Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 -4.7 °C
Хитрая речь сидит в глухом ухе.(Шекспир "Гамлет")
 

Ad

Иван Саландаев: Крылов купса — пирӗн тӑрӑхри промышленноҫ «ашшӗ»

Иван Саландаев30.11.2022 12:357353 viewsEdit Delete

Истори страницисене уҫсан...

Ульяновск облаҫӗн пирӗнпе кӳршӗллӗ Сӑр (Сурский) районӗнче «Кезьмин замокӗ» текен авалхи кермен — туристсене хӑй патне илӗртекен вырӑн пур. 12 метр ҫӳллӗш, архитектура тӗлӗшӗнчен питӗ илемлӗ ҫак усадьбӑра 1830-1890 ҫулсенче пуян купса В.П.Крылов пурӑнни паллӑ.

Кам-ха вӑл Крылов тата Шӑмӑршӑпа хӑш енчен ҫыхӑннӑ? Хамӑр тӑрӑха туристсене чӗнетпӗр пулсан, пирӗн Крылов купса ҫинчен те каласа пама пӗлмелле.

Василий Петрович Крылов хӑй вӑхӑтӗнче питӗ паллӑ та пуян ҫын пулнӑ, II Александр патшан арӑмӗ Екатерина Долгорукова ҫумӗнче службӑра тӑнӑ. Паллӑ мар сӑлтавсене пула Крылов службӑна пӑрахса Чӗмпӗр кӗпернине пурӑнма куҫать. Кунта вӑл поместье туянать те тӳрех строительство ӗҫӗсене пуҫӑнать: малтанах кирпӗчрен тунӑ чиркӗве юсаса ҫӗнетет, унтан «викторианский» стильпе замок ҫӗклет. Хӑйӗн ӗмӗчӗсене пурнӑҫа кӗртме Чӗмпӗр кӗпернинчи паллӑ сӑрт-ту инженерне Владимир Брюхатыя чӗнсе илет, замок тӑвас ӗҫе ертсе пынӑшӑн ӑна 100 пин тенкӗ тӳлет.

Икӗ хутлӑ кермене пилӗк ҫул хушшинче кӗпернери чи чаплӑ ӑстаҫӑсем туса лартнӑ. Бетон валли раствор тунӑ чухне ҫӑмарта ярса ҫӑрнӑ, ҫавӑнпа та ҫурт стенисем паян кунчченех питӗ ҫирӗп. Усадьба территорине 500 метр тӑршшӗ чул хӳме тытса ҫаврӑннӑ, шалта ҫӑка аллейиллӗ парк лартса чӗртнӗ. Пулӑ тытма юратнӑран, Крылов ҫывӑхрах илемлӗ кӳлӗ чавтарнӑ.

Мал ӗмӗтлӗскер, ним ҫукранах укҫа тума пӗлекенскер, Василий Крылов купса сукна фабрики йӗркелени хӑйне пысӑк тупӑш кӳме пултарнине ӑнланса илет. Сурӑх усракан хрсеченсенчен йӳнӗ хакпа ҫӑм туянни те, Оренбург тӑрӑхӗнчи тӗве ҫӑмӗ туянма май пурри те пысӑк ӗҫе пуҫӑнма хавхалантарнӑ. Сукна тума кирлӗ кантӑр ҫуне Чӗмпӗр кӗпернинчех хатӗрленӗ. Сӑрӑ таврашне Чулхула ярмӑрккинче йӳнӗпех тупма пултарнӑ.

В.П.Крылов Кезьмино ялӗнчи Варвара Ивановна Философова помещицӑран пысӑках мар сукна фабрики туянать. Часах вӑл Кезьминӑран 10 ҫухрӑмра вырнаҫнӑ Никитино ялӗнчи сукна фабрикине те сутӑн илет. Анчах та ҫак ялти хресченсем ҫӗнӗ хуҫана сиввӗн йышӑннӑ, фабрика ҫурт-йӗрне вут тивертсе те сиен кӳнӗ.

Пӑтӑрмахла лару-тӑруран тухас тесе, В.П.Крылов пирӗн Шӑмӑршӑ тӑрӑхне ирӗк вырӑн шыраса килет. Пӑчӑрлӑ Пашьел ялӗнчен ҫичӗ ҫухрӑмра, Шурӑ Пасна ҫырми хӗрринче, уес ведомствин ҫӗрӗ ҫинче 1853-1854 ҫулсенче сукна фабрики туса лартать.

В.П.Крылов фабрикӑра ӗҫлеме тара илнӗ ҫынсене явӑҫтарнӑ. 1866 ҫулта ҫак предприяти Чӗмпӗр кӗпернинче сукна туса кӑларакансем хушшинче чи пысӑккисенчен пӗри шутланнӑ. Фабрика темиҫе цехран тӑнӑ, Раҫҫейре тата ют ҫӗр-шывсенче туса кӑларнӑ ҫӗнӗ оборудовани вырнаҫтарнипе ӗҫ тухӑҫлӑхӗ ӳссех пынӑ.

Предприятире 5 мастер, 350 рабочи (180 арҫынпа 170 хӗрарӑм) ӗҫленӗ, ҫӑмӑлрах ӗҫсене ҫул ҫитмен 45 ачана явӑҫтарнӑ. Фабрикӑра Пӑва, Улатӑр, Карсун, Кӑрмӑш уесӗсенчен килнӗ вырӑссем, чӑвашсем, тутарсем тата ирҫесем ӗҫленӗ. Ӗҫ кунӗ ирпе 4 сехет ҫурӑра пуҫланса каҫхине 19 сехет ҫурӑчченех тӑсӑлнӑ.

1887 ҫулхи мартӑн 18-мӗшӗнче ҫӗрле фабрикӑра пушар тухнӑ. Кӗске вӑхӑтрах вут-ҫулӑм мӗн пур ҫурт-хуралта явса илнӗ. Пушарта 15 рабочи ҫунса вилнӗ.

Пушар хыҫҫӑн фабрикӑна ҫӗнӗрен туман. Рабочисем ӗҫсӗр тӑрса юлнӑ. Официаллӑ кӑтартусем тӑрӑх, вут-ҫулӑм 6,2 пин тенкӗлӗх сиен кӳнӗ. Ку вӑхӑтшӑн ҫак укҫа ҫав тери пысӑк шутланнӑ.

Пысӑк инкек хыҫҫӑн В.П.Крылов купса урӑхран Пӑчӑрлӑ Пашьел тӑрӑхне килсе курӑнман, пушарта вилнисен ҫемйисене те укҫа тӳлемен.

Фабрика вырӑнӗ «Чӑваш вӑрманӗ» Наци паркӗн территорийӗнче халӗ те упранса юлнӑ. Кунти бараксенче каярахпа вӑрман касса хатӗрлекенсем пурӑннӑ. Фабрика паҫҫулкки малтан Пӑчӑрлӑ Пашьел ял Советне, унтан Баскак ял Советне кӗнӗ. Хальхи вӑхӑтра паҫҫулкка вырӑнӗнче вӗтлӗх вӑрманпа хыт-хура ҫеҫ ӳсет, ҫӗре чавса пӑхсан тутӑхнӑ тимӗр-тӑмӑрпа кирпӗч ванчӑкӗсем тухни ҫинчен калаҫҫӗ.

 

Ив.САЛАНДАЕВ, таврапӗлӳҫӗ.

(Материала хатӗрленӗ чух Ульяновск облаҫӗнчи патшалӑх архивӗн докуменчӗсемпе усӑ курнӑ).

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (4)]

Comments:

Станьял // 2944.22.6325
2022.11.30 15:13
АВАН! Мӗншӗн француз хапрӑкӗ тесе калатчӗҫ пашьелсем? Темиҫе те пулнӑ-и унта ӗҫ вырӑнӗ?
Agabazar // 1336.45.8507
2022.11.30 17:47
Agabazar
Салантай хăта,

Станьял хăта мĕн çырнине пĕлместĕп, анчах ак çакна каласшăн.

Сăр (Промзино) районĕн эсĕ асăнкан тăрăхĕнче, Сарттунккă таврашĕнче, хальхи вăхăтра çав тери нумайăн чăвашсем тата чăвашран тухнă çынсем пурăнаççĕ.

Вĕсем е вĕсен ашшĕ-амăшĕ кунта Чăваш Енти Шăмаршă, Патăрьел, Каçал тата ытти районсенчен, Чĕмпĕр облаçĕнчи Чăнлă районĕнчен, Тутартсанти Çĕпрел, Пăва районесенчен куçса килнĕ.

Ман шутпа, чи пĕлтерĕшли кунта çакă пулать. Сарттунккă таврашĕнчи чылай ял (сăмахран, Архангельски) çавнашкал чăвашсем çинче тытăнса тăрать.
Agabazar // 4358.8.0720
2022.12.01 00:16
Agabazar
Мĕншĕн паçулкка тесе мекĕçленмелле? Ял тейĕр.

Çурт-карман тăвакан инженер Брюхатый мар, Брюхатов пулма кирлĕ.
Салантай // 9552.2.6466
2022.12.01 06:36
Виталий Петрович , сукна фабрикин инженере француз пулни палла . Крылов сук чух валах хуса выранне те юлна пуле.

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters