Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 -0.7 °C
Статистика знает все.(И. Ильф, Е. Петров)
 

Ad

Аçтахар Плотников: Чӑваш архетипӗсемпе Раҫҫейре те усӑ кураҫҫӗ

Аçтахар Плотников13.03.2008 22:595529 views
«Хыпар» хаҫатӑн пӗлтӗрхи 185№ ҫакӑн пек кӑсӑклӑ статья куртӑм:
Раҫҫей гербӗнчи икӗ пуҫлӑ ӑмӑрт кайӑк ҫынсене сахал мар калаҫтарать. Ӑсчахсем, ӑслӑлӑхра нимӗн те чухламаннисем тавлашаҫҫӗ. Истори тӗлӗшӗнчен илсен кӑштах та пулин ӑнланмалла ӗнтӗ: Виҫҫӗмӗш Рима Византирен вӗҫсе пырса, икӗ пуҫлӑ ӑмӑрт кайӑк пуҫласа 1497 ҫулта III Иванӑн патшалӑх пичечӗ ҫине анса ларнӑ. Ку тӗслӗхре пире идеологи саманчӗсемпе ҫыхӑннӑ ыйту кӑсӑклантармасть /Раҫҫей Федерацийӗн патшалӑх символӗ тӗп тӗне — православие кӑна ҫутатса парать, ислама, иудаизма тата ытти тӗне шута илмест/. Ҫакнашкал ыйту ҫуралать: мӗншӗн-ха икӗ пуҫлӑ кайӑка пӗр кӗлеткеллӗ ҫеҫ ӳкернӗ? Чернобыль мутанчӗ — шӳтлеме пӑхаҫҫӗ пӗрисем. Пӗр пуҫӗ Анӑҫалла пахать, тепри — Хӗвел тухӑҫнелле, Раҫҫейӗн геополитика чӑнлӑхне символлать, — теҫҫӗ теприсем.
Ӑслӑлӑхра ТӖНЧЕ ЙЫВАҪҪИ ӑнлав пур — чи аслӑ символ. Вӑл /Йывӑҫ/ чӑваш тӗррисенче те вырӑн тупнӑ, ӑна Ама йывӑҫҫи теҫҫӗ. Тӗнче йывӑҫҫин сӑнарӗпе ЧР Патшалӑх Гербӗн авторӗ Элли Юрьев пӗлсе усӑ курнӑ. Вӑл Йывӑҫӑн туратлӑ тӑррине тӗпе хунӑ. Йывӑҫ тымарӗсем Ҫӗр паллине, унӑн вӑрттӑнлӑхне каяҫҫӗ. Йывӑҫа ытарлӑн сӑнарлани акӑ еплерех.
Символ пӗлтерӗшне, вӑл Раҫҫей ӑмӑрт кайӑкӗпе ҫыхӑннине кӗскен сӑнласа парар-ха:
— Йывӑҫӑн архетип символе — тӗнче Моделӗ /сӑмах май, тӗнче Моделӗн тепӗр варианчӗ — Пӗрремӗш ҫӑмарта, унта сарри — чӗрӗлӗхе пултаракан Хӗвел, шурри — орбита Тӗнчи/.
— Виҫӗ элемент кӑна /виҫҫӗ — аталану, куҫӑм палли/ — "вулли", "тураттисем" /ҫӳлти пай палли/, "тымарӗсем" /аялти пай палли/.
— Пунктир — симметри тӗнӗлӗ /хӑш-пӗр ӑсчах ӑна "Ҫӗр палли" тесе калать/. Архетипсенче кирек мӗнле пулсан та симметри кирлӗ, ку вӑл пӗтӗм япала шайлашӳллӑ пулнине пӗлтерет.
— "Тымар" палли /вӗсем иккӗ — нумайлӑхӑн ытарлӑ формули/ — вулӑ пӗрлӗхӗнче архетип энергийӗ пухӑннин символӗ.
— "Вулӑ" — Йывӑҫ пӗлтерӗшӗ /яланлӑх палли/. Ҫак универсаллӑ элемента кирек хӑш пулӑмӑн тытӑмне ӳкерсе кӑтартма пулать /"ылтӑн вӑта ҫӗр" саккунӗ, "вӑтам класс — цивилизаци тӗрекӗ", "ҫыннӑн ҫурӑм шӑмми", "шухӑшлавра ҫирӗп логика пулни" тата ыт.те/.
— "Тымарӗсем" тата "тураттисем" пӗр-пӗринпе шайлашуллӑ. Тымарӗсем мӗн чухлӗ вӑйлӑрах, вулли ҫавӑн чухлӗ хӑватлӑрах /ку вӑл иртнӗ тата пулас вӑхӑтсен диалектики, унта "вулли" — хальхи вӑхӑт палли/.
— Халӗ Ама йывӑҫҫин ӳкерчӗкне Раҫҫей ӑмӑрт кайӑкӗ ҫине вырнаҫтарса хурӑр — тӗлӗнмелле кайӑк скелечӗ пулчӗ те. Акӑ вӑл икӗ пуҫлӑ мутантӑн Византири сӑнарне ҫирӗплетсе пани!
— Ҫуначӗсем енӗпе еплерех-ха? Ҫунатсӑр ӑмӑрт кайӑк тӗкне иртнӗ чӑхха аса илтерет. Симметри тӗнӗлӗ пирки каланине аса илер-ха. Ӑна хӑш-пӗр ӑсчах "ҫӗр ҫийӗн палли" тесе ӑнлантарать. Ҫунаттисем — ку тӗслӗхре ҫӗртен уйрӑлнин символӗ /Тӗнче йывӑҫҫинче — симметри тӗнӗлӗ/.
— Хӳри, тӑрри — геральдика ытарлӑхӗсем. Архетип элементсене ытарлӑ тума тӑрӑшать, тӗп никӗсне ҫеҫ ҫутатса парать, унсӑрӑн вӑл пӗлтерӗш мар, пулам пулӗччӗ.
Пӗтӗмлетӗвӗ ансат: Чӑваш Ен малашне те Раҫҫей патшалӑхӗн никӗсӗ пулӗ. Ватӑсем ҫапла каланӑ: "ЧӐВАШ ПӖТСЕН ТӖНЧЕ ПӖТЕТ". Ама йывӑҫҫи — пирӗн Гербра тата Раҫҫей Гербӗнче кӑна.

Мана вӑл кӑсӑклантарса ячӗ, ҫапах та вырнаҫтарма нимӗнле те вӑхӑт тупаймарӑм. Халӗ хаҫатсене кӑштах тирпейлес терӗм те хаҫат сиксе тухрӗ.

Сирӗн шухӑш епле? Станислав Упаҫҫи (статья авторӗ) шухӑшӗпе килӗшетӗр-и?
 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (4)]

Comments:

Victor // 7433.0.1181
2008.03.14 04:45
Victor
Raşşej kerpĕnce kăna mar pul'. Ikĕ puşlă ămărtkajăk tuhăş Jevroppăra pitĕ sarălnăsker - Visanttĭ palli. Alpan jalavneh ilĕr.
Victor // 7433.0.1181
2008.03.14 04:46
Victor
2008.03.14 08:41
Аçтахар Плотников
Ку автор шухăшĕ. Ман мар. :)

http://en.wikipedia.org/wiki/Coats_of_arms_of_Europe

Кунти гербсене пăхас пулсан Албани (Ама йывăççи ытлах курăнмасть пулас), Черногори гербĕсем Ама йывăççи евĕрлĕ. Симметри енчен пăхас пулсан - Раççей гербĕнче анчах çӳлтипе аялти пайĕсем пĕр танрах, ыттисенче е тăрри пысăкрах, е тымарĕ.
Чăваш гербĕнче тăррипе туни кăна, тымарĕсем курăнмаççĕ :)))
Юлташ // 1180.07.5984
2008.03.14 10:34
Ма курăнмасть? Варринчи вулли пить анлă тымарлă (хĕретсе пĕтĕмпех янă, хальхи тĕп чăвашсен тымарĕсем уйăрлмасăр пĕр тан, пĕр тымартан (пĕр юн) тухнă пек).

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters