Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 -6.7 °C
Есть люди, даже мысли свои облачающие согласно требованиям моды.(Б. Авербах)
 

Ad

Анатолий Кибеч: Хаклӑ йӑхташӑмӑрсене чӗнсе калани

Анатолий Кибеч30.11.2023 17:152663 viewsEdit Delete

Анатолий Кибеч «Хаклӑ ентешӗмӗрсене чӗнсе калани» уйрӑм кӗнекен пичетленсе тухрӗ. Хушса ҫырнӑ йӗркесем пурри те паллӑ. Вулакансене вӗсем те усӑллӑ пулассӑн туйӑнать.

Пурнӑҫӑн тӗрлӗ тапхӑрӗсем халӑхпа уйрӑм ҫын умне ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ тӗллевсемпе ыйтусем кӑларса тӑратнине шута илсе, кашни ҫын телей курма ҫуралнине, эпир пурте хамӑр турӑ суйласа илнӗ ырӑ та ӑслӑ халӑхӑмӑр ачисем пулнине асра тытса, тӑван халӑха упраса унӑн ятне-сумне мухтава кӑларасси пирӗн кашнин таса тивӗҫӗ пулнине аса илтерсе, хаклӑ ентешӗмсем, эпӗ сире хам шухӑша палӑртса ҫапла чӗнсе калас тетӗп.

Тӑван халӑх пулман тӑк эпир те пулас ҫукчӗ. Вӑл пирӗншӗн анне те, атте те. Халӑхшӑн ырӑ ӗҫ тума тытӑнасси юратупа вӑй илнӗ чӑвашлӑх туйӑмӗнчен пуҫланать. Ҫав туйӑм ӑс-тӑна ҫивӗчлетет, хавхалану кӳрет, хамӑр хушӑри туслӑха, пӗрлӗхе ҫирӗплетет. Кӗскен каласан, пирӗн ҫӑлӑнӑҫпа малашлӑх сывӑ та ӑслӑ ӑру парнелекен икӗ чӑваш юратӑвӗнче.

Чӑвашшӑн чӑвашах шанчӑклӑ.

Телейлӗ ҫын пуласси хӑвӑртан килет; ыттисене ӳпкелес йӑлана пӑрахӑр; иртнипе мар, хальхи вӑхӑтпа харӑс утса ҫӗнӗ тӗллевсем лартӑр; ӗҫе тӗплӗ туса тулӑх пурнакан ӑнӑҫлӑ ҫын пулма тӑрӑшӑр; шухӑш-кӑмӑл ирӗклӗхне, чун ҫирӗплӗхне упрӑр; чыс-хисеп вараланасран сыхланӑр. Телей вӑл ӑҫта пурӑннинчен мар, мӗнле пурӑннинчен килет.

Ҫӗр-аннерен ан пӑрӑнӑр. Пирӗн Улӑп-паттӑр та хӑйӗн вӑй-хӑватне ҫавӑнтан илсе тӑнӑ. Ҫӗр сӗткенӗпе ҫӑвӑнса чӑвашсем ҫутҫанталӑк йӗркине лайӑх пӗлекен халӑх пулса тӑнӑ. Хулара пурӑнма тытӑнсан та ҫӗртен ан сивӗнӗр, ҫынпа ҫутҫанталӑк хушшинчи ҫыхӑнӑва тӗрӗс тытса пырӑр.

Хӑвӑршӑн ӗҫлеме тата тунӑ пурлӑхпа ыттисемпе пайлашма хӑнӑхӑр. Параканӑн хутшӑнса пырӗ. Хамӑр пирки кахал, чухӑн, хыт кукар тенине илтмелле ан пултӑрччӗ. Ҫула лайӑххи, ҫӗнкурӑмли кӑна уҫса пырать. Ӑста специалист пулма тӑрӑшӑр. Чӑннипе, ҫын хӑйне ӗҫре тупать. Пур ӗҫ те малтанхи утӑмран, пӗчӗкрен пуҫланать. Пысӑк ӗҫ вӑл пӗчӗк ӗҫ ачи кӑна. Сирӗн ачӑрсемшӗн чи паха эткерлӗх ылтӑн-кӗмӗлтен те чи хакли – пӗчӗкрен хӑнӑхтарса ӳстернӗ ӗҫченлӗх пултӑр.

Сывлӑха хавшатакан япӑх йӑла-йӗркерен сыхланӑр, уяври евӗрлӗ ним усӑсӑр пурнӑҫ илӗртӗвӗнчен пӑрӑнӑр. Пур ҫӗрте те виҫелӗх пултӑр. Унтан иртсен куляну ҫитсе те тӑрӗ. Ҫын хӑй пурнӑҫне хӑй кӗскетет.

Пӗр кун пурнӑҫӗ те паха ҫитӗнӳ. Ӑна лайӑх тишкерсе тухсан, малашлӑх вӑрлӑхӗ те курӑнса кайӗ. Ыранхи кун – паян пуҫланать.

Тӑвансемпе ытти ҫывӑх ҫынсем умӗнчи тивӗҫе ан манӑр. Пире Ҫын пулма вӗсем пулӑшса пынӑ. Эпир хамӑр ҫеҫ мар, пирте ыттисем те пур; кашнин ҫитӗнӗвӗ – пӗрле тунӑ ӗҫ.

Ҫемье чысне упрӑр; йӑх историне тӗпчӗр; вара тин кампа е мӗнпе мӑнаҫланмалли тупӑнӗ; вӑйлӑ ӑрӑва тӑсаканӗ эсӗ хӑв пулнине лайӑхрах туйса илӗн. Ҫемье правине хӳтӗлӗр. Килти телей канӑҫсӑр шухӑш-кӑмӑла, ӗҫри йывӑрлӑха ҫӗнсе илме пулӑшса пырӗ. Асра тытӑр: ватлӑх ялан ҫамрӑксен аллинче. Пӑр ачапа кӑна ан ҫырлахӑр: кайран тӑлӑха юлӗ.

Шӑллӗсемпе йӑмӑкӗсем те пулччӑр.

Халӑхӑмӑр пирӗн пур енӗпе те пултаруллӑ. Иртнӗ тапхӑрти пысӑк йывӑрлӑхсене пӑхмасӑр сыхланса юлнӑ, хӑй чысне, пархатарлӑхне ӳкме паман, чӑваш чунне ӑшӑтакан культурине пуянлатса пынӑ. Ҫак культурӑн никӗсӗ – тӑван чӗлхе. Ҫавна упрасчӗ. Пултаруллӑ ачасене ӳнер ҫулӗ ҫине тӑма пулӑшасчӗ. Хамӑр илеме, искусствӑна ыттисене кӑтартса туссен йышне ӳстерсе пырар. Ан тив, илем те пире майлӑ ӗҫлетӗр.

Ялшӑн шкул пурри паха. Ӑна асаттесем ачисен пуласлӑхӗ ҫинчен шухӑшласа уҫнӑ, вӗсем ҫутта тухса пур енлӗ аталаннӑ ҫын пулччӑр тесе тӑрӑшнӑ. Хӑвӑр пӗлӗве ӳстерсе пырӑр, вулама ан пӑрахӑр.

Ҫивӗч ӑс-тӑнпа таса сипет ватлӑх илемӗ пултӑр.

Тӑван халӑх пирки нихӑҫан та, ниҫта та япӑх ан шутлӑр, ан калаҫӑр. Халӑх яланах таса та аслӑ. Вӑл пулман тӑк Чӑваш республики те пулас ҫукчӗ. Автономи – ҫак халӑхӑн политикӑри пысӑк ҫитӗнӗвӗ. Ун пирки сыхӑ тӑмалла. Тӗнчери чылай халӑх паян та автономишӗн кӗрешет, ҫапӑҫать. Республика пурри пире чӑннипех пысӑк усӑ кӳчӗ. Раҫҫейри патшалӑх тытӑмӗ улшӑнма та пултарӗ, анчах Тӑван Ҫӗршыв – яланах пӗрре. Вӑл сывах мар чухне те чун пӗрех ҫавӑнталлах туртать, юрату та ҫаплипех.

Чӑваш хӑй ӗҫӗпе пурӑнма хӑнӑхнӑ. Ытти халӑх аллинчи ҫӑкӑра туртса илес йӑла ҫук. Шел, ун ӗҫченлӗхӗ паян хамӑр республикӑна сахалтарах тивет, унпа ытларах урӑх ҫӗрте усӑ кураҫҫӗ. Пире халь производствӑна лайӑх йӗркелесе тытса пыракан ертӳҫӗсем, малкурӑмлӑ пуҫлӑхсем, чӑн-чӑн патриотсем ҫителӗксӗрри пӑшӑрхантарать. Вӗсене пирӗн хамӑрӑн пӑхса ҫитӗнтермелле, пулӑшмалла, суйламалла; халӑх умӗнчи тивӗҫне, яваплӑхне туйса ӗҫлеччӗр. Пуҫлӑх пуканне йышӑннӑ чӑваш халӑхшӑн сиенлӗ ӗҫ тунине курас марччӗ.

Наци сӑпки – чӑваш ялӗ, ҫавна упрасчӗ. Ял ҫынни валли ӗҫ вырӑнӗ йӗркелесе республикӑна пур енӗпе те килӗшӳллӗ аталанса пыракан илемлӗ вырӑн туса хурасчӗ. Ӑна курсан, инҫетре пурӑнакан кашни йӑхташ чӗринче мӑнаҫлӑх туйӑмӗ ҫуралтӑр.

Чӑвашсем – эпир Раҫҫей ҫыннисем. Унти тӗрлӗ халӑхсен туслӑ ҫемьинче пурӑнатпӑр. Раҫҫей – пирӗн тӑван кил. Ҫӗршыва хӳтӗлесе пуҫне хунӑ асаттесен вил тӑприйӗсем те кунтах. Ҫакӑн ҫинчен ҫамрӑксене тӗплӗн каласа парасси – чӑннипех пархатарлӑ тӗллев. Чӑваш халӑхӗн мухтавлӑ ывӑлӗ, Совет Союзӗн Геройӗ ятне икӗ хутчен тивӗҫнӗ А.Г. Николаев космонавт вӗсемшӗн хастарлӑхпа ҫынлӑх идеалӗ пулса тӑтӑр. Ӗҫре, спортра, искусствӑра ҫитӗнӳ туса чӑваш ятне тӗнче шайне ҫӗкленӗ йӑхташсемпе мухтанар, вӗсенчен тӗслӗх илер.

Тавӑру ҫулӗ ҫине ан тӑрӑр. Кӗвӗҫ чунсемпе кӗрешсе вӑхӑтпа сывлӑха сая ан ярӑр. Ӗҫри, пурнӑҫри ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем тавлашу сӑмахӗнчен ҫӗр хут вӑйлӑрах.

Обществӑри хастарлӑха ан чакарӑр, хӑвӑр тивӗҫлӗхпе ирӗклӗхшӗн ҫирӗп тӑрӑр. Шӑпа таҫта илсе ҫитерсен те йӑхташсене шырӑр, ӗҫри, пурнӑҫри кӑлтӑксене пӗр-пӗрне пулӑшса сирсе пырӑр; наци пӗрлӗхӗсене йӗркелесе чӑмӑртанӑр; вырӑнти влаҫпа килӗштерсе ӗҫлӗр, ертӳҫӗ, депутат е командир пулма сӗнсен, иккӗленсе ан тӑрӑр. Эпир йӗркеллӗ те шанчӑклӑ ҫынсем иккенне пур ҫӗрте те пӗлеҫҫӗ, – ҫакна пурнӑҫ хӑй кӑтартса панӑ. Ан манӑр: обществӑри вырӑна ҫирӗплетме ӗҫченлӗхпе пӗрле тата тӗнчекурӑм шайӗ те кирлӗ. Чӑннипе, ҫын вӑл пуҫ миминче пурӑнать. Ҫавӑнта вырнаҫнӑ та ӗнтӗ ӑна хӑй ытамӗнче тытса тӑракан шалти тӗнчийӗ. Пур ҫынна та, пур япалана та кӗртес марччӗ унта; тасалӑхне упрасси – хамӑртан килет.

Паянхи политикӑпа тӗн йӗркине тытса пымалли тӗп мелсенчен пӗри – ҫынна хӑратса пӑхӑнтарасси. Ҫак туйӑм хыҫҫӑн ан кайӑр. Хӑвӑра шанӑр. Пултарулӑхӑра ӗҫпе ҫирӗплетсе пырӑр. Сӑвӑҫ калашле: «Ҫакӑ ҫутӑ тӗнчере вӑйли ҫук та этемрен». Асра тытӑр: ҫынна Ҫын кӑна пулӑшма пултарать.

Шупашкарӑн туртӑм вӑйӗ ҫултан-ҫул ӳссе пырать, мӗншӗн тесен ӑна пӗтӗм чӑваш хӑйӗн тӗпхули

тесе йышӑнать. Республикӑпа хула ертӳҫисенчен Шупашкар сӑнарӗ пирки ҫирӗп ыйтмалла. Вӑл ытти хуласенчен чӑвашлӑх енӗпе уйрӑлса тӑтӑр; ахаль хула маррине пирӗн пурин те асра тытмалла.

Сире тӑван-хурӑнташ вырӑнне хурса чӗнсе каланӑ май, тепӗр ӗмӗтӗме пӗлтерем. Манӑн эсир кашнийӗ халӑхӑн шанчӑклӑ ывӑл-хӗрӗ пулнине курас килет. Хӑвӑра мӗнле тыткаланине, чӗлхе культурине асӑрхаса ытти халӑх ҫыннисем, республика хӑнисем пӗтӗм чӑваш пирки пӗтӗмлетӳ тӑваҫҫӗ. Эсир чӑн-чӑн патриотсем пулнине те асӑрхаччӑр.

Халӑхӑн ырӑ сӑнарне кӑтартса хамӑр ҫӗкленсе пыратпӑр, аслӑ ӑрӑва сума суса лӑпкӑ та тивӗҫлӗ ватлӑхӑмӑра хатӗрлетпӗр. Пурнӑҫа юратӑр! Вара вӑл сирӗншӗн кашниншӗн савӑнӑҫпа телей ҫӑлкуҫӗ пек тапса тӑрӗ.

Ҫапла пултӑр!

 

Пурне те ырлӑх тата хальхи пек ҫивӗч ӑс-тӑнпах нумай ҫул пурӑнма ҫирӗп сывлӑх сунса

Анатолий КИБЕЧ 5.05.2020 ҫ.

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (10)]

Comments:

Agabazar // 3576.33.3591
2023.11.30 18:11
Agabazar
«Производствăна» аталантарассине çав сăмаха чăвашла калама хăнăхассинчен пуçламалла — тăвăмлăх.
Шеверкке // 7060.5.2022
2024.02.19 12:47
Шел, чӑвашсен ашшӗ пулса тӑнӑ (Ҫӳлти Пӳлӗхӗ темелле мар-ши) Хисеплӗ хосподин Кибеч чӑвашсене хӑвӑр ачусене чӑвашла вӗрентӗр тесе чӗнмен. Хӑйӗн ачисем чӑвашла пӗлмеҫ-тӗр. Тен, ун шучӗпе чӑвашла пӗлменни, калаҫманни ним те пӗлтермест, кирлӗ те мар?
Валери ТУРКАЙ // 5886.3.6615
2024.02.20 06:02
Еплерех çак çыннăн Вĕрентекен тата Çулпуç пуласси килет!!!
Урăх нимĕн те кирлĕ мар ăна, нимĕн те!!!
Диагнозĕ ансат - мания величия!
Валери ТУРКАЙ. 20.02.24. Хĕллехи Кĕтне хĕрри. Хырай Ĕнел.
Мунча кĕме килме пултаратăр!
Вырăк // 3856.0.0967
2024.02.20 07:17
Вăл тăван халахăн ачисемшĕн ĕмĕр ирттернĕ тăрăшса.Халăхшăн кĕрешнĕ.Эсĕ кăна хăвăн ачусемшĕн кăна пăшăрханан айванскер.
Ялтан // 3347.6.7291
2024.02.20 09:18
Эсир,хула ҫыннисем,ялти лару-тӑрӑва пӗлместӗр тесен те юрать.Хальхи ача смартфон аллинче,мӗнле чӗлхепе калаҫассине те хӑй суйласа илет.Ял вырӑсланса пыни те сисӗне пуҫларӗ.Ҫакӑ та ачасенчен пуҫланчӗ курӑнать.Ашшӗ-амӑшӗ те парӑнса пырать.Вӑт ҫапла вӑл чӗлхе шӑпи.
Agabazar // 3530.76.9239
2024.02.20 21:27
Agabazar
Автор: "Раççей — пирĕн тăван кил," — тенĕ.

Тата мĕн кирлĕ? Тата мĕн çитмест?

Ялтан текенни, мĕн суйса ларан такам темĕн «суйласа илни» пирки? Кама улталасшăн? Кама шăнман пăр çине лартса ярасшăн?
Вулакан // 3347.6.7291
2024.02.21 10:22
Сумлӑ Кибеч мучине чӑваша телейлӗ ҫын пулма ырӑ сунса тӗрӗс ҫырнӑшӑн тав сӑмахӗ калама манас марччӗ.
Валери ТУРКАЙ // 5886.3.6615
2024.02.21 11:11

ВЫРĂК Валери ТУРКАЯ: "Эсĕ кăна хăвăн ачусемшĕн кăна пăшăрханан айванскер".

Валери ТУРКАЙ - Вырăка: "Вырăк! Эп сана кăшт кăна ăслăрах этем тесеччĕ. Эп питĕ йăнăшнă иккен!
1. Эпĕ, Валери ТУРКАЙ, "айванскер", хамăн ачасемшĕн пăшăрханни начар-и вара у?.. Е эс, айванмарскер, хăвăн ачусемшĕн, вĕсем сан пур пулсан, паллах, пăшăрханмастăн-и?.. Пăшăрханмастăн пулсан, çын-и эс?!
2. Эпĕ, Валери ТУРКАЙ, ытти чăваш ачисем пирки пăшăрханман пулсан, 1996 çултанпа нумай хут чăваш ачисен "Çеçпĕл Кăвайчĕ" Поэзи Акатуйне ирттереттĕмччĕ-и?..
3. Эпĕ, Валери ТУРКАЙ, ытти чăваш ачисем пирки пăшăрханман пулсан, 7 хут Комсомольски районĕнче, 3 хут Йĕпреç районĕнче чăваш ачисем валли "Туркай вылавĕсем" ирттереттĕмччĕ-и?.. Ачасене вуншар пин тенкелĕх паха кĕнеке парнелеттĕмччĕ-и?..
4. ЭСĔ, айван мар Вырăк, МĔНЛЕ ЫРĂ ĔÇ турăн юлашки вăхăтра чăваш ачисем валли?!
5. Ма-ке çав териех кураймастăн-ке эс мана, Вырăк-тусăм?.. Тен, ăнсăртран кÿрентернĕ эп сана?.. Кÿрентернĕ пулсан, каçар, тархасшăн, айванскере!
Валери ТУРКАЙ. 21.02.2024
Вырăк // 8375.5.5229
2024.02.22 08:27
Эх Туркай.Сарказм пулнă ĕнтĕ ман сăмахсем çĕнĕ патриархăмăр пирки калани.Хăйне ДЕДУШКА теççĕ пулсан мĕн чăвашлăх пирки сÿпĕлтетмелле?.Вăт Туркай -Кукаçей!.Гений!
Agabazar // 2164.47.7997
2024.02.22 12:20
Agabazar
Унччен Кип(б)еч юлташăн халалĕнче Тăван Раççей пирки калани çукчĕ пек астăватăп (тĕрĕслесе те пăхасшăнччĕ, анчах кивĕ варианта тупаймарăм).

Ахăртнех, кам та пулсан систернĕ пулмалла çакнашкал улшăну кĕртме. Е хăйех «тавçăрса илнĕ».

Каçарăр, кăштах васкарăм. Шыраса тупрăм хайхине. https://ru.chuvash.org/blogs/comments/5142/2.html

Тăван Раççей пирки калани унта та пур. Ахалех иккĕленнĕ иккен. Пулать ун пекки те.

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters