Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +0.3 °C
Пока в голове нет идеи, глаза не видят фактов.(Академик И.П. Павлов)
 

Ad

Аçтахар Плотников: Миллионлӑ ӗҫ

Аçтахар Плотников15.10.2021 18:024109 views

Чӑваш чӗлхи лабораторийӗ юпан 14-мӗшӗнче чӑвашла-вырӑсла пуплевӗш мӑшӑрӗсен йышне 1 миллионран ирттерчӗ. Ку ӗҫ мӗнле пулса пыни пирки, тата чӗлхе тӗпчевӗн паянхи ыйтӑвӗсем пирки сӑмах хускатасшӑн. Сирӗншӗн, вулакансемшӗн, тата чӑваш чӗлхи шӑпишӗн кӑшт та пулин пӑшӑрханакансемшӗн, ӑнланмалларах пулӗ тетӗп.

Мӑшӑрлас ӗҫ пирки пӗтӗмӗшле каласа пани

Ҫак ӗҫе эпир 2016 ҫулта пуҫланӑччӗ. Ун чухне «Чӑваш чӗлхи лабораторийӗ» те йӗркеленменччӗ-ха… Ӗҫе вӑл вӑхӑтра хутран-ситрен кӑна туса пырсаччӗ, ӗҫ майне мӗнле хӑвӑртлатассине шырасаччӗ... Сӑмахран, вӗрентекенсен хушшинче конкурс та ирттернӗччӗ. Ҫапла май 2019 ҫулхи ака уйӑхӗн 5-мӗшӗ тӗлне 34 пин те 837 мӑшӑр пуҫтарма мехел ҫитернӗччӗ. Виҫӗ ҫул хушшинче. Сӑмах май, кун чухлӗ мӑшӑра халь эпир уйӑх хушшинче ним мар хатӗрлетпӗр.

2019 ҫулта вара, «Чӑваш чӗлхи лабораторине» йӗркелесе, ҫак ӗҫе ҫӗнӗрен кӳлентӗмӗр. Вӑл вӑхӑтра эпӗ Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче ӗҫлеттӗм. Шӑп ҫав ҫул ӗнтӗ институтра мана хапӑл марри сисӗне пуҫларӗ. Укҫине нумай тӳлеместчӗҫ, ҫавна май тавлашса тӑмарӑм — ӗҫ вырӑнне пӑрахса кайрӑм. Вӑл ҫул маншӑн чи йывӑр ҫул пулчӗ темелле: ӗҫрен кӑларса ячӗҫ, атте-аннерен юлнӑ пахчан пайне ял администраципе район администрацийӗ туртса илчӗҫ, пӗр ӑҫтиҫука пула суд мана административлӑ майпа айӑпласа 20 пин шыраса илчӗ, тата ытти те… Юрать-ха, Лукианов Николай Егорович пурри ҫак йывӑрлӑхсене ҫӑмӑлрах тӳссе ирттерме май пачӗ. Судра пулӑшаймарӗ-ха ӗнтӗ, анчах унпа калаҫнӑ май, ман йывӑрлӑхсем пысӑках маррине ӑнланса илме май пачӗ. Ун чухне вара хама валли «миллион тӑватӑп та вара кунтан тухса каятӑп» тӗллев лартса йывӑрлӑхсене тӳссе ирттертӗм. Шӑп ҫав ҫулхине (хамӑн юлташсене вӑл ҫулталӑк мӗн тери йывӑр килнине кӑтартма тӑрӑшман) «Чӑваш чӗлхи лабораторийӗ» ҫуралчӗ те ӗнтӗ.

Чи малтанхи вӑхӑтра эпир ҫак мӑшӑрлас ӗҫе хӑвӑртлатмалли майсене шырарӑмӑр. Вырӑсларан чӑвашла куҫарнӑ литература хайлавӗсем патне тӳрех ҫитмерӗмӗр-ха — вӗсем пире юрӑхлӑ мар тесе шутланӑччӗ. Малтанах студентсене явӑҫтарса ӗҫлесшӗнччӗ. Шел те, ку май тухӑҫлӑ пулмарӗ. Пӗрре студентсем ытла яваплӑ ҫынсем мар, тепре хӑвӑртлӑх енӗпе тивӗҫтермест. Пӗри 700 ытла куҫарса хатӗрлерӗ, тепри — 400 ытларах… Ун хыҫҫӑн пирӗн алла Василий Шукшинӑн «Пахчапа мунча хуҫи» тата Марк Твенӑн «Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени» кӗнекесем лекрӗҫ. Пӗрремӗшне сканерлама тиврӗ, иккӗмӗшӗ вара тахҫанах пирӗн электронлӑ вулавӑшра пурччӗ. Вӗсене мӑшӑрласа пӑхнӑ хыҫҫӑн литература куҫарӑвӗсемпе ӗҫлеме май пурри палӑрчӗ. Иртнӗ ӗмӗрӗн 50–60-мӗш ҫулӗсенче чылай хайлава чӑвашла куҫарнине шута илсен миллиона ним мар ҫитме пулассине ӑнланса илтӗмӗр.

Кунта ӗнтӗ мӑшӑрлас ӗҫе туса ҫитерме пулӑшакан тепӗр ҫын ятне асӑнмалла — вӑл «Яндексра» ӗҫлекен Александр Антонов. Вӑл пулман пулсан паянхи куна миллиона ҫитеймен те пулӑттӑмӑр. Хама илес пулсан эп питӗ йӗркесӗр ҫын. Ӗҫлес килнӗ чухне ӗҫлетӗп, кӑмӑл ҫук чухне канатӑп. Ку ӗнтӗ гороскоппа тӳр килекен «пулӑсен» уйрӑмлӑхӗ ахӑртнех. Ҫавӑнпа та ман пек ҫынсене «хыҫран хӑваласа тӑраканни» кирлӗ. Александр вара кашни кун 500 мӑшӑр хатӗрлесе пырать. Ӑна кура эп хам та, унран юлас мар тесе, ҫавӑн чухлӗ е ытларах хатӗрлесе пытӑм. Ҫапла май вӑл маншӑн ҫак ӗҫри «маяк» пек пулса пычӗ. Манашкал ҫынсене вара шӑп ҫавнашкал «тӗллеве кӑтартакан» кирлӗ те. Чӑннипе калатӑп: енчен те Александр хӑйӗн ӗҫӗпе «хавхалантарман» пулсан, калӑпӑр пӗр-пӗр вӑхӑтра ку ӗҫе пӑрахнӑ пулсан, эп те нумаях тытӑнса тӑрайман пулӑттӑм пулӗ. Унсӑр пуҫне Александр укҫа-тенкӗ уйӑрнипе тата ытти ӗҫсемпе те ҫак проекта самай пулӑшрӗ. Калӑпӑр, хамӑрӑн моделе хатӗрлемен пулсан, алӑпа куҫарас ӗҫ йывӑр пулӗччӗ. Енчен те пуҫламӑшӗнче кунне 50-100 пуплевӗш ҫеҫ чӑвашларан вырӑсла куҫарма май пурччӗ пулсан, халь ним мар пӗр ҫын 500 куҫарайрать (нумай пулмасть хам тӗрӗслесе пӑхрӑм: 3–4 сехет пӗр канмасӑр ларсан 500 куҫарма пулать!).

Ҫаксене пӗтӗмпех пӗрлештернӗ хыҫҫӑн ӗҫлесси кӑна юлать. Вӑт вара ӗҫлерӗмӗр те. Чӑваш Республикин наци вулавӑшӗ кӗнекесемпе тивӗҫтерчӗ, хӗрсем сканерланӑ хыҫҫӑн текста тӳрлетрӗҫ, эпир вара мӑшӑрларӑмӑр. Вулавӑшри «Чӑваш кӗнеки» пай ертӳҫине Соловьева Галина Павловӑна тата ҫав пайрах вӑй хуракан Ольга Тимофеевӑна — пысӑк тав сӑмахӗ! Эпир ыйтакан кӗнекесене вӗсем питӗ хӑвӑрт тупса пама тӑрӑшрӗҫ. Кӑшӑлвируса пула вулавӑш хупӑнсан та пире валли алӑк хупӑнмарӗ. Хӑш чухне кӗнекери пӗр-пӗр страница ӳкерӗнмесӗр юлсан вӗсем ӑна пире ярса парса пулӑшрӗҫ. Наци вулавӑшӗ пире яланах хапӑл кӗтсе илет, унта ӗҫлекен хӗрсем (Оля кӑна мар!) яланах пире пур енчен те пулӑшма хатӗр. Сканерлас ӗҫе те хӑйсен ҫине илесшӗнччӗ, анчах ку вӗсен хӑвӑртах пулманнипе сайра хутра ҫеҫ килӗшме тиврӗ. Хӑш-пӗр чухне вӗсен патӗнче кӗнекесем ҫук чухне Кӗнеке палатине те ҫитме тиврӗ. Юрать-ха пӗр-пӗринчен вӗсем инҫе мар — юнашарти ҫумҫуртра ҫеҫ. Вӗсене те пысӑк тав.

Саспалланӑ текстри йӑнӑшсене тӳрлетес ӗҫре пире самай Алина Ивановӑпа Светлана Трофимова пулӑшрӗҫ. Ҫавӑн пекех Эрпина Портновӑна асӑнмалла (шел те, студентка пулнӑ май вӑхӑчӗ нумаях мар пулас, пӗр-икӗ кӗнекепе ҫеҫ пулӑшайрӗ). Алина Ивановӑпа Николай Ашмаринӑн словарьне хатӗрленӗ чухне паллашрӑмӑр пулсан, Светлана Трофимова пирӗн ушкӑна шӑп та шай лаборатори уҫӑлнӑ хыҫҫӑн лекрӗ. Вӗсем пурри пирӗн ӗҫе самай ҫӑмӑллатрӗ. Чӑваш Турриех ярса пачӗ пуль вӗсене тесе шутлатӑп. Алина Ашмаринпа ӗҫленӗ чухне тупӑнчӗ, Светлана — мӑшӑрсем хатӗрлеме пуҫлас умӗн. Текст япӑх саспалланчӗ пулсан та (калӑпӑр кӗнекене япӑх хут ҫине пичетленӗ пулсан; е кивӗ орфографи лекрӗ пулсан) чӑкӑлташса тӑмарӗҫ, тӳрлетсе пачӗҫ.

Тав сӑмахӗсем каланӑ май ыттисене те асӑнса хӑвармаллах. Пӗрремӗшӗнчен вӑл, Вӗренӳ институчӗн директорӗ Юрий Исаев. Вӑл ӑшӑ сӑмахпа та, ытти енӗпе те самай пулӑшрӗ. Яндекс.Тӑлмачра чӑваш чӗлхи хушӑнсан ҫав пулӑма палӑртма конференци ирттерни вӑл ҫине тӑнипе пулчӗ. Гуманитари институтӗнче вӑй хуракан Геннадий Дегтярева асӑнмасӑр май ҫук. Вӑл — мана куллен пулӑшакансенчен пӗри. Ӑшӑ сӑмахпа хавхалантарни ҫеҫ мар, сӗнӳ-канашпа та пулӑшать. Уйрӑмах, пӗр-пӗр ҫыравҫӑн псевдонимне тупас тесен эп ун патне шӑнкӑравлатӑп. Кӗнекесенче куҫаракансене пӗр хутӗнче чӑн хушамачӗпе асӑннӑ, тепӗр хутӗнче — суя ятпа (псевдонимпа). Корпуса вара пӗр ятпа кӗртсен аван. Е, калӑпӑр, инициалне кӑна палӑртнӑ. Ҫыннине вара ни энциклопедире палӑртман, ни Петӗр Ялкир справочникӗнче... Паллах, наци вулавӑшӗнчи хӗрсем те ку тӗлӗшпе пулӑшаҫҫӗ, анчах кунашкал ыйту сиксе тухсан эп чи малтан Геннадий Анатольевич патне шӑнкӑравлатӑп.

Ҫавӑн пекех «Хавал» ушкӑна, уйрӑмах унӑн ертӳҫине, Александр Блинова тав сӑмахӗ каламалла. Эпир мӗн те пулин ыйтсан вӗсем яланах пулӑшма хатӗр. Мӑшӑрсене хатӗрлеме куҫару ӗҫне те йӗркелесеччӗ, пирӗн пуҫарусем валли ҫынсене те явӑҫтарма хатӗр. Нумай пулмасть кӑна Google.Translate валли вӗсем пулӑшнипе сахал мар мӑшӑр хушрӑмӑр.

Ӗҫ тапхӑрӗсем

Чи малтанах эпир ӗҫлеме хӑнӑхрӑмӑр. Ку тапхӑр 2019 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗччен пынӑ теме пулать.

Ун хыҫҫӑн малтанхи мӑшӑрлав тапхӑр тесе палӑртма пулать: вӑл 2020 ҫулхи нарӑс уйӑхӗ варриччен пычӗ. Ку вӑхӑтра эпир 250 пин мӑшӑр хатӗрлерӗмӗр. Мӑшӑрлама усӑ курнӑ кӗнекесем йывӑр марччӗ, майӗпен пулӑшу хатӗрӗсене туса пытӑмӑр. Пӗрремӗш модельсене вӗрентрӗмӗр. Вӗсем, паллах, аванах ӗҫлеместчӗҫ, анчах ҫавах хӑшпӗр чухне самай пулӑшатчӗҫ. Ку тапхӑр чӑваш чӗлхи Яндекс.Тӑлмача кӗнипе вӗҫленет.

Виҫҫӗмӗш тапхӑр — мӑшӑрсемпе пуянлатса пыни. Вӑл ку самантра пырать. Мӑшӑрсене хушса пынӑ май куҫару та аванрах пулса пычӗ. Яндексри модель 500 пин мӑшӑр ҫинче ӗҫлет, пирӗнни — 673 пин мӑшӑрпа вӗрентни ҫинче. Миллион урлӑ каҫсан эпир ҫӗнӗрен вӗрентме шутлатпӑр (планласа хунӑ 8–10 кӗнекене туса пӗтернӗ хыҫҫӑн).

Ҫакӑнпа ӗҫ, паллах, вӗҫленмӗ. Пирӗн план тӑрӑх малалла терминологи енчен пуянлатас тапхӑр пуҫланмалла. Ҫакна тума эпир чӑвашларан вырӑсла куҫарнӑ кӗнекесемпе ӗҫлес шутлӑ. Унсӑр пуҫне кулленхи хыпарсемпе пуянлатса пырасшӑн. Хыпарсене паллах, терминологи енчен кӑсӑклисене илӗпӗр. Вӑл хӑҫанччен пынине ӗҫе кӳленнӗ хыҫҫӑн палӑртма май килӗ.

Плансем

1 миллиона ҫитни, каларӑмӑр ӗнтӗ, пирӗн ӗҫ вӗҫленнине пӗлтермест. Тумалли тата нумай-ха. Мӑшӑрсен йышне 20–30 миллиона ҫитерсен аван. Мӑшӑрсен йышӗ пуянланса пынӑ май, моделе ҫӗнетсе пынӑ хыҫҫӑн, куҫару ӗҫӗ те, паллах, ҫӑмӑлланса пырӗ. Ҫавна май 20–30 миллион хӑратмалла мар пек.

Хамӑр куҫару сайтне йӗркелесе ҫитермелле. Эпир ӑна Яндекс.Тӑлмачра чӑваш чӗлхине хушичченех ӗҫлеттерсе ятӑмӑр ӗнтӗ, анчах халӗ те вӑл улашнман. Ҫӗнӗ версине тума тытӑнса, анчах вӗҫне ҫитермелле. Вӑл сайт пире мӑшӑрсен йышне пухма та пулӑшмалла. Калӑпӑр, Яндекс.Тӑлмачра чӑваш чӗлхи пурри вӑл аван-ха, анчах вӗсем пире хӑйсем пухнӑ мӑшӑрсене ҫавах парас ҫук. Ҫынсем усӑ куракан тӗслӗхсем вара куҫаруҫӑ валли кирлех.

Тепӗр тумалли ӗҫ вӑл: Google.Translate, Bing тата ытти ҫавнашкал сервиссене чӑваш чӗлхине кӗртесси. Кукӑле кӗртсен, сӑмахран, Youtube-ра видеосене чӑваш субтитрӗсемпе пӑхма май пулӗ. Ку ӗҫе эпир кӳленсе-ха, майӗпен вӑл пулса пырать темелле. Паллах, пурнӑҫличчен «турӑмӑр» теме май ҫук.

Тӳре-шара

Эпир тунӑ ӗҫ, тӗрӗссипе, ыттисене тӗслӗх пек кӑтартмаллискер. «Ав, патшалӑх тӑвасса кӗтсе тӑмаҫҫӗ, хӑйсемех тӑваҫҫӗ» тесе ытти ҫынсене те хавхалантармаллискер. Шел те, пурнӑҫра апла пулса пымасть ҫав. Пирӗн халӑх (кунта эп чӑвашсем пирки ҫеҫ мар, ыттисем пирки те калатӑп) хастар ҫынсен тӗслӗхӗ ҫине мар ытларах пӑхать. Ун вырӑнне вӗсем ҫӳлерех вырнаҫнӑ пуҫлӑхсен тата тӳре-шара кӑмӑлне тимлеҫҫӗ. Хушаҫҫӗ-тӗк — тӑваҫҫӗ. Хушмасан вырӑнтан та хускалмаҫҫӗ. «Чӑваш халӑх сайтне» йӗркеленӗ хыҫҫӑн хальхи вӑхӑтра ҫӗршер чӑвашла сайт пулмалла пек. Ҫук... Сайта чӑвашла та туса пыма май пуррине кӑтартатӑн — вӗсем вара ҫавах ыттисем хыҫҫӑн кайса вырӑсла хатӗрлеҫҫӗ. Паллах, темиҫе сайт йӗркеленчӗ... Ҫавӑ кӑна. Кунта та ҫав япалах пулса иртӗ ӗнтӗ.

Чӑвашла-вырӑсла пуплевӗшсен мӑшӑрӗсене хатӗрлес ӗҫре тӳре-шара пулӑшӑвӗпе усӑ курма шухӑшланӑччӗ. Михаил Анисимовпа та, вӑл ун чухне министр пуканне йышӑнатчӗ, 2019 ҫулта тӗл пулса калаҫнӑччӗ. Утӑ уйӑхӗнче тӗл пултӑм эп унпа (вӑл вӑхӑтра эпир 80 пин мӑшӑр пухсаччӗ)… уйӑх хыҫҫӑн уйӑх иртрӗ… Ҫулталӑк вӗҫӗнче кӑна вара мӑшӑрсем пухмалли комисси йӗркелесси ҫинчен хушу кӑларчӗҫ пулас (эпир унта ҫукччӗ). Вӑл комисси те сӑмах ҫинче кӑна пулчӗ: 2020 ҫулхи нарӑс варринче Яндекс, эпир тӑрӑшнипе, хӑйӗн сервисне чӑваш чӗлхине хушрӗ те комисси ӗҫӗ вӗҫленчӗ пулас. Ун пирки урӑх сӑмах тухмарӗ.

Аса илтеретӗп, 2019 ҫул вӗҫнелле вырӑнти тӳре-шара мана валли тепӗр «парне» турӗ: атте-аннерен лекнӗ ҫӗр лаптӑкӗн пӗр пайне туртса илчӗ. Пӗтӗмпех саккунпа килӗшӳллӗн турӗҫ. Чӑваш халӑхӗшӗн ӗҫленӗшӗн мар, паллах, туртса илчӗҫ, ялти кӳршӗсен кӑмӑлне тивӗҫтерес тесе. Чӑваш халӑхӗшӗн кирлӗ ӗҫ тӑватӑп тесе темле ӑнлантарсан та ҫавах хӑйсемлех турӗҫ. Ӑҫтиҫук кӳршӗсем вӗсемшӗн, ҫав тӳре-шарашӑн, ҫывӑхрах пулчӗҫ. Тен, ҫакӑ чӑвашла-вырӑсла мӑшӑрсем хатӗрлессипе ҫыхӑнман та пулӗ — маншӑн вара кунта ҫыхӑну питӗ пысӑкччӗ: ара, тӑрӑшан-тӑрӑшан, хӑвӑн укҫу-тенкӳне тӑкаклатӑн... тӳре-шара вара (вырӑнтисем) пулӑшас вырӑнне сиен тӑвать...

Тепӗр хут тӳре-шарасемпе пӗлтӗр ӗҫлесе пӑхас терӗмӗр. Сӑлтавӗ те пурччӗ: республика пуҫлӑхӗ улшӑнчӗ те чӑваш чӗлхи пирки пӑшарханҫи пулнине кӑтартрӗҫ (мана та, ав, медаль пачӗҫ). Чӑваш чӗлхине аталантарма программа йышӑнас терӗҫ те, унта хамӑр ӗҫе те кӗртес терӗмӗр. Малтан хавхаланса пуҫланӑ ӗҫ вӗҫнелле «пшик!» тенипе ҫеҫ вӗҫленчӗ. Пӗлтӗрхи лару-тӑрӑва ҫирӗплетрӗҫ те ҫакӑнпа ӗҫ пӗтрӗ. Йышӑннӑ программа пирки эп урӑхла калама пултараймастӑп.

Яндекс.Тӑлмача чӑваш чӗлхине кӗртнӗ хыҫҫӑн сайтсем чӑвашланӗҫ пуль тесе шутланӑччӗ (ара, халь куҫарма йывӑр мар-ҫке!). Шел те, ӗҫ-пуҫ пач урӑхла пулса тухрӗ. Кунта та тӳре-шаран «ӗҫлес килменлӗхӗ» сиксе тухрӗ. Яндексран куҫару хатӗрне влаҫ органӗсен сайтне вырнаҫтарчӗҫ те — ак сире валли чӑвашла верси тесе лӑпланчӗҫ. Вула та чӑваш арӑш-пирӗшле куҫарнӑ текста, лӑплан. 500 пин мӑшӑрпа хатӗрленӗ нейронлӑ куҫару, паллах, куҫарать, мӗн ҫырнине ӑнланма пулать… Ҫав тӳре-шарана чӑвашларан-вырӑсла куҫарнӑ текстсемпе ҫырлахма ыйтсан вӗсем хӑйсем тем тесен те килӗшмен пулӗччӗҫ-ха ӗнтӗ... Анчах «юлнӑ» чӑвашсемшӗн каять тесе шухӑшлаҫҫӗ.

Ку темӑпа ҫыхӑнмасть пулин те… Ак, халь Раҫҫейре халӑх ҫыравӗ пуҫланать. ЧНК Президенчӗ чӗнет: чӑвашсем чӑваш тесех ҫырӑнӑр-ха тесе йыхрав вырнаҫтарнӑ. Тӗлӗнтереҫҫӗ. Чӑваш пулмашкӑн нимӗн те тумаҫҫӗ, анчах чӑваш пултарасшӑн. Ман шутпа ҫакӑ вӑл лашана тӑрантармасӑр лав турттарассипе танах. Тӳре-шара чӑн та чӑваш халӑхӗшӗн ӗҫлесен «чӑваш тесе ҫырӑн» тесе чӗнме те кирлӗ мар, хӑйех ҫырӑнӗ.

Чӑваш чӗлхи пирки те ҫавнашкалах. Олег Николаев яланах чӑваш чӗлхине хистесе вӗрентмелле мар тесе калать. Ку тӗрӗс те пуль (вырӑс чӗлхине хистесе вӗрентнӗшӗн никам та хирӗҫ мар-ҫке), анчах вӑл ӗҫлетӗр тесен условисем туса памалла-ҫке. Ҫын ачине чӑвашла хистемесӗрех вӗренттӗр. Ҫук, майӗсене туса памаҫҫӗ, анчах апла пулмалла тесе калаҫҫӗ. Чӑваш чӗлхине аталантармалли программӑна йышӑнчӗҫ, анчах чӑн-чӑн аталантарма пултараканни шутӗнче унта чӑвашла мультфильмсем хатӗрлесси кӑна. Ӑна та пулин тахҫан тӑвӗҫ-ха. Ав, «Чӑвашкино»-на салатса темскер йӗркелесшӗн. Юрӗ, ӳкерӗҫ-хатӗрлӗҫ тейӗпӗр. Анчах усси мӗн чухлӗ пулӗ? Чӑвашла мультфильмсем халӗ те пур, ҫук мар. Усси ытлах курӑнмасть. Ун вырӑнне район хаҫачӗсен сайчӗсене чӑвашлатасчӗ. Ҫук вӗт, чӑвашлатас вырӑнне вырӑслатаҫҫӗ. Тӗлӗнмелле! Хаҫачӗ чӑвашла тухать, сайчӗ — вырӑсла.

Пуласлӑх

Юрӗ, тӳре-шарана вӑрҫа ҫитӗ. Пуласлӑх пирки калаҫар. Пӗтӗмӗшле пӑхсан лару-тӑру пит йывӑр. Уйрӑмах паянхи тӳре-шарана пула. Аялтан (халӑхран) ыйтни пур, ҫӳлте (тӳре-шарасемпе пуҫлӑхсен) вара ӑна асӑрханманҫи тӑваҫҫӗ. Тӑван шкулӑн 100 ҫулхи юбилейне кайсан (вӑл хула ҫумӗнче вырнаҫнӑ) халӑх умӗнче «Ҫак шкулта та хӑҫан та пулин ачасем пӗр-пӗринпе чӑвашла калаҫасса питӗ шанас килет» тесе каланӑччӗ. Пухӑннӑ халӑх ҫак сӑмахсене тӑвӑллӑн алӑ ҫупса йышӑнчӗ. Апла-тӑк, халӑх хирӗҫ мар, вӑл ҫакнашкал лару-тӑру таврӑнасса (эпир вӗреннӗ чухне /иртнӗ ӗмӗрти 80–90-мӗш ҫулсем/ чӑвашлах калаҫса) кӗтет. Шел те, ни хӑйсем (ашшӗ-амӑшӗ; аслашшӗ-кукамӑшӗ), ни тӳре-шара вӑл тӗлӗшпе нимӗн те тумасть. Такам туса парасса кӑна кӗтеҫҫӗ.

Яндекс.Тӑлмача чӑваш чӗлхине кӗртнӗ хыҫҫӑн йӗркеленӗ конференцире (2020 ҫул) эп хамӑн хӑтлава «Тӑван чӗлхене аталантарас ӗҫе халӑх хӑй те хутшӑнмалла» текен сӑмахсемпе вӗҫленӗччӗ. Тӳре-шара ҫакна урӑхла ӑнланать пулас: халӑх чӗлхене аталантарать пулсан пирӗн унта хутшӑнмасӑр та юрать, пирӗнсӗрех тӑвӗҫ. Халӑхӗ вара чӑн та тӑрмашать. «Хавал» ушкӑн, эпир, чикӗ леш енчи хастарсем (Анатолий Мироновах мӗн чухлӗ усӑллӑ ӗҫ тӑвать)… Пурне те асӑнса пӗтерес те ҫук. Youtube-ра чӑвашла каналсем тухаҫҫӗ, Tiktok-ра чӑваш видеосем вырнаҫаҫҫӗ, «Инстаграмра» чӑвашла ҫыраҫҫӗ. Шӑп ҫавсем ҫинче кӑна шанӑҫ ӗнтӗ. Анчах ҫакна ӑнланса илетӗн те хуйха путатӑн: вӗсем ҫеҫ, ан тив вунӑ ҫыншӑн ӗҫлеҫҫӗ пулин те!, халӑхӑмӑра пуласлӑха туртса кӑлараймаҫҫӗ. Ҫавах шанатӑп! Эпир, чӑвашсем, ҫак йывӑрлӑхран, вӑл темле шурлӑх евӗр пулсан та, ҫӑрӑлса тухатпӑрах!

 

2005 ҫултанпа пуласлӑха шанса ӗҫлекен

Аҫтахар (Николай) Плотников

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (6)]

Comments:

Agabazar // 1484.93.3620
2021.10.15 18:38
Agabazar
Псевдонимсем тĕлĕшпе Юрий Листопад хыпар-хăнарлăхĕ пур.
Agabazar // 1484.93.3620
2021.10.15 18:38
Agabazar
Псевдонимсем тĕлĕшпе Юрий Листопад хыпар-хăнарлăхĕ пур.
Пĕри // 2896.27.1283
2021.10.15 19:02
Тавтапуç, Аçтахар, çав тери пысăк ĕçÿшĕн те, тăван чĕлхемĕр лару-тăрăвĕ тата ун пулас шăпи пирки çав тери чуна пырса тивмелле пăшăрханса çырнишĕн те. Турăсем пулăшччăрах сана та, чĕлхемĕре те.
Евразиец // 1977.69.9930
2021.10.17 18:56
Да, действительно проделана огромная работа и нелегкая. И планируется еще больше. Но вот только актуальна ли она, это самая работа? Сначала следовало бы показать актуальность данной работы, так ли уж она необходима? Много семей знаю, в которых уже выросли незнающие чувашского языка дети и внуки. К тому же, мы сами плохо знаем, даже совсем не знаем. Знаете, какое мучение было, чтобы данную статью прочитать, вы даже не представляете. И вот думаю, зачем мне это мучение, которое отвлекает еще от более важного. Чувашский язык уязвим на современном этапе развития общества. Он стал еще более даже ненавистным из-за того, что насильно заставляли его учить не только детей чувашских родителей и не знающих языка, но детей других национальностей. Нужно, как кажется, параллельно организовать направление по изучению актуальности чувашского на современном этапе развития общества. Вообще, конечно, проблему прозевали-"проспали". Скоро школ то не останется чувашских даже в деревнях, ибо не выгодно тратить детское время на совершенно не нужное им.Но и сегодня большое бескультурье - спрашивать этничекую принадлежность человека. Прежде ведь личность. Об этом мы тоже не думаем, поэтому "насилуем" детей.
Пĕр хĕрарăм // 2760.07.0530
2021.10.18 17:14
Евразиец,сан пит çырас килет пулмалла.Статьяна чăвашла асапланса та пулин вуласа тухнă вĕт-ха эсĕ,"от более важного отвлекаться" туса кунта вырăсла çырма вăхăт тупнă.Чăвашла вулакан-çыракансем сахалăн тесе ан шутла, вилсе пĕтмен-ха эпир,малашне те пулĕç.Эс та ав интересленен чăвашла çырнипе.
Евразиец // 3753.90.6577
2022.04.13 18:14
The comment was deleted.: комментари ҫырас йӗркене пӑсни (1.2-мӗш пункт)

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters