Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +0.3 °C
Золото убило больше душ, чем железо - тел.(В. Скотт)
 

Ad

Аркадий Русаков: Ӑслӑрах пулас тесен

Аркадий Русаков25.11.2019 13:206350 views

Унчченрех вырӑсла калаҫма пӗлекен чӑвашсем вырӑсла калаҫма пӗлмен чӑвашсен умӗнче хӑйсене лешсенчен ӑслӑрах, вырӑсла каласан, „крутойрах“ ҫын вырӑнне хунине астӑватпӑр-ха. Чӑвашла каласан „чӑнкӑрах“ ӗнтӗ. Анчах юлашки саманара ун пек пулма пӑрахрӗ : ҫын вырӑсла калаҫма пӗлни вӑл ыттисенчен ӑслӑрах е „крутойрах“, „чӑнкӑрах“ пулнине кӑтартмасть. Мӗншӗн тесен паянхи кун кашни чӑваш ҫынниех, пӗчӗк ачаран пуҫласа чи ватӑ ӳсӗмри мучиччен е карчӑкчченех, нумай чухне вырӑссенчен те ирттерсе, вырӑсла шатӑртатса лайӑх калаҫать. Ҫавна пула хальхи вӑхӑтра, ху вырӑсла калаҫма пӗлнипе никама та тӗлӗнтереймӗн те, мухтанаймӑн та „чӑнкӑ“ та пулаймӑн. Урӑхла каласан паянхи чӑваш вырӑсла калаҫма пӗлни- нимле „крутой“ япала та мар, урӑхла пулма та пултараймасть. Сӑлттавне каларӑм.

Ҫакна пӑхмасӑрах, паян нумай чӑваш ашшӗ-амӑшӗ, ачисем ыттисенчен „чӑнкӑрах‘ пулчӑр тесе пулас, пурпӗрех, вӗсене тӑван чӑваш чӗлхине вӗрентмесӗрех, инерципе вырӑсла ҫеҫ вӗрентме тӑрӑшать-ха. Урӑхла каласан, вырӑсла ҫеҫ калаҫакан ача чӑвашла калаҫакан ачаран „ӑслӑрах“ пек туйӑнать пуль ҫав вӗсене. Кунсӑр пуҫне, нумайӑшӗ ачисене вырӑс чӗлхинчен те „чӑнкӑрах“ акӑлчан чӗлхине те вӗрентме талпӑнаҫҫӗ. Шкул та ҫаплах тӑвать: „ҫӳлтисем“ хушнипе, ЕГЭ-пе экзамен тыттарсах, ачасене пурне те ятарласа акӑлчан чӗлхине вӗрентме тытӑнчӗҫ, ав.

Хальхи саманара тата ҫакна та асӑрхама пулать: нумай вырӑс ачисен ашшӗ-амӑшӗсем, пирӗн чӑваш ашшӗ-амӑшӗсем хамӑрӑн чӑваш чӗлхине тиркенӗ пекех, хӑйсен вырӑс чӗлхине тиркесе, ачисене акӑлчан чӗлхине вӗрентме тӑрӑшаҫҫӗ. Ҫавна пула акӑлчан чӗлхине тарӑннӑн вӗрентекен „престижлӑрах“ шкулсене вӗрентме параҫҫӗ. Малашне те ҫакӑн пек пулсан, пӗр 10-15 ҫултан Раҫҫейри шкул пӗтерекен ачасем пурте тенӗ пекех акӑлчанла калаҫма пӗлесси куҫкӗретех. Халӗ те акӑлчанла калаҫма пӗлекен ҫамрӑксем питӗ нумай. Ҫавӑнпа ку чухне ҫын акӑлчанла калаҫма пӗлни те „тӗлӗнтермӗш“, „чӑнкӑ“, „крутой“ япала пулма пӑрахрӗ.

Анчах , ҫакна пӑхмасӑрах, пурин те ыттисенчен „чӑнкӑрах“ е „ӑслӑрах“ пулас е курӑнас килет-ҫке-ха! Мӗнле майпа пулмалла-ха ҫапла? Ӑҫта-ха ҫакӑн тупсӑмӗ? Вырӑсла е акӑлчанла калаҫнипе халӗ никама та тӗлӗнтерейместӗн пулсан, епле урӑх ҫын тӗлӗнтермелли чӗлхепе калаҫмалла-ха обществӑлла вырӑсеннче е урамра? Пирӗншӗн- чӑвашсемшӗн хамӑрӑн чӑваш чӗлхи мар-и-ха ҫакӑ? Каламасӑрах паллӑ- ҫавӑ килсе тухать. Мӗншӗн тесен, пирӗн чӑваш чӗлхине тутар-пушкӑртсем кӑшт тӗшмӗртеҫҫӗ пулсан та, вырӑссем пӗлмеҫҫӗ. Ҫакна пула вырӑссен умӗнче вӗсем пӗлмен чӗлхепе калаҫса ҫӳрекен ҫын питӗ „крутой“ е „чӑнкӑ“ пек курӑнасси куҫкӗретех. Этем ыттисем пӗлмен ытарлӑ чӑваш чӗлхипе калаҫни вӑл вӗсенчен ӑслӑраххине кӑтартасси те паллӑ.

Апла пулсан, ку чухне нумай хула шкулӗсемпе ача сачӗсенче тата чылай ял шкулӗсенче тӑван чӗлхене вӗрентесси пирки тӑрӑшмаҫҫӗ пулсан та, эпир пурпӗрех ачасемпе килте е урӑх ҫӗрсенче чӑвашла калаҫмалла. Ҫакӑ вӗсене чӑвашла калаҫма вӗренме пулӑшӗ. Ӗлӗк эпир шкула кайичченех чӑвашла калаҫма пӗлнӗ-ҫке, мӗншӗн тесен пирӗнпе пирӗн ӑслӑ атте-аннесем, асатте-асаннесем чӑвашла ҫеҫ калаҫнӑ. Паянхи кунхи ашшӗ-амӑшӗсем пек вырӑсла мар. Ҫакна пӑхмасӑрах, эпир- шкул пӗтернӗ чӑвашсем пурте пурпӗрех чӑваш чӗлхипе пӗрле вырӑсла та лайӑх калаҫатпӑр. Урӑхла каласан, пире атте-аннесем чӑвашла калаҫма вӗрентни ним енчен те вырӑс чӗлхине пӗлме чӑрмантарман. Ун пек пулма та пултараймасть.

Чӑвашла пӗлни, чӑвашла ӑҫта та лайӑх калаҫни ачасене усӑ ҫеҫ парӗ,вӗсене ҫынсем умӗнче „чӑнкӑрах“, „крутойрах“, ӑслӑрах пулма пулӑшӗ. Чикӗ леш енчи ҫӗршывсенче пулса курнӑ ҫынсем те, унта Раҫҫейрен килнӗ ҫынсем хӑйсен тӑван чӗлхипе калаҫнине питӗ хисеплеҫҫӗ, кун пек ҫынсене мала хураҫҫӗ, теҫҫӗ. Вулакансене ҫакӑн пирки ытти ҫынсене те ӑнлантарма ыйтатӑп.

 

А.Русаков, Пушкӑртстан.

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (5)]

Comments:

2019.11.25 17:48
Ăслăрах пулас тесен, нумай вулас пулать, çаврăнуçа ÿстермелле. Анчах та сайтра ларакансем пĕр сăмахсăр пуçне урăх нимĕн те ăнкартмаççĕ. Пĕр ыйтăва пĕр статьяран тепĕр статьяна каяшлă вĕренпе сĕтĕрсе çÿреççĕ. Тата тепĕр пулăм: сайтра пурте ник хыçĕнче пытанса лараççĕ, ку вăл тĕрĕслĕх пирки пăшăрханни? Хайлавсем тăратакан çук ытла, мĕншĕн тесен никама та кăсăклантармасть паянхи литературăри лару-тăру, пурте хăйсем ăслă.
Agabazar // 2475.16.0877
2019.11.26 04:40
Agabazar
Питех хытӑ хавхаланмасан, кайран алӑсене усас хуйхӑ та ҫук.
Вот и // 4610.4.8829
2019.12.01 08:57
нужно вперед смотреть, вперед, если "ăслăрах пулас тесен...". Об этом все древние мудрецы твердили. Об этом говорит христианство: "жить настоящим, сегодняшним, ибо прошлое уже прошло, а будущего еще нет". Об этом говорит буддизм и сам Будда говорил: "Секрет здорового ума и тела заключается в том, чтобы не сокрушаться над прошлым, не слишком беспокоиться о будущем и осознанно жить настоящим моментом". Странно было бы, если потомки латинян: итальянцы, французы, румыны начали бы сотрясать мир по поводу возвращения в разговорную речь латинского языка. "ĂСЛĂРАХ ПУЛАС ТЕСЕН" нужно уметь воспринимать настоящее, современное и весь мир с основами нравственно-составляющими.
2019.12.03 14:55
Вот и санăн шухăшупа паян арçынпа арçын пурăнать, вĕсен хыççăн каймалла, тен? Эсĕ чăнласа ухмах? Ку санăн пĕрремĕшне калани çеç мар. Хăш енчен кунта французсем? Латин чĕлхине вара врачсене, тухтăрсене верентеççĕ, самана пырать малалла, анчах та кашни пулăма пурнăçă хывма юрамасть. Сан йышшисем хыççăн кайсан тахçан выльăхсемпе пĕрлешсе пурăнмалла, тăмсай. Çавăн чулĕ те ăссăрсем килеççĕ çĕр çине
Agabazar // 3787.77.4408
2019.12.04 12:17
Agabazar
Хĕл Мучин тăван килĕ — Йăлăмри Çĕвĕрнăй поççолăкĕнче.

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters