Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 -0.7 °C
Для хитрости нет ничего ненавистнее мудрости(Сенека)
 

Ad

Аçтахар Плотников: Ырӑ ҫын!

Аçтахар Плотников12.04.2008 21:145790 views
Ӗнер, аттен тӑхӑр кунне асӑннӑ май кӳршӗ хӗрарӑмӗ ҫакна каласа пачӗ:

Унӑн хӗрӗ (шкулта ачасене акӑлчан чӗлхине вӗрентет) автобуспа (Лапсара 10-мӗш маршрут ҫӳрет) таврӑннӑ чухне ҫакӑн пек япала пулса иртрӗ тет. Лапсартан инҫе те мар «ССК» (Ял хуҫалӑх комбиначӗ) ятлӑ чарӑну пур. Автобус ҫавӑнта ҫитрӗ тет те чарӑну патӗнче пӗр арҫын выртнине курчӗҫ тет. Лешӗ ӳсӗрскер тет. Автобус водителӗ (22-24 ҫулхи каччӑ) ҫак арҫын патне тухрӗ тет те ун ӑҫта каймаллине ыйтса пӗлчӗ тет. Лешӗ Лапсарта пурӑнни пирки пӗлтернӗ хыҫҫӑн автобусӑн картлашки ҫине йӑтса килса хӑпартса лартрӗ тет. Ҫакна сӑнаса тӑракан халӑх воделе пулӑшас вырӑнне «Мӗн тума кирлӗ ҫав ӳсӗр ҫын?», «Мӗн йӑшаланатӑн унта? Пирӗн сериал пӑхма ҫитмелле!» сӑмахсемпе кӑна «пулӑшрӗ» тет.
Юрать, тапранчӗҫ тет те, автобус кондукторӗ кун патне пырса тӑчӗ тет те лешне урипе тапкаласа илсе «Деньги есть? За проезд давай» тесе укҫа ыйтма пуҫларӗ тет. Ӑна вара водителӗ чарчӗ тет:
— Мӗн унтан укҫа ыйтан? Лапсара ҫитсен хам кӑсьерен сана ҫичӗ тенкӳна паратӑп! Эс салонта ҫырнине вуласа-и? — тесе вӑрҫса тӑкрӗ тет. — Унта «Ырӑ ӗҫсен ҫулталӑкӗ» тесе ҫырса ҫапнӑ.
Лапсара ҫитсен вара вӑл арҫына водитель хӑйех чарӑнури сак ҫине ҫитерчӗ тет.

Чӑнах та, ҫакӑн пек ҫынсем пулсан эпир ҫирӗм пӗрремӗш ӗмӗрте пурӑнайӑпӑр! Шел те, ун пеккисем питӗ сахал — пӗрре-иккӗ кӑна. Ытларах пайне вара хӑйсен хырӑмӗпе телевизорти сериалсем кӑна пӑшӑрхантараҫҫӗ.
Водитель ятне пӗлместӗп, хӑш кун пулсан иртнине те. Ҫапах та ӑна хамран пысӑк тав! Ун пек ырӑ кӑмӑллӑ ҫынсен ячӗсене халӑх пӗлмеллех, вӗсенчен тӗслӗх илмелле.
Шел те, ҫав автобусра пынӑ пулсан, эпӗ ку ӗҫе хутшӑнмастӑпччӗ, аякран кӑна пӑхса тӑрӑттӑм. Водителе ӳсӗрпе нушаланнӑшӑн ытти халӑх пек вӑрҫмӑттӑм ӗнтӗ, ҫапах та пулӑшма та тухмӑттӑм. Вӑл шая ҫитеймен-ха. Ҫитмелле.
 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (1)]

Comments:

2008.04.13 16:17
тусăмсем пĕлеççĕ
чăнах та сайра çын ку водителĕ. Кондукторĕ кондуктор пекех. Калининградрисем те вăрçма анчах пĕлеççĕ... :)

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters