Ĕнтĕ Николай Сидоров, ак çапла каласа кама тĕлĕнтеретĕр-ши: <<....тӗрӗссине калакан этем хальхи вӑхӑтра сахал. Пирӗн нумай ҫыравҫӑн, артистӑн, режиссерӑн, художникӑн, наука сотрудникӗн, журналистӑн тата ыттисен пӗр хӑюлӑх та, гражданла позици те ҫук. Эпӗ ҫакна асӑрханӑ: кам пуҫлӑх умӗнче йӑпӑл-йӑпӑл калаҫать, кам ӑна сутӑнать, кам ӑна пуҫ таять, кам ӑна мухтать – ҫавӑ питӗ лайӑх пурӑнать. Пуҫлӑхсен киревсӗр ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинчен, тӗрӗсмарлӑхӗ ҫинчен, ултавӗ ҫинчен манӑн мар, журналистсен ҫырмалла, анчах вӗсем тахҫантанпах шыв сыпнӑ пек пурӑнаҫҫӗ. Кухньӑра «пӑшӑл-пӑшӑл» пӑтти пӗҫернисӗр пуҫне, мухтав юрри юрланисӗр пуҫне урӑх нимӗн те тумастпӑр, чӑн пулнине каламастпӑр, пичетре ҫырмастпӑр, ҫаплах хамӑрӑн ачаш ӳт-пӳ тӑрӑх саламат чупасран, карьера пӗтсе ларасран шӑши пек тӑр-тӑр чӗтресе ларатпӑр...>>.
Кама «хăртама» е, калăпăр, «намăслантарма» пулать çапла каласа?
Çук, Ырă Çыннăмăр, çапла çеç каланипе никам та хăнк! та тăвас çук.
Карьера пĕтсе ларасран ма хăрамалла мар вара чăвашăн? Пĕр-пĕр чăвашăн çакншкал сăлтавсене пула карьера пĕтсе ларнинчен мĕнле усă пулать? Ăнлантарса пар пире çакна.
Улăштарйми çын çук. Сирпĕт те — пĕр-пĕр варяга кунта килсе яр. Çавă кирлĕ-и сана?
Яков Гаврилович (1911-1986) капитан вăрçăра танкист пулнă пек астăватăп. Тен, фронтри хаçатсенче те ĕçлесе пăхнă пуль. Пурне те тĕппипе пĕлсе тăрап тесе мухтанаймастăп.
Унăн ятне совет саманинче самаях çĕклесе ярас тесе Чăваш Ен пуçлăхĕсем тăрăшман мар. Анчах та ку вĕсенчен çеç килнĕ тееймĕн..
Тем пек сумлă пулсан та, ку енĕпе ни Якку Ухсай, ни, калăпăр, Петĕр Хусанкай, кунта асăнакан Расул Гамзатов, Муса Джалиль , кунта асăнман Мустай Карим шайне çапах та çитеймен. Таланчĕпе мар, ĕçхĕлĕпе мар, урăххипе! Чăннипе вара П.Хусанкайпа Я. Ухсай такам та фора пама пултараççĕ. Анчах...
Мĕншĕн-ха? Кăткăс ыйту. Путин Указĕн çÿллĕшне халь тин хăпартма çук пуль.
«Геннадий Айхи» текен проект каярахпа чылай ăнăçлăрах пулса тухнă, ман шутпа. Çапах та ку тĕлĕшпе те проблемăсем пур.
Анчах ку ятсем пире апла-капла мухтанма çеç мар кирлĕ. Вăл мар пулĕ чи малта тăмалли.
Чи малта — çавнашкал талантсен еткерлĕхне ăша хывма пултаракан çĕнĕ ăрусене ÿстерсе çитĕнтересси.
Микула иптеш,
кунта килсе калаçас умĕн пăртак чăвашла вĕренес пулать. Ку тĕлĕшпе санăн проблемăсем пур.
Чăвашран тухнă тени вăл, чăн малтанах, чăваш халăхĕнчен тухнă тенине пĕлтерет. Эс ху вара камсенчен тухнă, нимĕçсенчен-и е эскимоссенчен?
Олег Алексеевич ку тĕлĕшпе Хушу кăларнă пулсан, çав документ, паллах, вырăсла.
Илсе килсе кăтарт пире çав документ оригиналне! Мĕн тесе çырнă унта?
Вăт çавăн хыççан санпа калаçма пулать. Капла вара эс каллех пыйтă-шăрка тытас тата чăх пек кĕл çинче чакаланас çул çине тăнă. Çавă кăна. Ача сачĕсем пирки «паттăрлăх кăтартни» те çав опперăранах.
Ан сӗхрелен Акапасар. Сан валли мар. Грамотно ҫырни сахал,шутлас пулать пуҫпа. Тухни ,тухманни ҫинчен каламан сана. Академик пулсан та тавҫӑраймастӑн ,сас палли шайӗнчен иртейместӗн. Чӑвашран тенине "из чуваш" тени мар из Чувашии пулать паллах . Национальное Телевидение Чувашии тенӗ пекех,чувашское теме "вӑтаннӑ". Халӗ те ҫавах, Хусанта "Тӑван чӗлхен ҫулталӑкӗ" тесе палӑртнӑ пулсан пирӗн вӑл шая ҫитеймеҫҫӗ. Патриотизм,патриотизм татах та патриотизм палӑртма тума хушнине анчах куран . Хушнӑ тунӑ,хушман туман. Канлӗрех кун пек. Ыттисем валли- "чӑвашран тухнисем" те чылай пирӗн,Чӑвашран та туллиех. Мораль кунта "тухнӑ" . Калӑр тархасшӑн ,пирӗн просветитель пирки те тухнӑ темелле,ачисене чӑвашла вӗрентмен тата хӑйсене чӑваш темен пулсан. Тухса кайнӑ пулать. Тухса кайнӑ просветитель? Ку паллах хфилософилле ыйту. Акапаса валли мар паллах ку ыйту.Лӑплан. Акапасара "выходцы из Чувашии" тени ҫинчен шутласан та ҫитӗ.
Камсем эпир, чӑвашсем ? Кун пек калани каллех, юптарни анчах пулать . Камсем эсир, чиновниксем , чӑвашсемех е ҫук? Ӑҫта тата мӗнре сирӗн чӑвашлӑх ? Мӗн туса панӑ халӑх валли? Конкретика кирлӗ. Сирӗнтен ыйтмасӑрах пулсан эпир тени вырӑнсӑр.