Следить за мыслями великого человека есть наука самая занимательная.(А.С.Пушкин)
Ad
Раиса Сарпи: Автор вӑйӗ — сӑвӑра
Раиса Сарпи08.01.2019 21:3420830 views
Марина Карягина ҫырнӑ «Паттӑр вӑйӗ — пӑтӑра» ятлӑ кӗҫӗн класри ачасем валли ҫырнӑ сӑвӑсемпе хӑвӑрткаламӑшсен кӗнеки. Чӑваш кӗнеке издательстви. 2017. Редакторӗ Ольга Федорова. 1000 экз. Художникӗ П.Н.Сергеев.
Пӗр ватӑ карчӑк мӑнукӗ валли Марина Карягинан «Паттӑр вӑйӗ — пӑтӑра» кӗнекине туянчӗ манӑн автовокзалри кӗнеке лавккинчен. Пӗр-ик эрнерен вӑл ман пата каялла пычӗ те сӗтел ҫине ҫатлаттарса хучӗ ҫак кӗнекене: «Мӗн сӗнтӗн эс мана? Пит лайӑх кӗнеке терӗн! Мӑнукна килӗшет терӗн. «Хут татки мар вӗт вӑл тыркас — ӑна лутӑркама», — тесе ман мӑнук, чутах ҫак кӗнекене лутӑркаса пӑрахатчӗ. Аран туртса илсе ӗлкӗртӗм. Укҫа тӳленӗ вӗт уншӑн. Укҫана каялла тавӑрса пар!» — тет хайхискер. Хирӗҫлеме тӑтӑм та, чутах хама лутӑркаса тӑкатчӗ ҫак хастар карчӑк. Аран-аран саплаштарса, майлаштарса, укҫине каялла тыттарса ӑсатса кӑларса ятӑм хайхискере. Хам вара тӗлӗннипе кӗнекене алла тытрӑм та, вуласа тухас, терӗм. Сутмалли кӗнекесем Кӗнеке издательствинчен килӗшӳ тӑрӑх лавӗпех илсе килсе панӑран, эпӗ маттур ентешӗмӗн кӗнекине вуласа ӗлкӗрейменччӗ. Ма ҫав териех тиркерӗ-ха ӑна ҫак ватӑ ҫын? Хитре вӗт-ха.
Лайӑх хут ҫине пичетленӗ. Кӗнеке аннотацийӗнче ҫапла ҫырнӑ: «Сӑнавҫӑ ача кашни утӑмра тӗлӗнтермӗш асӑрхать. Тантӑшӗсен хутшӑнӑвӗнче те, ҫут ҫанталӑкри улшӑнусенче те хӑйне евӗрлӗхсем курса ырӑпа усала, илемпе килпетсӗрлӗхе уйӑрма вӗренет, аслисене итлеме, Тӑван ҫӗршыва хаклама, ҫынлӑха, тӑванлӑха хисеплеме хӑнӑхать. Автор кӗнекере поэзин тӗрлӗ жанрӗпе усӑ курнӑ. Чӑваш литературинче сайра тӗл пулакан хӑвӑрткаламӑшсем ача чӗлхинчи кӑлтӑксене пӗтерме пулӑшаҫҫӗ, чӗлхине пуянлатаҫҫӗ».
Кӗнеке алҫырӑвӗ ачасемпе ҫамрӑксем валли чӑвашла ҫырнӑ произведенисен 2016 ҫулхи конкурсӗнче ҫӗнтернӗ. Конкурса Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗ 2011 ҫулхи июнӗн 16-мӗшӗнче йышӑннӑ постановленипе килӗшӳллӗн йӗркеленӗ.
«Паттӑр вӑйӗ — пӑтӑра» кӗнеке шкул ҫулне ҫитмен тата кӗҫӗн классенче вӗренекен ачасем валли ӳсӗм уйрӑмлӑхӗсене шута хурса хатӗрленӗ».
Паллах, ӑна редактор вуланӑ. Аслӑ редакторӗ те, тӗп редакторӗ те, чӑн та ӗнтӗ, хакланӑ. Пахаланӑ. Художник-ӳнерҫӗ ӳкерчӗксемпе илемлетсе пичете янӑ, ҫапса кӑларнӑ. Сутӑва тӑратнӑ. Эппин, вӑл нимле майпа та начар пулма пултараймасть! Ахалех тарӑхнӑ пуль кӗнеке туянакан ҫак карчамас. Укҫине хӗрхенчӗ-ши?!. Ҫапла шухӑшсемпе вулама пуҫларӑм та, хама та сӑвӑҫ ҫырни тем йӗркеллех пек мар туйӑнса кайрӗ. Тепӗр хут вуларӑм та — вулани шухӑша ячӗ. Авторӑн хӑшпӗр шухӑшлавӗ тӗрӗс мар пек... Тем, иккӗлленме пуҫларӑм... Пӗрле вулар-ха. Карчӑкпа мӑнукне тарӑхтарнӑ сӑвва васкамасӑр шутласа вуласа тишкерер-ха чи малтан.
Катӑркаспа тыркас
Хӑвӑрткаламӑш.
Катӑркаса пӗр кас
Катӑрт-катӑрт!
Катӑртаттарать тыркас.
Катӑркас —
Касӑк-кӗсӗк турпас...
Катӑртаттаракана
Тытас та лутӑркас!
Хитре янрать-иҫ! Сасӑсен килӗшӗвӗ пур. Шухӑшӗ вара мӗнлерех?
Мӗншӗн «Катӑртаттаракана» — тыркаса — (Чӗрчуна!) «тытас та лутӑркас»?
Тыркас. Суслики. Род млекопитающих семейства беличих. Длина тела до 40 см., хвоста — менее 1|2 длины тела. Около 20 видов на открытых ландшафтах Северного полушария, в СССР около 10 видов. Повреждают зерновые культуры. Могут быть носителями возбудителей ряда болезней животных и человека. Некоторые — объект промысла (мех). Советская энциклопедия. (стр. 1286) 1989 г. Москва.
Катӑркас. Боярышник. Род деревьев и кустарников семейства розоцветных. Около 200 видов, в Северной Америке и Евразии . В СССР около 50 видов. Плоды ряда видов съедобны. Многие боярышники декоративные, некоторые лекарственные — экстракт из плодов или настой из цветков применяют при сосудистых заболеваниях. Советская энциклопедия. (стр. 163) 1989 г. Москва.
Куратпӑр, тыркассем инфекци — чир-чӗр те ертме пултараҫҫӗ. Эппин, вӗсене «тытса лутӑркама» хӑрушӑ. Тыттараҫҫӗ-и-ха тата пит йӑпӑртах?.. Тытсан та штраф тӳлеме тивет. Чӑваш ҫӗршывӗнче тыркассем ЧР хӗрлӗ кӗнекине кӗнӗ. Кун пирки «Самант» журнал та 2017-мӗш ҫулти ҫурла уйӑхӗнче тухнӑ номерӗнче хурланса пӗлтерет: «Тырпул шӗкӗлчеме юратаканскер хӗллехи тарӑн ыйхӑ вӑхӑтӗнче самай начарланать. Ҫу каҫа лайӑх тӑранайманнисем вара ҫуркунне вӑранмасан та пултараҫҫӗ...». Еплен пултартӑр-ха мӗскӗн тыркас наччасрах катӑркаса турпас туса хума?
Ҫыравҫӑн чӗрчунсене «лутӑркама» мар, хӗрхенме, упрама вӗрентмелле. Ачасем валли ҫыраканӑн ҫакна та шута хумалла: ачасем вӗсем пур чӗрчуна та тус вырӑнне хураҫҫӗ.
Кӗнекери тепӗр сӑвва вулар-ха.
Мӑнтӑр хӑнтӑрпа ватӑ ӑтӑр
Хӑвӑркаламӑш
Пӗр мӑнтӑр хӑнтӑрпа
Ватӑ ӑтӑр
Тӑр кӑнтӑрла
Вупӑр пырне ларнӑ.
Вӑтӑрӑн тӑтӑмӑр та —
Вӑтӑртӑмӑр та хӑтӑртӑмӑр.
Хӑтӑртӑмӑр та вӑтӑртӑмӑр —
Мӑнтӑр хӑнтӑрпа
Ватӑ ӑтӑра
Вупӑр пырӗнчен
Вӑтӑрса кӑлартӑмӑр!
Мӗн пӗлтӗмӗр-ха эпир ку сӑвва вуласа? Тӑр кӑнтӑрлах ҫӳрет иккен вупӑр... Пӗтӗм чӑваш ӑнлавӗнче — вупӑрсем ҫӗрле ҫеҫ, ҫурҫӗр иртсен тухаҫҫӗ вил шӑтӑкӗсенчен...
Тимур командинчен те хӑватлӑ Марина Карягинӑн Команди вара (Вӑтӑрӑн иккен вӗсем!) мӗскӗн вупӑра «хырӑмне тӑрантма — апатланма» паман... «Мӑнтӑр хӑнтӑрпа ватӑ ӑтӑра вупӑр пырӗнчен вӑтӑрса кӑлартӑмӑр!» тесе ҫав тери савӑнать ҫак хастар ушкӑн ертӳҫи! Ку вупӑр хальхи вӑхӑтри «ультра современнӑй» вупӑр пулинех. Пит хырӑмӗ выҫнӑ пулмалла вупӑрӑн... Хальхи ҫынсен эрех ӗҫсе, наркотикпа пӑсӑлнӑ юнне тиркесе, «Мӑнтӑр хӑнтӑрпа ватӑ ӑтӑра» хыпса ҫӑтасшӑн пулнӑ пулас...
Шӳтлес терӗм те, шӳт пулсах пӗтмерӗ-тӗр. Шӳтрен пӳт ан пултӑрах. Лайӑхрах ӑнланас тесе, энциклопедие уҫса пӑхар. (192 стр.)
Вупӑр — упырь — вампир. Вампир (упырь, вурдалак). Сказочный оборотень, мертвец, выходящий из могилы, чтобы сосать кровь живых людей. Переносное — кровопийца, жестокий человек.
Чӑвашсем вупӑр пуснӑ, теҫҫӗ-ха. Вупӑр уйӑха кӑшланӑ тенӗ ӑнлав-юмах та пур. Авалхи тӗшмӗш серепинчи этем уйӑх хупланнине (Лунное затмение) ӑнланманран, вупӑр уйӑха кӑшлать тенӗ. Хама та вупӑр пуснӑ. Валери Туркай та каланӑччӗ хӑйне вупӑр пуснине: «Аран-аран вӑрантӑм. Хӑпарса ларнӑ та ман ҫине пӑтавкка пуҫлӑ ҫӑмламас, пӑвать те пӑвать. Пӗр метр ҫурӑ ҫӳллӗш. Хӑмӑр вӑрӑм ҫӑмлӑ. Турра асӑнсан, вӑрантӑм...», — тенӗччӗ нумай ҫул каялла халӑх поэчӗ Валери Туркай. Пӑтавккапуҫ теҫҫӗ хӑшпӗр вырӑнта чӑвашсем вупӑра.
Кӗнеке аннотацинче ҫапла пӗлтернӗ: «Чӑваш литературинче сайра тӗл пулакан хӑвӑрткаламӑшсем ача чӗлхинчи кӑлтӑксене пӗтерме пулӑшаҫҫӗ, чӗлхине пуянлатаҫҫӗ».
Эп вара кӗнекене каялла килсе панӑ карчӑк пек шутла пуҫларӑм: ҫак икӗ «мухтавлӑ» хӑвӑрткаламӑш ача ӑстӑнне пӑтратаҫҫӗ. Сасӑсен янравӗ пирки кӑна мар, сӑвӑ шухӑшӗ пирки те пуҫне ватмалла ҫыраканӑн.
Хӑвӑрткаламӑшӗсем пирки ӑнлантӑм. Юрӑхсӑр япаласем. Сӑввисене вулам.
Мӗн вӑл ҫатма?
Ҫатма —
Ҫамкаран ҫапма!
Кам кӑран шӳтлет ҫапла?
Ҫатма тени — пушатма!
Тӗпне ҫап-ҫут ҫутатма!
Ҫак черетлӗ «шедевр» мӗн парать вулакана?!. «Ҫатма — ҫамкаран ҫапма!» Такам ҫапла кӑран шӳтленине хирӗҫлет пулсан та автор, ача асӗнче ҫак ӑнлав ҫирӗпленсе юлать...
Чӗрӗп
Чӗрӗп — чӑн-чӑн йӗп минтерӗ!
Илтрӗр-и, пӗри мӗн терӗ?
«Кайӑр-чӗрӗп-тирӗп», — терӗ,
Пӗр сӑмахсӑр иментерӗ!
Чӗрӗп тирӗ — ҫӗр йӗпрен,
Ҫӗр йӗпрен те чӗр йӗпрен.
Чипер сӑнӗ ҫирӗпрен
Сехре хӑпать чӗрӗпрен!
Малтанхи йӗрки — «Чӗрӗп — чӑн-чӑн йӗп минтерӗ!». Ҫӗнӗ сӑнар мар пулсан та, аван. Малалла вулар.
Кам вӑл «пӗри»? Чӗрӗпсен йышӗнчи пӗр чӗрӗп-и? «Пӗр сӑмахсӑр иментерӗ!» — тет автор, пӗр сӑмах ҫеҫ мар, виҫ сӑмах каларӗ-хушрӗ («терӗ»!) «пӗри». «Кайӑр-чӗрӗп-тирӗп»... Мӗн тени ку? Ейпух та, эп ӑнланмастӑп... «Кайӑр-чӗрӗп-тирӗп» тесе пӑтранни, паллах, иментерет кӑна мар, анратсах ярать! «Кайӑр! Чӗрӗп-тирӗп»! тесен ӑнкарма пулать пек. «Кайӑр, чӗрӗп-тирӗп»! тесе хӑратни, тен, шухӑша уҫӑмлатма пултарать.
«Чӗрӗп тирӗ — ҫӗр йӗпрен,
Ҫӗр йӗпрен те чӗр йӗпрен», — тесе автор Николай Ытарай пекех пит хитре калать...
«Чипер сӑнӗ ҫирӗпрен
Сехре хӑпать чӗрӗпрен!» — тенине вуншар ачана вуласа патӑм. Ӑнланаймастпӑр, — теҫҫӗ... Чӑвашла пӗлменнипе мар... Чӑваш ачисемех ҫак хуҫкаланчӑк сӑмах ҫаврӑнӑшне пуҫпа ҫавӑрса илеймеҫҫӗ. «Дикообраз мар вӗт чӗрӗп, унран хӑрама» — теҫҫӗ шкул ачисем. «Чӗрӗп чипер те мар» теҫҫӗ хӑшпӗрисем. Мӗншӗн сехре хӑпать-ха авторӑн чӗрӗпрен? «Чипер сӑнӗ ҫирӗпрен» иккен. Эй-эй-эй, чаплӑ састаш тӑвас тесе, чӗлхене темле те кукӑртма май пур тет иккен сӑвӑ авторӗ!..
«Алфавит» сӑвӑ — паха! «Чурӑс пукане» сӑвӑ вара мӗн сӗмекки?
Чурӑс пукане
Мӗншӗн чурӑс пукане
Парнелерӗн-ха, анне?
Юрлама ӑстишӗнех
Мӗн тума мана ҫӗнни?
Ман пек юрлас вырӑнне
Тӑсать ют ҫын юррине...
Чӑвашла ташла-ташла
Такмаклатӑр чӑвашла!
Ни «анне» теме пӗлмест:
Ни килме хушсан килмест.
«Ма!... Ма!...» — тесе кӑшкӑрать —
Парса ярас кашкӑра.
Ку сӑвва вуласан чӑваш ачисен, автор шучӗпе, чӑвашлӑха юратас туйӑм ҫуралмалла-тӑр... Анчах та, пуҫ йӗри-тавра ла-айӑх ҫавӑрттарса илсе шутласан: Иван Яковлев халалне хирӗҫ калани вӗт ку!
Эпир Раҫҫейре пурӑнатпӑр. Раҫҫей премийӗсене илес тесе ҫунса ҫӳрекен автор мӗншӗн-ха Тӑван ҫӗршыва хирӗҫ туйӑм-шухӑш «парнелет» чӑваш ачисене?
Ку сӑвӑ национализм туйӑмӗ ҫуратнине пӗчӗк ача та ӑнланать. Ҫакна та асӑнмалла: Ача нихҫан та нимле пуканене хирӗҫ те кутӑнлашмасть.
«Мӗншӗн чурӑс пукане
Парнелерӗн-ха, анне?» тесе те чӑрсӑрланмасть.
«Юрлама ӑстишӗнех
Мӗн тума мана ҫӗнни?» — тет ача ячӗпе автор. Сӑвӑ вӗҫӗнче курӑнать, пукани юрламасть те иккен. ««Ма!... Ма!...» — тесе кӑшкӑрать» ҫеҫ. Ӑҫта авторӑн логики? Хӑйне хӑй хирӗҫлет!!!
«Ма!... Ма!...» — тесе кӑшкӑрать _
Парса ярас кашкӑра» тесе пӑнчӑ лартать автор.
Нимле пуканене те ача кашкӑра парса ямасть. Пуканене вӑл хӑйӗн тусӗ пекех, чӑн-чӑн ача пекех йышӑнать. Карягина сӑвӑҫ пек хаяр та чунсӑр мар ача-пӑча!
«Ман пек юрлас вырӑнне
Тӑсать ют ҫын юррине...»... «Ма!... Ма!...» — тесе кӑшкӑрать» пукани. «Ма!..Ма!..» текенсем ют ҫынсем пулса каяҫҫӗ-иҫ!.. Авторӗ националист пулсан, редакторӗсен ҫакна асӑрхамалла пулнӑ! Эп асӑрханӑ тӑрӑх, чӑн-чӑн чӑваш ачи, хӗрпӗрчи, хӑй чӑвашла такмакла-такмакла ташлаттарать пуканене. Карягинан «хӗрачи» ав, ультиматум лартать! Приказ парать!
Килме хушнипе ача патне чупса пыракан пукане тӗнчере пур-ши? Тен, пур та пуль урӑх ҫӗршывсенче... Электроника вӑйлӑ аталаннӑ вӗт халь... Эпӗ курман... Пӗлместӗп... Карягина Турцирен илсе килсен ҫеҫ... Турккӑсем те чӑвашсем пекех аннене анне теҫҫӗ... Анне теекен пуканесем туянса килсе чӑваш ачисене парнелесе савӑнтарсан тем пекехчӗ. Атту пирӗн чӑвашра пукане тӑвакан ӑста ҫук ҫав. Чӑваш пуканисен ӑстисем те ав «Ма!.. Ма!..» текен пуканесен кӗпи-йӗмӗсене хывса чӑвашла тӗрӗллӗ кӗпе-тумтир тӑхӑнтартаҫҫӗ...
Ку сӑвва кӗнекене кӗртмелле пулман! Вырӑспа чӑваш хушшинче ачаранах курайманлӑх туйӑмӗ вӑратать автор. Вӑрҫӑ ҫуратать. Питӗ шел, автор хӑй ӳтӗнче те вырӑс юнӗ чупнине манса кайса, хӑйне чӑн-чӑн чӑваш пек кӑтартас тесе ӑслайланать. Хӑйӗн вырӑс кукамӑшне те ҫын вырӑнне хумасть. Тусӗсене те ҫапла калать: «Откажись от матери, ведь она русская! Выбери отца-чуваша родителем». Ытти халӑхсене тиркеме ӑна И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче вӗрентнӗ-ши? Е чӑваш телекуравӗнче нумай ҫул «тар тӑкса» ҫапла «нумай ӑслӑланса» кайнӑ-ши?
«Чӗрене пыман тете» сӑввинче те Автор теттесемпе ҫапӑҫать.
«Кунсерен мана тете
Парнелет пӗрер тетте.
«Кирлӗ мар, тете! — теп те,
Вирхӗнет ҫӗре тетте».
«Ҫав тери пуян тетесем те пур-ҫке чӑвашра!» — тесе тӗлӗнтӗм малтанхи ик йӗркене вуласан. Парнеленӗ теттене кунсерен ҫӗре ывӑтакан ачана мӗншӗн ҫине-ҫине тетте парнелет-ха тетӗш тесе тата ытларах тӗлӗнтӗм тепӗр ик йӗркине вуласан.
Сӑввӑн тепӗр ҫавринче паллӑ пулчӗ. Ют иккен тетти, аякран илсе килнӗ ӑна...
Ҫакна вуланӑ-вуламан, Людмила Кинер калани аса килчӗ. «Иккӗри мӑнук: «Мой друг — человек-паук», — тесе юрласа ҫӳрет. Ҫак темӑпа сӑвӑ хайласа пар-ха, юрӑ парнелем! Ҫӗрле те ҫак эрешмен-этем теттине ыталаса ҫывӑрать» — терӗ.
Юрӗ. Карягинан сӑввине малалла вулар. Автор икӗ питлӗ-и? Сӑвӑ геройӗ-и? Пӗрремӗш ҫавринче вӑл ҫапла калать:«Кирлӗ мар, тете! — теп те,
Урлӑш-тӑршшӗ пӗр хӑлаҫ пулнипе чӗре патне пымалла им-ха теттен? Пӳрнеске пысӑкӑш тетте те чӗре патнех пырать-иҫ! Малалла вуласа кайрӑм та, анрасах кайрӑм.
«Мӗскер кӑна ҫитермен...
Пылчӑк тӑрӑх сӗтӗрмен...
Покемон та спайдермен –
Ятран чӗнме хатӗрлен
Чӗлхӳне хуҫа-хуҫа,
Калӑн, килте вӑл хуҫа!» —
Мӗншӗн-ха «Покемон та спайдермен» текен пуканесене ятран чӗнме хатӗрленмелле чӗлхене хуҫа-хуҫа? «Хуҫа» сӑмах валли хитре янравлӑ рифма пултӑр тесе-и? Кунта вӗт-ха икӗ тӗрлӗ пуканесем пирки сӑмах пырать. Эппин, мӗншӗн-ха автор «Вӑл хуҫа» тет? Вӗсем — хуҫасем темелле! Нумайлӑ хисеп кунта! Мӗншӗн-ха вара вӗсем «хуҫасем»! Ача нихҫан та пуканесене килти хуҫа темест! Хӑй хуҫа пулнине те ӑнкармасть вӑл!
Сӑвӑ вӗҫӗ вара — йӑвантарсах ярать!
«Ҫӗр-пин хут паха Мӑркка,
Хӑмӑр ҫӑмлӑ чӑмӑркка:
Хамӑрла мӑрла-мӑрла
Юрӑ хывать хамӑрла».
Шухӑш пӑтравӗ ҫеҫ мар, грамматика йӑнӑшӗ те темӗн чухлех! «Ҫӗр-пин хут пахарах» темелле! Кунта — танлаштару! Сӑвӑ ҫеммине ҫухатас мар тесе кӗскетсе «паха» тесе ҫырни куҫкӗрет. Кун пек калани тӗрӗс-и? Ҫитменнине, Мӑркка вӑл — тетте мар!
«Хамӑрла мӑрла-мӑрла
Юрӑ хывать хамӑрла» — текелесе ҫырни те суя патриотизм ҫеҫ! Америка ачи кушака хӑй майлӑ мӑрлаттарать, корея ачи — хӑйле. Кӗвӗ хывать тесен, ӑнланма юрать-ха. Мӑр-мӑр-мӑр кӗвви пулма пултарать. Юрӑ хывать тесен вара? Юррӑн сӑмах пулмалла! Марина Карягинан кушаки мӗнле сӑмах каласа юрлать-ши?
Пӗтӗм сӑвви ҫапла майлӑ пӑтравлӑ! Акӑ тепӗр сӑввине илсе пӑхар.
«Кунтах юлтӑр Хӗл Мучи»
Шухӑш пачӗ пӗр чана:
Чӑрӑш лартас пахчана!
Капӑрлатас лӑссине,
Курас уяв уссине».
Аван. Чӑн-чӑн ача сӑвви темелле.
«Куллен килтӗр Хӗл мучи!
Шав чуптартӑр катаччи!
Салакайӑк ташшине
Ташлаттартӑр кашнине!»
«Ташши-ташши — салакайӑк ташши!» тесе такмакласа юрлаҫҫӗ-ташлаҫҫӗ-ха чӑвашсем. Анчах та чана кашнине салакайӑк ташшине ташлаттарасшӑн пулнине пӗртте ӗненме май ҫук. Чана вӑл чана ташшине ташлать... Малалла вулам-ха вулама пуҫланӑ «Кунтах юлтӑр Хӗл Мучи» сӑвва.
«Чӑваш сӑвви каласан
Парнелетӗр круассан»... Чим, чарӑнар-ха... Ют теттесене тиркекен автор ют кулач — круассан ҫитересшӗн-и чӑваш сӑввине калакансене чана ячӗпе?
Ывӑнакан атӑ
Выляма кӑна пуҫлатӑн –
Ывӑнать те чупкӑн атӑ.
Мӗн тӑвас ман мӑранпа,
Аран-аран пыранпа?
Киле леҫес — аякра,
Хывса персен лайӑхрах:
Типӗ чӑлха тӗпӗпе
Йӗпе куна типӗтем!
Рифмисем чаплӑ! Шухӑшӗ? Сӑвӑ пӗлтерӗшӗ? Иккӗмӗш йӗркере автор аттине «чупкӑн» тесе хисеплет. Виҫҫӗмӗш йӗркинче вара
«Мӗн тӑвас ман мӑранпа,
Аран-аран пыранпа?» — тет. Ӑҫта авторӑн шухӑшлав йӗрки? Логика? Мӗн тӑвать-ха автор йӳпкӗнлӗхӗпе сӑвӑри герой-ача? Атта «Хывса персен лайӑхрах», — тет вӑл. Ыйту сиксе тухать: Мӗне вӗрентет автор ачана? Ашшӗпе амӑшӗ тар тӑкса ӗҫлесе илнӗ япалана — атта ачан ним те мар хывса персе хӑвармалла иккен! Юлашки икӗ йӗрки вара? Ку ача шухӑшлавӗ-ши? Е куштан автор пӑтравӗ?
«Типӗ чӑлха тӗпӗпе
Йӗпе куна типӗтем!» Мӗн тени пулать ку. Кӑна чӑваш академикӗсем ӑнланӗҫ-ши!
Вӑхӑт ҫук
— Арҫук, килте пӗр хӑт та ҫук! —
Тет мана тин таврӑннӑ анне. —
Анне пӗлмест ҫав сӑлтавне:
Хӑт туса ларма ман вӑхӑт ҫук!
Автансем халь вӑтанмасӑр
Авӑтаҫҫӗ пӗр канмасӑр:
Арпаштарчӗҫ вӑхӑта.
Айӑпӗ шӑп ҫакӑнта!
Автансем хӑҫан вӑтанса авӑтнӑ вара? Пӑрҫа патша вӑхӑтӗнче-и?
Иккӗри-виҫҫӗри ача та кӗркунне йывӑҫ ҫулҫисем ӳкнине, ҫуркунне йывӑҫ-курӑк чӗрӗлнине ӑнкарать.
«Хитре витре» сӑвви те пулса ҫитмен. Пӑтрав! «Хитри-тикӗтли» рифма пулать-им?
«Тиркесе кулма пулать:
Кам мӗнлине хапӑллать!
Пулӑ тытма кайнӑ чух
Атма пек тӗпли те чух!» — тенине мӗнле ӑнланмалла? Атма вӑл — атма. Витре вӑл — витре. Шӑтӑк витре тесшӗн-ши автор? Витре тӗпне атма ҫакса янӑ пек ӑнланмалла-и?
«Камӑн витри хитререх?» — ыйту ҫине сӑввӑн виҫҫӗмӗш ҫавринче ҫакӑн пек хурав парать автор:
«Сарӑтутлӑ Нил калать:
— Сан та путлӗ пулкалать:
Кӗвентеллӗ ик витре
Кӗвӗпе пыни хитре!»
Сарӑтутлӑ Нил кама калать? «Сан та путлӗ пулкалать», — тени мӗн тума кирлӗ кунта?
Тӑваттӑмӗш ҫаврара ҫакӑн пек хурав:
«Чи хитре витре — хӗрли!»
Ӑнланмалла йӗрке. «Чи хитре витре — хӗрли!» тет те автор, тӳрех хирӗҫлет:
— Хӗрли мар ҫав, пуҫхӗрли:
Пантӑртаттар патакпа –
Пулса тӑрӗ параппан!»
Кунта вӗт-ха витререн тӗрлӗ-тӗрлӗ выляв япали тӑвас пирки мар калаҫу. Ҫитменнине, «патакпа-параппан» рифма тӑвать автор.
«— Тӗрлӗ-тӗрлӗ тӗрӗлли!
— Тӗпӗ тӗкӗр евӗрли!» — ҫапла калани ҫыхӑнуллӑ пырать, тейӗпӗр.
«— Тин туяннӑ витрене
Ним те ҫитмӗ ҫур эрне!..» — «Камӑн витри хитререх?» тенӗ ыйтупа ҫак йӗркесем мӗнле ҫыпӑҫаҫҫӗ-ха?
Сӑвӑ вӗҫӗнче вара пач урӑх «опера».
«Чи тирпейли — кам ачи?
Унӑн витри — чи-чи-чи!»
«Камӑн витри хитререх?» ыйту сӑмах купи айне пулса юлнӑран, «Витре — чи-чи-чи!» пулнине «пӗлтӗмӗр». Чи-чи-чи тесе юрлать-и-ха вӑл?
«Чи-чи-чи» юлашки йӗркисемпе ҫапсах пӑрахать вара автор.
«Камӑн витри чипер мар,
Чие ҫырли сӗнер мар».
Ку мӗнле хисеп? Мӗнле ӑнлану?! Сӑввӑн пуҫӗ-кучӗ ӑҫта? Мӗн каласшӑн пулнӑ автор? Витри кӑна мар, сӑвви те пуҫхӗрлӗ! Пуш параппан ҫаптарни ҫеҫ мар-и ку?
Кӗнекене ят панӑ «Паттӑр вӑйӗ — пӑтӑра» сӑвӑра сӑнарлӑх курӑнать. Лайӑхрах шутласа якатсан, чипер сӑввах пулмалла.
«Пӗлнӗ пулсан...» сӑвва вулама пуҫласан вара, тахҫанах вуланӑ ача-пӑча поэчӗн сӑвви аса килчӗ: «Если бы я знал, что так нелегко быть мальчиком, родился бы я сразу дедушкой, бороду поглаживал бы пальчиком...».
Мӗнлерех вариант парать-ха кӗнеке авторӗ?
«Ача пулма
Ҫӑмӑл мар пуласса пӗлнӗ пулсан...
Ҫуралӑттӑм асатте пулса —
Ҫӑра кӑна сухалпа!
Ҫырлахӑттӑм сахалпа:
Пахча тулли ҫырлапа!»
Тӑрр!.. Пахча тулли ҫырла сахал-и? Логика ӑҫта? Пахча тулли ҫырлапа бизнес тӑваҫҫӗ! Кӗсье тулли укҫаллӑ пулаҫҫӗ!
Малалла каяр..
«Халь
Ҫӳҫ вырӑнне мулаххай,
Сылтӑм аттӑм сулахай –
Тӑратӑп ни ача, ни пӑча, ни мучи...
Эх-ха-хай!»
Кукша ҫуралнӑ-им ку ача? «Ҫӳҫ вырӑнне мулаххай тени» мӗне пӗлтерет? Мулаххай-ҫӗлӗк тӑхӑнса яни ҫӳҫ ҫуккине пӗлтерет-и? «Сылтӑм аттӑм сулахай» теекен ача сылтӑмпа сулахая чухлать пуль ӗнтӗ... Ача-пӑча тенине уйӑрса ҫырни тӗрӗс мар. Кам вӑл, мӗн вӑл — «пӑча»? «Тӑратӑп ни ача, ни пӑча, ни мучи...» — хурланать «Эх-ха-хай!» тесех пӗчӗк герой. Мӗскӗн! Кам ҫапла тӑхӑнтартнӑ ӑна? Ашшӗ-и, амӑшӗ-и? Маскарад валли аппӑш-пиччӗш ҫапла нушалантараҫҫӗ-и ӑна?
Чӑннипех те тӗлӗнмелле! Никама та итлемелле мар-и вара ачан? Ашшӗ-амӑшне те шута хумалла мар-и?
«Ача пулма
Ҫӑмӑл мар пуласса пӗлнӗ пулсан...
Ҫуралаттӑм хур аҫи пулса!
Тукалаттӑм хӑранҫи —
Чараймӗччӗ кукаҫи!»
Хураҫи хӑранҫи туса тӑмасть вӑл. Хураҫи ҫемйине сыхлас тесе кукаҫи ҫине те, куками ҫине те, асатте-асанне ҫине те, выльӑх-чӗрлӗх ҫине те сикет, сӑхать... Ачасене вара аванах хӑратать. Ҫапсан, паллах, чӑннипех хӑрать, тарать... Артист сцена ҫинче хӑранҫи туса кӑтартма пултарать. Е этем... Хӑрамасть пулсан та хӑранҫи пулать... Улталас тесе, чееленсе...
«Халь
Хуллен калаҫ пӗрехмай,
Вӗҫес килет — утса кай!
Тӑратӑп: ни хур, ни хурах –
Ҫурмаккай...
Кай-кай-кай!»
Чӑнах та, кай-кай-кай! Хӑш тӗнчери ача-пӑча, уйрӑмах чӑваш ачи, хӑйне хӑй «Ни хур, ни хурах — ҫурмаккай...» тейӗ... «Индеец эп! Чингакчук! Салтак эп! Улӑп эп. Паттӑр!» — тет ача-пӑча. Хӑть те хӑш халӑх ачисем те, уйрӑмах арҫын ачасем, вӑрҫӑлла выляҫҫӗ, хӑйсене паттӑр пек туяҫҫӗ.
«Ахаль мар ача пулса
Ҫуралӑттӑм йӑл кулса —
Йӑлӑхтарчӗ ватӑлса!»
Тет пӗчӗк герой сӑвӑ вӗҫленеспе.
Ахаль мар ача — «необыкновенный», «не простой» тенӗ пек ӑнлануллӑ. «Йӑлӑхтарчӗ ватӑлса!» тесе евитлет вӑл кӗҫех. Вӑл хӑш вӑхӑтра ватӑлчӗ-ха?» Вӑл асатте пуласшӑнччӗ кӑна вӗт-ха...
Манӑн ҫак кӗнекене сутмалла вӗт! Кӗнеке издательстви сутма панӑ. Халӗ вара шутлатӑп. Епле питпе сутам ӑна? Издательствӑна каялла тавӑрса пама тивет пуль... Атту кӗнекене каллех хамӑн кӗнеке лавккине каялла килсе парӗ ӑна туянакан. Каллех намӑс кӑтартӗҫ мана. «Ма сутан?» — тесе кӗнекепе питрен перӗҫ. Е тытса «лутӑркӗҫ»...
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
Сайра тĕл пулакан йышши лавккаран илнĕ (туяннă) чăвашла кĕнекене адекватлă çын нихçан та каялла килсе памасть. Паллах, çав туянавçăна, пĕр енчен, туяннăшăн тав тума та пулать. Анчах кĕнекене каялла килсе пани — адекватлă япала мар.
Ну кĕнеки килĕшмен пултăр, вара мĕн??? Пит унашкалах принципиаллă пулсан, килсе ăнлантарса пар хăвăн шухăшна сутăçăна. Вара çакăнпа хăвăн миссине вĕçле.
Тăрĕссипе каласан, çаканшкал пулăм (ача-пăча кĕнекине туяннă хыççăн каялла килсе пани) чăнах та пулни тĕлĕшпе иккĕленÿ те пур. Пит ĕненесех килмест. Статья çырмашкăн юриех ăсталанă "истори" пек те туйăнать вăл.
Пĕр-пĕр çын шухăшĕ çине йăвантарса статьяна пуçласси — питĕ анлă сарăлнă пулăм.
Хаçатсенче е ытти тĕлте "вулакан апла-капла ыйту пачĕ" теççĕ те, çав ыйту çине хуравланă пек туса статьяна е калаçăва пуçласа яраççĕ.
Чăннипе вара пурте чухлаççĕ: вулакан ыйтавĕ пулман та! Анчах та апла туни сăмах пуçласа яма кирлĕ! Вулакана ытларах илĕртет апла туни.
Пирĕн тĕслехре те шăпах çапла пулĕ тетĕп.
Журналистика теорийĕнче кунашкал меслет пуррине йышăнаççĕ, "криминал" вырăнне хумаççĕ.
Галина Зотова // 1037.68.7375
2019.01.09 21:51
Конкурса эпӗ те пӗр ҫулхине хутшӑнса пӑхрӑм. Виҫӗ ушкӑн валлиех материалсем майласа кайрӑм. Пӗчӗккисем валли алфавит ҫинчен юмах, вӑтам ушкӑнрисем валли фантастика калавӗсемпе юмахсем, аслисем валли - калавсем. Юмахсем те, калавсем те тӗрлӗ ҫулсенче хаҫат-журналта кун ҫути курнӑскерсемччӗ. Ниҫта та ҫӗнтересси пулмарӗ, хутшӑнакансем нумайӑнах мар пулин те. Урӑхран кун пек конкурссене хутшӑнмастӑп, - тесе хама хам сӑмах патӑм. Юмахӑм Чӑваш кӗнеке издательствинче кун ҫути курчӗ ҫапах та, типографи тӑкакӗсен ҫуррине тӳлеме вӑй-хӑват ҫитертӗмех, хам 60 ҫул тултарнӑ ятпа пӗчӗккисене "Вӑтӑр ҫичӗ пӗртӑван" ятлӑ хитре кӗнеке парнелеме пултартӑм.
Ку таранччен икӗ кӗнеке чӑваш кӗнеке издательствинче тухса,3 кӗнеке ачасем валли хам шутран кӑларса,4 кӗнеке краеведенипе кун ҫути курса, Мускаври Зотовсем пӗр юмаха хӑйсен кӗнекине кӗртрӗҫ, Пӗтӗм Раҫҫейри "Герои Великой Победы"литература конкурсне хутшӑнса икӗ кӗнекере пичетленсе, республикӑри инвалидсен обществи кун ҫути кӑтартнӑ кӗнекере те манӑн пӗр калав пичетленчӗ. Николай Плотниковӑн виҫӗ кӗнекинче те тата ытти темиҫе авторӑн кӗнекисенче те манӑн статья-калавсем кун ҫути курса. Тавах вӗсене!
Комбинезон // 1417.68.8063
2019.01.09 22:37
Ан лӗпӗртетӗр-ха. Килӗшмен чпалана пур те лавккана каялла тавӑраҫҫе. Этемӗн ӑна тума саккунлӑ ирӗк пур.
Шанчак // 6814.2.4976
2019.01.09 22:43
куштан автор пӑтравӗ....Редко бываю на малой Родине.Когда у меня появляется чувашскпч книга, читаю и радуюсь. Бываю в гостях у сестренки, слушаю, смотрю по ТВ все передачи. В позапрошлом году , шла передача, вела Карягина. Мне было стыдно, обидно за нашу республику.Ведущая разговаривала с трудом, безсвязно, конфузно, будто не на родном языке. После таких передач вряд ли чуваши так уж и побегут учить детей чувашскому языку.
Хам шухӑша та калам-ха. Ман шутпа ку статьяна пӗрре те хаклав теме май ҫук. Пӗрремӗшӗнчен автор хӑварткаларӑшсен уйрӑмлӑхне тӗпе хуман (вырӑслисене тишкерсен вӗсен те унта унашкалли, ӑнланма йывӑрри сахал мар пуль), иккӗмӗшӗнчен — пӗтӗм статья тӑршшӗпе кӗнеке авторне кӳренни ҫеҫ сӑнланса пырать. Хайхи тем пайламан та ӗнтӗ мӗн те пулин тупас тесе кӗнекене шӗкӗлчесе ларнӑ. Сталин самани чухне ҫапларах статьясем тухкаланӑ — пӗр-пӗр ҫӑвӑҫ-ҫаравҫа айӑплас тесе мӗнле кӑна сӑмахсемпе усӑ курман-ши... Мӗн-мӗн кӑна аса илтермен-ши...
Ҫавах та пирӗн сайт ирӗклӗ площадка, ҫавна май, авторӗпе килӗшместӗп пулин те (килӗшмелли вырӑнсем те пур) — вырнаҫтартӑм.
Пурне те вара пӗр-пӗрне кӳрентермесӗр, туслӑ пурӑнма хӑнӑхма сунас килет. Кунашкал кӗвӗҫсе, кӳрентерсе тем тесен те мала каяймӑпӑр. Ан манар: Утса пыракан ҫынна такӑнтарма пит ҫӑмӑл, такӑннӑ ҫынна тӑма пулӑшма вара — ҫӑмӑл мар.
Шанчак // 6814.2.49762019-01-09 22:43куштан автор пӑтравӗ....Редко бываю на малой Родине.Когда у меня появляется чувашскпч книга, читаю и радуюсь. Бываю в гостях у сестренки, слушаю, смотрю по ТВ все передачи. В позапрошлом году , шла передача, вела Карягина. Мне было стыдно, обидно за нашу республику.Ведущая разговаривала с трудом, безсвязно, конфузно, будто не на родном языке. После таких передач вряд ли чуваши так уж и побегут учить детей чувашскому языку.
Хоспочын, çав таранах намăса пĕлмесĕр хăтланмалла мар пуль ĕнтĕ!
Ху чăвашла кунта çырса кăтартма пултараймастăн, çапах çынна çавнашкал ÿпкелешем пекки тăван.
Вĕрен малтан ху чăвашла, унсăрăн эс епле ыттисене тÿре тума пултаран.
Комбинезон // 1417.68.80632019-01-09 22:37Ан лӗпӗртетӗр-ха. Килӗшмен чпалана пур те лавккана каялла тавӑраҫҫе. Этемӗн ӑна тума саккунлӑ ирӗк пур.
Тата тепĕр "паттăр".... Кĕнекере куçа курăнкан дефект пулсан, тавăрса пама пулать (сăмахран, типографи кăлтăкне пула). Анчах та çав дефектне илекен айăпĕпе туман пулсан çеç ĕслет ку принцип. Айăпĕ хăвăнта-тăк, апла тăваймастăн. Калăпăр, кĕнекен пĕр страницине килте ху экскрементсемпе (пăхпа) варласан, каялла тавăраймастăн.
Анчах та кĕнекен содержанийĕ (контенчĕ) сана килĕшменни тавара каялла тавăрмалли сăлтав пулма пултараймасть нихçан та!
...Чăваша питĕ кулянтаракан тата пăшăрхантаракан статья... Çуралнă сăлтавĕ те ун..: пĕр пĕрне ăнланманни.., кĕвĕçÿ.., курайманлăх... Çак усал япала Чăваш пĕтиченех пырать-и вара пирĕнпе пĕрле.., çĕр çинче икĕ чăваш анчах тăрса юлсан та.., кăшлĕç-и вĕсем пĕр пĕрне..? Марина Федоровна Карягинăна вара, Чун Вăйĕ, Чăтăмлăх сĕнес килеть.., Чăваш Халăхĕ Сире хисеплет.., Эсир пирĕн Пуянлăх.., Ылтăн пыл хурчĕ пек ĕçлекен.., Пултаруллă ЭТЕМ...
Ну кĕнеки килĕшмен пултăр, вара мĕн??? Пит унашкалах принципиаллă пулсан, килсе ăнлантарса пар хăвăн шухăшна сутăçăна. Вара çакăнпа хăвăн миссине вĕçле.
Тăрĕссипе каласан, çаканшкал пулăм (ача-пăча кĕнекине туяннă хыççăн каялла килсе пани) чăнах та пулни тĕлĕшпе иккĕленÿ те пур. Пит ĕненесех килмест. Статья çырмашкăн юриех ăсталанă "истори" пек те туйăнать вăл.