Пÿтсĕр сăмахпа тăванлисем çаксем: пÿтлĕ, пÿтĕш (Пÿтĕш Паттян — Юхма Мишшин персонажĕ). Тата «Арçури» поэмăра «пÿт ухмаххи тапранать» тени пур.
Сăмахăн этимологине экспромтла каласа пама пултараймастăп. Ятарласа шĕкĕлчесе пăхсан, тен, Аçтахар каланă пекех пуль. Анчах та ăна епле çырассине этимологипе пусахласа çыхăнтармасан та юрать.
Словарьсенче епле палартнă — çавă тĕрĕс. Анчах та эп хам Ӳӳ вариантлине килештеререх паратăп.
Канăçлă тени кан глаголтан пулнă. Çапла вара кунта çав глагола кань япала ячĕпе пăтраштармалла мар. Вара пурте йĕркеллĕ пулать.
Хальлĕхе тенинче Ьь паллă кирлех мар. Мĕншĕн кирлĕ маррине эп Интернетра пин хут та ăнлантарса панă ĕнтĕ. Анчах та ĕççыннисем питех те тархасласа ыйтсан, тата тепĕр хут ăнлантарса пама пултаратăп. Яланах хатĕр.
Кунти çемçетÿ паллине Элĕкри генилле Ларионов Хоспочын ÿте тăрăннă шăрпăкпа танлаштаратчĕ. Аçтахар вара, темшĕн, ку тĕлĕшпе Виноградовсем хыççăн кайма шутланă.
Кань текен хай тĕллĕн çÿрекен сăмах Петĕр Хусанкай сăввисенче пур. Енчен те ун пек сăмах халĕ (хальхи саманара) çук пулсан, умĕнчи çăлтăрпа паллă тăваççĕ, сăмахран: *тенкĕр (тинĕс).
Кунта чи кăсăкли акă мĕн (маларах та ун пирки каланăччĕ). Çырулăх йĕркевĕсене кура КанЬсĕр, КанЬлĕ пулмаллаччĕ çырура.
Анчах та чăннипе кулленхи ĕçлевлĕхле ун пекки çук. Виноградовсем те: "Тĕрĕс мар!" — тесе кăшкăрашмаççĕ темшĕн. («Халлĕхе» тение, авă, ярса тытма ĕлкĕрнĕ!)
Кансĕр, Канлĕ тенисенче малтанхи компонент япала ячĕ пулни тÿрех паллă. Мĕншĕн тесен -сăр/-сĕр аффикс шăпах çав пуплев пайĕ çумне çыпçăнать, глагол патне мар.
Çапла вара, çырури унашкал формăсне çырулăх йĕркевĕсемпе килĕшÿллĕн мар, традицие пула çирĕпленнĕ темелле.
Халлĕхе тенине асăнтăм-ха, И. А. Андреев вара пире «шинельЬлĕ салтак» тесе çыртарасшăн питĕ тăрашатчĕ.
Кань сăмахра н çемçелет те, çавăнпа сĕр çырма тивет. Анчах та традицие кура кунта çĕмçетÿ паллине (Ьь) çырмаççĕ.
Чăннипе вара çырмаллаччĕ. Çапларах ку япалан мыскари.