Сивĕтеççĕ чăваш чĕлхинчен, Акапасар, Мана хаçатсем пичетлесĕр кÿрентерчĕç.
Халь те чĕлхерен мăшкăллаççĕ. Шкул, сăмахран, пуçламăш классенчен (Чăваш чĕлхи, 2 кл, Блинов т.ыт.) пуçласа "Халăх шкулĕ" таран " Çĕршыв, тимĕршапа, чăрăштăрри..." сăмахсене уйрăм çыртараççĕ. Ман ват пуçа çапаççĕ, мурилешшĕсем!
Республика пуçлăхĕсем таранах нăйкăшрăмăр,Мĕн вара?
Кĕçех татарла калаçма пуçлас пуль...
Евразиец // 1855.68.3619
2022.09.25 11:21
The comment was deleted.: комментари ҫырас йӗркене пӑсни (1.11-мӗш пункт)
Мĕтри Ванччă // 3908.34.5944
2022.09.26 07:42
Паллăран та паллă чăваш ăсчахĕ тата общество деятелĕ (çитменнине, пурисчĕ, "страница" сăмаха "хутъен" е "питъен" тесе çырма чĕнекенскер) чăваш халăх сайтĕнче чăваш журналĕ пирки чăваш вулаканĕ валли вырăсла çырни мĕне пĕлтерет-ши, çапах та? Ман шутпа, е статьине вырăссем валли çырнă, е чăвашсене часрах вырăс чĕлхи çине куçма чĕнет хăйĕн тĕслĕхĕпе.
Çĕршыв, тимĕршапа, чăрăштăрри... йышши сăмахсене уйрăм çырма юрать. Петĕр Яккусен çапла пиллесе хăварнă (пĕччен мар, хăйĕн айкомиссийĕпе пĕрле). Анчах та ... «хазяин — барин». Вырăнта ларакансем чарса тăраççĕ пулсан — ним те тăваймастăн. Вĕсене вырăна лартакан вăйсем çукрах.
Юрать терĕм-ха та, анчах та ку Петĕр Яккусем пиллесе хăварнăран çеç мар.
Орфографи йĕркевĕсен 75-мĕш параграфĕ те çапла хушать
Геннадий // 3419.87.9903
2022.09.26 10:30
"Где-то валяются листы о Сироткине, Канюкове, Агакове, Эктеле... Нужды в них сейчас не вижу." Мĕншĕн вара , Виталий Петрович ? Хаваспах йышăннă , вуланă пулăттăмăр !
Пинерпи // 7060.5.2022
2022.09.27 11:00
Виталий Петрович, чăваш хаçачĕсене те тишкерсе тухăр-ха пĕрре çапла - хупăнса пĕтиччен
Вырăк // 1726.84.3785
2022.09.27 17:38
Ватăлчӗ Станьялӑмăр.Тӑван чӗлхене те манса пырать.Такама айӑплать пӗрмай.Ҫырчӑр пӗрле е уйрӑм, сана мӗн ӗҫ?.Кӗҫех чăвашла ҫырма пӑрахӗҫ пачах.Мӗн пайлатӑр?.