Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 -2.7 °C
Существует только один заменитель воображения - опыт. (Берджес)
 

Ad

Вячеслав Шорников: 600 ҫул ытла вӗрентекен Сент-Эндрюс университечӗ

Вячеслав Шорников26.02.2023 19:272261 views

Паян, нарӑсӑн 27-мӗшӗнче, Шотландири Сент-Эндрюс университечӗ хӑйӗн ҫуралнӑ кунне паллӑ тӑвать. Ӑна 612 ҫул каялла, 1411 ҫулта никӗсленӗ иккен. Акӑлчанла калаҫакан тӗнчене илес пулсан чи ватӑ университетсенчен вӑл виҫҫӗмӗш. Оксфордпа Кембридж университечӗсем кӑна ватӑрах. Акӑ мӗн каласа парать кун пирки Calend.ru ресурс:

Сент-Эндрюс хули (акӑлч. St Andrews) ятне Шотландин хӳтӗлевҫи ячӗпе, сӑваплӑ Андрее чысласа панӑ. 1410 ҫулта Сент-Эндрюс хулинче ахаль шкул уҫнӑ. Ӑна Сорбоннӑра пӗлӳ илнӗ ҫынсем никӗсленӗ. 1411 ҫулхи нарӑсӑн 27-мӗшӗнче Генри Вордло Епископ ҫак шкул никӗсӗ ҫинче Шотландири пӗрремӗш университета йӗркелесси ҫинчен хушу кӑларнӑ.

Парижри альма-матерти пекех, университетра тӑватӑ факультет пулнӑ. Вӗсем — теологи, право, ӳнер тата медицина факультечӗсем. Ӳнер шутне вӑл вӑхӑтра тӗрӗс ӑслӑлӑх кӗнӗ.

1413 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче Бенедикт ХIII антипапа Вордло указне ҫирӗплетнӗ. Антипапа панӑ буллапа (пичет) хыпарҫӑсем 1414 ҫулхи нарӑсӑн 4-мӗшӗнче ҫитнӗ. Ҫак кунах университета чаплӑ уяв ирттерсе уҫнӑ.

Сент-Эндрюс университечӗ (акӑлч. University of St Andrews, кӗск. St And) — никӗсленӗ кунне шута илсен Шотландири чи ватӑ университет шутланать, Аслӑ Британине тата акӑлчанла калаҫакан тӗнчене шутласан — виҫҫӗмӗш (Оксфордпа Кембридж университечӗсем хыҫҫӑн).

Хальхи вӑхӑтра университетра тӑватӑ факультет — теологи, ӳнерпе гуманитари ӑслӑлӑхӗсен, медицина тата тӗрӗс ӑслӑлӑхсен факультечӗ. Факультетсем, хӑйсене илес пулсан, шкулсем ҫине пайланаҫҫӗ. Ӑслӑлӑх факультечӗ шутне ҫутҫанталӑк (биологи, математика, физика т. ыт. те) пек ӑслӑлӑхсем кӑна мар кӗреҫҫӗ, унта социаллӑ (экономика) ӑслӑлӑхсем те пур, вӗсен кашнин хӑйӗн шкулӗ пур.

Университетра сакӑр пине яхӑн студент вӗренет. Университетран вӗренсе тухнӑ ултӑ ҫын Нобель премине тивӗҫнӗ.

Университетӑн хӑйӗн радиостанцийӗ тата хаҫачӗсем пур. Тӗрлӗ специализаципе ӗҫлекен студент клубӗсем нумай. Спорт тӗсӗсене суйланӑ чухне те студентсен суйлавӗ анлӑ.

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (5)]

Comments:

Евразиец // 3592.88.7110
2023.02.27 19:02
The comment was deleted.: нарушение правил написания комментариев (пункт 1.11)
Agabazar // 2697.76.6666
2023.02.27 19:15
Agabazar
Кашни ăслăлăхах — тĕрĕс. Енчен те тĕрĕс пулмасан — вăл вара ăслăлăх та мар.
Agabazar // 1088.5.2431
2023.02.28 12:10
Agabazar
«Точная наука» тенине «тĕллĕхлĕ ăслав» тенĕччĕ.
2023.02.28 13:19
Вячеслав Шорников
Эп Михаил Скворцовӑн словарӗнчен илтӗм. 2012 ҫулта тухнинчен. 429 стр.
Agabazar // 1088.5.2431
2023.02.28 13:48
Agabazar
Словарьтен илнĕ пулсан, словарьтен илнĕ пултăр. Анчах та:

Кашни ăслăлăхах — тĕрĕс.

Енчен те тĕрĕс пулмасан — вăл вара ăслăлăх та мар.




Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters