Только тот добился успеха в жизни, кто прожил ее так,как хотел.(Морлей)
Ad
Геннадий Дегтярёв: Картсем суймаҫҫӗ
Геннадий Дегтярёв06.04.2019 23:526909 views
Вӗренӳ институчӗн ректорӗ, филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ Юрий Исаев нумаях пулмасть хӑйӗн пултарулӑхӗн тата тепӗр енӗпе палӑрчӗ – 50 ҫулхи юбилейӗ тӗлне «Картсем: калавсем» ятлӑ кӗнеке пичетлесе кӑларчӗ.
Чӑн та, кӗнеки те хулӑнах мар, хайлавӗсене калав тесе палӑртни те тӗрӗсех мар, вӗсем пурте тенӗ пекех – аса илӳсем. Хӑшӗ-пӗри хӑй жанрӗпе тӗрленчӗке е эссене ҫывӑх, теприсене литература очеркӗ теме пулать. Ҫакӑ вӗсен ятӗнченех сисӗнет: калӑпӑр, «Вӑрманхӗрри Шӑхаль. Вӑтакасӑм, Вӑтакас…», «Кукамай шӑплӑхӗ» е тата «Мишша тете», «Миккуль тете», «Атте утарӗ» пайсенчен тӑракан хайлав. Сӑн ӳкерчӗксем те кӗнекене аса илӳ техӗмӗ кӗртеҫҫӗ: вӗсенче – автор ачалӑхӗ, тусӗ-юлташӗ, тӑванӗ-пӗтенӗ… «Ҫӑкӑр чӗллипе» «Кушак ҫури» ыттисенчен уйрӑлсарах тӑраҫҫӗ: ку хайлавсем автор ачалӑхӗпе ҫыхӑнман, вӗсенче сюжет аталанӑвӗ те пур.
Тепӗр тесен, жанр тасалӑхне хӳтӗлесси пархатарлӑ ӗҫ мар, критиксемпе литература тӗпчевҫисем ав Пушкинпа та килӗшмеҫҫӗ: унӑн кӗскен «Белкин повеҫӗсем» текен хайлавӗсем, тӗслӗхрен, нимле повеҫсем те мар иккен, вӗсем – новеллӑсем!
Чи пӗлтерӗшли – алла калем тытакан мӗн шухӑш-туйӑмпа авӑрланнӑ, классик асӑрхаттарнине шута илнӗ-и вӑл: «Ҫырмасӑр [пурӑнма] пултаратӑн пулсан – ан ҫыр!» Юрий Исаевӑн хайлавӗсене вулатӑн та туятӑн – ҫырмасӑр тек тӳсме пултарайман вӑл: ачалӑхпа ҫыхӑннӑ аса илӳсем канӑҫ паман, ирӗке тухасшӑн ҫунтарнӑ. Иртнине аса илни кӗнекере пӗрре мухтав юрри пек илтӗнет, тепре тунсӑхлӑ элегие куҫать, хушма туйӑмсем те вӑратать:
«Манӑн ачалӑх Ҫӗнӗкаспа ҫыхӑннӑ... Эпир ку урампа пуласлӑха ӑнтӑлнӑ... Ҫӗнӗкас мана ҫын тунӑ» (20 с.);
«Ҫапла ӳснӗ эпир. Ҫавӑн пек вӑхӑт пулнӑ, ҫавӑн пек ҫынсем пулнӑ. Ҫав вӑхӑтра шӑнӑрланнӑ кӑмӑл-туйӑмпа халӗ те... пурӑнатпӑр» (37 с.);
«Эпир хамӑрӑн пурнӑҫ саманчӗсене... чӗртсе тӑратма пултаратпӑр. Хальхи, паянхи тӗнче вӗркӗшӗпе танлаштарма пикенетпӗр. Тен, ку тӗрӗсех те мар пулӗ...» (41 с.).
Кӗнеке авторӗ, чунне яри уҫса, телейлӗ самантсене аса илет, хуйхи-суйхине вулаканпа пайлать, чӗре суранӗсене хӑй сӑмахӗпех сиплеме тӑрӑшать:
Ҫавна май «Картсем» кӗнеке сӑмахпа хайланӑ палӑк пек те туйӑнать: ачалӑха чысласа тата ир кайнӑ тус-юлташа асӑнса лартнӑ хӑйне майлӑ палӑк.
Тепӗр енчен кӗнеке тата авторӑн ҫавра ҫулӗпе те ҫыхӑннӑ. 50 ҫул – малтанхи пӗтӗмлетӳсен вӑхӑчӗ. Юрий Исаев хайлавсенче ачалӑхри сӑнсене, ун чухнехи ӗҫ-пуҫа ӳкерсе кӑтартать те хӑйӗн пурнӑҫ философине тӗшӗлет:
«Пурнӑҫ ҫынна харпӑр хӑйӗн характерне тата тӑрӑшулӑхне кура тивӗҫлӗ картлашка ҫине лартса пырать. Кам ҫӳле вырнаҫать, кам – аяла... Тытма пӗлсен телей кайӑкӗ пурин валли те пур» (15 с.);
«Пурнӑҫ шӑвать, хӑш чухне тӳрӗ ҫӳрекен ҫынна та авма пултарать» (41 с.);
«ЫРӐЛӐХ кашни ҫынрах пур» (47 с.).
Кӗнекере мыскараллӑ ӗҫ-пуҫ та, кулӑшла самантсем те чылай сӑнарланнӑ. Автор «Пирӗн урам тӑвалла» хайлавӑн ятне ӑнӑҫлӑ тупнӑ, вӑл халӑх юрринчи «Пирӗн урам анаталла» текен йӗркене евӗрлесе тӗрӗс витлет.
«Кӗтӳҫӗ» хайлав вара мана шалашӗпе кӑмӑла кайрӗ. Унта автор илемлӗх мелӗсемпе ӑнӑҫлӑ усӑ курнӑ, пӗчӗк арҫын ачан психологине тӗрӗс те сӑнарлӑн уҫса пама пултарнӑ:
«Каллех кун усӑсӑр, вылямасӑр иртсе каять ӗнтӗ»;
«Ҫулла кӗтӳ черечӗ ҫитнӗ май тӑван-пӗтен, пӗлӗшсем пурте манпа кӑсӑкланатчӗҫ»;
«Паллах, нимӗн те ӑнланмарӑм, анчах хам ӑнкарманнине палӑртас мар тесе „а-а-а“ тесе ҫеҫ каларӑм».
Хайлавсен кӗнеки — сӑмах ӳнерӗн тӗслӗхӗ. Ҫавӑнпа та чӗлхе шӑйрӑкӗсем пирки те асӑрхаттарса хӑварас килет. Тӗслӗхрен, ҫак предложенисене ӑнӑҫлӑ теме ҫук:
Нумай ҫурт тӑватчӗҫ-купалатчӗҫ ялта (3 с.). Чӑвашла «нумай ҫурт тӑватчӗҫ» мар, ҫурт нумай тӑватчӗҫ темелле.