Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 -2.7 °C
Она пустила в оборот все, даже смерть своего отца.(О. Бальзак)
 

Ad

Вячеслав Шорников: Африкӑри хулара пин ҫул каяллах кантӑк ӑсталама пӗлнӗ

Вячеслав Шорников22.02.2023 15:321898 views

Нигерин кӑнтӑр-анӑҫӗнче вырнаҫнӑ авалхи Ифе хулинче чавнӑ чухне вунӑ пин ытла кӗленчерен тунӑ шӑрҫа тупнӑ, ҫакӑ вара унта пурӑнакансем Хӗвеланӑҫ Африкӑри халӑхсенчен пуринчен те малтан тӗслӗ кӗленче тӑвас ӑсталӑха алла илнине пӗлтерет.

Йоруб халӑхӗ пурӑнакан Ифе хулин чи аталаннӑ тапхӑрӗ XII тата XIV ӗмӗрсем хушшине килнӗ. Ифӑри ӑстаҫӑсем терракотӑпа пӑхӑртан тӑвас енӗпе чаплӑ кӳлепеҫӗсем пулнӑ. Йорубӑсен ҫирӗплетнӗ темиҫе хулинчен тӑракан конфедерацине илес пулсан Ифе тӗп центрӗ шутланнӑ. XV ӗмӗртенпе Ифе пӗлтерӗшӗ чакма пуҫланӑ, малалла вара эдо халӑхӗ йӗркеленӗ Бенин патшалӑхӗ пуҫ пулса тӑнӑ. Гарвард университетӗнчи Африка археологийӗпе ӗҫлекен Абидеми Бабалола (Abidemi Babalola) специалист хӑйӗн тӗпчевӗнче палӑртнӑ тӑрӑх, кантӑка йоруб культуринче ӑсталанӑ. Хальхи вӑхӑтра паллӑ ӗнтӗ, ку ӗҫе вӗсем XI ӗмӗртенпе алла илнӗ.

Тӗрлӗ тӗслӗ кӗленче шӑрҫасене Ифӑри чылай кӳлепесенче пӗрре мар тупнӑ, вӗсемпе пуҫ хатӗрӗсене, мӑй ҫыххисемпе ал-урасенчи сулӑсене илемлетнӗ. Ҫавӑн пекех археологсем кантӑка шӑратнӑ чухне усӑ курнӑ керамика тикӗлӗсене тупнӑ. Ӑсчахсене унччен шухӑшланӑ тӑрӑх, кӗленче шӑрҫана Ифене Вӑтаҫӗр тинӗсӗнчен кӳрсе килнӗ, йорубӑсем вара хӑйсене кирлӗ хурмӑ тӑвас тесе экспортланӑ кӗленчене шӑратнӑ кӑна. Анчах ҫӗр чавса тӗпчев ирттернӗ хыҫҫӑн Абедими Бабалолапа унӑн ӗҫтешӗсем вырӑнти халӑхӑн кӗленче шӑратса кӑларакан производство пулнине тупса палӑртнӑ. Вӗсем 13 000 яхӑн шӑрҫа, 812 шӑратмалли тикӗл пайне, 403 керамика цилиндрӗн пайне (вӗсемпе тикӗлсен хупӑлчине илме усӑ курнӑ пулас), кӗленче туса кӑларнӑ чухнехи виҫӗ килограма яхӑн каяша тата 14 000 яхӑн чӳлмек катӑкне тупнӑ. Хальлӗхе шӑратакан кӑмакасен юлашкийӗсене тупайман-ха, анчах тӗпчевҫӗсем каланӑ тӑрӑх, тӑм ҫинче юлнӑ шӑратнӑ кантӑк йӗрӗсем вӗсем чавса тӗпченӗ вырӑнпа юнашар вырнаҫма пултарнине кӑтартаҫҫӗ.

Тӗпчевҫӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, шӑрҫасенчен чылайӑшӗ ытларах чухне кӑвак тӗслӗ, вӗсене пурне те тенӗ пекех вырӑнти материалсенчен шӑратнӑ. Ҫакӑ, сӑмахран, кӗленчере алюмини оксичӗн пайӗ пысӑк пулнипе курӑнать. Вырӑнти хутӑшсемпе, сӑмахран, хирти шпатпа, кӗленчене тикӗлте шӑратнӑ чухне унӑн температурине чакарма та усӑ курнӑ.

Ифӑри ӑстасем сывлӑш хӑмпипе шӑрҫа шӑтӑкне тума май паракан технологипе те усӑ курнӑ. Кун пек меслете Индири кӗленче шӑратакансем пирӗн эрӑчченхи IV ӗмӗртех пӗлнӗ, анчах та Индипе Хӗвеланӑҫ Африка хушши пысӑк пулнине шута илсен, археологсем шучӗпе Ифӑра ку меслете хӑйсем тӗллӗнех шутласа кӑларнӑ.

 

Статья ҫӑлкуҫӗ: http://historic.ru/news/item/f00/s29/n0002905/index.shtml

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters