Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +3.3 °C
Время есть мысль или мера, а не сущность.(Антифонт)
 

Ad

Хӗветӗр Уяр: Хв. Уяр. Аттене мӗнле вӗлерчӗҫ (асаилӳ)

Хӗветӗр Уяр12.04.2024 15:234127 viewsEdit Delete

Умсӑмах

Чӑваш халӑх ҫыравҫин Хӗветӗр Уярӑн 110 ҫулхи юбилейне паллӑ тума хаҫат-журнал пӗлтӗрех хатӗрленме пуҫланӑччӗ. «Тӑван Атӑл» ҫулталӑкӗпех сӑмах ӑстин паллӑрах илемлӗ хайлавӗсемпе публицистикине номертен номере парса пычӗ, вӗсене Юрий Артемьев критик паянхи куҫпа пӑхса ӑнлантарса, хакласа пычӗ. Тӗпрен илсен аван ӗҫ пулчӗ ку. Ҫак пуҫаруран «Чӑваш халӑх сайчӗ» те тӑрса юлмарӗ. Малтанах «Ӑҫта эс, тинӗс» калав историйӗ» асаилӳ тухрӗ, ӑна 5 пин ытла вулакан уҫса пӑхнӑ, вӗсенчен чылайӑшӗ хайлава вуласа тухнӑ пулӗ тетӗп. Каярахпа «Иртнипе пуласси» статьяна икӗ сыпӑкпа пачӗҫ (пӗтӗмпе 13 пине яхӑн ҫын ытла уҫса пӑхнӑ).

Анчах шаннӑ кайӑк йӑвара пулмарӗ каларӑша та аса илме тивет. Хула хуҫисем Шупашкарти пӗр урама Уяр ҫыравҫӑ ятне парас ыйтӑва икӗ хутчен пӑхса тухса та татса параймарӗҫ. Кулӑшла мар-и, вӗсене ҫыравҫӑ ятӗнчи «Х» саспалли чӑрмантарнӑ иккен. Ним те калаймӑн, ыйтӑва пур енлӗн тӗпчеҫҫӗ. «Улица Хв. Уяра» вырӑнне «Улица Фёдора Уяра» тесе ҫырса хунӑ пулсан та хирӗҫлекен пулмастчӗ, анчах Ҫыравҫӑсен Союзӗ пӗр шит те каялла чакасшӑн мар иккен, Уйӑп Мишши такӑрланӑ ҫулпах утасшӑн. Уяр ятне каллех «резерв» текен таблицӑна ҫырса хӑварнӑ.

Ҫавра ҫулталӑк пулнӑ май «Чӑваш халӑх сайтне» Ф. Уярӑн «Аттене мӗнле вӗлерчӗҫ» асаилӗвне сӗнсе пӑхас килет. Мехел ҫитессе кӗтсе автор ӑна нумай ҫул хушши чӗри варринче упраса пурӑннӑ, ҫӗршывра ҫанталӑк уяртсан тин, прокуратурӑран кирлӗ хутсем ярса парсан, хайлава пичетлесе кӑларма май килнӗ. Ҫакна палӑртса калать Ф. Уяр – «кулак ачи» тени ӑнсӑртран такам персе янӑ сӑмах пулман, вӑл ирӗксӗрлесе ҫакса янӑ йывӑр кутамкка пек, ӑна малалла ӳсӗмлӗн утма ӗмӗр тӑршшӗпех чӑрмантарса тӑнӑ.

 

Валерий Алексин.

Аттене мӗнле вӗлерчӗҫ

(Хушса тӳрлетнӗ вариант)

 

1924-25 ҫулсенче пирӗн туслӑ кил-йыш вунӑ-вуникӗ ҫынран иртнӗччӗ ӗнтӗ, ҫаплах хушӑнса пыратчӗ-ха. Апат ҫинӗ чух сӗтел пуҫне сӗтел тӗксе лартатчӗҫ те, вара пӳртре шакӑр ҫын курӑнатчӗ. Вӗсенчен ҫурри ытла — пиччесемпе инкесем — кервен те вӑйпитти халӑхчӗ. Ӗҫ вӗсемшӗн савӑнӑҫ кӑначчӗ пулмалла, пӗрмай шӑкӑл-шӑкӑл калаҫни те кулни илтӗнетчӗ. Атӗтте (асатте) те пурӑнатчӗ-ха ун чухне. Ӑна ӗнтӗ тӑхӑрвуннӑ патнелле ҫывхарнӑ тетчӗҫ. Пирӗн енче, Самар тӑрӑхӗнче, колхозсем пуҫланичченхи ҫулсенче сӑрт-ту айккинчи ҫеремсене ҫӗтсе арпуспа тын акма юрататчӗҫ, эпӗ, тӑвансенчен чи кӗҫӗнни, атӗттепе унта хурала ҫӳреттӗм. Эпир, ӗҫленӗ пек туса ҫӳрекен ача-пӑча, ҫул хӗрринчи арпуссене тата-тата урапа патнелле кустарса яраттӑмӑр та вӗсенчен пысӑкраххисем, пӗр-пӗрин ҫумне пырса ҫапӑнса е кӑрман кустӑрмине перӗнсе, сӗлӗ пӗрчи пек вана-вана каятчӗҫ. Ӑнса пулнӑ ҫулсенче арпус хӗлле ҫиме те юлатчӗ. Ӑна пирӗн инкесем, хӗл хырӑмӗ пысӑк тесе, шетникпе йӳҫӗтсе лартатчӗҫ.

Пӗртен-пӗр аппа пулнӑ пирӗн, анне ултӑ ывӑл ҫуратнӑ. Аслӑ ывӑлӗ ҫитӗнсе ҫитсен шыва путса вилнӗ. Икӗ пичче, эп ас тӑвасса, авланма ӗлкӗрнӗччӗ ӗнтӗ, ачаллӑ-пӑчаллӑ пулса тӑнӑччӗ.

Атӗтте пирӗн тӑван мар иккенне эпӗ нумай кайран тин пӗлтӗм. Пӗлтӗм те — шалтах тӗлӗнтӗм. Тата ӳкӗнтӗм ҫакна пӗлнӗшӗн. Юлашкинчен ҫиленсе те пӑхрӑм. Манӑн чи хаклӑ пурлӑхӑма туртса илме хӑтланчӗҫ тейӗн. Ҫавӑн пек кӑмӑллӑ та ҫывӑх ҫын ачасен чун варрине ӗмӗрлӗхех кӗрсе юлнӑ, пирӗн ачалӑхӑн чи хитре пайӗсенчен пӗри пулнӑ этем — тӑван мар-и? Эпир хамӑрӑн лайӑх енӗмӗрсемпе мухтаннӑ чух – эпӗ атӗтте пек вӑйлӑ, эпӗ ӑна хывнӑ текенскерсем – халӗ унпа ют-и? Пулма пултараймасть!

Патвар ҫынччӗ пирӗн атӗтте. Ката варринчи касмасӑр юлнӑ ватӑ юмана аса илтеретчӗ вӑл. Мӗнле кӑна ҫил-тӑвӑл лӑскаман пуль ӑна хӑйӗн вӑрӑм ӗмӗрӗнче! Кам кӑна касса каяссипе хӑратман пуль. Чӑтнӑ вӑл. Тӳснӗ. Тӑррине аҫа ҫапса ҫунтарнипе те хӑрса ларман. Ҫӗнӗ туратсем кӑларнӑ...

Ӗҫченччӗ вӑл, тӳлекчӗ. Сахал калаҫатчӗ, нумай ӗҫлетчӗ. Ӗҫлетчӗ ҫеҫ мар-ха, пӗтӗмпех ӗҫреччӗ вӑл. Ӗҫ тытнӑ-тытман хитреленсе, кунӑҫланса каятчӗ вара. Пӗтӗм пурнӑҫӗ, ырлӑхӗ-хурлӑхӗ, савӑнӑҫӗ ҫав ват упан ӗҫ пулнӑ ӗнтӗ. Унсӑр пуҫне вӑл урӑх ним тӑва та пӗлмен. Пуш сӑмах ҫаптарса ларасси уншӑн инкекчӗ. Аллисене ниҫта хума аптратчӗ вара. Сӑмах чӗнми пулса ларатчӗ.

Икӗ сӑлтавпа ҫеҫ ӗҫ пӑрахатчӗ атӗтте — апат ҫиме тата ҫывӑрма выртма. Ытти чухне вӑл тӑршшӗпех хускатса янӑ мотор пекчӗ, ӗҫлетчӗ, ӗҫлетчӗ, ӗҫлетчӗ. Сывлан сывлӑш евӗрлех кирлӗччӗ пулмалла ӑна ӗҫ.

Ку ман ӗҫ, ку ҫынсен ӗҫӗ тесе нихҫан та уйӑрса тӑман атӗтте. Хире каюҫӑн е киле таврӑннӑ май камӑнне те пулин ҫумламан анине курсан, вӑл, ӑҫта кайма тухнине мансах, ҫум курӑкне тӑпӑлтарма тытӑнатчӗ. Атте ҫилленсен, мӗн эс ҫын ӗҫӗпе йӗм ҫӗтсе ҫӳрен, ухмах тейӗҫ, луччӑ килте лар тенине илтмӗшех пулатчӗ.

Вӑл виҫҫӗмӗш хут ӗҫ пӑрахнине те астӑватӑп-ха. Ун чухне атӗтте тӑхӑр вуннӑран иртнӗччӗ ӗнтӗ. Пӗррехинче, ҫуллахи шӑрӑх кун, вӑл хиртен кӗтмен ҫӗртен киле таврӑнчӗ. Аннене шыв ӑшӑтма хушрӗ, эп пулӑшнипе кункӑрара ҫӑвӑнса тасалчӗ те шурӑ кӗпе-йӗм улӑштарса тӑхӑнчӗ. (Шурӑ тени кунта япалан тӗсне мар, тасине пӗлтерет.) Апат ҫырткаласан кайри пӳртри тур кӗтессинчи вӑрӑм сак ҫине канӑҫлӑн тӑсӑлса выртрӗ. Вӑй пӗтрӗ, кӑштах канса илем-ха терӗ.

