Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +1.3 °C
Красивая женщина - это пир для глаз во время чумы для ушей.(А. Кнышев)
 

Ad

Аçтахар Плотников: Ҫӗнӗ Лапсар патӗнчи инкеклӗ ҫул тӑваткалӗ

Аçтахар Плотников01.10.2023 21:562713 views

Паян тӑвансем патӗнчен таврӑннӑ май Шупашкартан Ҫӗнӗ Лапсара М7 урлӑ каҫакан ҫул ҫинче авари асӑрхарӑм. Пысӑк тиев машини тӑрать, темиҫе васкавлӑ пулӑшу машинисем, ГИБДД транспорчӗ хӑйӗн ҫуттисемпе мӗлтлетсе тӑрать... Каярах «Руль умӗнче» автофорума пӑхрӑм та — иккен, ку тиев машини васкавлӑ пулӑшӑва ирттерсе яман. Темиҫе видео та пур.

Видеосене пӑхсан ҫакӑ паллӑ: тиев машини пысӑк хӑвӑртлӑхпа светофорӑн симӗс ҫути ҫине васканӑ. Ҫав вӑхӑтра васкавлӑ пулӑшу машини Ҫӗнӗ Лапсар поселокне каҫса ӳкес тенӗ. Уншӑн хӗрли ҫутӑлнӑ пулнӑ ӗнтӗ, анчах вӑл, мӗлтлетмӗшне ҫутса, сасӑ кӑларса каҫса каясах тенӗ пулас. Икӗ машина пӗр-пӗрне тӗл пулнӑ, васкавлӑ пулӑшу машининче виҫҫӗн аманнӑ.

Чӑн та, ку ҫул тӑваткалӗ ытла та инкеклӗскер. Пӗрре ман куҫ умӗнчех кунашкал евӗр пӑтӑрмах сиксе тухнӑччӗ. Ун чухне те пулӑмсем йӑлт ҫакӑн пекччӗ. Росгварди машини, светофор ҫинче кӗтсе тӑрас мар тесе (вӗсен ӑҫта васкас-ха тата?) мӗлтлетмӗшпе тата сасӑ кӑларса Ҫӗнӗ Лапсара каҫас терӗ. Эп ун чухне Шупашкартан таврӑнатӑп... Светофорӑн симӗс ҫуни ҫутӑласса кӗтетӗп — ара ман та Ҫӗнӗ Лапсара каҫмалла-ҫке… Хайхи Росгварди машини сиксе тухрӗ те ҫул тӑваткалне, ун ҫине ҫав самантрах ҫӑмӑл машина пырса тӑрӑнчӗ. Руль умӗнче хӗрарӑмччӗ пулас…

Ҫак икӗ авари те мӗнле сӑлтава пулса иртнӗ-ха? Ара, Карачура енчен Кӳкеҫ еннелле тӳррӗн каякансем тем тесен те хӗрлӗ ҫутӑпа каҫакансене (васкавлӑ пулӑшу машини-и вӑл, Росгварди транспортчӗ-и — пӗлтерӗшлӗ мар) асӑрхаса ҫитереймеҫҫӗ. Сулахай енче вӗсемшӗн вӗт-ха Шупашкаралла пӑрӑнас текенсем черетре тӑраҫҫӗ. Вӗсем витӗр мӗлтлетнине асӑрхама пит йывӑр. Уйрӑмах, енчен те эсӗ васкаса ҫул тӑваткалӗ урлӑ симӗс ҫутӑпа каҫса каясшӑн пулсан… Аварин тепӗр сӑлтавӗ те кунта пур — ку вӑл Карачура патӗнчи пӑкӑ. Кашни канмалли кун ҫак вӑхӑтра вӑл унта йӗркеленет. Ҫапла май вара ӗнтӗ, ман шутпа, ку тиев машини, ахӑртнех пӑкӑра ҫухатнӑ вӑхӑта хӑваласа ҫитерес тенӗ. Анчах васкани пӑтӑрмах патне илсе ҫитернӗ.

Ҫӗнӗ Лапсар патӗнчи ҫул тӑваткалӗ чӑн та питӗ йывӑрскер. Унччен малтан апла марччӗ, анчах хальхи вӑхӑтра пирӗн Лапсар ялӗ патӗнче Чулхула еннелле яланах пӑкӑ йӗркеленет. Хӑш чухне вӑл Ҫатракасси таранах ҫитет. Унсӑр пуҫне Шупашкара пӑрӑнма та яланах черет тӑма тивет. Хӑшӗ-пери вара чееленет: Ҫӗнӗ Лапсара кӗрсе ҫаврӑнса тухаҫҫӗ. Капла вӗсен черетре сахалтарах кӗтме тивет...

Кунти светофора та йӗркелеме тӑрӑшрӗҫ ӗнтӗ. Калӑпӑр, Ҫӗнӗ Лапсартан хуланалла каҫма вӑхӑт пит сахал уйӑрнӑ, ҫапла май Вӑрнар ҫулӗ ҫинчен Кӳкеҫ еннелле нумайӑшӗ хӑвӑртрах каҫаяҫҫӗ. Хӑрушсӑрлӑх енчен те утӑмсем тунӑ. Енчен те унччен 161 автобус (Ҫатра-Хачахмат еннелле ҫӳрекенскер) Лапсарта тухакан пассажирсене Шупашкаралла пӑрӑнас умӗн антарса хӑваратчӗ пулсан, хальхи вӑхӑтра унта чарӑну ҫук — автобус ҫынсене Ҫӗнӗ Лапсара кӗрсех антарса хӑварать. Ҫапла май автобусран аннӑ ҫынсем ҫул урлӑ вӑл вырӑнта каҫмаҫҫӗ. Питӗ ӑслӑ шухӑша пурнӑҫа кӗртнӗ!

Апла пулин те кунта лайӑхлатмалли ӗҫсем пайтах-ха. Пӗр-пӗр развязка кирлех. Ӑна тахҫанах тӑвӗччӗҫ пуль, анчах ҫумра Ҫӗнӗ Шупашкаралла каякан чукун ҫул иртни чӑрмантарать. Тата тахҫан-тахҫан сас-хура пурччӗ (хыпар пекех ӑна пӗлтернӗччӗ пек астӑватӑп) — кунта ункӑ хатӗрлесси пирки. Планӗсем чӑн та пур пулӗ, анчах яланхи пекех укҫи-тенки ҫитмест ӗнтӗ... М12 мӗнпур укҫа-тенке, ахӑртнех, хӑй ҫине туртса илнӗ… Апла пулин те, паянхи ҫак ҫул-йӗр пӑтӑрмахӗ Лапсар ҫул тӑваткалӗнче хӑрушсӑрлӑха ӳстермеллине кӑтартса парать. Мӗлтлетмӗшпе тата сиренӑпа пыракан водительсен те асрах тытмалла — Кӳкеҫ еннелле тӳрӗ вӑшлатакансен сире тем тесен те асӑрхама йывӑр. Хӗрлӗ ҫутӑ ҫине каҫма сирӗн ирӗк пур, анчах ҫакна ытти водительсем сире ирттернине курсан кӑна тумалла. Шупашкаралла пӑрӑнма хатӗрлекенсен черетне курсан — пушшех те асӑрханса каҫмалла. Кӑшт тормоз ҫине пусни тем тесен те ҫав тери нумай вӑхӑта илмест, эсир вара пациент патне вӑхӑтра ҫитетӗр. Хама илес пулсан эпӗ пешеходсен каҫмипе те асӑрханса каҫатӑп. Унталла-кунталла темиҫе хут пӑхатӑп. Машинӑсем ирттерсе янине курсан кӑна каҫатӑп. Хӗрлӗ ҫутӑпа каҫнӑ чухне те ман шутпа ҫавӑн пекех асӑрхануллӑ пулмалла. Тиев машинине час чараймастӑн вӗт...

 

«Руль умӗнче» порталтан илнӗ фото.

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (1)]

Comments:

Каçхи вулакан // 3417.53.5062
2023.10.01 22:39
Аван çырнă, вулама кăмăллă. Чăн та, хăрушă çав çул çинчи çавăн евĕр вырăнсем, çĕр хут, пин хут тимлĕ пулас пулать çав тĕлте.

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters