Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +0.3 °C
Супружество - это пристань в бурю, нередко также буря впристани.(Ж. Пети-Сан)
 

Ad

Аçтахар Плотников: Ковикул…

Аçтахар Плотников03.11.2021 16:293128 views

Республикӑра ӗҫлемен кунсем пыраҫҫӗ. Кӑшӑлвирус ытлашши ан сарӑлтӑр тесе республикӑра та, ҫӗршывӗпе те чӳкӗн 7-мӗшӗччен предприятисем ӗҫлемеҫҫӗ, лавккасенчен — куллен кирлӗ тавара сутакансене ҫеҫ ӗҫлеме ирӗк панӑ. Апат-ҫимӗҫ лавккисем, калӑпӑр, хупӑнман.

Паян хулана тухса килме тӳр килчӗ. Малтанах наци вулавӑшне ҫитсе килесшӗнччӗ, анчах ковикул (ковидлӑ каникула ҫапла ят панӑ хӑшӗсем…) пынине аса илтӗм те кӗнекесене тавӑрса парассине тепӗр эрнене куҫарас терӗм. Хулана вара машшин запчаҫӗсем сутакан лавккана ҫитес тӗллевпе тухрӑм — вӗсене хупман иккен. Мана вара ку майлӑ пулчӗ. Вӗсен лавккинче шӑп та тахҫанах туянма ӗмӗтленнӗ велоприцеп сутатчӗҫ. Халь каярах пулин те, ҫавах тепӗр ҫула хӑварас мар терӗм, туянма ҫула тухрӑм. Унсӑр пуҫне ӗнер пӗри 5 пинлӗх спонсорла купонсем туянчӗ. Вӑт ҫав укҫана велоприцеп туянма ярас терӗм те. Укҫана тӗллевсӗр тӑкаклатӑп тесе ан вӑрҫӑр: хыпар ҫыракансене уйӑхсерен тӳлемелли укҫана (вӑл 13 пинпе танлашать) тахҫанах уйӑрса хунӑ.

Ковикул пирки пӗлтернӗ хыҫҫӑн ҫынсенчен ыйткаларӑм: эсир ӗҫлетӗр-и, ҫук-и?.. Чылайӑшӗ ӗҫлени пирки каларӗ. Паллӑ ӗнтӗ, никамӑн та ҫак кунсенче укҫа ҫухатас килмест — предприяти хуҫин ӗҫченӗсене кантарас тесен вӗсене ӗҫ укҫине хӑйӗн кӗсйинчен кӑларса пама тивӗ-ҫке. Вӑт, май ҫитнӗ таран чееленеҫҫӗ, канма ямаҫҫӗ.

Ковикул юпан 30-мӗшӗнче пуҫланчӗ. Хулана тухкаласа ҫӳремен-ха ҫак кунсенче, анчах Ҫӗнӗ Лапсарта ковикула ытлашшиех пӑхӑнмаҫҫӗ пуль тесеччӗ. Чӳкӗн 1-мӗшӗнче велосипедпа уҫӑлма тухрӑм та пӗр хуҫалӑх лавкки ҫумӑн иртрӗм. Алӑкӗ уп-уҫахччӗ. Ҫавах та паян хулана тухсан ман пата кӗрӳ шӑнкӑравларӗ. Эс хуларах-и? тет (Эп унччен ӑна хулана тухни пирки пӗлтерсеччӗ). Хуҫалӑх лавккине кӗрсе тух-ха тет, аттук кунта Лапсарта, пӗри те ӗҫлемест, монтаж пенине ниӑҫта та илме май ҫук тесе ыйтать (вӑл хушӑра эп каялла таврӑнаттӑм ӗнтӗ). Апла Ҫӗнӗ Лапсартисем чӑн та ӗҫлемеҫҫӗ.

Хулари лару-тӑрӑва илес пулсан — халӑх сайра ҫӳрени курӑнмасть. Транспортра та халӑх ытти чухнехи пекехччӗ. Лавккисем вара чӑн та хупӑ. Анчах чылайӑшӗ ҫавах инҫет мелӗпе ӗҫлени пирки пӗлтерӳ ҫакса хунӑ. Тепӗр май каласан, мӗн те пулин туянас килсен телефон номерӗпе шӑнкӑравламалла та вара сутуҫисем илсе тухса параҫҫӗ пулас.

Ҫынсене сӑнанӑ тӑрӑх маскӑсемпе сайра ҫӳреҫҫӗ. Транспортра-мӗнре тӗрӗслени пур пуль-ха та ӗнтӗ, анчах тротуарпа утса ҫӳрекенсене никам та тӗрӗслемест. Лавккасенче маскӑпа ҫӳресси пирки йышӑнусем пур-ха пулас, анчах ахаль ҫӳренӗ чухне маска тӑхӑнмаллине ҫирӗплетмен. Вӑт халӑх маскӑсӑр ҫӳрет те.

Кунта, паллах, каласа хӑвармалли пур. Ӑҫта мӗнлине ытлах пӗлместӗп пулин те, анчах кӑҫал тата пӗлтӗр эп Ютубра пӗр канал пӑхатӑп. АПШ-ри Сан-Франциско хулинче пӗр офис ҫуртне мӗнле хӑпартса пыни ҫинчен. Вӗсен хулисенче хӗсӗк-ҫке, ҫавна май ҫурта мӗнле тунисӗр пуҫне ҫумри тротуарсемпе ҫӳрекен халӑха та сӑнама пулать. Унта вара — пурте тенӗ пекех маскӑпа ҫӳреҫҫӗ. Пирӗн Шупашкарта тротуарпа пынӑ май сайра-хутра ҫеҫ ҫынсем маска тӑхӑнаҫҫӗ пулсан, вӗсен — сайра-хутра ҫеҫ маскӑсӑр ҫынна асӑрхама пулать. Тата, пирӗннисем пек ячӗшӗн мар, тӗрӗс тӑхӑнаҫҫӗ — ҫӑварне те сӑмсине те хуплаҫҫӗ.

Мӗншӗн пирӗн ҫавнашкал? Калама йывӑр. Ман шутпа кунта эпир вырӑсланса пыни куҫ кӗрет. Вырӑсланни вӑл вырӑс чӗлхи ҫине куҫнине ҫеҫ мар пӗлтерет — вырӑс культурине те йышӑнатпӑр. Вырӑссен вара «авось» текен йӑла пур. Имӗш инкек пире ҫакланмӗ, чир пире ермӗ... Вӑл ахӑртнех ыттисене кӑна ҫакланать, мана ку пырса тивмӗ, тесе шутлаҫҫӗ. Чиртен вара сыхлансан ҫеҫ упранма май пурри ҫинчен шутламаҫҫӗ.

Статьяна вара пӗр тӗслӗхпе вӗҫлетӗп. Эп ун чухне «Из рук в руки» хаҫатра ӗҫлеттӗм. Пӗрле ӗҫлекен пӗр дизайнер пурччӗ. Хӑй Чулхуларан инҫе мар хулара пурӑнатчӗ те ӗҫе машшинпа ҫӳретчӗ. Лайӑх ҫынччӗ. Хӑйӗн машини ҫине мӗншӗн шиплӑ шина лартманни пирки ыйтсан мана машшинпа ҫӳреме пит лайӑх вӗрентсе, шуҫлак ҫул ҫинче инкекрен мӗнле сыхланмаллине пит вӑйлӑ вӗрентсе, тесе калатчӗ. Имӗш ӑна шиплӑ шина кирлӗ мар. Шел те, ӑна автошкулта пит аван вӗрентни пулӑшмарӗ, пӗр кунхине, ҫанталӑк пӑсӑлнӑ чухне, машшинӗ шуса каять те йывӑр тиевлӗ машшин айне кӗрсе каять.

Сывлӑхлӑ пулӑр. Упранӑр. Ку чир пире тивмест, айккипе иртсе кайӗ, тесе ан шанӑр.

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters