Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 -2.7 °C
Заговори, чтобы я тебя увидел.(Сократ)
 

Ad

Вячеслав Шорников: Улшӑнми токпа ӗҫлекен двигателе шутласа кӑларакан ҫинчен

Вячеслав Шорников25.02.2023 16:013206 views

Паян, нарӑсӑн 25-мӗшӗнче, пӗр паллӑ пулӑм пулса иртнӗ. 186 ҫул каялла, 1837 ҫулта, улшӑнми токпа ӗҫлекен электродвигатель тӗлӗшпе патент ҫирӗплетнӗ. Ҫав вӑхӑтран пуҫланать те ӗнтӗ электродвигательсемпе анлӑн усӑ курас тапхӑр. Ӑҫта кӑна ҫук пуль вӗсем халь… Сире вара ҫак пулӑм мӗнле пулса иртни пирки каласа парас шухӑш пур.

1833 ҫулта ялти тимӗрҫӗ, Америкӑри центртан инҫетре пурӑнакан хӑй тӗллӗн вӗреннӗ электрик Томас Дэвенпорт Джозеф Генри электромагнит шухӑшласа кӑларни пирки, унпа усӑ курса тимӗр тӑприне пуянлатни ҫинчен пӗлнӗ.

Томас Дэвенпорт Генри шутласа кӑларнӑ япалана туяннӑ, ӑна тӗпчесе вӑл мӗнле ӗҫленине ӑнланса илсе хӑй те компактлӑ магнитсем ӑсталама тытӑннӑ. Проводсене изоляцилеме арӑмӗн венчете тӑхӑнакан кӗпипе усӑ курнӑ. Томас Дэвенпорт ӑна хӑюсем ҫине пайласа пралуксене чӗркесе ҫыхнӑ.

Часах мотор ӑсталаннӑ та — ку вӑл улшӑнми токпа ӗҫлекен пӗрремӗш роторлӑ электродвигатель пулнӑ. 1835 ҫулта Томас Дэвенпорт халӑха ҫавракаланса ҫыхӑнтарнӑ чукун ҫулӑн модельне кӑтартнӑ, ун тӑрӑх пӗчӗк локомотив ҫӳренӗ. Ҫул диаметрӗ 1,2 метр пулнӑ.

Томас Дэвенпорт хӑйӗн ӑслайне нумайччен патентлеме пултарайман. Вӑл вӑхӑтра электричество машинисене патентлемелли йӗркесем хатӗрлеймен пулнӑ. 1837-мӗш ҫулхи нарӑсӑн 25-мӗшӗнче вӑл тинех «Магнетизмпа тата электромагнетизмпа усӑ курса куҫаркан техникӑна лайӑхлатасси» тӗлӗшпе патент илнӗ.

Дэвенпорт шухӑшласа кӑларнӑ япала часах ҫынсен кӑмӑлне кайнӑ. Пресса хаклани тӑрӑх ҫакӑ ӑслӑлӑхри революципе тан пулнӑ. Дэвенпорт Уолл-стритра ӑсталӑх лаҫҫине уҫнӑ, укҫа-тенкӗ хывма пултаракан ҫынсене шырама тытӑннӑ, Сэмюэл Морзепе паллашнӑ. Часах Дэвенпорт The Electro-Magnet and Mechanics Intelligencer ятлӑ хаҫат кӑларма тытӑннӑ, ӑна пичетлеме электромотор хускатакан пичет станокӗпе усӑ курнӑ.

Ҫапах та вӑл хӑй шутласа кӑларнӑ ӑслайпа мӗн тери анлӑ усӑ курма пуҫланине курайман: Дэвенпорт предприятийӗ тупӑш кураймасӑр хупӑнать, Томас вара Вермонта таврӑнать. Вӑл кӗнеке ҫырма тытӑнать, анчах та ӑна вӗҫлеймесӗрех 1851 ҫулта Солсбери хулинче вилет.

Унӑн ӑслайӗпе вара каярахпа рельспа та рельссӑр ҫӳрекен электрификациленӗ транспортра, тиев ҫӗклекен крансенче, прокат станӗсенче, автоматика хатӗрӗсенче тата ытти япаласенче усӑ курма пуҫланӑ.

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (8)]

Comments:

Agabazar // 3438.2.4527
2023.02.25 17:29
Agabazar

Яланхи ток темеççĕ.

Улшăнми (е улшăнусăр) ток темелле

Agabazar // 3438.2.4527
2023.02.25 17:32
Agabazar
Хирĕçле ăнлав — улшăнуллă (улшăнакан) ток.
Карантай Тимĕрĕ // 3621.11.3859
2023.02.25 19:30
"Ток" та мар, ҫавна ђӑвашла "йухӑ(м)" темелле. Тата такӑнтаракан "двигатель" вырӑс сӑмахĕ вырӑнне, "мотор" сӑмахпа усӑ курма меллĕрех мар-и.
2023.02.25 19:46
Вячеслав Шорников
Эп электрик мар. Яланхи тени мана килӗшрӗ. Юрӗ улшӑнми пултӑр.
2023.02.25 19:49
Вячеслав Шорников
Хӑвӑр "йухӑ(м)"-семпе хӑвӑр усӑ курӑр.
Маншӑн вырӑс сӑмаххисем пӗрре те шӑршлӑ сӑмахсем мар.
Agabazar // 3438.2.4527
2023.02.25 19:56
Agabazar
Яланах юхăм та юхăм теейместĕн.

Электро юхăм валли ятарлă термин те кирлĕ. Çаванпа та «ток» тесен авантарах.

Элетрик-и, электрик мар-и, кунашкал ăнлавсем пурте пирĕн пурнăçăн уйрăлми пайĕ. Вĕсенчен ниепле те айккине пăрăнма май çук.

Çапла вара, ток тенине «вырăс сăмахĕ» теме кирлĕ мар пулĕ. Чăваш сăмахех вăл. Йышăннă, анчах чĕлхере çирĕпленме пултаракан сăмах.

Двигатель вырăнне «моттор» теме пулать. Анчах та вăл, икĕ тт лартмасан, пурпĕрех чăвашларах сăнлă пулаймасть.

Тупмалли юмахсенче (чăваш фольклорĕнче) двигателе мăрăлкка теççĕ.
Карантай Тимĕрĕ // 3419.39.2374
2023.02.26 19:16
Автора тавах, хуравланӑшӑн, шухӑшне кӑтарнӑшӑн! Кам мĕнне килĕшет, ҫавпа усӑ курас тет. Ђи мӑнни, пĕр пĕрне ӑнланни!
Мӑрӑлкка ҫав мӑрӑл-мӑрӑл сасне панӑран мар-и. Хускатни таврашĕ кирлĕ-ҫке... тем ӑнланаймарӑм ҫав.
Agabazar // 2697.76.6666
2023.02.26 19:52
Agabazar

Тупмалли юмах

Тăватă кăлтăркка,. Икĕ йăлтăркка, Пĕр мăрăлкка. (Автомобиль)

Эп электрик мар. Яланхи тени мана килӗшрӗ.
Кунта яланхи тени каймасть. Пĕлтерĕшĕпе тĕл килмест.

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters