Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 -8.7 °C
Нет никого без пороков. Тот из нас наилучший, кто их имеет поменьше.(Гораций)
 

Ad

Николай Адёр: Газӑн шӑрши ҫук – асӑрханӑр…

Николай Адёр14.02.2022 12:388045 views

(фельетон – 2)

Вуласа тӗлӗнетӗп балаклава тӑхӑннӑ аноним эпӗ ҫырнӑ «Газ чӑвашла пӑсарлӑк-ши?» фельетона вӑрҫнинчен. Ҫапла вӑкӑр-мӑкӑрсем хӗрлӗ татӑк ҫине тапӑнаҫҫӗ… Ку та урнӑ йытӑ пек унтан-кунтан ҫыртасшӑн, чӗпӗтсе те пулин юн ӗмесшӗн. Ку чӑваш халӑх сайчӗ-ши тесе те иккӗлентӗм. Алӑ сулма та юратчӗ кармаҫӑвар ҫине (пӑхсах паллӑ!), анчах та каламаллах. Вара пӑрӑнмалла кунтан аяккарах.

Чӑваш ҫырувӗ филологсене кирлӗ мар, ҫырма темле те пулать. Вӑл пире, вулакансене, потребительсене кирлӗ. Кирек мӗнле тавара илекен хаклать, орфографинче - вулакан. Пире учёной-профессорсем тӑнлӑн пакӑлтатни мар, калаҫни-ҫырни, пурнӑҫа ҫӑмӑллатни, аталантарни, йӑха чӑмӑртани хаклӑ.

Эпӗ филолог мар. Ҫавӑнпа манӑн чӗлхен хӑш-пӗр кӑлтӑксене каҫарма та ыйтатӑп. Ҫыруллӑх енчен 6–7 мӗш классра алӑпа ҫырнӑ «Первые стихи» ят панӑ хулӑм тетрадь халӗ те упранать. Сӑвӑ-калавсем веҫех чӑвашла, ниҫта та пичетлеме яман. Астӑватӑп, писатель пуласшӑнчӗ. Художник, геолог, инженер пулма тем те туса пӑхнӑ! «Сельхозра» виҫӗ курс хыҫҫӑн пӑрахнӑ, стройтехникума хӗрлӗ дипломпа пӗтернӗ. Главнӑй инженер таранах ӗҫленӗ.

Ҫӗнӗ революци хыҫҫӑн малтисен ушкӑнӗнче кооператор, каярах предприниматель (хӑтланчӑк) пулса паянчченех ӗҫлетӗп. Ман ӗҫ стажӗ 55 ҫул, пенси 15 пин. Мӗн-мӗн тунине кӗскен каласан, ман пек лӑпланма пӗлмен хӑтланчӑксем сахал. Тем ҫитмест мана… Пурне те тунӑ пек: сӗтел-пукан фабрики хулара, «Кӑмажа» лавка, ялта ҫичӗ ҫурт, культура керменӗ, пӗчӗкрех чиркӳ, витесем, ҫулсем, водопровочӗ, пӗвесем, СССР музейӗ, ял музейӗ, утар, трактор-машини, ултӑ кӗнеке пуххи, ҫак шутра икӗ томлӑ пин страницӑллӑ ял историйӗ… Культурӑ ӗҫченӗсене, писатӗльсене пулӑшнӑ тапхӑрта «Хресчен сасси» хаҫатра (5.10.2004) «Янратӑр чӑваш чӗлхи» статья та пичетленнӗччӗ. Аса илнинче, мӗнре пиҫӗхни курӑнать.

Маншӑн йывӑр ӗҫ ҫук. Тӑшман умӗнче пуҫа тайман, никамран кивҫен ыйтман. Ку енӗ ман ӗҫе йывӑрлатать пулсан та хама эп ирӗклӗ туятӑп. Пурнӑҫ кӳпкенине кура ман тахҫанах-тахҫанах ӑшра хамӑн йӗрке ҫирӗпленнӗ, ҫакна пула кӗрешӳ ҫулӑмӗ нихҫан та сӳнмен, хирӗҫлевсене ҫӗнтернӗ. Мӗншӗн тесен хам енчи тӗрӗслӗхе туйнӑ! Туятӑп та.

Эпӗ вӗренсе, ӗҫлеме хӑнӑхса, ҫӗнтерсе пыни пӗтӗмпех вырӑс чӗлхипе калаҫса, ҫырса тунипе! Чӑвашла ҫырнинчен бизнесра ним усси те ҫук.

Ман пӗтӗм вӑхӑт ҫулсерен патшалӑх куланайне, комунальщиксене пилӗк миллионшар тенкӗ тӳлеме каять. Какуй унта «синоним-омоним»!..

Орфографи киревсӗрлӗхӗсемпе кӗрешсе литераторсем ывӑнчӗҫ, ҫавӑнпа та вӗсене пулӑшма эпир, предприниматӗльсем юнашар тӑтӑмӑр. Акӑ пушкӑрт ҫыннин Леонид Андреев-Лесникӑн «Чӑваш чӗлхин грамматикине» вуласа пӑхӑр-ха (2020 ҫ., 276 стр.).

Ниепле те Николай Плотниковпа «кашни хӑйне эксперт теме пуҫларӗ» тенипе килӗшместӗп. Эпӗ хама эксперт вырӑнне хумастӑп - тӗрӗсмарлӑх чуна пусарать. Унпа кӗрешме пӗлӳ пухма тивет. Хӑтланчӑк-предпринимательсен ҫӗршер ӗҫ ыйтӑвӗсене тишкерсе сыхланма-ҫапӑҫма тивет ҫав…

Чӑвашла романсем, сӑвӑсем… Кам вӗсене вуласа пӗлӗте сикӗ-ши? Ҫыравҫӑсен, ялсем тӑрӑх ҫӳресе очерксем ҫырмалла, тӗрӗслӗхшӗн кӗрешмелле.

Эпӗ те, Николай Алексеевич пекех, тарӑхса тӗлӗннӗ Миллера Ӗҫ Геройӗн ятне панинчен. Ман шутпа, медальсене пуянсем илсе пӗтериччен Чутайри «Коминтерн» колхоз председатӗльне Альбина Борисовна Новиковӑна сразу икӗ Герой медальне ҫакса ямалла, а пӗрле ӗҫлекен хресченсене орденсемпе чысламалла!

Тӗлӗнтерчӗ мана Плотников юлташ «Адёр пире каялла таврӑнма чӗнсе каланипе». Ку пач тӗрӗс мар! Эпӗ «Чӑваш ҫыруллӑхне тури чӑвашсен пуплевӗсене, пӗрремӗш грамматикӑри янравлӑ хупӑ б, г, д, з, ж саспаллисене вырӑна хурса тӳрлетессине» тепӗр хут, Пуцек-Григорович, Рожански 150 ҫул каяллах кӑтартнине аса илтеретӗп. Сӑмахран, Юхма Мишши хӑйӗн «Тӑван чӗлхене пулӑшмалла» кӗнекери вунӑ сӗнӳрен пӗрремӗшне ҫак сӗнӗве лартнӑ. Ҫавӑнпа та тавлашусене кӗскетме компьютер урлӑ «Google» программи евӗр, сӑмахсене ҫыртарни те пулӑшӗ. Тӗпчерччӗр ҫамрӑксем хупӑ саспаллисене мӗнле ҫырсан лайӑхраххине. Ман шутпа ачасене малтан чӑвашла калаҫма вӗрентмелле, кайран ҫырма-вулама. Атте-анне пек.

Аҫтахар Плотников та 1992–1994 ҫулсенче сӑмахсене уйӑрса ҫыртаракан реформӑна «халӑх шухӑшне хирӗҫ кайса пысӑк йӑнӑш тунине» ҫирӗплетни кӑмӑла хӑпартрӗ. 2015-мӗш ҫулта иртнӗ конференцинче те вӑл ултӑ-ҫичӗ пӑсӑксене палӑртрӗ, вӑл «орфографи йӗркевӗсем ҫыраканшӑн ҫеҫ мар, вулаканшӑн та меллӗ пулмалла», — терӗ ҫав кун. Чӑнах та, пӗр ҫын ҫырнине пин ҫын вуласа тарӑхать паян… Ҫак провокаци реформи паян та ешереть. Акӑ, февралӗн 10-мӗшӗнче каҫалапа телевизӑрпа «Чӑваш ен» канал ҫине куҫрӑм та, лекрӗм чӑваш чӗлхи урокне. Питӗ паллӑ, яка тӑхӑннӑ хӗрарӑмпа вӑй питти арҫын юнашар тӑрса пире куҫран пӑхса шутсене чӑвашларан вырӑсла вӗрентесшӗн. Хӗрарӑмӗ диктор сассипе васкамасӑр, присяга панӑ пек сассипе «вун пӗр-р-ре!», арҫынӗ ун хыҫҫӑн чиркӳри пачӑшкӑ сассипе «одиннадцать» тесе куҫарать. Экран айӗнчи титрӗ те пысӑк саспаллисемпе «вун пӗрре — одиннадцать» тесе ҫырнӑ. Ӗненмесен интернетра повторне пӑхӑр. Ҫырса пӑхӑр-ха цифрӑпа алӑ вӗҫҫӗн диктант йӗркипе ҫак илтӗннӗ икӗ сӑмаха… 101 пулать-ҫке. Каккуй кулма, макрас килет…

Неуштӑ ҫаксене республика пуҫлӑхӗ, министӑрсем курмаҫҫӗ? Тепӗр чух кунта Олег Алексеевич хӑй-та «репетитор» пулса тӑрӑшать. Кам-ши кунта ликбез шкулӗн профессорӗ?

Алексей Леонтьев пирки те тӗплӗнрех калама тивет эппин: чӑваш писателӗсен юлашки съезчӗ хыҫҫӑн ушкӑнпа фото ҫапӑннӑ чух, юнашар тӑнӑ вӑхӑтра вӑл ман енне пӑрӑнса ҫирӗппӗн чӑнах та «чӑваш чӗлхинче пӗр вырӑс сӑмахӗ те пулмалла мар!», — терӗ хӗтӗртнӗ пек. Эпӗ чӗнмерӗм. Такама тарӑхнипе-ши, хӑратассипе-те тен, вӑрттӑн шухӑшне уҫрӗ. Ку чӑн та, Плотников калашле, ухмахла сӗнӗве каламасан та юратчӗ пуль, анчах та 1992 ҫулта мартӑн 11-мӗшӗнче Патшалӑх Канашӗн президиум заседанинче регламента пӑсса уйрӑм ҫыртармалли правилӑсене йышӑннинче унӑн айӑпӗ питӗ пысӑк. «Хыпара» ертсе пынӑ чухне те, хӑйӗн влаҫӗпе усӑ курса провокациллӗ статьясем пичетлесе депутатсене «ӑс пачӗ». Николай Алексеевич, чӑннипе пӗлес килсен, тархасшӑн, тӗл пулса калаҫӑр унпа куҫа-куҫӑн, интервью илӗр. «Чӑваш ен» ликбез пунктне те кӗрсе тухӑр ҫула май.

Тата вӑл ман ҫыру вӗҫӗнче пухӑннӑ хӑш-пӗр тӗслӗхсене «вӗсен хушшинче нимӗнле системӑ та ҫуккине» асӑрхаса темшӗн тапӑнчӗ мана. Кусем тӗрлӗ сӑлтавлӑ тӗслӗхсем, принципсене шырани вырӑнсӑр! «Шубашкар» пирки тахҫанах тавлашаҫҫӗ мансӑрах. «Вӑрмарпа Вӑрнар» вара нумай ҫынна, хӑшӗ хӑш енчине хӑлаҫланса шыраттарать. Эрне каялла Кӑнтӑр пасарӗнче пӗр хӗрарӑмпа калаҫнӑ чух «Эсир хӑш районтан?», - тесе ыйтсан, лешӗ «Урмартан» терӗ. Эпӗ ӑна тӳрлетес тесе «Вӑрмартан пуль», - терӗм. Вӑл хирӗҫ татса хучӗ: «Урмартан, «вӑрмар» не котируется!». Вӑт ҫапла. Кайса калаҫӑр-ха пӗре ҫак района халӑх хушшине диктофонпа… Республикӑна чӑвашла «ен» тени мӑшкӑл! Пирӗн «Трак ен, Сӗнтӗр ен, Кӑмаша ен…» пур. Вырӑссем пирӗн ене «Кумашкинский куст» теҫҫӗ тахҫанах…

Тата, Мигулай шӑллӑм, пӗлтерсемччӗ мана, мӗнпе Юрий Виноградов «ахаль халӑх ҫыннинчен, ман пек уйрӑм ҫынран инҫе каяйман»? Мана эсир ытла ҫӳлти сумлӑ профессор картинех ан хӑпартӑр-ха. Пирӗн ӗҫсем тӗрлӗ, ҫитӗнӳсем те расна. Эпӗ ӑна шалу тӳлеме хыснана куланай тӑкатӑп, а Виноградов юлташ, вӗреннӗ ҫын пулса, ялта шкул уҫнӑ-и? Халь вӗсем хупӑнсах пыраҫҫӗ.

Эпир ытла та тӳрккес халӑх мар, пирӗнтен ытла та ӑслисем, начальниксем, тӗслӗхрен, «коронавирус» теҫҫӗ вырӑсла, а нумай вӗреннӗ чӑвашсем ӑна, кӑкӑрӗсене хӑпартса «кӑшӑллӑ вирус» тесе мӑнаҫланаҫҫӗ. Мӗншӗн «вирус» сӑмаха куҫармаҫҫӗ тата? Каялла, вырӑслах пӗтӗштерсе, вуласа пӑхӑр-ха юриех, мӗн пулать. Тӳрех калатӑп - путлӗн, ӑнланмалла куҫараймастӑр! Ман шутпа ҫак сӑмаха ҫаплипех «коронавирус» темелле. Вӑт ҫак шайра пирӗн аталану, прогресс. Чӑкӑрташлӑхӗ те, тӳррӗн каласан. Тата халь ҫеҫ пуҫа кӗнӗ «стеклохолст» сӑмаха та чӑвашла куҫарма ан хӑтланӑр.

Темле ятлаҫсан та манпа, тепӗр хут калатӑп: чӑваш чӗлхи пиҫсе ҫитеймен-ха вырӑссен шайне. Ҫавӑнпа та унтан ютшӑнмалла мар, хутӑшмалла.

Акӑ тепӗр ҫӗнӗ вырӑсла сӑмах кунсерен вунӑ хут та илтӗнекен «дистанционка». Кӗскетсе чӑвашла каланине астумастӑп. Эх, пуҫа ҫӗмӗреҫҫӗ пуль тӗп тӗрӗс куҫарма Атнерпе Элекҫи! Ку сӑмаха та ҫаплах кӗртмелле.

Чӑваш чӗлхинче вырӑсран-нимӗҫрен-французран кӗнӗ сӑмахсемпе пирӗн те пӗр тан усӑ курмалла. Пӑсмасӑр, йӗрӗлмесӗр, чӑвашлантармасӑр, паллах чылайӗшне маҫаксем калама хӑнӑхнӑ пек те. Вӗсене те тӳрлетме юрать.

Маншӑн архиепископ вырӑс-и, украинец-и ҫавах. Википеди навозӗнче чакалансан, темле вторсырьё та тупӑнӗ. Пирӗнтен нихӑшӗ те Пуцек-Григоровичӑн метрикине куҫпа курман, тытса пӑхман. Ҫапах та вӑл чӑвашсене хисеплени паллӑ. Хамӑр та ҫаплах.

Юлашкинчен пӗр-икӗ сӑмах сайт ертӳҫине сунса, сӗнсе, ыйтса тата таккаса та: ӗретлӗ дискуссисем тума анонимсене ҫӑвархлас пулать, пуҫ ҫинчи шӑтӑклӑ хура хутаҫсене хывса, ячӗ-шывне палӑртас пулать. Унсӑрӑн ҫул ан пар вӗсене, хисеплӗ Николай Алексеевич. Анонимсем тӑшмансенчен те хӑрушӑрах. Agabazar анкетине уҫса пӑхӑр-ха, мӗнлерех чӑвашне. Ку чисти англосакс агенчӗ……

Тӗрӗссипе эсӗ пӗччен пӗтӗм чӑваш халӑх сайтне хӑв ҫине илме пултараймастӑн. Ку сайт пӗр Микулай Плотников сайчӗ. Мана вӑл пӑсӑлнӑ пек туйӑнать…

Ваттисем каланине итлесен ҫын пулӑн. Чысна ан ҫухат. Сывӑ пул!

 

Вырӑсла ӗҫлекен чӑваш хӑтланчӑкӗ, Ваттисен канашӗн — Халӑх Хуралӗн председателӗ Николай Адёр

Февраль 14, 2022 ҫ.

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (35)]

Comments:

Agabazar // 3326.17.7413
2022.02.16 18:40
Agabazar
Сергей Пятаков, ма суян? Çĕнĕ ăру чăннипе вырăсланнăçем вырăсланса пырать.

Чăваш орфографийĕпе усă кураканнисем пĕр-ик çын. Акапасар йышши айвансем.

Николай Адёр хăй те чăваш çырулăхĕпе усă курмасть. Кăна эп шутласа кăларман, вăл хăй çапла калать, вырăсла çырса-пупленипе çеç бизнесмена тухма пултартăм тит.

Шкул ачисен йышĕ те сахал, мĕн пур пеккисем те шăкăрин вырăсланса пыраççĕ.

Чăвашла вулаканни-çыраканни те пĕртен-пĕр Акапасар çеç тăрса юлнă. (Хистесен-хистесен пыр тĕпĕнчен пĕр-ик чăвашла сăмах кăларакансене шута илместпĕр).

Уй варринчи тунката пек ларать. Вăл сасартăк пĕр-пĕр ковид йышши чирпе тÿнсе кайсан — никам та юлмасть. Упрăр Акапасара!
Сергей Пятаков // 3912.16.6046
2022.02.16 19:43
Тепӗр тесен, ҫамрӑк ӑрушӑн мӗн шуйттанӗ тума пӑшӑрханмалла пирӗн?! Унӑн ашшӗ-амӑшӗ пур, пуҫ тавра шухӑшлатӑр! Яш-кӗрӗм хӑех пурнӑҫра ҫул тупаять, анчах, шел пулин те, вырӑс е... вырӑс пеккисен тӗнчинче.
Agabazar // 1391.62.7559
2022.02.16 20:21
Agabazar
Пятаков туртисене каялла пăрма пуçларĕ. Вăт пурăнатпăр çавăн пек: пĕр тĕле пырса варлатпар та, унтан тепĕр тĕле, — айккинелле, — шуса каятпăр.
Микула // 1077.37.9691
2022.02.17 18:39
Паянхи вӑл ӗмӗрлӗхе мар, виҫкунлӑх кӑна.
Сергей Пятаков // 3912.16.6046
2022.02.18 16:38
Акапасар, эп суятӑп-и? Ҫӗнӗ ӑру вырӑсланса пырать иккен. Шалт тӗлӗнтерсе пӑрахрӑн мана! Чӑваш, тутар, грузин вырӑсланма пултарать. Вырӑс пекки вара вырӑса тухма ӑҫтан пултартӑр? Хальхи шкул ачисен ашшӗ-амӑшӗ те чӑваш мар. Вӗсен мӑн аслашшӗсем кӑна чӑвашсем пулнӑ-и, тен. Вӑт ҫапларах ӗҫ-пуҫ.
Микула // 1077.37.9691
2022.02.18 20:32
Вырӑсла калаҫсан та хӑйсене чӑвашсемех текенсем ҫӗршер пин . Ыран тен "многомиллионный русскоязычный чувашский народ" тени те пулӗ ? Тахҫан чӑваш мусульмансене тутар тесе ӗнентернӗ пулсан паян чӑвашла пӗлмен чӑвашсене вырӑс тесе ӗнентересшӗн ? Вырӑслатассин тӗп вӑйӗ "вырӑсла шкулсенче" пулсан ача сачӗсенче тӑван чӗлхен никӗсӗ пулмалла.
Сергей Пятаков // 3912.16.6046
2022.02.19 08:15
Сирӗн пек хастар ҫынсен, Микула, иртнӗ ӗмӗрӗн 90-ҫулсен пуҫламӑшӗнчех ҫӳ-ӳ-ӳллӗ чанлӑх ҫине улӑхса "чӑваш халӑхӗ чакса пырать, ҫавна май чӗлхи те пӗтсе пырать!!" тесе чи пысӑк чанне пан-н! пан-н-н! тутарса янӑраттармалла пулнӑ та влаҫра лараканнисене кирлӗ ӗҫсем тутармалла пулнӑ. Унтанпа икӗ ӑру чӑваш мар пулса ӳссе ҫитӗнме ӗлкӗрнӗ ӗнтӗ. Халь тин нимӗн те тӑваймастӑн.
Микула // 1077.37.9691
2022.02.19 18:51
Вырӑслансах кайман ха чӑвашсем,пурте чӑвашла пӗлмеҫҫӗ пулсан та. Вырӑсланасси вӑл вырӑсла калаҫни мар . Пиншер ҫула тӑсӑлнӑ чӑваш менталитетне виҫ кунрах пӗтерме ҫук. Паян шӑтса чӗрӗлме майсем ҫукрах пулсан та "ним те тӑваймастӑн" тесе калама иртерех. Чӑваш чакман, ертӳҫӗсем ҫукран кӑна халӑхне "сирӗн чакмалла ,эсир чакатӑрах"тесе ӗнентересшӗн. Чӑваш хӗрарӑмӗ ҫуратнисем тӗнчипе вуншар миллион. Чӑваш мар тесе калама ан васкӑр.
Agabazar // 4183.88.0267
2022.02.20 05:26
Agabazar
Пятаковсем вĕсем чее. Çынсене шăвăç чуманпа лартса ярас тесе кунĕн-çĕрĕн шутласа çÿреççĕ пулмалла.

Ахăртнех, ку тĕлĕшпе вăрттăн диссертацисем те çыраççĕ пулĕ.
Унтанпа икӗ ӑру чӑваш мар пулса ӳссе ҫитӗнме ӗлкӗрнӗ ӗнтӗ. Халь тин нимӗн те тӑваймастӑн.
Чăваш чĕлхине вилĕ чĕлхе пек кăтартасшăн. Паллах, ку пĕтĕмпех суя.

Йăшса пырать пулин те, чăваш чĕлхи вилмен-ха халлĕхе.
Agabazar // 4781.8.3765
2022.02.20 18:25
Agabazar
Микуласем те чеелĕхсĕр мар. Чее, чее, тата еплерех чее-ха!!! "Вырăсланасси вăл вырăсла калаçни мар," — тесе сÿпĕлтетет.
Хыптараççĕ ĕнтĕ пирĕн пек айвансене, ним те тăваймастăн.

Pages: 1, 2, 3, 4

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters