Общество вырăнне пĕрлĕх, çемье вырăнне килйыш, икусство вырăнне ÿнер е илемлĕх, производство вырăнне тăвăмлăх тесен аванрах пулмаллаччĕ.
Микколь // 1537.72.7157
2020.05.19 21:18
Тем, писатель ҫырнӑ пек туйӑнмарӗ ку япала, вырӑсларан питӗ кӑнттаммӑн куҫарнӑ пек кӑна. Вырӑслинче кӑшт логика пур пек туйӑннӑччӗ, кунта сӑмах купи пек кӑна. Михаил Романович Федотов профессор студентсене вӑрҫатчӗ: "Мӗнле калаҫатӑр чӑвашла? Лав ҫине навус тиенӗ пек купалатӑр сӑмаха!" Ҫавна аса илтерчӗ. Кипеч литература чӗлхин нормине пӗлсех каймасть пулас, "Эсӗ ХӐВ ҫеҫ мар... Вӑйлӑ ӑрӑва тӑсаканӗ ХӐВ пулнине лайӑхрах туйса илӗн..."Хӑв" - камӑнлӑх форми, "ХӐВӐН" сӑмахӑн ахаль калаҫури кӗскетнӗ форми. Япала ячӗ пулсан ХУ тесе ҫырмалла тесе сӑмсаран шаккатчӗҫех Чӗнсе каланин авторне Иван Павловпа Николай Петров чӗлхеҫӗсем. Эп - хам, эс -ху, вӑл - хӑй. Кунашкал шӑйрӑксене кура мар хакламалла, паллах, ку япалана, унӑн кирлӗлӗхне, пӗлтерӗшне, Кипеч аксакал пире мӗнле ӑс панине, пире мӗнле пулмаллине, мӗнле пурӑнмаллине вӗрентнине, кам вӑл хӑй Кипеч пулнине шута хумалла. Ҫын ытахальтен ҫырман пуль ку япалана? Сӑлтавсӑрах мар, тӗллевӗ пур. Тен, эпир, хальхи чӑвашсем, ӑна ҫырлахтармастпӑр, тем килӗшмест ӑна пирӗнте? Тен, чунӗ ыратать эпир ҫакнашкал ҫеҫ пулнӑшӑн? Тен, хӑйӗн куштанлӑхӗ ҫеҫ ӑна ҫапла аслӑлантарать - манӑн шутӑмпа, ку Чӗнӳ хамӑр пиркиӑӗ калаҫу тума тупса панӑ сӑлтав.
Пĕлекен // 2500.63.8504
2020.05.19 21:31
Шайĕ çук япала çуках çав: халалĕ те, пултарулăхĕ те, хăй пирки Хĕлип Литюкĕ вырăсла мухтаса çырса кăларнă "Душа и разум" текен кĕнеки те... Чăнласа шутласан, Скворцов, Илпек, Уяр çумĕнче Кипече «писатель» тесе калама чĕлхе те çаврăнасшăн мар. Мĕнлерех çыркаланине, обществăра тата влаçсемпе хăйне мĕнлерех тыткаланине, ятшăн-сумшăн мĕнлерех чупса çÿренисене пăхсан, чисти Юхма Мишши 2.0. Чăнласа калаçса çăвар тутине сая яма та кирлĕ мар кунта.