Фальшивых денег пруд пруди: Берешь, так в десять глаз гляди.(С. Брант)
Ad
Халӑх: «Чӑвашкино» студине госархивпа пӗрлештерес тени сумлӑ студие пӗтерсе лартас тенипе тан (уҫӑ ҫыру)
Халӑх19.10.2021 18:084118 views
Чӑваш Республикин пуҫлӑхне
О.А. Николаева
Хисеплӗ Олег Алексеевич!
Эпир, шӑпа хушнипе Чӑваш Республикин тулашӗнче пурӑнакан чӑвашсем, пӗтӗм чӑваш халӑхӗн уйрӑлми пайӗ пулса тӑратпӑр.Чӑваш республикипе унӑн Шупашкар шӗкӗр хули тӗнчери мӗнпур чӑвашсемшӗн чӗлхепе культура центрӗ пулса тӑраҫҫӗ. Ҫавна пула Эсир, Чӑваш Республикин пуҫлӑхӗ пулнӑ май, пӗтӗм чӑваш халӑхӗн лидерӗ пулса тӑратӑр. Ҫавӑнпа Сирӗн тӑван чӗлхешӗн тӑрӑшакан принциплӑ позицирен чӑваш чӗлхипе культурин малашнехи аталанӑвӗ тӳррӗн килет.
Юлашки 20 ҫул хушшинче тӗнчери чӑваш культурипе чӗлхин центрӗ пулса тӑракан Шупашкар хулинче пӗрин хыҫҫӑн теприне чӑвашла тухакан журналсене, хулари чӑваш колледжӗсене хупни, хулара тата республикӑра ача сачӗсенче, шкулсенче чӑваш чӗлхине хӗсни, ӑна ачасен ашшӗ-амӑшӗсем умӗнче пропагандӑламанни, патшалӑх учрежденисенчен чӑваш чӗлхипе усӑланнине хӗссе кӑларни, унпа ӗҫре хут-хура ҫырманни, Ӑслӑлӑхпа ӳнер академине, Наци лицейне аркатни, хальхи вӑхӑтра Чӑваш патшалӑх университетӗнче чӑваш филологийӗпе культура факультетне хупасси ҫинчен хыпар тата ытти те пире Чӑваш Республикинче тата Шупашкарта чӑваш чӗлхипе культурине пӗтерсе лартас кампани пыни ҫинчен тарӑн шухӑшлаттарать,пӑшӑрхантарать, тарӑхтарать.
ЧР министрсен Канашӗн "О реорганизации бюджетного учреждения "Госархив современной истории ЧР" проекчӗпе "Чӑвашкино" студине госархивпа пӗрлештерес тени те ҫак сумлӑ студие пӗтерсе лартас тени вырӑнне хуратпӑр. Анчах "Чӑвашкинона" ниепле те пӗтерсе лартма юрамасть.Мӗншӗн тесен вӑл пӗтӗм тӗнчери чӑвашсемшӗн культура еткерӗ пулса тӑрать. 95 ҫул каярах ӑна пултаруллӑ режисер И. Максимов- Кошкинский, ҫыравҫӑ тата драматург Н. Мранькка, актриса Тани Юн тата ыттисем уҫнӑ. Хальхи Тутар, Пушкӑрт, Удмурт, Якут тата ытти республикӑсенче киноискусствона аталантармалли программӑсем пурнӑҫа кӗнӗ вӑхӑтра Чӑваш республикинче "Чӑвашкинона" пӗтернине эпир киревсӗр ӗҫ вырӑнне хуратпӑр, ҫакӑнпа татӑклӑн килӗшместпӗр.
Ҫак Ҫырӑва, Эсир малашне Чӑваш республикинче чӑваш чӗлхипе культурине аталантарас ӗҫре пысӑк витӗм парассине тата "Чӑвашкинона" хуптармассине шанса ҫыратпӑр.
Сире, Олег Алексеевич, яваплӑ ӗҫӗрте ӑнӑҫу тата сывлӑх сунатпӑр!
2021 ҫул, юпа уйӑхӗн 19-мӗшӗ.
Микул Ишимбай (Иванов) – Пушкӑрт енчи „Шуратӑл” литпӗрлешӳ ертӳҫи (Ишимбай), РФ татаЧӑваш республикинчи ҫыравҫӑсен союзӗнче
Аркадий Русаков – Пушкӑрт енчи ҫыравҫӑ, поэт, РФ тата Чӑваш республикинчи ҫыравҫӑсен союзӗнче, Федоровка
Геннадий Челпир (Тимофеев) - Пушкӑрт енчи ҫыравҫӑ, поэт, РФ тата Чӑваш республикинчи ҫыравҫӑсен союзӗнче, (Стерлитамак)
Зинаида Сурпан (Семенова) - Пушкӑрт енчи ҫыравҫӑ, поэт, РФ тата Чӑваш республикинчи ҫыравҫӑсен союзӗнче (Федоровка тӑрӑхӗнчи Ашкатар ялӗ)
Алексей Емельянов – Пушкӑрт енчи ҫыравҫӑ, „Шуратӑл” литпӗрлешӳре (Белебей)
Анатолий Ефремов – Пушкӑрт енчи тата Ямал енче паллӑ чӑваш активисчӗ, (Кумертау)
Ярухха Витти (Ерохин) – Пушкӑрт енчи таврапӗлӳҫӗ (Стерлитамак),
Петр Русаков - Пушкӑрт енчи Федоровка тӑрӑхӗнчи краевед – историк (Кинчеккей ялӗ)
Анна Ремпель – Пушкӑрт енчи Федоровка тӑрӑхӗнчи чӑвашсен „Канашӗн” ертӳҫи
Волков Владимир Ильич - Пушкӑрт енчи чӑваш активисчӗ (Стерлитамак)
Анатолий Русаков - Пушкӑрт енчи Федоровка тӑрӑхӗнчи чӑваш активисчӗ
Алевтина Русакова - Пушкӑрт енчи Федоровка тӑрӑхӗнчи чӑваш активисчӗ
Петров Петр Архипович - Пушкӑрт енчи Федоровка тӑрӑхӗнчи чӑваш активисчӗ
Елена Газизова - Пушкӑрт енчи Федоровка тӑрӑхӗнчи чӑваш активисчӗ (Ашкатар ялӗ)
Семенов Валерий Петрович - Пушкӑрт енчи Федоровка тӑрӑхӗнчи чӑваш активисчӗ
Антонина Семенова - Пушкӑрт енчи Федоровка тӑрӑхӗнчи чӑваш активисчӗ
Анатолий Антонов - Пушкӑрт енчи Федоровка тӑрӑхӗнчи чӑваш активисчӗ
Елена Данилова – Пушкӑрт енчи Слакпуҫ тӑрӑхӗнчи чӑваш активисчӗ
ЧӖМПӖР : Микулай Павловский – блогер
ПЕНЗА: Васильев Михаил Васильевич – чӑваш активисчӗ
ШУПАШКАР: Иванова Елена Анатольевна - чӑваш активисчӗ
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
Ку ҫырӑва паян ярса пачӗҫ. «Чӑвашкино» бренда сыхласа хӑварасси пирки хыпар пур паян. Анчах сыхласа хӑварас ӗҫе Наци телерадиокомпани ҫумӗнче йӗркелесшӗн имӗш. Ыйтӑва ыран татса парӗҫ тет-и...
Ҫавах ҫырӑва, ярса панӑскере, вырнаҫтартӑм (халь анчах лартма май пулчӗ, паян вырӑнта пулман).
Здесь не чувашКино или ЧувашКино, а ЧУ-ВАШКИНО и не Чăвашкино, а ЧăВАшкино - ЧăВАШКИНО. И ЧувАшкино верно. Чувашская Ашкино.
Зоя Романова // 2159.37.4697
2021.10.22 18:39
Хотелось бы знать уровень профессионального образования действующих сотрудников Чувашкино. Есть ли среди них профессиональные кинорежиссеры, киносценаристы и операторы? В том числе наличие профессионального образования у руководства Чувашкино.
Ҫавах ҫырӑва, ярса панӑскере, вырнаҫтартӑм (халь анчах лартма май пулчӗ, паян вырӑнта пулман).