӑваш телекуравӗнче нумай ҫул «тар тӑкса» ҫапла «нумай ӑслӑланса» кайнӑ-ши?

«Чӗрене пыман тете» сӑввинче те Автор теттесемпе ҫапӑҫать.

«Кунсерен мана тете

Парнелет пӗрер тетте.

«Кирлӗ мар, тете! — теп те,

Вирхӗнет ҫӗре тетте».

«Ҫав тери пуян тетесем те пур-ҫке чӑвашра!» — тесе тӗлӗнтӗм малтанхи ик йӗркене вуласан. Парнеленӗ теттене кунсерен ҫӗре ывӑтакан ачана мӗншӗн ҫине-ҫине тетте парнелет-ха тетӗш тесе тата ытларах тӗлӗнтӗм тепӗр ик йӗркине вуласан.

Сӑввӑн тепӗр ҫавринче паллӑ пулчӗ. Ют иккен тетти, аякран илсе килнӗ ӑна...

Ҫакна вуланӑ-вуламан, Людмила Кинер калани аса килчӗ. «Иккӗри мӑнук: «Мой друг — человек-паук», — тесе юрласа ҫӳрет. Ҫак темӑпа сӑвӑ хайласа пар-ха, юрӑ парнелем! Ҫӗрле те ҫак эрешмен-этем теттине ыталаса ҫывӑрать» — терӗ.

Юрӗ. Карягинан сӑввине малалла вулар. Автор икӗ питлӗ-и? Сӑвӑ геройӗ-и? Пӗрремӗш ҫавринче вӑл ҫапла калать:«Кирлӗ мар, тете! — теп те,

Вирхӗнет ҫӗре тетте». Виҫҫӗмӗш куплетӗнче вара ҫапла пӗлтерет: «Хӗрхенетӗп айвана, Эп ҫӗмӗрмен — хӑй ванать»...

«Ҫийӗнчех сӗретӗп маҫ — Темшӗн чӗрӗлсе тӑмасть», — тет пӗчӗк герой, теттене, урайне вирхӗнтерсе, ватса пӗтернӗскерне, «шеллесе».

Малалла ҫапла «философствовать» тӑвать «ача»:

«Урлӑш-тӑршшӗ — пӗр хӑлаҫ!

Пурпӗр чӗрене пымасть».

Урлӑш-тӑршшӗ пӗр хӑлаҫ пулнипе чӗре патне пымалла им-ха теттен? Пӳрнеске пысӑкӑш тетте те чӗре патнех пырать-иҫ! Малалла вуласа кайрӑм та, анрасах кайрӑм.

«Мӗскер кӑна ҫитермен...

Пылчӑк тӑрӑх сӗтӗрмен...

Покемон та спайдермен –

Ятран чӗнме хатӗрлен

Чӗлхӳне хуҫа-хуҫа,

Калӑн, килте вӑл хуҫа!» —

Мӗншӗн-ха «Покемон та спайдермен» текен пуканесене ятран чӗнме хатӗрленмелле чӗлхене хуҫа-хуҫа? «Хуҫа» сӑмах валли хитре янравлӑ рифма пултӑр тесе-и? Кунта вӗт-ха икӗ тӗрлӗ пуканесем пирки сӑмах пырать. Эппин, мӗншӗн-ха автор «Вӑл хуҫа» тет? Вӗсем — хуҫасем темелле! Нумайлӑ хисеп кунта! Мӗншӗн-ха вара вӗсем «хуҫасем»! Ача нихҫан та пуканесене килти хуҫа темест! Хӑй хуҫа пулнине те ӑнкармасть вӑл!

Сӑвӑ вӗҫӗ вара — йӑвантарсах ярать!

«Ҫӗр-пин хут паха Мӑркка,

Хӑмӑр ҫӑмлӑ чӑмӑркка:

Хамӑрла мӑрла-мӑрла

Юрӑ хывать хамӑрла».

Шухӑш пӑтравӗ ҫеҫ мар, грамматика йӑнӑшӗ те темӗн чухлех! «Ҫӗр-пин хут пахарах» темелле! Кунта — танлаштару! Сӑвӑ ҫеммине ҫухатас мар тесе кӗскетсе «паха» тесе ҫырни куҫкӗрет. Кун пек калани тӗрӗс-и? Ҫитменнине, Мӑркка вӑл — тетте мар!

«Хамӑрла мӑрла-мӑрла

Юрӑ хывать хамӑрла» — текелесе ҫырни те суя патриотизм ҫеҫ! Америка ачи кушака хӑй майлӑ мӑрлаттарать, корея ачи — хӑйле. Кӗвӗ хывать тесен, ӑнланма юрать-ха. Мӑр-мӑр-мӑр кӗвви пулма пултарать. Юрӑ хывать тесен вара? Юррӑн сӑмах пулмалла! Марина Карягинан кушаки мӗнле сӑмах каласа юрлать-ши?

Пӗтӗм сӑвви ҫапла майлӑ пӑтравлӑ! Акӑ тепӗр сӑввине илсе пӑхар.

«Кунтах юлтӑр Хӗл Мучи»

Шухӑш пачӗ пӗр чана:

Чӑрӑш лартас пахчана!

Капӑрлатас лӑссине,

Курас уяв уссине».

Аван. Чӑн-чӑн ача сӑвви темелле.

«Куллен килтӗр Хӗл мучи!

Шав чуптартӑр катаччи!

Салакайӑк ташшине

Ташлаттартӑр кашнине!»

«Ташши-ташши — салакайӑк ташши!» тесе такмакласа юрлаҫҫӗ-ташлаҫҫӗ-ха чӑвашсем. Анчах та чана кашнине салакайӑк ташшине ташлаттарасшӑн пулнине пӗртте ӗненме май ҫук. Чана вӑл чана ташшине ташлать... Малалла вулам-ха вулама пуҫланӑ «Кунтах юлтӑр Хӗл Мучи» сӑвва.

«Чӑваш сӑвви каласан

Парнелетӗр круассан»... Чим, чарӑнар-ха... Ют теттесене тиркекен автор ют кулач — круассан ҫитересшӗн-и чӑваш сӑввине калакансене чана ячӗпе?

Ывӑнакан атӑ

Выляма кӑна пуҫлатӑн –

Ывӑнать те чупкӑн атӑ.

Мӗн тӑвас ман мӑранпа,

Аран-аран пыранпа?

Киле леҫес — аякра,

Хывса персен лайӑхрах:

Типӗ чӑлха тӗпӗпе

Йӗпе куна типӗтем!

Рифмисем чаплӑ! Шухӑшӗ? Сӑвӑ пӗлтерӗшӗ? Иккӗмӗш йӗркере автор аттине «чупкӑн» тесе хисеплет. Виҫҫӗмӗш йӗркинче вара

«Мӗн тӑвас ман мӑранпа,

Аран-аран пыранпа?» — тет. Ӑҫта авторӑн шухӑшлав йӗрки? Логика? Мӗн тӑвать-ха автор йӳпкӗнлӗхӗпе сӑвӑри герой-ача? Атта «Хывса персен лайӑхрах», — тет вӑл. Ыйту сиксе тухать: Мӗне вӗрентет автор ачана? Ашшӗпе амӑшӗ тар тӑкса ӗҫлесе илнӗ япалана — атта ачан ним те мар хывса персе хӑвармалла иккен! Юлашки икӗ йӗрки вара? Ку ача шухӑшлавӗ-ши? Е куштан автор пӑтравӗ?

«Типӗ чӑлха тӗпӗпе

Йӗпе куна типӗтем!» Мӗн тени пулать ку. Кӑна чӑваш академикӗсем ӑнланӗҫ-ши!

Вӑхӑт ҫук

— Арҫук, килте пӗр хӑт та ҫук! —

Тет мана тин таврӑннӑ анне. —

Анне пӗлмест ҫав сӑлтавне:

Хӑт туса ларма ман вӑхӑт ҫук!

Автансем халь вӑтанмасӑр

Авӑтаҫҫӗ пӗр канмасӑр:

Арпаштарчӗҫ вӑхӑта.

Айӑпӗ шӑп ҫакӑнта!

Автансем хӑҫан вӑтанса авӑтнӑ вара? Пӑрҫа патша вӑхӑтӗнче-и?

«Кукша кӗр» сӑввинче те автор шухӑшлавӗ пӑтравлӑ. «Ешӗлех-ха хыр рашчи» — тет автор. Хыр рашчи хӑҫан ешӗлленме пӑрахать вара? Хыр вӑл ӗмӗрех ешӗл йывӑҫ.

Сӑвӑ вӗҫӗ те тӗлӗнтерет.

«Килчӗ кӗр куҫҫуль тӑкса,

Тен, вӑл ӗмӗрлӗх кукша?..»

Иккӗри-виҫҫӗри ача та кӗркунне йывӑҫ ҫулҫисем ӳкнине, ҫуркунне йывӑҫ-курӑк чӗрӗлнине ӑнкарать.

«Хитре витре» сӑвви те пулса ҫитмен. Пӑтрав! «Хитри-тикӗтли» рифма пулать-им?

«Тиркесе кулма пулать:

Кам мӗнлине хапӑллать!

Пулӑ тытма кайнӑ чух

Атма пек тӗпли те чух!» — тенине мӗнле ӑнланмалла? Атма вӑл — атма. Витре вӑл — витре. Шӑтӑк витре тесшӗн-ши автор? Витре тӗпне атма ҫакса янӑ пек ӑнланмалла-и?

«Камӑн витри хитререх?» — ыйту ҫине сӑввӑн виҫҫӗмӗш ҫавринче ҫакӑн пек хурав парать автор:

«Сарӑтутлӑ Нил калать:

— Сан та путлӗ пулкалать:

Кӗвентеллӗ ик витре

Кӗвӗпе пыни хитре!»

Сарӑтутлӑ Нил кама калать? «Сан та путлӗ пулкалать», — тени мӗн тума кирлӗ кунта?

Тӑваттӑмӗш ҫаврара ҫакӑн пек хурав:

«Чи хитре витре — хӗрли!»

Ӑнланмалла йӗрке. «Чи хитре витре — хӗрли!» тет те автор, тӳрех хирӗҫлет:

— Хӗрли мар ҫав, пуҫхӗрли:

Пантӑртаттар патакпа –

Пулса тӑрӗ параппан!»

Кунта вӗт-ха витререн тӗрлӗ-тӗрлӗ выляв япали тӑвас пирки мар калаҫу. Ҫитменнине, «патакпа-параппан» рифма тӑвать автор.

«— Тӗрлӗ-тӗрлӗ тӗрӗлли!

— Тӗпӗ тӗкӗр евӗрли!» — ҫапла калани ҫыхӑнуллӑ пырать, тейӗпӗр.

«— Тин туяннӑ витрене

Ним те ҫитмӗ ҫур эрне!..» — «Камӑн витри хитререх?» тенӗ ыйтупа ҫак йӗркесем мӗнле ҫыпӑҫаҫҫӗ-ха?

Сӑвӑ вӗҫӗнче вара пач урӑх «опера».

«Чи тирпейли — кам ачи?

Унӑн витри — чи-чи-чи!»

«Камӑн витри хитререх?» ыйту сӑмах купи айне пулса юлнӑран, «Витре — чи-чи-чи!» пулнине «пӗлтӗмӗр». Чи-чи-чи тесе юрлать-и-ха вӑл?

«Чи-чи-чи» юлашки йӗркисемпе ҫапсах пӑрахать вара автор.

«Камӑн витри чипер мар,

Чие ҫырли сӗнер мар».

Ку мӗнле хисеп? Мӗнле ӑнлану?! Сӑввӑн пуҫӗ-кучӗ ӑҫта? Мӗн каласшӑн пулнӑ автор? Витри кӑна мар, сӑвви те пуҫхӗрлӗ! Пуш параппан ҫаптарни ҫеҫ мар-и ку?

Кӗнекене ят панӑ «Паттӑр вӑйӗ — пӑтӑра» сӑвӑра сӑнарлӑх курӑнать. Лайӑхрах шутласа якатсан, чипер сӑввах пулмалла.

«Пӗлнӗ пулсан...» сӑвва вулама пуҫласан вара, тахҫанах вуланӑ ача-пӑча поэчӗн сӑвви аса килчӗ: «Если бы я знал, что так нелегко быть мальчиком, родился бы я сразу дедушкой, бороду поглаживал бы пальчиком...».

Мӗнлерех вариант парать-ха кӗнеке авторӗ?

«Ача пулма

Ҫӑмӑл мар пуласса пӗлнӗ пулсан...

Ҫуралӑттӑм асатте пулса —

Ҫӑра кӑна сухалпа!

Ҫырлахӑттӑм сахалпа:

Пахча тулли ҫырлапа!»

Тӑрр!.. Пахча тулли ҫырла сахал-и? Логика ӑҫта? Пахча тулли ҫырлапа бизнес тӑваҫҫӗ! Кӗсье тулли укҫаллӑ пулаҫҫӗ!

Малалла каяр..

«Халь

Ҫӳҫ вырӑнне мулаххай,

Сылтӑм аттӑм сулахай –

Тӑратӑп ни ача, ни пӑча, ни мучи...

Эх-ха-хай!»

Кукша ҫуралнӑ-им ку ача? «Ҫӳҫ вырӑнне мулаххай тени» мӗне пӗлтерет? Мулаххай-ҫӗлӗк тӑхӑнса яни ҫӳҫ ҫуккине пӗлтерет-и? «Сылтӑм аттӑм сулахай» теекен ача сылтӑмпа сулахая чухлать пуль ӗнтӗ... Ача-пӑча тенине уйӑрса ҫырни тӗрӗс мар. Кам вӑл, мӗн вӑл — «пӑча»? «Тӑратӑп ни ача, ни пӑча, ни мучи...» — хурланать «Эх-ха-хай!» тесех пӗчӗк герой. Мӗскӗн! Кам ҫапла тӑхӑнтартнӑ ӑна? Ашшӗ-и, амӑшӗ-и? Маскарад валли аппӑш-пиччӗш ҫапла нушалантараҫҫӗ-и ӑна?

«Ача пулма

Ҫӑмӑл мар пуласса пӗлнӗ пулсан...

Ҫуралӑттӑм качака пулса —

Ҫаврака мӑйракапа!

Майранни пек пушмакпа!

Шӑл хушшинчи кӑчкӑпа!..» — пӑтранать-тӗк пӑтранать автор, пӑтратать-тӗк пӑтратать вулакан ача-пӑча ӑс-пуҫне...

«Халь

Кӑчӑк туртсан — килмелле,

Пурне те итлемелле —

Хамӑн ирӗк пач та ҫук элле...

Тӗлӗнмелле!»

Чӑннипех те тӗлӗнмелле! Никама та итлемелле мар-и вара ачан? Ашшӗ-амӑшне те шута хумалла мар-и?

«Ача пулма

Ҫӑмӑл мар пуласса пӗлнӗ пулсан...

Ҫуралаттӑм хур аҫи пулса!

Тукалаттӑм хӑранҫи —

Чараймӗччӗ кукаҫи!»

Хураҫи хӑранҫи туса тӑмасть вӑл. Хураҫи ҫемйине сыхлас тесе кукаҫи ҫине те, куками ҫине те, асатте-асанне ҫине те, выльӑх-чӗрлӗх ҫине те сикет, сӑхать... Ачасене вара аванах хӑратать. Ҫапсан, паллах, чӑннипех хӑрать, тарать... Артист сцена ҫинче хӑранҫи туса кӑтартма пултарать. Е этем... Хӑрамасть пулсан та хӑранҫи пулать... Улталас тесе, чееленсе...

«Халь

Хуллен калаҫ пӗрехмай,

Вӗҫес килет — утса кай!

Тӑратӑп: ни хур, ни хурах –

Ҫурмаккай...

Кай-кай-кай!»

Чӑнах та, кай-кай-кай! Хӑш тӗнчери ача-пӑча, уйрӑмах чӑваш ачи, хӑйне хӑй «Ни хур, ни хурах — ҫурмаккай...» тейӗ... «Индеец эп! Чингакчук! Салтак эп! Улӑп эп. Паттӑр!» — тет ача-пӑча. Хӑть те хӑш халӑх ачисем те, уйрӑмах арҫын ачасем, вӑрҫӑлла выляҫҫӗ, хӑйсене паттӑр пек туяҫҫӗ.

«Ахаль мар ача пулса

Ҫуралӑттӑм йӑл кулса —

Йӑлӑхтарчӗ ватӑлса!»

Тет пӗчӗк герой сӑвӑ вӗҫленеспе.

Ахаль мар ача — «необыкновенный», «не простой» тенӗ пек ӑнлануллӑ. «Йӑлӑхтарчӗ ватӑлса!» тесе евитлет вӑл кӗҫех. Вӑл хӑш вӑхӑтра ватӑлчӗ-ха?» Вӑл асатте пуласшӑнччӗ кӑна вӗт-ха...

Автор этемле шутлама пӗлменнинех кӑтартса парать ҫак пӑтравлӑ сӑввӑн пӑтравлӑ вӗҫӗ.

— Халь?

— Ватӑлтарать макӑрни,

Ҫавӑнпа вӗт-шакӑрне:

«Ан йӗр, ан йӗр ӗмӗрне!» —

Тет кашни атте-анне

«Ача пулма Ансат мар пуласса пӗлнӗ пулсан...» теекен рефренпа епле ҫыхӑнать-ха сӑвӑ вӗҫӗ?

Ҫак кӗнекене вуласа тухса тӗлӗннипе тата шалтах аптӑранипе, кӗнеке аннотацине тепӗр хут вуларӑм.

«Сӑнавҫӑ ача кашни утӑмра тӗлӗнтермӗш асӑрхать. Тантӑшӗсен хутшӑнӑвӗнче те, ҫут ҫанталӑкри улшӑнусенче те хӑйне евӗрлӗхсем курса ырӑпа усала, илемпе килпетсӗрлӗхе уйӑрма вӗренет, аслисене итлеме, Тӑван ҫӗршыва хаклама, ҫынлӑха, тӑванлӑха хисеплеме хӑнӑхать. Автор кӗнекере поэзин тӗрлӗ жанрӗпе усӑ курнӑ. Чӑваш литературинче сайра тӗл пулакан хӑвӑрткаламӑшсем ача чӗлхинчи кӑлтӑксене пӗтерме пулӑшаҫҫӗ, чӗлхине пуянлатаҫҫӗ».

Аннотацире калани кӗнекери сӑвӑсенчи шухӑшсемпе пӗртте килӗшӳллӗ мар. Тӑван ҫӗршыва хаклама, ҫынлӑха, тӑванлӑха хисеплеме мар, тиркеме хӑнӑхтарать...

Кӗнеке ал ҫырӑвӗ ачасемпе ҫамрӑксем валли чӑвашла ҫырнӑ произведенисен 2016 ҫулхи конкурсӗнче ҫӗнтернӗ. Конкурса Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗ 2011 ҫулхи июнӗн 16-мӗшӗнче йышӑннӑ постановленипе килӗшӳллӗн йӗркеленӗ.

Конкурс комиссийӗнче камсем лараҫҫӗ-ши? Ҫав териех тӑнсӑр-ши вӗсем? Патшалӑх укҫине тӑкакланӑ-ҫке ҫак айван сӑвӑсене кӗнекелетсе кӑларма хавхалантарса!!!

Манӑн ҫак кӗнекене сутмалла вӗт! Кӗнеке издательстви сутма панӑ. Халӗ вара шутлатӑп. Епле питпе сутам ӑна? Издательствӑна каялла тавӑрса пама тивет пуль... Атту кӗнекене каллех хамӑн кӗнеке лавккине каялла килсе парӗ ӑна туянакан. Каллех намӑс кӑтартӗҫ мана. «Ма сутан?» — тесе кӗнекепе питрен перӗҫ. Е тытса «лутӑркӗҫ»...

 

Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (39)]

Comments:

Атнер // 1726.84.3785
2019.01.15 16:56
Агабазарпа ҫӗр процент килӗшмелле.Кӗнеке каялла килсе панӑ имӗш.Ку суя!.Темле ӗҫсӗр аптаракан карчӑк та пырса укҫана тавӑрса пама ыйтмасть.Апла пулсан спектакль курса тух та килӗшмерӗ манӑн мӑнука тесе билетне каялла парса укҫа илме пултар.Ну суйма маҫтӑр Паянхи Клеопатра.
2019.01.16 16:55
Владимир Изачак
Агабазару: Эс, нихçан та никамана та ăнланайман сьын, эс охмах сьын.

Agabazar // 4182.3.2762
2019.01.16 18:44
Agabazar
Раиса Сарпие "халăх поэчĕ" ят парсан, вăл çав титулпа тĕрĕс усă курма пултарĕ-ши?
Атнер // 1726.84.3785 2019-01-15 16:56 Агабазарпа ҫӗр процент килӗшмелле.Кӗнеке каялла килсе панӑ имӗш.Ку суя!.
Эп "суя" темен. Анчах та çырас ĕçре унашкал "легаллĕ" меслет пуррине журналистика теоретикесем те йышăнаççĕ.
2019.01.17 12:45
Владимир Изачак
Асьтахару Плотникову. Уважаемый хозяин сайта (или скажем начальник сайта). Возникают вопросы, и не только по данной статье. Р. Сарпи написала боль души - вопросы качественного уровня чувашской поэзии. Хотелось бы видеть тут дискуссию по этому поводу наших уважаемых литераторов или хотя бы, преподавателей литературы. Вместо этого, сами видите выступающих "рецензентов". Ищут тайные замыслы автора статьи..., была ли старуха, вернувшую книгу и тд. и тп. Какая разница, вернула старуха книгу или нет?! Может это просто метафорический прием автора статьи? О качестве стихов М. Карягиной ни слова, но обозвать поэтессу, "Хӑмпӑ" не постеснялись...
Ну, с Агабазаром понятно - человек такой, он не пакостить просто не может. Спрятался за ником и давай, облаивать всех подряд как Моська из подворотни. Но ведь, и другие рецензенты не намного лучше...
Вы уж извините меня, мне тут видится Ваша недоработка. Не только по этой статье, но по многим другим статьям дискуссия просто невозможна из-за активности публики, прячущейся под ником (кличкой). Не пора ли, порой и власть применить?
Agabazar // 3582.30.5875
2019.01.17 15:34
Agabazar
Чăвашла çырнă сăвăсем пирки майлаштарнă чăвашла рецензие те, сăввисене хăйсене те вырăсла калаçса "тишкернинчен" ырăраххи, паллах, ним те çук. Çак ансат шухăшпа манăн та килĕшмех тивет пулас, амитке. Ним тума та çук. Ниçта та кайса кĕрейместĕн!

Студент чухнехи пĕр юлташ аса килет. Микихвер Мраньккан 5-6 томлă "Ĕмĕр сакки сарлака" сериал-романĕ пирки пире, ытти айвансене, тар кăлара-кăлара вырăсла ăнлантарса паратчĕ. Пĕрремĕш хут илтнĕччĕ çавăн чухне "Жизнь прожить не поле перейти" тенине.

Чăннипе вара çав сериал-романа чăвашла çырнă çеç мар, унăн вырăсла куçарăвĕ те çук тĕнчере.
Agabazar // 3582.30.5875
2019.01.17 15:49
Agabazar
О качестве стихов М. Карягиной ни слова, но обозвать поэтессу, "Хӑмпӑ" не постеснялись...

<Куçару: М.Карягина сăввисем пирки ним сăмах та çук, анчах та "Хăмпă" темешкĕн вăтанмарĕç>
Ак çак япала пирки сăмах пырать:
Тарават // 3884.86.5714
2019-01-14 16:41
Сарпи маттур!!! .Хӑмпӑ Карягина пеккисене тахҫанах шӑтма вӑхӑт.
Кам-ха вăл "Тарават"? Нивушлĕ леш хайхи, Аслă Накаткынра пурнаканни? Ĕненесех килмест.

Кунта эпир М.Карягина сăввисене мар, Р.Сарпи рецензине тишкеретпĕр. <<Талантлă рецензент...>>©
Базиль Кириллов // 2381.87.0265
2019.04.02 19:55
Эсир вуласа пӑхӑр-ха, мӗнле майпа 2националист" тупать српи. Намӑс!
Базиль Кириллов // 2381.87.0265
2019.04.02 19:56
Т\рлетни: Эсир вуласа пӑхӑр-ха, мӗнле майпа "националист" тупать Сарпи. Намӑс!
асси // 1388.74.6956
2019.04.04 22:06
пӗтӗмпeх тӗрӗс ҫырңӑ,куңта ңим хирӗҫмeлли тe ҫук,Карягиңӑң асӑңңӑ кӗңeкeри сӑввисeм ачапча валли мар -ҫавӑ ҫeҫ, ачасeм валли ҫырма ҫӗр хут йывӑртарах, куңта сӑмаха хӑвңа кирлӗ пeк ҫавӑрттараймастӑң
вулакан // 1737.28.6305
2021.01.15 10:41
Раиса Сарпи. „Кам-ши эпĕ?“
Чăваш кĕнеке издательстви, 1989.
15-мĕш страница
„Мечĕк“ сăвăн пуçламăш икĕ строфи:

Тăппи-таппи-тап-тап-тап!
Хытăрахъ мана эс çап!
Çавăрса çĕре пăрах, -
Пулăп эп хаваслăрах.

Тăппи-таппи-тап-тап-тап!
Меллĕрех мана эс çап!
Хĕнесен те эс мана,
Кÿренместĕп эп сана.

çак сăвă вара мĕне вĕрентет?

Pages: [1], 2, 3, 4

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters