Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +6.3 °C
Дурак льстит самому себе, умный льстит дураку.(Э. Бульвер)
 

Ad

Николай Ларионов-Йӗлмел: Анатолий Ырьят ӗмӗрлӗхех пирӗнтен уйрӑлса кайрӗ (некролог)

Николай Ларионов-Йӗлмел23.03.2021 23:494653 viewsEdit Delete

Мартӑн 19-мӗшӗнче 72 ҫула кайса пиртен Чӗмпӗр тӑрӑхӗнчи паллӑ журналист, поэт, прозаик Анатолий Григорьевич Дмитриев (Анатоли Ырьят) шалкӑм ҫапнине пула ӗмӗрлӗхех уйрӑлса кайрӗ.

Вӑл Тутарстанри Пӑва районӗнчи Раккассинче 1949 ҫулхи июнӗн 9-мӗшӗнче ҫуралнӑ. 1966 ҫулта Элшел шкулӗнчен вӑтам пӗлӳ илсе тухнӑ. Вунӑ ҫул шкулта ачасене вӗрентнӗ. 1996 ҫулта Чӑваш патшалӑх университетне пӗтернӗ. 1990 ҫултан тытӑнса 2015 ҫулччен Чӗмпӗрти «Канаш» ятлӑ чӑваш хаҫатӗнче вӑй хунӑ, тӗрлӗ должность йышӑннӑ, редактор ҫумӗ те пулнӑ. РФ Журналистсен союзӗн членӗ. Чӑваш Республикин Писательсен союзӗн членӗ. Алексей Талвир тата Валентин Урташ ячӗллӗ литература премисен лауреачӗ. Сакӑр кӗнеке авторӗ, ҫав шутра роман та пур.

Анатолий Григорьевичӑн тӑрӑшуллӑ ӗҫне РФ культура министерствин, Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн, Чӑваш Республикин Журналистсен союзӗн, Чӑваш Республикин пичет тата информаци политикин министерствин, Ульяновск область администрацийӗн Хисеп хучӗсене парса чысланӑ.

Ӗҫтешӗмӗре тӑван ялӗн масарне пытарнӑ.

Пултаруллӑ, ырӑ та сӑпайлӑ ӗҫтешӗмӗрӗн ҫутӑ сӑнарӗ пирӗн чӗресенче упранӗ.

 

Николай Ларионов-Йӗлмел.

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (4)]

Comments:

Agabazar // 9020.6.8146
2021.03.24 00:31
Agabazar
Шалкăм çапнă тени ăнланмаллах мар. Инсульт мар-и?
Станьял // 1895.11.4150
2021.03.25 08:58
;Канлĕ çывăр, Урташ тăванĕ, маттур чăваш!
Асамат // 1858.55.6514
2021.03.27 10:30
Вӑл Урташ тӑванӗ мар.Вӗсен килне ҫын та килсе ҫӳремен.Хӑй те,ялтан тухса кайнӑранпа ҫуралнӑ вырӑна килсе те курман.Ҫимӗк уявне те пыман.Чӗмпӗрте пулнӑ чух хӑйсен ялӗсемех каласа пачӗҫ.Чӑвашсен общестӑлла ӗҫне те пачах та хутшӑнман.Юрӗ ӗнтӗ,тӑпри ҫӑмӑл пултӑр.
Agabazar // 2553.13.0377
2021.03.29 21:31
Agabazar
Енчен те хаçат редакцийĕнче ĕçленĕ пулсан, пĕрлехи ĕçсене те хутшăннă, паллах. Тархасшăн, ан суйăр. Тен, чăнах та, сахалтарах хутшăннă пуль. Анчах хутшăнмасăр тăма пултарайман.

Хутшăнман пулсан, мĕншĕн ăна редакторсем (Ромашкин, Ларионов) ĕçрен кутран тапса кăларса сирпĕтмен? Эппин редакторсене унашкал корреспондент тивĕçтернĕ.

Хаçтра ĕçлекенсене яĕшĕн мар ĕçе илеççĕ. Вĕсем редактор панă тĕллевчĕксемпе тĕллевсене, хушусене пурнăçлаççĕ. Ахаль лармаççĕ.

Тăван ялне килсе çуремен пулсан, вара — мĕн? Çÿремен пултăр. Анчах редактор хушнипе, кирлĕ вырăнсене çÿренĕ.

Эп ку халь çĕре кĕнĕ çынна палламан, анчах пĕрре таçта курнă пек астăватăп. Йăнăшмастăп пулсан.

Çав таврашрах çÿрекен «Мишшаачи» текенскерне вара аванах пĕлетĕп. Ыйтăр çав Мишшаачирен, вăл каласа парĕ Анаттоли Крикорччă çинчен чăннине.

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters