Журналистсен уявĕнчен тĕлĕнсе таврăнтăм. Халиччен Глава чăвашла саламлаканччĕ, халь вырăсла кана, тата вăхăт-вăхăт тĕрмере ларакансен сăмахĕсемпе перкелешет. Министр чăвашла пĕлмес, заместителĕсене пĕлменнисене уйăрса лартнă, специалист-эксперт текеннисем те пĕлмеççĕ чăвашла. Ак сире "информаци политики"!
Каллех Микулан каламалла? Вӗрентсе каламастӑп,ан та шутлӑр вӗрентет тесе. Станьяла пӗлсех каймастӑп ,ҫавӑнпа та ирӗк парсамӑр"чувашская общественность" тесе калани пирки кӑна виҫ сӑмах. Мӗнле "общественность" пирӗн аван , ӑҫта юбилей,ӑҫта ҫимӗк васкасах ҫитеҫҫӗ. Ӗҫ мар таха. Эхветкассинче те,Ильбешре те, чӑвашсем чӑваш ҫӗрне хӳтӗленӗ чух ку "общественность" курӑнсах каймарӗ. Курӑнман пулсан та пӗр виҫ сӑмах та пуллин хӳтте кӗрсе калакан та пулмарӗ .Ҫавӑн пек пулас ытларах пирӗн "чувашская общественность" тени,ҫавӑнпах ӗнте Шупашкарта пӗр чӑвашла ӳстермелли ача сачӗ те ҫук? Чӑваш халӑхпе "чувашская общественность" пӗрле мар,параллельно кӑна пулас ?
Хула ачи ,эх ачи . Кунта нимле кӗвӗҫӳ та ҫок. Мораль кунта пӗтӗмӗшле ,уявлӑх пирки . Пирӗн чӑваш чӗлхи ҫолталӑкпе мар чӑваш чӗлхи ернеллӗхе кӑна. Ку вӑл чӑнлӑх,килӗшни е килӗшменни пирки мар сӑмахсем.