Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +0.3 °C
Нет рабства позорнее добровольного.(Сенеки)
 

Ad

Аçтахар Плотников: Йывӑҫ кӗперсем

Аçтахар Плотников08.08.2022 18:553068 views

Ӗнер хыпарсем хушшинче Китайри авалхи кӗпер ҫунса кайни пирки сӑмахларӗҫ. Видеосене пӑхнӑ май паллӑ пулчӗ ӗнтӗ — ҫӑлса хӑварайман, вӑл тӗппипех ҫунса кайнӑ. Ҫапах та чи тӗлӗнмелли кунта — кӗпере 900 ҫул каялла туса лартни. Пин ҫул каялла тенӗ пек туса лартнӑскер ҫак тарана ҫити упранса юлнӑ (ӗнер вӑл ҫунса кайнине шута илмесен)! 1742 ҫулта ун ҫинче пушар тухнӑ пулнӑ-ха, анчах вырӑнти халӑх ӑна юсаса ҫӗнетнӗ, пӗтме паман.

Йывӑҫран тунӑ кӗперсем

Тӗрӗссипе йывӑҫ ҫирӗп кӗпер тума чи юрӑхлӑ материал мар. Йывӑҫ ҫумӑр-юр таврашне пула ҫӗрет; вут-ҫулӑмпа ӑна питӗ хӑвӑрт ҫунтарса яма пулать. Сӑмахӗ кунта чӗртсе янинче кӑна мар — ҫиҫӗм ҫапнипе те ӑна ҫулӑм ярса илме пултарать-ҫке. Ваньань кӗперӗ ҫинче ҫулӑм мӗнле сӑлтава пула тухнине тӗпчевҫӗсем палӑртӗҫ ӗнтӗ, анчах ҫапах та ҫак пӑтӑрмах йывӑҫ кӗпер тума чи юрӑхлӑ материал пулманнине ҫирӗплетсе кӑтартать.

Апла пулин те йывӑҫран кӗпер тунин лайӑх енӗсем те пур. Калӑпӑр, йывӑҫ йӗри-тавра пит нумай пулсан ҫак материалпа усӑ курма пулать. Е, калӑпӑр, кӗпере пит хӑвӑрт тумалла пулсассӑн, анчах та ҫумра ни пантонсем ни ытти хальхи йышши технологисемпе усӑ курма май ҫук пулсан. Виҫҫӗмӗшӗнчен — йывӑҫ кӗперсен хӑйне евӗр илемӗ пур. Ни тимӗртен, ни бетонран унашкал хитре кӗперсем тӑваймӑн.

Йывӑҫран ҫирӗп кӗпер тума май ҫук терӗмӗр пулин те ҫавах та нумай ӗмӗр хушши тӑракан кӗперсем те ҫук мар-ҫке. Ваньань кӗпернех илес — ӑна тунӑранпа 900 ҫул ытла иртнӗ. Паллах, ҫакӑ ӑна упранипе ҫыхӑннӑ. Вӑл кӗпер никама та кирлӗ мар пулса тӑрсан каккуй унта 900 ҫул, ҫӗр ҫул та тӑраймасть: тӗрлӗ нӳрӗке пула ҫӗрсе кайӗ, йӑтӑнса анӗ. Ав, Шупашкар районӗнчи Шоркка патӗнчи ҫил арманӗсенех сӑнама пулать. Икӗ йывӑҫ арман. Пӗрине упрама кӑшт алӑ ҫитнӗ те вӑл тӑрать, тепри вара юр-ҫумӑр айӗнче тӑнӑран кашни ҫул ишӗлсе пырать.

Тӗнчери йывӑҫ кӗперсем

Ваньань кӗперӗ Китайра кӑна чи вӑрӑмми те чи кивви шутланнӑ. Тӗнчери чи авалхи хӑшӗ-ши?

Чи вӑрӑм йывӑҫ кӗпер — Мьянмӑри Амарапурта вырнаҫнӑ Убэйн ятлӑ кӗпер. Ҫухрӑм та 200 метр вӑрӑмӑш кӗпере 1850 ҫулта тик йывӑҫҫинчен тунӑ. Апла пулин те ку кӗпер Гиннесс рекорчӗсен кӗнекине лекмен (ку политикӑпа ҫыхӑннӑ теҫҫӗ). Вӑл кӗнеке шучӗпе чи вӑрӑм кӗпер Японири Хорай кӗпер шутланать. Ҫак кӗпер тӑршшӗ 897 метр, вӑл 2,4 метр сарлакӑш. Хорая 1879 ҫулта туса лартнӑ, 1965 ҫулта хӑш-пӗри юписене тимӗр-бетонран тунисем ҫине улӑштарнӑ.

Кивӗ йывӑҫ кӗперсем уйрӑмах Японире пит нумай. Йывӑҫран кӗпер тӑвассине вӗсем йӑла шутнех хӑпартнӑ. Хорайсӑр пуҫне кунта Тогэцукё, Кинтай (1673), Саябаши (1854), Сарахуши (1756) тата ыттисем пур.

Европӑри чи кивӗ кӗпер Капельбрюкке шутланать. Вӑл Швейцаринчи Люцерна хулинче вырнаҫнӑ. 1365 ҫулта ӑна хулана хӑвӑрт хӳтӗлес тӗллевпе Ройс юханшывӗн икӗ ҫыранне ҫыхӑнтарма тунӑ. Варринче шыв башни пур — ӑна 1300 ҫултах, кӗпере тӑвичченех тунӑ пулнӑ.

Америкӑра йывӑҫ кӗперсем чукун ҫулсем ҫинче тунӑ. Вӗсенчен чи паллисен шутне Сан-Диего патӗнчи эстакада кӗрет. Ӑна 1933 ҫулта туса лартнӑ. Тӑршшӗ 182–229 метр, ҫӳллӗшӗ — 57–61 метр. Паянхи кун, темиҫе вырӑнта вӑл сиенленнине пула, унпа усӑ курмаҫҫӗ, вӑл экстремалсене ҫеҫ илӗртет.

Чи вӑрӑм йывӑҫ кӗпери пирки хуравне тупма май пулчӗ пулсан, чи авалхи кӗпер пирки пӗлме йывӑр пулчӗ. Ваньань кӗперне Китайра ҫеҫ чи кивви теҫҫӗ. Тӗнчери ытти йывӑҫ кӗперсем хушшинче вара тем тесен те унран кивӗреххине тупаймарӑм.

Раҫҫейри йывӑҫ кӗперсем

Китайри Ваньань кӗперӗ кӳршӗллӗ ҫӗршывра вӑл чи вӑрӑм йывӑҫ кӗпер шутланнӑ, ҫавна май хамӑр патшалӑхри чи вӑрӑм йывӑҫ кӗперсем те мана кӑсӑклантарса ячӗҫ. Информацие шыракаларӑм та акӑ мӗн пӗлтӗм.

Раҫҫейри чи вӑрӑм йывӑҫ кӗпер Улатимӗр облаҫӗнчи Киржач хулинче вырнаҫнӑ. Вӑл «Типографи кӗперӗ» ятлӑ. Ятне вара кӗпере вырӑнти типографи тунӑран панӑ. Чи малтанах ӑна типографире ӗҫлекенсен ӗҫе ҫӳремелли ҫула кӗскетме тӑвас тенӗ. Анчах кайран вырӑнти паллӑ вырӑн пек тӑвас шухӑш ҫуралнӑ. Ҫапла май 555 метр тӑршшӗллӗ кӗпере Киржачра 2016 ҫулта туса лартнӑ. Унӑн хакӗ 1 миллион тенке ларнӑ. Киржачри кӗпере «Раҫҫей рекорчӗсен кӗнекине» те кӗртнӗ.

Сӑмах май, йывӑҫран тунӑ май кӗпер нумаях чӑтайман. 2018 ҫултах ҫурхи шыв ӑна ҫӗмӗрнӗ. Кӗпере Киржач юханшыв урлӑ тата Зайчушка лапам ҫийӗн хывнӑран ҫуркунне вӑл самай шар курать пулас. Уйрӑмах шыв шайӗ вӑйлӑ хӑпарса кайнӑ чухне.

Раҫҫейри тепӗр вӑрӑм йывӑҫ кӗпер Пушкӑртстанри Белорецкра вырнаҫнӑ пулнӑ, унӑн тӑршшӗ 550 метрпа танлашнӑ. Ӑна 1935 ҫулта вырӑнти пӗве ҫийӗн хывнӑ пулнӑ. 2016 ҫулччен шӑп та шай вӑл чи вӑрӑм йывӑҫ кӗпер шутланнӑ, ҫак хулан паллӑ та уйрӑм вырӑнӗ пулнӑ. Вӑл ҫеҫ кӑна мар, совет саманинче ҫак кӗпер ҫинче «Вечный зов» (чӑв. Ӗмӗрхи йыхрав) сериал ӳкернӗ, ҫакӑнпа вӑл чылӑйӑш асне юлнӑ.

2019 ҫулта кӗпер йӑтӑнса аннӑ. Сӑлтавӗ вара кӗпере юсаманнинче пулнӑ. Чи малтанах ӑна Пушкӑртстанри металл савутне («Мечел» компани ушкӑнне кӗрет) халӑх тӳррӗн ҫӳретӗр тесе туса лартнӑ. Савут ӑна юсавлӑ тытса тӑнӑ. Анчах тахӑш вӑхӑтра ҫак кӗпер савута кирлӗ мар пулса тӑнӑ пулас та, ҫавна май вӑл хуҫасӑр юлнӑ. Ни савут ӑна йышӑнман, ни вырӑнти муниципалитет. Ҫапла май вӑл майӗпен ҫӗрсе пынӑ, майӗпен тайӑлса ишӗлнӗ. 2019 ҫулта чӑн та ишӗлнӗ хыҫҫӑн ҫеҫ халӑх пӑшӑрханса ӳкнӗ, вырӑнти влаҫсем мӗн тумалла-ши тесе пуҫ ватма пуҫланӑ. Хыпарсемпе паллашнӑ май ҫакна калама пулать: влаҫрисем кӗпер сыхласа хӑварма тӑрӑшаҫҫӗ; паянхи кун ӑна юсанин усси ҫук, ҫавна май кӗпере тӗппипе сӳтсе ҫӗнӗрен туса лартӗҫ. Кун пирки 2020 ҫулталӑк вӗҫӗнче пӗлтерни пур. Унтанпа ӗҫ-пуҫ мӗнле пыни пирки нимӗн те пӗлтермен. Влаҫрисем кӗперӗн никӗсне тимӗртен хатӗрлесшӗн (унччен йывӑҫран тунӑскер пулнӑ) — ҫапла май вӑл чӑтӑмлӑрах пулӗ тесе шутлаҫҫӗ. Кӗперӗ хӑй йывӑҫранах пулӗ, ӑна ҫӗнӗрен хӑпартнӑ май кивӗ кӗпертен юлнӑ пайсемпе те усӑ курӗҫ.

Раҫҫейри рекордсен кӗнекинче тепӗр йывӑҫ кӗпер те пур. Вӑл Омск ҫывӑхӗнче вырнаҫнӑ. Пысӑкӑшӗпе ҫав тери калӑпӑшлах мар пулин те рекордсен кӗнекине вӑл Леонардо да Винчи эскизӗпе тунӑ чи пысӑк йывӑҫ кӗпер пек лекнӗ. Тӑршшӗ унӑн 13 метр кӑна, ҫӳллӗшӗ 3 метр та 65 см, сарлакӑшӗ — 4 метр. Леонардо да Винчи чертежӗпе хӑйне хӑй йӑтакан аркӑллӑ кӗпер тума май пур, шӑп ҫав енчен вӑл кӑсӑклӑ та.

Киржачри йывӑҫ кӗперпе танах Чулхулана хирӗҫ, Атӑлӑн тепӗр енче, вырнаҫнӑ Борти проект йышӑнма пултарнӑ пулӗччӗ. Чӑн та Чулхуларан канатлӑ ҫулпа Бора ансан хула хӑнисем нимех те кӑсӑкли тупаймаҫҫӗ. Шел те, тӗрлӗ сӑлтавсене пула паянхи кун та ӑна пурнӑҫласси пирки нимӗн те паллӑ мар.

Ҫурхи шыва пула юхса кайнӑ йывӑҫ кӗперсем Раҫҫейре туллиех. Чылай чухне йывӑҫ кӗпер вырӑнне е тимӗртен е тимӗр-бетонран туса лартаҫҫӗ. Йывӑҫ кӗпере юсаса ҫӗнетни вара сайра хут тӗл пулать. Тӗслӗх пек Архангельск облаҫӗнчи Тихманьгари кӗпере илсе памалла. Ӑна 2019 ҫулта юсаса ҫӗнетнӗ. Халӗ вӑл ҫӗнни пекех. Хӑй кӗпере вара унччен ҫакӑнта ларнӑ тепӗр йывӑҫ кӗпер вырӑнӗнче 1953 ҫулта туса лартнӑ. XX ӗмӗр вӗҫӗнче вӑл ишӗлме пуҫланӑ. 2016 ҫулта пӗтӗмӗшпех ишӗлнӗ — машшинпа кӑна мар, ҫуран та ун урлӑ каҫма май килмен. Юрать-ха, вырӑнти правительство тӑрӑшнипе кӗпере тӗпӗ-йӗрӗпе ҫухалма паман, ӑна ҫӗнетсе юсама майсем тупнӑ.

Чӑвашри йывӑҫ кӗперсем

Чӑваш Республикинче паллӑ йывӑҫ кӗперсем ҫук тесен те юрать. Хӑй кӗперӗсем сахал мар пулин те вӗсем пысӑках мар. Пур пулсан та вӗсем йӑлт хӑйсен ӗмӗрӗн вӗҫне ҫитсе пыраҫҫӗ. Ак, калӑпӑр, Красноармейски районӗнчи Четрикпе Упа Ҫырми ялӗсене ҫыхӑнтаракан йывӑҫ кӗпер. Эпӗ ӑна 2006 ҫулта ӳкерсе илнӗччӗ. 2008 ҫултах ун вырӑнне тимӗрпе бетонран ҫӗнӗ кӗпер туса лартнӑ.

Е акӑ ҫав тӑрӑхрах вырнаҫнӑ тепӗр йывӑҫ кӗпер. 2006 ҫултах ӳкернӗ. 16 ҫул иртнӗ хыҫҫӑн ун йӗрӗ те юлмарӗ пуль... Кӑлава Шетмӗ ялӗнче те ун чухне йывӑҫ кӗпер пурччӗ. Те сыхланса юлнӑ вӑл, те ун вырӑнне тимӗрпе бетонран ҫӗнни туса лартнӑ...

Йывӑҫ кӗперсене эп сахал мар астӑватӑп. Сӑмахран, Йӑршшу ялӗнче ҫӑва енне каякан ҫул ҫинче пурччӗ. Хӑй вӑхӑтӗнче ӳкернӗччӗ... Анчах халь шырарӑм-шырарӑм — тупаймарӑм. Паян унта тимӗр-бетон плитисене хурса тунӑ кӗпер. Ачалӑхри тепӗр кӗпер — Йӑршшу шывӗ урлӑ Чӑркашран Хурӑнлӑх енне каяканни. Ӑна ача чухнех ҫунтарса янӑччӗ (Хурӑнлӑх пӗвине Лапсар поселокӗн ҫыннисем тӳртен ан ҫӳреччӗр тесе), каярах, хальтерех, «Юрма» ҫав вырӑналарах труба хурса каҫма турӗ. Каҫми ӗнтӗ вӑл енне тислӗк турттарма кирлӗччӗ вӗсене... Паянхи кун вӑл каҫма никама та ытлашшиех кирлӗ пулманнипе вӑл ишӗлсе пырать…

Ачалӑх вӑхӑтӗнче Хурӑнлӑх ялне Пикшик енчен каҫма ҫакӑнса тӑракан кӗпер те пурччӗ. Ача чухнех ун вырӑнне тимӗртен туса лартрӗҫ. Малтанхи кӗпер тӑрӑх, лешӗ утнӑ май силленнӗрен, каҫма хӑрушӑччӗ... Юрать-ха ҫакӑнса тӑракан кӗперсем республикӑра татах та пур, каярах ялсене ӳкернӗ май сахал мар куркаларӑм, вӗсем урлӑ каҫнӑ май ачалӑхри самантсене аса илтӗм.

Ҫапах та, енчен те кӗпере хӑвӑрт тумалла пулсан республикӑра паянхи кун та йывӑҫран тунисем тӗл пулаҫҫӗ. Ак пӗлтӗр кӑна хыпар пурччӗ — Пӑрачкавра ҫур миллион ытла тенкӗ тӑкакласа йывӑҫ кӗпер туса лартни ҫинчен. Республикӑри ялсенче те, калӑпӑр, ҫырма урлӑ каҫма, ял халӑххи хӑй тӗллӗн йывӑҫ кӗперсем тукалать. Ун пек хыпарсене сахал мар тӗл пулма тӳр килет.

Пӗтӗмлетӳ

Пӗтӗмлетсе каласан, йывӑҫпа, шанчӑклах материал мар пулин те, ҫавах кӗперсем тӑваҫҫӗ. Ытларах чухне пӗчӗк кӗперсем ӑсталанӑ май.

Йывӑҫран тунӑ кӗперӗн тем тесен те хӑйнеевӗрлӗхӗ пурах, ытти материалтан тунӑ кӗперсемпе танлаштарсан вӑл куҫа лайӑхрах илӗртет. Уйрӑмах паянхи архитекторсем ӑсталанӑ йывӑҫ кӗперсене пӑхсан ҫакна лайӑх туйса илетӗн. Тӗслӗхрен, Германири Эссинг кӗпер питӗ илемлӗ. Вӑл 200 метр патнелле кӑна пулин те ӑна хальхи технологисемпе усӑ курса тунӑ. Ҫавӑнпа та вӑрӑм йывӑҫ кӗперсене асӑннӑ чухне ӑна асӑнмасӑр иртмеҫҫӗ.

Ваньань кӗперӗ пирки каласан вара, пӗлсех тӑратӑп, китайсем ӑна ҫӗнӗрен туса лартаҫҫех. Белорецкри кӗперӗн юсавне тӑснӑ пек мар, тен, кӑҫалах.

Хушни

Ваньань кӗперӗ ҫунни:

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (9)]

Comments:

Мĕтри Ванччă // 7425.5.5054
2022.08.09 10:56
Чăвашла таса, илемлĕ, çыпăçуллă çавăрса каласа çырнă статья таврашĕ тахçанах вуламанччĕ. Питĕ лайăх, питĕ кăмăллăн вуланать.
Ятна // 8431.2.5348
2022.08.09 13:05
Капӑр - кӗпер
Vladimir_Nikolaev // 1912.62.6668
2022.08.10 14:26
Где-то, в Тыве есть оэеро- "Тере- Коль" в переводе узорчатое озеро. Когда служил в Армии, нам там устроили экскурсию, пока офицеры охотились. Нам показали остатки какого-то древнего китайского сооружения. Мне, глупому колхозному парнишке это было неинтересно. был невнимателен, Фундамент,да и все сооружение - сплошная глина. Там велись раскопки и вроде бы ничего не нашли. Позже,когда я писал пьесу в стихах "Трагедия в Кара-Кидани", я там поместил монастырь восточных христиан.
Нет, был бы чуток умнее в первый раз, я бы постарался детальнее вникнуть в историю строительства данного сооружения. Но поезд ушел... А китайцы молодцы, строили памятники на тысячелетия.
Agabazar // 2247.5.0030
2022.08.10 17:43
Agabazar
Мĕтри Ванччă. Чăвашла çырнă япаласем тĕппипех пĕтнĕ теме çук-ха. Вула.
Евразиец // 1855.68.3619
2022.08.14 17:39
"Чăвашла таса, илемлĕ...çырнă...", - пишет Мĕтри Ванччă. Но вот логически местами выходит не совсем так. Например, Ваньань кĕперĕ Китайра кăна чи вăрăмми те ватти шутланнă". А может быть всё же "Ваньань кĕперĕ ватти шутланма пултараймаç", а "кивви шутланать". Çын ватă пулма пултарать, ĕне, сурăх ватă, кĕпер кивĕ, пÿрт кивĕ, чÿрече кивĕ. Японире кивĕ йывăç кĕперсем, а Китайра ватă кĕпер. Таких вот "украшений" можно найти в статье. Но главреду всё возможно, наверное...
Agabazar // 1384.6.2416
2022.08.14 19:19
Agabazar
Никĕсĕ чул пулсан кĕпере йывăç теме пулать-и?
2022.08.14 20:52
Аçтахар Плотников
Тавах Евразиеца. Асӑрханӑ. Килӗшетӗп, йӑнӑшнӑ. Васкаса ҫыртӑм ҫав, тӗрлӗ информаци шыраса пӗр кун иртрӗ... Кӗперсем пирки каланӑ май чӑн та «кивви», е «авалхи» паллӑсемпе усӑ курмалла.
Евразиец // 1855.68.3619
2022.08.15 10:31
The comment was deleted.: нарушение правил написания комментариев 1.12
Agabazar // 2974.17.1155
2022.08.15 12:37
Agabazar
«Вырăсла» çырса ăнлантарнăшăн евраçийццăна уйрăмах пысăк тавтапуç (special thanks). Атту Акапасарсем лараç кунта чăвашлах калаçма хăтланса. Евраçийццăсем вĕсенчен, паллах, нумай мала иртсе кайнă. Эпир вара шăршлă шăтăка тăрса юлнă.

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters