Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +0.3 °C
Решением всякой пробленмы служит новая проблема.(Гете)
 

Ad

Виталий Михайлов: Николай Карай поэт-ҫыравҫӑ ячӗпе "Улӑп-2022: Эпир Улӑп йӑхӗнчен!" 10-мӗш вӑйӑ-конкурс пулать

Виталий Михайлов28.03.2022 17:033373 viewsEdit Delete

Вопросы викторины «Вӑл ҫуралнӑ ҫыравҫӑ пулмах …» X районной дистанционной игры-конкурса знатоков истории и культуры родного края «Улӑп – 2022: Эпир Улӑп йӑхӗнчен!»

1. Николай Карай поэт-ҫыравҫӑ ӑҫта тата хӑҫан ҫуралнӑ?

2. Унӑн ачалӑхӗпе ҫамрӑклӑхӗ ҫинчен мӗн пӗлетӗр? Ача чухне ӑна мӗнле чӗннӗ? Сӑвӑ ҫырма ӑна мӗн хистенӗ-ши?

3. Вӑл ӑҫта-ӑҫта вӗреннӗ, мӗнле-мӗнле пултарулӑхпа палӑрнӑ?

4. Николай Карай хӑйӗн пӗрремӗш сӑввисене ӑҫта-ӑҫта тата хӑҫан пичетленӗ? Пӗрремӗш сӑвӑ кӗнеки мӗн ятлӑ тата хӑҫан пичетленнӗ? Унта ытларах мӗнле темӑсем хускатнӑ?

5. Николай Карайӑн пӗтӗмӗшле ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинчен мӗн пӗлетӗр? Поэт мӗнле-мӗнле хисеплӗ ятсене тивӗҫнӗ-ши?

6. Поэтӑн чи паллӑ юррисене ҫырса парӑр, вӗсене ытларах хӑш композиторсем кӗвӗленӗ?

7. Николай Карай 20 ҫул ытла Ҫӗпӗрте пурӑннӑ. Хӑш хулара е ялта? Ҫав вырӑнсене сӑнлакан сӑвва палӑртӑр. Ӑна «Ҫӗпӗрти чӑваш поэчӗ» тесе кам каланӑ?

8. Поэтӑн пичетленсе тухнӑ поэзи кӗнекисене хронологи йӗркипе асӑнса тухӑр.

9. Хамӑр ентешсем ун ҫинчен тӗрлӗ хаҫат-журналта сахал мар статья пичетленӗ. Ҫав ҫынсене палӑртӑр.

10. «Хуть пӗр кун чун хушнӑ пек

Ман пурнасчӗ пурӑнса.

Эп ачалӑха тӳрех

Кайнӑ пулӑттӑм чупса.

Ман манас килет тӗпрен

Кулленхи хуйха-суйха.

Ах, мӗн-ма ик хут пӳрмен

Этеме ачалӑха.

- авторӑн хӑш сӑввинчен ҫак йӗркесем? Ӑҫта тата хӑҫан пичетленнӗ вӑл?

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters