Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +0.3 °C
Кто долго раздумывает, не всегда находит лучшее решение.(И. Гете)
 

Ad

Виталий Станьял: Ҫур ӗмӗрте сӳнмен юрату

Виталий Станьял09.10.2020 22:285326 views

И.Я.Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн кӑларӑшӗнче Галина Брусова доцентӑн «Мӗтри Кипек хайлавӗсенчи вӑрҫӑ теми» ятлӑ монографийӗ (2020,182 хутъен) пичетленсе тухнӑ. Ӑна мана Галина Федоровна тата вӑл вӗрентекен студенткӑсен пӗр ушкӑнӗ, киле килсех, Учитель кунӗпе саламласа парнелерӗҫ. Ватӑ пулсан та, кӗнекешӗн шкул ача пекех хӗпӗртерӗм. Мӗншӗн? Сӑлтавӗ ансат. Тӗпчев никӗсӗнче - ҫур ӗмӗр каялла Галина Логунова (Брусова) студентка ман патра литературӑпа тӗплӗ диплом ӗҫӗ ҫырнӑччӗ. Вӑл Кипекпе тӗл пулса калаҫрӗ, кайран ҫыру ҫӳретрӗ. Ӗҫе ун чухнех пичете сӗнчӗҫ. Анчах вӑхӑчӗсем урӑхлаччӗ те, пичете лекесси мана хама та ҫӗр пӑтӑрмах урлӑ выртатчӗ.

Унтанпа Галина Федоровна вӑтам шкулта тӑрӑшрӗ, ӑна аслӑ шкула ӗҫе илчӗҫ, хӳтӗленсе педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ пулса тӑчӗ. Чӑваш литературине вӑл ӗмӗр тӑршшӗпех юратма пӑрахман иккен. Ҫавӑнпах Мӗтри Кипек пултарулӑхнее тишкерме чарӑнман, унӑн хайлавӗсене вӗрентмелли меслетсене пуянлатса пынӑ. Тӗпчев кӗнекин иккӗмӗш пайӗ – хушса пани: «М. Кипек пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ тӑрӑх класра тата класс тулашӗнче ирттермелли хушма ӗҫсем». Пуян вӑл, ҫӗнӗлле тата вырӑнлӑ. Кӗнекене Аслӑ Ҫӗнтерӳ 75 ҫулне халалланӑ, унта Патӑрьел районӗнчи Тури Туҫа вӑтам шкулӗнчи ентешӗскемпе Мария Табакова, Валентина Яковлевӑпа пӗрле хатӗрленӗ «Вӑрҫӑ суранӗ паян та тӳрленмест» музыкӑпа литература композицийӗ, тӗрлӗ ыйтусемпе хуравсем, танлаштаруллӑ таблица, критиксемпе тӗпчевҫӗсем Мӗтри Кипек ҫыравҫӑ пултарулӑхне хакланисем студентсене те, вӗрентекенсене те яланах усӑллӑ пулӗҫ.

...Кӗнекене виҫӗ кун алӑран ямасӑр вуласа ҫӳрерӗм. Писатель пултарулӑхне туллин те ӑнланса тишкернӗ. Сӑнӳкерчӗксем самаях лартнӑ. Дмитрий Афанасьевич Кипекпе (1913-1991) Шупашкарта, Мускавра пӗччен те, студентсемпе те тӗл пулса калаҫнисем аса килчӗҫ.

Пытармалли ҫук – хам паллакан маттур студентсемпе ӑшра та пулсан мухтанатӑп. «Ҫилҫунат» пӗрлешӳре кӗрлесе ҫаврӑннӑ яш-кӗрӗм пурте пекех аслӑ ҫул ҫине тухрӗ, хӑйсен расна сукмакӗсене ҫирӗппӗнех такӑрлатрӗ. Вӗсенчен 50, 20, 10 ҫултан ырӑ хыпарсем илсессӗн е тӗл пулса калаҫсассӑн ӗмӗр сая кайман пекех туйӑнать.

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (2)]

Comments:

Вурнартан // 2355.85.7661
2020.10.10 12:34
Çынна савăнтарма нумай кирлĕ мар .Старик хытах хавхалланнă. Кипек те кăмăллă пулĕччĕ çав.
Agabazar // 1387.43.6504
2020.10.11 16:48
Agabazar
Кам — «старик»?

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters