Чĕкĕрчĕк текенни ту мар. Пачах урăхла, вăл çатма пек тÿрем вырăн. Чăн та, ытти тĕлсенчен çÿлерех вырнаçнă (шыв уйăравĕ теççĕ географсем, Пăла тата Хырла бассейнĕсене уйăрать).
Ар-Сĕнтĕр тенинчи «Ар» компонент мĕне пĕлтернине чухлас пулать.
Вăл «пĕчĕккĕ», «кĕçĕн» тенисене кăтартать.
Ытти тĕрĕк чĕлхисенче когначĕ пур — Аз.
Ар сăмах чăваш чĕлхинче малтан пулнă та кайран тухса ÿкнĕ. Топонимсенче çеç сыхланса юлнă. Сăмахран, Улатăр районĕнчи Кĕçĕн Паснана вырăсла Орбездна теççĕ. «Ор» элемент кунта кĕçĕннине пĕлтерет те ĕнтĕ.