— Тен, сана пӑтӑ пӗҫерсе памаллаччӗ? — ыйтрӗ анне.

— Паян темшӗн икерчӗ аса килнӗччӗ, — терӗ атӗтте.

Ҫак сӑмахӗсем унӑн юлашки пулнӑ-мӗн...

Хӗвел каҫ еннелле сулӑннӑччӗ ӗнтӗ. Анне, лаҫра икерчӗ пӗҫерсе, ӑна ывӑспа пӳрте сӗтел ҫине илсе кӗрсе лартрӗ. Нӳхрепрен сӗт илсе тухрӑмӑр. Пӗчӗк чӳлмекпе анне ҫу шӑратрӗ. Кӗтетпӗр — атӗтте ҫаплах тухмасть. Хӗвел анас умӗн ҫывӑрма хушмаҫҫӗ тенӗрен, эпӗ атӗттене вӑратма кӗтӗм те — вӑл ӗмӗрлӗхех ҫывӑрса кайнӑ-мӗн.

Атте ӑна картмасӑртарах калаҫнине илткеленӗ эпир, сума сусах пӗтерменнине те курнӑ. Анчах унӑн сӑлтавне ӑнланман-ха эпӗ. Икӗ ӑру ҫыннисем, ҫавӑнпа пӗр чӗлхе тупайман тенӗ пулас ӳсерехпе те.

Атӗттепе анӗннен (асаннен) ача пулман иккен, пурнӑҫне аран-аран сыпӑнтаркаласа пурӑннӑ вӗсем. Атӗтте нумай ҫул Мӑкшӑ Этелек ялӗнче тарҫӑра та кӗтӳҫре ҫӳренӗ. Анӗнне килте шараҫланнӑ.

Ватӑлас еннелле сулӑнсан пӗррехинче вӗсем патне такам ача пырса пӑрахнӑ пулнӑ. (Тепӗр тӗрлӗ сӑмах: атӗтте ҫук чухне анӗнне ӑна хӑй ҫуратнӑ.) Апла-и, капла-и — пирӗн пулас атте ҫапла тупӑннӑ.

Пирӗн анне юлашкинчен куҫсӑрланса ларнӑччӗ. Аннепе атӗтте ҫинчен эпӗ хам калавсенче ҫыркаланӑ. Ятарласа мар, сӑмах майӑн ҫеҫ. Хам вӗсене пӗчӗк чух хаклама пӗлменшӗн ӳкӗнсе, ӑнсӑртран кӳрентерме пултарнӑшӑн хурланса. Кирлӗ мар енсем манӑн темӗн чухлӗ. Ватӑлнӑҫемӗн те сахалланман вӗсем. Тен, сахалланма мар, хушӑнса пынӑ. Таптан-ха эсӗ пурнӑҫ тӑршшӗпе ҫынсен ури айӗнче. Тӳс-ха уйӑхӗ-уйӑхӗпе выҫӑ хырӑма. Чӑт-ха кулленхи мӑшкӑла. Ҫавӑн пек пурнӑҫ улӑштармасть-и ҫыннӑн ӑс-тӑнне? Туятӑп — ҫӗтӗк чунлӑ эпӗ, кӗске турталлӑ, тӳрккес...

Ман аттепе анне хут пӗлмен (ун тӗсне те курман) ҫынсем пулнӑ. Хырӑма мӗнле те пулин тӑрантарас тесе, пурнӑҫ тӑршшӗпе вӗсем ака-суха тунӑ. Пӗри ыйткалакан хӗрӗ, тепри пырса пӑрахнӑ ача пулнӑ. Вӗсем ӳссе ҫитсен пӗрлешнӗ, ачисем пӗве кӗреспе кӑна хуҫалӑх тӗлӗшпе ура ҫине тӑра пуҫланӑ. Хитре пӳрт туса лартнӑ, карта-хура ҫавӑрнӑ.

Атте сӑнне питех астумастӑп эпӗ. Ҫав вӑхӑтрах эп ӑна, унтанпа утмӑл ҫул ытла иртнӗ пулсан та, миллион ҫын ҫинче те ним мар палласа илмелле. Эпир, пилӗк пӗртӑван, пурте аттерен шикленерех, унран ютшӑнарах ҫӳреттӗмӗр. Вӑл пиччесене вӑрҫкаланине, пиччесем ҫитӗннӗ май вӗсене ӳпкелесе калаҫнине илтнӗ эпӗ, кил тенинче унсӑр пулмасть; ача чухне пире хулӑ та леккеленӗ пуль. Ҫук, вӗсем шута кӗмеҫҫӗ. Эпир аттепе урӑххишӗн ҫывӑх пулман. Мӗншӗн? Кӑна эпӗ хам та пӗлместӗп. Тен, атте аннене хисеплеменшӗн. Атӗттепе атте хушшшчи пекех, аттепе пирӗн хушӑмӑрта та пӗр чӗлхе ҫукчӗ. Эпӗ, чи кӗҫӗнни, пушшех хӑраттӑмччӗ унран — нихҫан та эп ӑна куҫӗнчен пӑхман. Кӑмӑлӗ мӗнлине ун сассинчен, вӑл мӗнле сывланинчен туйнӑ. Атте хӑй мана ыттисенчен ытларах юратни те сисӗнетчӗ. Эп вӗренме тӑрӑшнине ырлатчӗ вӑл. Кӗҫӗннин тӳпи ҫавнашкал пуль ӗнтӗ. Ырри те, усалли те ун ҫине ытлашширех тӑкӑнать.

Пӗчӗккӗ чух эпӗ нишлӗ ача пулнӑ. Улттӑра-ҫиччӑре те ҫаплах ача-пӑча чирӗсемпе асапланаттӑм. Сунас иртсе пӗтмиех ҫыпӑҫнӑччӗ ман ҫума, ҫӑпансем аптрататчӑҫ. Кӗпе-йӗмпе тумтир таврашӗ те манӑн хама тайӑнччӗ — пиччесен юлашкийӗсем. Ытла шалпарччӗ вӗсем, е тӑвӑрччӗ. Ни ирӗккӗн чупса ҫӳрейместӗмччӗ ун пек ҫи-пуҫпа, чир-чӗрпе, ни тантӑшсемпе выляймастӑмччӗ. Кулатчӗҫ ачасем манран. Вара эпӗ эрни-эрнипе урама тухмасӑр чӳречерен тӗмсӗлсе пӑхса лараттӑм. Каярахпа, вӑййа тухкаласан та, эпӗ выляканни мар, пӑхса тӑраканни ҫеҫ пулнӑ. Ҫынсем мана тиркесе сӑнанине эпӗ пӗтӗм ӳт-пӳпе туйнӑ.

Пур енчен те ҫынсенчен катӑк ача, никам ҫине те эпӗ хӑюллӑ пӑхаймастӑм. Ҫитӗнерехпе, «кулак чӗппи», вуҫех те пӑхайми пулса лартӑм. Ун пекки тӗнчере урӑх та пулнӑ-мӗн. Парижра пурӑннӑ литература тишкерӳҫи М.Л. Слоним Марина Ивановна Цветаева пирки хӑйӗн пӗр статйинче ҫапла ҫырать: «Она никогда не смотрела в глаза собеседнику».

Франци писателӗ Проспер Мериме, ӗлӗкхи мемуарсемпе усӑ курса, IX-мӗш Карл короле ҫапла сӑнлать: «Вообразите себе молодого человека, довольно хорошо сложенного, с головой, немного ушедшей в плечи... цвет лица землистый; большие зеленые глаза, никогда не глядящие прямо на человека, с которым он разговаривает». (Проспер Мериме. М., 1956, I том, 464 стр.).

Апла — эпӗ ҫеҫ мар тӗнчере пӗччен.

Пиччесем хӑйсен ҫулхисемпе хутшӑнма юрататчӗҫ. Кашни ӑрӑвӑн хӑйӗн интересӗ-ҫке. Ӗмӗчӗ-шухӑшӗ, ӑнланӑвӗ, ташши-юрри, калаҫӑвӗ таранчченех — пӗтӗмпе хӑйӗн. Ҫапла, сӑмах-юмах таранчченех урӑхчӗ пирӗн те, ачасен. Пӗтӗм ял ачисен мар, пӗр кил шӗвӗрӗсен! Ыттисем пурте «пуҫӑн» калаҫатчӗҫ, «лаша», «ӗне», «сурӑх» тетчӗҫ. Эпир кутӑн май калаҫаттӑмӑр. Ҫав сӑмахсене «ашал», «энӗ», «хӑрус» теттӗмӗр.

Ҫулла, ҫырла вӑхӑтӗнче, пӗрне-пӗри курсан ҫапла калаҫса илеттӗмӗр вара: «ӗсэ атҫӑ наяк.» — «Анамрӑв». — «Нӗм амут.» — «Алрыҫ эмиҫ.» (Вӑл — «Эс ӑҫта каян. — Вӑрмана. — Мӗн тума. — Ҫырла ҫиме», тени пулатчӗ.)

Ҫитменнине ҫав тери хӑвӑрт калаҫаттӑмӑр, ҫавӑнпа ун вӑрттӑнлӑхне пӗлменнисем ним ӑнланмасӑрах юлатчӗҫ.

...Вӑтам кӗлеткерен кӑшт ҫӳллӗрехчӗ пулмалла пирӗн атте. Сарӑрах ҫӳҫлӗ-сухаллӑччӗ. Ҫынсемпе вашаватчӗ.

Кӗр мӑнтӑрӗпе пирӗн енче ӗҫкӗ-ҫикӗ тапхӑрӗ пуҫланатчӗ. Кӳршӗ ялсене ҫӗр выртмалла хӑнана каятчӗҫ. Вӑхӑт ҫитсен хамӑр яла та хӑнасем килсе тулатчӗҫ. Йыт-качка хӗвӗшетчӗ вара ял хушшинче, лаша тулхӑрни, ҫынсем хыттӑн калаҫни, такам юрлама хӑтланни илтӗнетчӗ каҫхи урамра. Ҫулу ҫапса вут-хӗм сирпӗтни тӗттӗмре курӑнатчӗ.

Хӑй ятсӑр-шывсӑр, тӗпсӗр-йӑхсӑр пулни канӑҫ паман пулмалла аттене, пуҫӗ патне сӑра-эрех сӗрӗмӗ пырсанах вӑл мухтанма тытӑнатчӗ тет. (Мӗнпе те пулсан палӑрмалла-ҫке ҫынсем хушшинче!) Пуян иккен Ермиль (ялта ӑна ҫапла чӗнетчӗҫ: Ермиль пичче, Ермиль хӑта, Ермиль шӑллӑм тетчӗҫ). Унӑн хурт-хӑмӑр та, тырӑ та ытлашипех-мӗн. Хамӑр кашни ҫуркунне тенӗ пекех Митрахван пиччерен вун-вун пиллӗкшер пӑт тырӑ кивҫен илеттӗмӗр. Пурнӑҫне сыпӑнтарса пыракан ҫавӑн пек тӗплӗ ҫын пурччӗ анат касра. Пӳртне тимӗр витнӗрен 1930 ҫулта ӑна кулак туса «кирлӗ ҫӗре» ӑсатнӑччӗ. Кивҫенне пиччесем ҫын курасран анкартисем-пахчасем хыҫӗпе кайса илетчӗҫ.

Эп астӑвасса пыл хурчӗсем пирӗн ултӑ вӗллене ҫитнӗччӗ. Каска вӗллесемччӗ вӗсем, рамӑллисем ҫукчӗ-ха ун чухне. Ҫав хуртсене пулах атте хӑйӗн пуҫне ҫирӗ. Анчах кун пирки кӑшт каярахпа калӑпӑр.

Килтен эпӗ ялти пуҫламӑш шкул пӗтерсен тухса кайнӑ. Ун чухне эпӗ вун виҫҫӗре пулнӑ. Хам мӗнле вӗренме тытӑннине ас тумастӑп. Эп ӗмӗрех вулама пӗлнӗ тейӗн е шкула ҫӳрекен Микулай пиччерен вӗреннӗ-ши?

Те вӗренес килнӗрен, вӗренме ӗлкӗрсе пыма мана нихҫан та йывӑр пулман. Ялти шкултан эпӗ виҫӗ ҫул хушшинче вӗренсе тухнӑ. (Виҫҫӗмӗш класра чух уроксемпе пӗрле тӑваттӑмӗш класра вӗренекенсен киле панӑ ӗҫӗсене туса пынӑран мана хӗл варринчех тӑваттӑмӗш класа куҫарса лартрӗҫ, эпӗ чиперех пуҫламӑш шкултан вӗренсе тухрӑм). Вара ҫав 1927 ҫултах мана хамӑртан 150 ҫухрӑмри Самар хулинчи паллӑ Чӑваш шкулне 5-мӗш класа илчӗҫ, малтан икӗ уйӑх хатӗрленмелли курсра вӗрентрӗҫ).

Ялта вӑл ҫулсенче кирек мӗн тӑхӑнса, сырса ҫӳресен те пырать теттӗмӗр эпир. Хӗлле валли манӑн

туман тиртен ҫӗлетнӗ хытӑ кӗрӗк пурччӗ. Ӳт ҫумне ҫыпӑҫса тӑмасан та ҫил ямастчӗ вӑл. (Малтан ӑна пӗр пичче тӑхӑнса ҫӳренӗ пулнӑ. Юрами пулсан — тепӗр пиччене куҫнӑ. Юлашкинчен вӑл ман кӗрӗк пулса тӑнӑччӗ). Темиҫе хут тӗпне xyртарнӑ кӑҫат та ҫирӗпчӗ-ха манӑн. Улача кӗпе те ҫӗнӗ пекехчӗ...

Пысӑк хулара ун пек тумпа ҫӳрени килӗшмест, терӗҫ пире учительпе ун мӑшӑрӗ. Эппин, ман йӑлтах ҫӗнӗрен туянмалла-и? Ун чухлӗ укҫа мӗн сутса тумалла? Атте чилеке касса шӑпӑр ҫыхма сӗнчӗ. Мана лашапа Самара леҫмелле пӗр лав шӑпӑр турттарса кайса пасарта сутатпӑр та мӗн кирлине туянса хӑварӑп, терӗ вӑл. (Чилеке тӗмӗн-тӗмӗн ӳсекен армути ҫӳллӗш, туни те ҫавӑн хулӑнӑш йӗплӗ пиҫӗ йывӑҫ. Унран ҫыхнӑ шӑпӑр ик-виҫ ҫула пыма пултарать).

Ӑнман пурнӑҫӑн яшки тӑвалла тӑкӑннӑ тет. Чилеке шӑпӑрӗпе ӗҫ ӑнтараймарӗ атте. Хула пасарӗнче

икӗ кун хушшинче пӗтӗмпе те ҫирӗм пӗр шӑпӑр ҫех сутнӑ вӑл. Вӗсемшӗн илнӗ ик тенкӗ те вунӑ пус укҫа... штраф тӳлеме кайнӑ. Ӗҫӗ ҫапла пулса тухнӑ-мӗн — кайман шӑпӑрсене атте пасарӑн пӗр кӗтессине тӑкса хӑварасшӑп пулнӑ. Лавне пушатма ӗлкӗрнӗ кӑна — ун патне милиционер ҫитсе тӑнӑ.

— Ку сан мӗнле япала?

— Шӑпӑр ара.

— Куратӑп-ха шӑпӑрне. Ма кунта купаласа хутӑн?

— Кайман шӑпӑра ӑҫта хурас?

— Ӑҫтан илсе килнӗ — ҫавӑнта.

— Ҫӗр аллӑ ҫухрӑм каялла турттарса каяс-и?

Хӑть икҫӗр ҫухрӑма илсе кай, кунтан ҫеҫ тасал часрах. Йӗркене пӑснӑшӑн малтанлӑха штраф

тӳле... виҫ тенкӗ.

— Ман пӗтӗм укҫи те ик тенкӗ те вунӑ пус ҫех, ӗненмесен акӑ...

— Ӗненетӗп, пар кунта! Ыттине — кайран, — тесе шӑпӑр сутнӑ пӗр ывӑҫ вак укҫана милиционер

хӑйӗн кӗсйине персе чикнӗ.

...Чӑваш шкулӗ тӗлӗнче чилеке шӑпӑрӗ укҫасӑр валеҫеҫҫӗ тенине илтсе пуҫтарӑннӑ халӑхӑн ҫуррине те ҫитмерӗ пӗр лав шӑпӑр. Сахал тиесе килнӗшӗн аттене хӑйнех сӑмах тиврӗ.

...Астӑватӑп-астумастӑп тенӗрен, пурӑна киле ҫын чӑн та хӑшне, кирлӗ мар тенине, манать пуль, тепри хӑех асран тухать. Эпӗ ун чухне пиллӗксенче-улттӑсенче пулнӑ-ши. Е унран та кӗҫӗнрех. Хӗллехи вӑрӑм каҫсенче ҫывӑрма выртсан, — эпир е сентре ҫине, е шалти пӳртри урайне сарса выртаттӑмӑр, — пиччесене эпӗ халап ярса кӑтартма вӗреннӗччӗ. Халапӗсем те йӗркеллисемех пулман ӗнтӗ, пӗр-пӗр усалсем, тухатмӑшсем, эсрелсем, шуйттансем ҫинчен супӑльтетсе выртнӑ пуль. Палканӑ-палканӑ та ҫывӑрса кайнӑ.

Тепӗр каҫ каллех ӗнерхи калаҫу пуҫланнӑ.

— Ӑҫта ҫитнӗччӗ-ха эпир? Малалла кала, Хӗветӗр.

Халӗ пӗр сӑмахне асилӗпинччӗ!

 

* * *

Атте ытла ӗҫчен ҫынах пулман курӑнать пирӗн, анне ӑна ачасене сахал пулӑшатӑн тесе йӑнкӑртататчӗ. Эп астӑвасса пиччесем пурте ҫитӗнсе ҫитнӗччӗ ӗнтӗ, иккӗшӗ авланнӑччӗ терӗм — шӑкӑрах шултра халӑх куматчӗ пирӗн кил тӗрӗшӗнче. Кулленхи ӗҫе атте хутшӑнмасӑрах вӗсем тӗнчене тепӗр майлӑ ҫавӑрса лартма пултарнӑ, ман хреснатте калашле. (Вӑйлӑ яш-кӗрӗм пирки ҫапла калатчӗ вӑл.) Хӗллесенче атте сунара ҫӳретчӗ. Ирхине ирех тухса каятчӗ те вӑрмана, ҫӗрлеччен ан та кӗт ӑна. Капкӑнпа та, пӑшалпа та тытатчӗ вӑл куянсене. Тепӗр чухне тилӗ йӑтса килнине те куркаланӑ. Сӑсар та пурччӗ пирӗн вӑрмансенче. Пурӑш нумайччӗ. Пакшасене тытмастчӗҫ. Пенӗ тӗшне тӑмасть тетчӗҫ.

Ҫулла атте хурт-хӑмӑр таврашӗнче тӑрмашатчӗ. Эп унпа ермешсе ҫӳреттӗм. Вӗренмелли кӗнекесем вулама чармастчӗ вӑл мана. Илемлӗ литература произведенийӗсене эпӗ Самарта вулама тытӑннӑ та, паян кунчченех кӗнеке маншӑн ӗмӗрхи тус та, шкул та, университет та пулнӑ. (Сталин вӑхӑтӗнчи пурте мухтакан кӗнекесене ҫеҫ вуламастӑп эпӗ, вулаймастӑп, тӳррипе каласан. Ҫынсем вӗсене мана та ирӗксӗрлесех мухтаттарасшӑн пек туйӑнать. Эпӗ ҫав кӗнекесене ҫынсем шавлама чарӑнсан хам пуҫпа хакласшӑн.)

Уйрӑлса тухакан ҫӑвӑр хуртсене тытма атте вӑрман уҫланкӑсенчи уйрӑммӑн ларакан йывӑҫсем ҫине пушӑ вӗллесем хӑпартса лартма хӑнӑхнӑччӗ. Пӗрер уйӑх иртсен кайса тӗрӗслесе пӑхаттӑмӑр. Хурт кӗнӗ вӗллене каҫхине утӑ хунӑ урапа ҫине хурса килетчӗҫ. Ҫу каҫипе пӗр-ик вӗллерен ытла хурт пырса кӗнине астумастӑп эпӗ.)

Утар пекки пирӗн ял ҫумӗнчи хӑвалӑхраччӗ. Пӗчӗкҫӗ уҫланкӑччӗ унта, ҫатан хуралтӑ туса лартнӑччӗ. Пилӗк-ултӑ каска вӗллене вырӑн нумай кирлӗ мар.

Ҫӑвӑр уйӑрнӑ вӑхӑт тесе, мана утарта хурал тӑма хушнӑччӗ. Пӗр ирхине пытӑм та — шалт тӗлӗнсе хытрӑм. Виҫӗ вӗллене ҫӗре йӑвантарнӑ, хупписене уҫса пӑрахнӑ, пӗрин кӑшӑлне татса вӗллене пуртӑпа ҫурнӑ. Пыл шӑрши кӗрет уҫланкӑра, тарӑхнӑ хуртсем хаяррӑн вӗҫеҫҫӗ.

Эп часрах киле чупрӑм, хам мӗн курнине каласа патӑм. Атте «ҫынсене никама та ан шавлӑр» терӗ те

хуртсем патне васкарӗ. Чылайран тин таврӑнчӗ вӑл. Пылне вӑррисем пӗтӗмпех илсе каяйман иккен, пӗр чара чашӑкпа хӑва тӗмӗ айне пытарса хупахпа витсе хӑварнӑ тет. (Атте ӑна хуртсем сӗрленипе асӑрханӑ.)

Пыл вӑррисене тытрӗ атте. Каҫхине пыл чашӑкӗ патне кайса пытанса тӑнӑ та караслӑ пыл ҫиме пынӑ

хурахсене ярса тытнӑ, (Вӗсем ял канаш председателӗн шӑллӗпе ун юлташӗ, хӑйсен ҫывӑх тӑванех пулнӑ.) Янтта юратакансене атте хурал пӳртне илсе каясшӑн пулнӑ-мӗн те, лешсем, икӗ ханттар, хӑйнех, аллӑ саккӑрти старике, хытӑ кӑна хӗнесе хӑварнӑ. Ун хыҫҫӑн атте пӗр-ик эрне кӑвак пит-куҫпа ҫӳрерӗ.

Пуҫланса кайнӑ вара тытӑҫу. Тӗрӗссипе, мӗн тытӑҫӑвӗ-ҫапӑҫӑвӗ пултӑр унта, хут пӗлмен, вырӑсла

аран кӑна перкелешекен старикпе влаҫ хушшинче. 1929—1930, каярахпа 1937—1938 ҫулсенчи влаҫпа уйрӑм ҫын хушшинчи «кӗрешӳ» хӗҫ-пӑшаллӑ тӑшман ҫарне хирӗҫ пуш алӑпа ҫапӑҫма тухнӑ чике старик-хур сухала* аса илтернӗ. Кам ҫӗнтересси кунта каламасӑрах паллӑ пулнӑ. Пӗри тӑршшӗпе тапӑнса пынӑ, тепри хӳтӗленме хӑтланнӑ.

Эпӗ Самарта Чӑваш шкулӗнче вӗреннипе «вӑрҫӑн» малтанхи сыпӑкӗсене ҫех курса юлтӑм. Ыттине

мана кайран аннепе пиччесем каласа панӑччӗ. Ял канашӗ пире кашни утӑмра ура хунине эпӗ хам ҫинче те сисе пуҫларӑм.

...Пыл вӑррисем аттене хӗнесе хӑварнӑ хыҫҫӑн тепӗр кун пирӗн пата ял канаш председателӗ Александр Сергеевич пырса кӗчӗ. Эпир, ирхи апат ҫиме хатӗрленсе, хӑшӗ лаҫра, хӑшӗ лаҫ алӑкӗ умӗнче лараканни лараттӑмӑр, тӑраканни тӑраттӑмӑр.

— Пурӑнатпӑр пуль. — терӗ те Алякка (ялти ячӗ ҫаплаччӗ ун), ниҫта ларма аптраса, алӑк урати ҫине

утланса ларчӗ. Капла лаҫрисем те, тултисем те лайӑх курӑнаҫҫӗ-мӗн.

Пирӗннисем нимӗн те чӗнмерӗҫ.

— Шӑллӑмпа Сантӑра хытӑ ятларӑм эпӗ, — пӗлтерчӗ пуҫлӑх.

— Мӗн терӗҫ? — ыйтрӗ атте.

— Мӗн тетчӗр вӗсем, ухмахсем. Кулса лараҫҫӗ.

— Вӗсене кулӑ ав, пире макра.

— Уншӑнах куҫҫуль тӑкмӑпӑр та-ха...

— Камшӑн мӗнле те, пирӗншӗн пысӑк инкек вӑл, виҫӑ вӗлле хурт, хӑйӗннех печӗ атте.

— Ҫӑкӑр пулсан пылӗ тарама-ха вӑл. Хальччен эпир пылсӑрах лайӑх пурӑннӑ.

— Вӑрӑсен пыл ҫиесси килнӗ ав, темшӗн ҫӑкӑрпа ҫех ҫырлахман вӗсем.

— Эс асӑрханарах калаҫ, Ермиль пичче, — хӑратма хӑтланчӗ председатель. — Кайран ӳкӗнмелле пулӗ атту. Ниме тӑман япалашӑн — «вӑрӑсем».

Аттен сасси чӗтресен те, вӑл ҫаплах лӑпкӑн калаҫма тӑрӑшрӗ-ха.

— Хӑвӑр сурӑхӑра вӑрласа пуснӑ ҫынна эс мӗн каланӑ пулӑттӑн? Кам вӑл саншӑн?

— Вӑрласа пӑх-ха, вара хӑвах ӑнланӑн, — терӗ председатель, куҫне хаяррӑн хӗссе. Унтан кулнӑ пекки турӗ? — Танлаштартӑн. Сурӑх вӑл чӗрӗ чун. Пурлӑх. Хурт-хӑмӑрпа пуянсем аппаланаҫҫӗ. Пылӗпе те кайран ҫавсем иртӗхеҫҫӗ.

— Кирек мӗн пулсан та ан тӗкӗн эс ҫын япалине!

— Ытлашши хӑюллӑ мар-и эс, Ермиль пичче? Кайран макӑрмалла ан пултӑр тетӗп-ҫке.

— Илтрӗм-ха эп ӑна. Ма макӑрас ман? Эп никам патне те вӑрра кайман, манне вӑрланӑ, ҫавсем ма­кӑрччӑр.

— Пурнӑҫ паянхипе ҫеҫ иртмест-ҫке вӑл. Тен, юнашар ларса калаҫар та — пӗттӗр ҫавӑнпа. Пӗр-пӗринпе шӑкӑл-шӑкӑл пурӑннине мӗн ҫиттӗр? Каҫар эс вӑл ухмахсене пӗррелӗхе, э.

— Каҫарма та пулать, — терӗ атте кӑшт тӑхтанӑ хыҫҫӑн. — Анчах малтан вӗсем мана виҫӗ вӗлле хакне тӳлеччӗр. Ку — пӗрремӗшӗ. Унтан мана хӗненӗшӗн халӑх умӗнче каҫару ыйтчӑр. Вара вӗсене эп те...

— Ҫук, пулмасть ун пек! — лаҫ алӑкӗн урати ҫинчен сиксе тӑчӗ ял пуҫлӑхӗ. — Патак ҫинӗшӗн эс ху айӑплӑ — ҫамрӑксене хирӗҫ кӳсек йӑтса кайнӑ. Ҫапа пӗлмен пушӑ пулнӑ вӑл саншӑн.

— Эп пӗлнӗ-им вӑррисем кам пуласса? Тата хурала пуш алӑпа епле кайӑн.

— Тупнӑ ыйхӑ татса ҫӳремелли...

— Сӑтӑрҫӑсене тытас килчӗ ман.

— Тытрӑн. Вара мӗн?

— Каларӑм эп. Тӳлеччӗр. Ыйтчӑр каҫару...

— Кӑмсамулсен нимле укҫа та ҫук. Каҫару ыйтасси пирки те сӑмах пулма пултараймасть. Ҫук пирӗн ун пек йӑла.

— Ватӑ ҫынсене хӗнес йӑла пур-и?

Кунта кам енче вӑй ытлараххине пӗлме хӑтланнӑ майлӑ, йӗри-тавра чӑл-чал пӑхса илчӗ те Алякка сассине пӗчӗклетрӗ.

— Ухмахсене кӑшт-кашт тӑрласа яншӑн темех пулмӗ-ха, — терӗ вӑл.

— Нимӗн те пулмасть, — терӗ атте те. — Элексантӑрпа ун тусне эпӗ суда паратӑп.

— Парса пӑх-ха эппин. Сӑра курки йӗркипе ҫаврӑнать теҫҫӗ. Паян эсӗ суда парӑн пире, ыран ху суд аллине ҫакланӑн.

Шел, ун пек асӑрхаттарса каланине те итлемен пирӗн атте. Путех мана хывнӑ вӑл ватӑ пуҫӑн.

— Хурт вӗллине ҫӗмӗрни нихҫан та каҫмасть, — тенӗ вӑл юлашкинчен.

 

* * *

Ҫак калаҫу хыҫҫӑн атте ялта чапа тухнӑ ҫын пек ҫӳренӗ. Пӗр вӑхӑта ҫеҫ те пулин хӑйӗнчен мӑшкӑллаттарман. Хӑратнипе те авайман ӑна, ҫӗнтерӳҫӗ-мӗн вӑл. Пыл вӑррисене суда панӑ та виҫӗ вӗллешӗн вӗсенчен 18 тенкӗ шыраса илнӗ. Вӑл укҫа Алякка укҫи пулнине пурте пӑлнӗ-ха. Тытӑҫу мӗнле вӗҫленесси те малтанах паллӑ пулнӑ. Ҫапах ҫынсем мӗнле ухмахланнине айккинчен пӑхса тӑма аван-ҫке. Пӗрисем пӗр енчине, теприсем тепӗр енчине вӗскӗртсе ҫӳренӗ. «Пурӑнма пӗлекенсем» мухтанӑ аттене, эсӗ хӑюллӑ этем, никам умӗнче те шикленсе ӳкместӗн, маттур, тенӗ. Хӑйсем вӗсем, чее ватӑсем, вӑрттӑн кулнӑ кӑна айванран. Анра-сухра, утмӑла ҫитсе те пурӑма вӗренеймен, тенӗ. Вӗсен шухӑшӗпе, пуҫа пӗксе ҫӳресех пурнӑҫа ӑнтарма пулать иккен. Пуҫлӑхпа ҫыхланиччен луччӑ унран сыхлан.

Ҫапла, темле ӑслӑ ҫынах пулман ҫав пирӗн атте. Малаллине курма пӗлмен вӑл. Пыл вӑррисемпе вӗсене хӳтӗлекене вӑхӑтлӑха намӑслантарнӑ та — хурахсене ӗмӗрлӗхе ӑса кӗртрӗм тенӗ пуль. Лешсенчен «выляса илнӗ» укҫа вырӑнне вӑл каярахпа хӑйӗн пурнӑҫне выляса янӑ, кил-ҫуртне салаттарнӑ; ҫемйи ҫӗршыв тӑрӑх сапаланса пӗтнӗ.

 

* * *

Ырлӑхчӗ ун чухне ҫук ҫынсене вӗренме. (Ял канашӗ ҫырса панӑ пичетлӗ хут пулсан — хӑйсем кирек кам пулччӑр — вӗсене те илетчӗҫ вӗренме. Каярахпа, эп пӗлнӗ тӑрӑх, ун пеккисем пирӗн класра виҫӗ-тӑватӑ ачаччӗ. Укҫаллӑ учитель ачисем те пурччӗ. Никам та тӗлӗнместчӗ ун пеккинчен. Эпӗ вӗсене кайран хам инкеке лекнипе тин асӑрхакан пултӑм.)

Сентябрь пуҫламӑшӗнче Самарккӑра ҫаплах шыва кӗреттӗмӗр эпир. Вырсарникунсенче

спектакльсем, киносем курма илсе ҫуретчӗҫ. Пурнӑҫӑмри пӗрремӗш кинокартинӑна эпӗ («Поэтпа ӗмпӳ» — А.С. Пушкинпа Пӗрремӗш Микулай патша ҫинчен) пуҫласа I927 ҫулта Самарта курнӑччӗ.

Малалла пирӗн пысӑк кил-йыш мӗнле саланса пӗтни ҫинчен ҫырма тивет. Ку ӗҫе ялти активистсемпе ял канашӗ (эпир пӗлекен Ҫӗвӗҫ Ҫеркей Аляккипе Тукмаков Ҫеркей тата вӗсен хӳрешкисем) пирӗн ҫине тапӑнас ӗҫе манран тытӑннӑ теме те юрать пуль. Шӑпӑр сутма пынӑ атте Самартан киле тухса кайсан пӗр ик-виҫӗ эрнерен мана шкул кӗнцелерне чӗнтерчӗҫ.

— Эсӗ Афанасьев Федор-и? — ыйтрӗ сӗтел хушшинче ларакан ҫамрӑк майра.

— Ҫавӑ, — терӗм эпӗ хӑраса. Мӗншӗн хӑранине ҫав самантра хам та ӑнланмарӑм-ха. Хӗрарӑм ытла

шанмасӑр та калаҫмарӗ пек. Кӑштах юратмасӑр пӑхкалани тесен, ӑна эпир, чӑвашсем, тахҫанах хӑнӑхнӑ.

Сакӑр вунна ҫитсе, эпӗ нихӑҫан та пуҫлӑхсемпе («вырӑнта» ларакансемпе те) туслашма тӑрӑшман.

Вӗсемпе хама мӗнле тыткаламаллине те пӗлместӗп. Ыррине те кӗтмен эпӗ вӗсенчен. Чи лайӑххи вӑл, ман шутпа, пӗр-пӗрин куҫӗ тӗлне пулмасӑр пурӑнни. Пуҫлӑхсен — хӑйсен ӗҫӗ, пирӗн — хамӑрӑн.

— Ырантан пуҫласа сана столовӑйӗнче апат ҫитерме пӑрахатпӑр, — пӗлтерчӗ ҫамрӑк хӗрарӑм.

«Шкултан кӑларса яраҫҫӗ! — сехре хӑпрӗ манӑн. — Пӗтрӗ манӑн вӗренесси!»

— Ма — ҫитермеҫҫӗ?

— Сана укҫа тӳлесе вӗренмелле турӗҫ, Эсӗ своекоштнӑй. Ху шутупа вӗренекен тени пулать вӑл.

— Урӑх пур-и ун пеккисем?

— Тепӗр ача пурччӗ те, вӑл тухса кайрӗ.

«Эпӗ — каймастӑп. Ҫурма выҫӑ та пулин вӗренме тӑрӑшатӑп!» — терӗм эпӗ хам ӑшра. Анчах укҫине ӑҫтан тупмалла?

— Мӗн чухлӗ тӳлемелле?

— Уйӑхне тӑхӑр тенкӗ.

Мӗн туянмалӑх пулнӑ вӑл — ун чухнехи тӑхӑр тенкӗ? Темӗнле страховка укҫине саплассишӗн кӑна атте пӗр лашана ҫирӗм тенке сутнине аса илтӗм те, манӑн ҫӳҫ-пуҫ вирелле тӑрса кайрӗ. Шкулта пӗр уйӑх апат ҫинӗшӗн ҫур лаша хакӗ тӳлемелле-и? Пӗр ҫул вӗренме миҫе тенкӗ кирлӗ? (Пирӗн енчи чӑвашсем тенкӗ мар, манит теҫҫӗ-ха.) Вӑл укҫана ӑҫтан татса илмелле хуласенчен аякра пурӑнакан ял ҫыннин? Тырӑ, сутма мар, хамӑра ҫитместчӗ. Атте лаша сутнине илсен, ҫемйине тӑрантаракан, килти ҫын вырӑнӗнчех тенӗ пек шутланакан ӗҫ выльӑхне ҫӗр ӗҫлекен аптраса ҫитмесӗр те пасара ҫавӑтса каймасть. Лаша хресчен ҫыннин пурнӑҫ никӗсӗ-ҫке.

Ҫапла, укҫа тӳлесе тӑма май ҫуккине пӗле тӑркачах манӑн вӗренмелле-ҫке. Мана, пӗр ачана, вӗрентессишӗн пӗтӗм кил-йыш тӑрӑшмалла-и? Килти пур-ҫук япаласене суттарма тытӑнмалла-и? Мӗнпе, мӗнле ырӑ ӗҫпе тавӑрӑп эпӗ уншӑн ҫемьене? Сывӑ пулсан, тен, учитель пекки пулӑп е тухтӑра вӑренкелесе тухӑп, унтан ытла мар. (Шухӑшпа та эпӗ ун чухне унран ҫӳле кармашман-ха.)

Ытла хамшӑн ҫех хыпса ҫунман-ши эпӗ ун чухне? Темле-ҫке. Пирӗн атте те, паллах ӗнтӗ, ун ашшӗ-амӑшӗ те, ман аттепе анне те хут тӗсне курман ҫынсем пулнӑ, пиччесем-тетесем те ялти шкула пӗр хӗл-икӗ хӗл ҫех ҫӳрекеленӗ, вулама та алӑ пусма аран хӑнӑхнӑ. Нивушлӗ эпӗ те вӗренеймесӗр юлӑп? Тӑрӑшни сая кайӗ-ши?

— Мӗншӗн мана вӗреннӗшӗн укҫа тӳлесе тӑмалла тунӑ? — ыйтма хӑюлӑx ҫитертӗм эп хайхи майраран.

— Мӗншӗн тесен сан аҫу пуян ҫын, — татса хучӗ ҫамрӑк хӗрарӑм. Ун сассинче тарӑхни сисӗне пуҫларӗ.

Эпӗ хамӑра пӗлеп те, ҫавӑнпа савӑнтӑм ҫеҫ. Нимӗнле пуян ҫын та мар пирӗн атте. Куланай пуҫтарнӑ чух калаҫнисене аса илтӗм те эп — ҫитӗннӗ ачаллӑ-пӑчаллӑ вӑтам хресчен вӑл. Майрана та ҫапла каларӑм — вӑтам хресчен терӗм. Пирӗн атте пеккисем — ҫур ял ытла Сухари Матакра.

— Эпӗ сӑмахпа каланине мар, влаҫ ҫыннисем ҫырса янине ӗненетӗп, — терӗ майра, калаҫу пӗтнине систерсе.

Ун чухне эпӗ влаҫ мӗн иккенне те, вӑл мӗнле ашкӑнма пултарнине те пӗлмен-ха. Ача пулнӑ-ҫке. Пичет пусса ҫирӗплетнӗ Алякка суйи ҫавӑн пек витӗмлӗ пулас пирки те шухӑшлама пултарайман. Яла кайса «тӗрӗс хут» илсе килӗп те — сӑмах пӗтӗ тенӗ. Анчах «сӑмахӗ», пӗтме мар, тарӑнран тарӑна кайса пынӑ.

Алӑк патӗнче тӑрса ывӑннӑскер, эпӗ хӗрарӑмран ыйтрӑм: «Халь кайма юрать-и ӗнтӗ»?

— Ӑҫта, яла-и? — йӳтетмӗш ҫине пӑхнӑ пек, ман еннелле сиввӗн ҫаврӑнчӗ хӗрарӑм. Ун чухне, 30-мӗш ҫулсем патнерех, чӑн пуянсем ҫине те, ял канашӗ йышӑнӑвӗпе тунӑ «пуянсем» ҫине те кантурсемпе учрежденисенче тӑшман ҫине пӑхнӑ пек пӑхатчӗҫ. Кӑшт пуртарах ҫын — тӑшман. Пурӑнма ӗмӗтленетӗн, пӗр пус ҫумне ҫур пус хушса пыратӑн — пулас кулак, тӑшман.

— Документусене тавӑрса парас-и? — эп ыйт­нине хирӗҫ ыйтрӗ ҫамрӑк хӗрарӑм. — Леш ача эпир пӗлтернӗ кунах килне пӑрахса кайнӑ.

— Тӑхтӑр-ха, — терӗм эпӗ. — Аттепе калаҫса пӑхам.

Хамӑн нимӗн калаҫмалли те ҫукчӗ ӗнтӗ. Укҫа ҫукки никампа калаҫмасӑрах паллӑччӗ. Манӑн вӗренес килнине те килтисем пурте пӗлетчӗҫ. Ҫаванпа вӗсем эпӗ аттепе укҫа ыйтуне «сӳтсе явма» яла ҫитичченех ман валли сухари типӗтсе хунӑ пулнӑ.

Хамӑр хуҫалӑх пирки «тӗрӗс хут» ни ял канашӗнче, ни вулӑсра илеймен атте. Алякка малтан «манӑн халь канмалли вӑхӑт, эпӗ пылпа чей ӗҫетӗп, эсӗ унччен шухӑшласа тӑр», – тесе каланӑ. Тепре пырсан Аляккапа Тукмаков Сергей ӑна вулӑса кайма хушнӑ. Вулӑсрисем, эпир вӗсене шанатпӑр, вӗсем (Аляккапа Сергей ӗнтӗ) политикӑна тӗрӗс тытса пыраҫҫӗ, тенӗ.

Ҫӑхан куҫне ҫӑхан чавмасть ҫав. Пӗрисем ӗненеҫҫӗ Аляккапа Сергее, теприсем шанаҫҫӗ вӗсене, виҫҫӗмӗшӗсем, пуҫлӑхсемех, пӗрне пӗри мухтаса алӑ ҫупса лараҫҫӗ. Ӗҫлекене ҫех, хресченсене — халӗ сӑмах ҫавсем пирки ҫех пырать-ха — никам та шанмасть те, ӗненмест те. Мухтасси пирки вара калама та кирлӗ мар.

Ҫапла пуҫланса кайнӑ пыл инкекӗ. Эпӗ Самарти Чӑваш шкулӗнчс виҫӗ ҫул вӗрентӗм-вӗрентӗмех (V, У1, У11) классенче). Ҫав хушӑра никам курман намӑса куртӑм. Тӳсме ҫук мӑшкӑл чӑтса ирттертӗм. Выҫӑ хӑрӑнтӑм. Хӗл кунӗнче общежитирен классене юрпа шӑн пусмасем тӑрӑх ҫара уран чупаттӑм. ӳпке шыҫҫипе асаплантӑм. Вилес патне ҫитсе, больницӑра ҫынсене палламасӑр выртнӑ. Шкулти физкультура урокӗнче, выҫӑпа халран кайса ҫитнӗскер, ытти ачасемпе ӑмӑртса чупма хушатчӗҫ те, эпӗ ӳсӗр ҫын пек тайкаланса, урасене аран сӗтӗрсе пынине курса, пӗтӗм класс ахалтатса кулатчӗ. Эпӗ макӑраттӑм ӑшра. Ҫапах вӗренме тӑрӑшнӑ, мӗскӗн. Тен, айван пулнӑ-и эп? Е тӑр-ухмах-и? А тен, пурте пӗрле.

 

* * *

Аттен те ялта пурнӑҫ хӗсӗне пуҫланӑ. Кашни пухурах ӑна сӑмах тивнӗ. Пулас кулак иккен вӑл. Ҫӗнӗ пурнӑҫа юратмасть. (Пуҫлӑхсен доклачӗсене итлеме ҫӳремест, пӗрлешсе ӗҫлемелли юлашлӑха та кӗресшӗн мар. Ҫавӑн пек пӗрлешӳсем пирки нумай шавлатчӗҫ ун чухне.) Куланайсене те арантарах ҫех тӳлекелет иккен. Патшалӑха памалли тыррине те савӑнсах леҫнӗ пек туйӑнмасть тата ытти те.

Унтан «ҫирӗп заданисем» тӑкӑнма тытӑннӑ аттепе ун евӗрлисен пуҫӗсем ҫине. Хальхинче кӗскен кӑна пӗлтернӗ пуҫлӑхсем — е виҫӗ кун хушшинче тӳлесе тататӑр, е сирӗн пӗтӗм пурлӑхӑра туртса илетпӗр — иккӗшӗнчен пӗри. «Ҫирӗп задание» ӑна, хресчене ҫаратма сӑлтав пултӑр тесе, юриех тӳлесе татма май ҫук тунӑ-ха. Хӑшӗ-пӗри, мӑй таран кивҫене кӗрсе те пулин, «парӑмне» татма хӑтланни ӑна икӗ хут инкеке кӗртсе ӳкернӗ, ҫыннӑн юлашки укҫине те пӗтернӗ, хуҫалӑхне те туртса илнӗ. «Капла эсӗ ху кулак иккенне тата лӑйӑхрах ӗнентертӗн» тесе, вӑл ҫынна пӗтӗм кил-йышӗпе пӗр-пӗр пӑрахӑҫ мунчана куҫарнӑ е инҫетри Ҫӗпӗре-и, сивӗ Ҫурҫӗре-и, вӑрӑ-хураха ӑсатнӑ пек, пӑшаллӑ ҫынсем хуралласа пырса ӑсатнӑ. Пӗт ҫавӑнта тениех пулнӑ вӑл. Ҫул ҫинче те, лере ҫитсен те — тӑкӑннӑ вара хура халӑх никам шутласа кӑларайми. Выҫӑпа, шӑнса, чирлесе вилнӗ. Мӗн чухлине тата, хирӗҫ тӑраҫҫӗ тесе, пере-пере пӑрахнӑ. Класс тӑшманӗсем иккен. Саккуна хирӗҫ тӑракан ҫынсем. Вӗсене тем тума та юрать иккен. Тата мӑшкӑла, тӗрӗсмарлӑха чӑтаймасӑр хӑйсене хӑйсем пӗтернисем мӗн чухлӗ пулнӑ!

1930 ҫул пуҫламӑшӗнче Сухари Матак ял канашӗ йышӑннипе пирӗн аттене кӗтмен ҫӗртен кулак туса пӑхнӑ. Ун хыҫҫӑн вара лӑскама тытӑннӑ, ҫемйи-мӗнӗпе килтен хӑваласа кӑларнӑ та аякри ҫӗре ӑсатнӑ.

Пирӗн тӗлӗшпе ку ытла та мӑшкӑл пулнӑ. Эпир кулак-и? Ӗмӗр тӑршшӗпе ӗҫлесе пурнӑҫа сыпӑнтарса пыма тӑрӑшнӑ ҫынсем кулаксем иккен. Вӑл енне кайсан, эппин, ял канашӗ йышӑннипе пире е сире ун чухне пӗр-пӗр князь йӑхӗсем теме те пултарнӑ пуль. Н.В. Гоголь произведенийӗнчи ухмаха ернӗ ҫын хӑйне Испани королӗ тет. Тархасшӑн, ӑсран тухнисене вӑл енӗпе чару ҫук. Анчах чипер ӑслӑ-пуҫлӑ ҫынсемех постановлени йышӑнса нихҫан кулак пулман этеме кулак тесе пӗлтерни... ытла та май килмесле пулса тухать-ҫке.

Атте килтен кӑларса ярасса кӗтсе тӑман, хут пӗлекен ҫынна тара тытса, кирлӗ документсем чиксе Самарти пысӑк хаҫат редакцине янӑ. Пӗр уйӑхран облаҫри ҫынпа вулӑсри комисси членӗсем килнӗ. Ял халӑхӗпе калаҫнӑ вӗсем, темиҫе ҫул хушшнчи налук хучӗсене пӑхса тухнӑ та ял канашне аттене панӑ кулак ятне каялла «илме» хушнӑ.

— Ан тив, вӑтам хресчен хӑйӗн вырӑнӗнчех юлтӑр, вӑл та патшалӑхшӑн кирлӗ ҫын, — тесе каланӑ

пулать комисси председателӗ, Самар хаҫатӗнчен килнӗскер.

Нумай вӑхӑт иртнӗ-и ҫапла, сахал-и, пӗррехинче урамра аттене ӳсӗр Алякка тӗл пулнӑ тет.

— Эсӗ, Ермиль пичче, ытлашши ан вӗҫ-ха, ҫунаттуна ҫапса хуҫӗҫ, — асӑрхаттарнӑ вӑл аттене.

Лешӗ ӑнланмише пенӗ курӑнать.

— Ма ун пек калан? — тенӗ вӑл председателе.

— Пуҫна каҫӑртса ҫӳре пуҫларӑн — такӑнса ӳкесрен хӑра...

Ял пуҫлӑхне атте «кукӑль сӑмси» кӑтартнӑ пулмалла ҫав самантра.

— Ҫакна курнӑ-и эс? — тесе ыйтнӑ тет вӑл чӑрсӑррӑн.

Алякка вара аттене хӑлхаран ҫапла пӑшӑлтатрӗ пулать.

— Эсӗ манран пурӗпӗр ниҫта та хӑтӑлаймастӑн, асту ҫавна, — терӗ тет вӑл хуллен кӑна.

Суккӑрланнӑ анне мана кун ҫпнчен макӑра-макӑра каласа пачӗ.

— Алякка пек ӑҫтиҫуксене юрайманнипех пуҫне ҫирӗ аҫу, — терӗ.

...1930-мӗш ҫулхи декабрь уйӑхӗнче вулӑсри «контрреволюционерсене» пӗтерме ОГПУ суйласа

лартнӑ виҫӗ ҫын пирӗн аттене 58.10 статьяпа айӑпласа тытса ӑсатнӑ пулнӑ. (Виҫӗ ҫыннине вырӑссем пӗр-пӗрин хушшинче «тройка» е «хура тройка» тенӗ. Статйи вара совет саманине хирӗҫ калаҫнӑшӑн айӑплаканни пулнӑ. Ун пек «тройкӑсем» 1930-37 ҫулсенче пӗтӗм ҫӗршывӗпе «ӗҫленӗ».) Ҫын чӑнах калаҫнӑ-и революцие хирӗҫ е ҫӑвар та уҫман-и — вӑл ниме те пӗлтермен. Чи пахи унта кам та пулин кама та пулин айӑпласа, «тӑрӑ шыв ҫине кӑларса» ҫырса пани кирлӗ пулнӑ. Ҫапла майпа ҫынсем, Алякка пек, хӑйсен тӑшманӗсенчен, арӑмӗ е упӑшки юратман мӑшӑрӗсенчен, тарӑхнӑ ашшӗ-амӑшӗнчен ҫӑмӑллӑн хӑтӑлнӑ. Пӗтӗм тӗнчене хупса пӗтерес пек ҫынсене хупнӑ та хупнӑ, вӗҫӗмсӗр хупнӑ ун чухне.

Утмӑлтан иртнӗ аттене ОГПУ-НКВД таҫти ҫурҫӗр енчи хулана ӑсатнӑ пулнӑ. Киле-ҫурта, выльӑха-чӗрлӗхе туртса илнӗ. Юрать кӑшт маларах пиччесем уйрӑлса тухма ӗлкӗрнӗ. Куҫсӑр анне вӗсем патӗнче пурӑннӑ. Эпир манран тӑватӑ ҫул аслӑ Микулай пиччепе Самар ҫывӑхӗнчи совхозра выльӑх пӑхаттӑмӑр. Кулак ачи тесе вӗренме ниҫта та илмерӗҫ.

Пурнӑҫ тӑршшӗпех эпӗ ҫав усал ятпа пурӑнса ирттертӗм. Кирек ӑҫта пырсан та, хамӑн мӗлкем евӗр, манпа пӗрле ҫав сехре хӑптармӑш ятӑм ҫитетчӗ. Кулак ачи! Ун ҫинчен ҫырма та ырӑ мар пуль те — ҫур ӗмӗре яхӑн ҫурма выҫӑ пурӑннӑ эп, «пуян» ачи. Ӗҫе е пӗр-пӗр шкула кӗме ӗмӗтленнӗ чухне кашнинчех вӑтӑр-хӗрӗх йӗркерен тӑракан анкета ҫырма хушатчӗҫ: мӗнле социаллӑ йӑхран тухнӑ эс; аҫу кам пулнӑ; тӑванӑр-хурӑнташӑрсенчен кам та пулин ют ҫӗршывра пурӑнмасть-и; мӑшӑру кам сан; ма эсӗ унчченхи ӗҫе пӑрахнӑ?..

Ыйту мӗнле татӑлнине пӗлме пӗр-ик кунтан кӗрсе тухма хушса яратчӗҫ. Эп ҫырнӑ анкетӑра мӗн те пулин килӗшмесен е ОГПУ-НКВД ҫыннисем сана ӗҫе илме «сӗнмен» пулсан, учреждени пуҫлӑхӗ пӑркаланма тытӑнатчӗ: штат ҫирӗпленсех ҫитмен иккен, апла та капла... Пӗр ҫул — икӗ ҫул тӑхтама тивет-мӗн.

Вӑрӑм анкетӑна пуҫлӑхсем тепӗр чух вулама ӳркенетчӗҫ пулмалла, ӑна эпӗ йӑнӑшпа хама ырланинчен е пысӑкрах вырӑна куҫарнинчен сисеттӗм. (Ун пекки те пулкаланӑ ман пурнӑҫра, яланах вӑрҫнипе-хӑртнипе кӑна иртмен.)

Ӗҫе илекенсен кайран ӳкӗнмелле ан пултӑр тесе тепӗр кун эпӗ пуҫлӑх патне кӗреттӗм. (Ун чухне хаҫатсенче ӗҫе е партие ҫынсем хӑйсем мӗнле социаллӑ сийрен тухнине пытарса кӗнисем ҫинчен ҫыркалатчӗҫ. Ывӑлӗ тӗрмене лекнӗ ашшӗ пирки е арӑмӗ — тытса кайнӑ упӑшки пирки — вӑл текех ман атте мар е ман упӑшка мар тесе ҫырса кӑларнисене те курнӑ эпӗ. Вӑл ҫулсенче ырлатчӗҫ ҫынна сутакансене. Паллаканнисем те пурччӗ пирӗн вӗсен хушшинче...)

Ҫапла тепӗр кун эпӗ «патрон» патне кӗреттӗм.

— Тен, эсӗ ман анкетӑна вуламан?

Учреждени пуҫлӑхӗ куҫне чарса пӑрахатчӗ.

— Мӗн вуламалла унта?

— Мана кулак ачи теҫҫӗ.

— Ан кала! Тӗрӗс-и вӑл?

— Пулнӑ ҫавӑн пеккки.

— Ну. Пӗлет-и ун пирки кам та пулин?

Анкетӑра ҫырнӑ эп ун ҫинчен.

Эппин — пурте тӗрӗс. Спасибо пӗлтернӗшӗн. Юрӗ, ӗҫле кайса.

Тепӗр ик кунран пуҫлӑх мана хӑй пырса чӗнчӗ.

— Кӗрсе тух-ха ман пата йӑпӑрт.

— Халех-и?

— Халех те юрать. Тепӗр ҫур сехетрен те кая пулмасть. Паян.

Пуҫлӑх ман еннелле пӑхмасӑр калаҫнӑранах ырӑ мара сисрӗм. Виҫӗм кунах вӑл мана хӳтӗлес шухӑшлӑ марччӗ. Паян пушшех хӑйне юттӑн тытать.

Эпӗ пырсан вӑл кабинечӗн алӑкне таччӑн хупса хучӗ.

— Лар, — терӗ кӗскен.

Эпӗ алӑк патне лартӑм. Пуҫлӑх пӳлӗм тӑрӑх каллӗ-маллӗ хутларӗ те ман ума пырса тӑчӗ.

— Хӑраҫҫӗ, — терӗ, такам кӗрессе кӗтнӗ пек, алӑк еннелле пӑхса. Унтан ӑнлантарса пачӗ. — Сан пирки аслисемпе калаҫрӑм та — шикленеҫҫӗ. Сана пӗр сӑмах калам-и? — сасартӑк ман еннелле ҫаврӑнчӗ пуҫлӑх.

— Юрать пулсан — калӑр, — терӗм эпӗ.

— Анчах никама та ан шарланӑ пул! Аслисем сана, пӗр-пӗр сӑлтав тупса, ӗҫрен кӑларса яма сӗнеҫҫӗ. Хушмаҫҫӗ, сӗнеҫҫӗ кӑна, хушма пултараймаҫҫӗ вӗсем пире. Пӗр-пӗр йӑнӑш тусан, пуринне те пирӗнне пуҫсене касаҫҫӗ пулать. Ӑнланма та пулать вӗсене, пирӗн идеологи фрончӗ-ҫке, — пуҫлӑх ман еннелле кӗтевлӗн пӑхрӗ.

— Вара халь мӗн тумалла? — ыйтрӑм эӗ.

— Аслисем сӗннипс килӗшмерӗм эпӗ, — терӗ пуҫлӑх. — Ку санӑн пурнӑҫ ҫулне пӳлсе лартни пулӗччӗ. Луччӑ эсӗ, ӗҫрен кӑларма ыйтса, заявлени ҫырса пар. Ху ирӗкӳпе тухса кайнӑ пек пултӑр.

— Чӑннипе апла мар-ҫке.

Пуҫлӑх кулнӑ пекки турӗ.

— Эсӗ хӑвна ман вырӑна лартса пӑх-ха, мӗн тунӑ пулӑттӑнччӗ?

Тепӗр кун эпӗ, ун чухне ӗнтӗ икӗ ача ашшӗ, ӗҫсӗр тӑрса юлтӑм.

Тӗрӗсех асӑрхаттараҫҫӗ мана тусӑмсем-юлташӑмсем, эсӗ пурӑнма пӗлместӗн теҫҫӗ. Ӑна эпӗ юлашкинчен хам та туя пуҫларӑм-ха. Анчах мӗн тӑвӑн пӗлнипе? Айван ҫын хӑй мӗнле ҫын иккенне тавҫӑрса илнипе сасартӑк ӑсланса каяс ҫук пекех, эпӗ те халь тин пурӑнма вӗренеес ҫук. Акӑ сире темиҫе тӗслӗх.

Пысӑк учреждени тейӗпӗр. Унта ӗҫлекен аллӑ-утмӑл ҫын хушшинче тата икӗ ҫамрӑк, ун чухнехи

чӗлхепе каласан — кулак ачисем пулнӑ: пӗри арман хуҫи ывӑлӗ, теприн ашшӗ тырӑпа сутӑ тунӑ, 10—12 лаша тытнӑ. Ку иккӗшне чӑн-чӑн кулак йӑхӗнчен тухнисем темелле ӗнтӗ. (Мӗншӗн вӗсене, хамран уйӑрса, ҫапла каланине кӑшт каярахпа ӑнланатӑр.) Мана, сӑлтав тупса, ӗҫрен кӑларса ячӗҫ. «Кӗскетрӗҫ». Леш икӗ йӗкӗт, пурӑнма пӗлекенсем, учреждени пуҫлӑхне манран «хӑтӑлма» пулӑшрӗҫ, ҫавӑнпа пысӑкрах вырӑна куҫрӗҫ.

 

* * *

Вырӑс хаҫачӗсенче, пуринчен ытла интеллигенци валли кӑларакан «Литературная газета», «Литературная Россия», «Советская культура» евӗрлисенче, совет саманинче чылай ҫын хӑрушсӑрлӑх комитечӗ хушнипе ӗҫлесе пурӑнни ҫинчен ҫыратчӗҫ. Сексот тенӗ-мӗн ун пеккисене. («Секретный сотрудник» сӑмахсене кӗскетсе тунӑ пӗлтерӗш вӑл.) Тӗрлӗренех пулнӑ вӗсем, Сталин ӗҫӗсене чун-чӗрипе йышӑнакансем, кашни утӑмра «тӑшмансене» куракансем, карьеристсем, элекҫӗсем т. ыт. те.

Сталин пурӑннӑ ҫулсенче пирӗн ҫӗршывра ӑҫта темиҫе ҫын — унта хӑрушсӑрлӑх комитечӗн этеммиччӗ. Мӗн пулса иртнине, кам мӗнле шухӑшлине пӗлтерсе тӑракан «корреспондент». Хӑш-пӗр кантурта ик-виҫӗ ҫын ҫеҫ ӗҫлесен те, каламасӑрах паллӑ ӗнтӗ — вӗсенчен пӗри е иккӗшех хӑрушсӑрлӑх комитечӗн пӗлтерӳҫисем пулнӑ. Пирӗн ҫыравҫӑсен организацийӗнче те пурччӗ ун пек «ҫивӗч куҫсем», ҫуккине пур тӑвакансем. Чи «паттӑррисемччӗ» вӗсем, идейӑллӑ тишкерӳҫӗсем (критиксем), пурне те тӑрӑ шыв ҫине кӑларассипе хӑратса ҫӳрекенскерсем, ортодокс-коммунистсем. Миҫе ҫынна макӑртман пуль вӗсем, миҫе кӗнекене ҫунтарттарман пуль — литературӑри полицейскисем. Хӑйсене вӗсене ним тусан та тӗкӗнме юрамастчӗ — парти обкомӗ чаратчӗ. Вӗсене хӳтӗлесе обком, тӗрӗссипе, хӑйне хутӗленӗ. Лешсем, хӑйсене нихҫан йӑнӑшман текен «теоретиксем», Маркспа Ленин сочиненийӗсенчи цитатӑсене пӑхмасӑр калама вӗреннӗскерсем, Мускава ҫырса яма пултарнӑ-ҫке.

Парти обкомӗпе ОГПУ-НКВД кирек хӑҫан та алла-аллӑн ӗҫленӗ, пӗр шухӑшлӑ пулнӑ, пӗр-пӗрин ӗҫӗсене килӗштерсе-майлаштарса тӑнӑ. Обком теори (политика) енӗпе, ОГПУ-НКВД практикӑлла ӗҫсемпе тӑрмашнӑ, — йӗрленӗ, сӑнанӑ ҫынсене; вӗсем эсӗ карта хыҫне хӑҫан кайни таранчченех пӗлме тӑрӑшнӑ, эсӗ ытла нумай кура, пӗле, сисе пуҫласан — санне часах ҫӑварна хупланӑ. 1930—1940 ҫулсенче нумай совет ҫыннин пурнӑҫне ҫавсем татнӑ.

 

* * *

Ҫавсем пӗтернӗ ҫынсенчен пӗри пирӗн атте пулнӑ. Тӗттӗм хресчен, нихҫан та ни вӑрӑ, ни хурах пулман вӑл. Тӗтӗм-сӗрӗм кӑларса тӑнӑ хаҫатӑн пӗр номерӗнче хура чунлӑ С. ман атте пирки ҫапла супӗлтетнӗ: «...Когда мы на встречах с читателями в Исаклинсксм районе, тогда еще Куйбышевской области, задавали вопрос, знают ли произведения своего земляка, известного чувашского писателя Ф. Уяра, то отвечали, что не читали, а знают, что его отец был главарем какой-то банды».

Ҫак икӗ тус, ман биографире пӗр-пӗр йӑнӑш тупас тесе ятарласа эп ҫуралнӑ ҫӗршыва кайнӑ. Пырса ҫитнӗ-ҫитмен стариксенчен тӗпчесе ҫӳренӗ. Анчах пирӗн яла пыман, хӑйсене турчӑкапа кӗтсе илесрен хӑранӑ пуль. Акӑ мӗн «тупса палӑртнӑ» вӗсем: Уяр ашшӗ... «темӗнле вӑрӑ-хурах ушкӑнӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ» иккен.

Ку сӑмах чӑн пулсан нивушлӗ пӗр ҫын та пӗлмӗччӗ районта тахҫан вӑрӑ-хурах ушкӑнӗ ашкӑннине.

Тата тӗнчере пулнӑ-и вӑл хӑҫан та пулин ҫӗр ӗҫӗпе пурӑнакан чӑваш, юнашар ялсене тапӑнса, хурах пусса ҫӳрени?

Лайӑх пуль совесть ҫуккисене ҫынсем хушшинче пурӑнма. Эпӗ ҫӳлӗрех асӑннӑ ҫав икӗ тус пиркиех

калатӑп-ха. Намӑс-симӗс мӗн иккенне те пӗлмеҫҫӗ ун пек карма ҫӑварсем. Кирек мӗн хӑтлан, кирек мӗн павра — чаракан ҫук.

1930 ҫул вӗҫӗнче ман аттене, Ермил Прокофьевич Афанасьева, утмӑлти старике ОГПУ ҫумӗнчи

«тройка» тенӗскер (виҫӗ ҫынран тӑракан «суд» пекки-и вӑл, трибунал-и... Унӑн йышӑнӑвӗсене ун чухне никам та улӑштарма пултарайман), ҫав «суд» ял пуҫлӑхӗсен элекӗпе ман аттене тӗрмене хуптарнӑ. Унтан ӑна таҫта ҫурҫӗр енне ӑсатнӑ пулнӑ. Вӑл вӑхӑтра эпир Микулай пиччепе Самар ҫывӑхӗнчи «Воскресенски» текен совхозра выльӑх пӑхаттӑмӑр. 1931 ҫулта ҫулла яла таврӑнсан мана атте ҫыртарнӑ ҫырӑва вулаттарӗҫ. Вӑл сӑмахсем маншӑн аттен леш тӗнчерен янӑ юлашки сӑмахӗсем пулчӗҫ. Глаукомӑпа аптранӑ та атте тӗрме условийӗсенче сӗм суккӑрах пулса ларнӑ-мӗн. Ҫавӑнпа ӑна, ӗҫлейми пулнӑскере, ытлашши ҫӑвар тесе, ирӗке кӑларса янӑ. «Кай ӑҫта кайма пӗлетӗн ҫавӑнта», – тенӗ пуль ӗнтӗ. Ӑҫта кайтӑр суккӑр ҫын? Вӑл киле ҫыру ҫыртарса янӑ. Анчах кил те пулман ӗнтӗ вӑл вӑхӑтра.

Ҫырӑвӗнче ҫакӑн пек сӑмахсем пурччӗ: «Те эсир ялта пур халь кам та пулин, те сире те инкек

хупларӗ. Ман ухмахлӑхпа асап куратӑр пулсан — каҫарӑр мана. Тӗрмерен кӑларса ячӗҫ. Яла ҫитсе вилесчӗ те – мӗнле ҫитейӗп эп унта? Хам тӗллӗн эп виҫ утӑм та тӑваймастӑп — куҫ курмасть. Хӗллехи тумтир те, ҫимелли те ҫук манӑн».

Ҫыруне ҫырнӑранпа виҫӗ уйӑх ытла иртсе кайнӑччӗ. Пӗр татӑк ҫӑкӑршӑн ҫынна вӗлерекен выҫӑ халӑх хушшинче, ҫурҫӗрти шартлама сивӗре, атте пӗр-икӗ кун та пулин пурӑнса курчӗ-ши «ирӗкре». Урамрах йытӑ вилӗмӗпе вилчӗ пуль мӗскӗн. Хуть ҫӗрпе те пулин витрӗҫ-ши ӑна ӑшӑнмалӑх?

Вӑл вилнӗ хулана кайса курма кая юлнӑччӗ ӗнтӗ. Ҫитменнине манӑн укҫа та, хал та ҫукчӗ инҫе ҫула

тухма. Аслӑ пиччене чарнӑ пулнӑ атте патне кайма.

1989 ҫулта Куйбышев облаҫӗнчи Прокуратура мана аттен таса ятне тавӑрни ҫинчен пӗлтерчӗ.

1990 ҫулхи февралӗн 2-мӗшӗнче ҫав Прокуратурах ман атте пирки справка та ярса пачӗ.

Сталин ҫулӗсенчи политика репрессийӗсене пула инкек тӳснисен (вӑл шутра ман атте те) ырӑ

ячӗсене Раҫҫей Патшалӑхӗ тавӑрнӑ хыҫҫӑн тепӗр икӗ ҫултан та маларах асӑннӑ икӗ писатель ман аттене пылчӑкпа варалама чарӑнман. Ҫапла хӑтланса вӗсем мана тӗлленӗ. Мана асра тытнӑ. Мана вараласшӑн пулнӑ. Калама ҫук хӑватлӑ вӑй иккен кӗвӗҫӳпе курайманлӑх!

Ӗҫ-пуҫ вӑл енне кайсан, Сталин саманинче чӑн бандитсене никам та политика тӗлӗшӗпе айӑпласа тӑман, тытнӑ та шӑкӑр-шакӑр ҫеҫ персе пӑрахнӑ. Вӗсен айӑпӗсене каҫарасси пирки те сӑмах пулма пултарайман.

Литературӑри хурахсене ку чухне чару ҫук. Леш авторсем Исаклӑра шӑршласа ҫӳрени ҫинчен калаҫнӑ май ҫакна та асӑнса хӑварар. Пирӗн районта вӗсем хӑйсен кӗнекисене колхозсене ирӗксӗрлесе сутма тӑрӑшнӑ. Туянмасан «Правдӑна» ҫырассипе хӑратнӑ, вулакансемпе тӗл пулнӑшӑн укҫа илнӗ, 4-5 кун хушшинче районта пуринпе те вӑрҫса пӗтнӗ.

 

* * *

1930 ҫулсенче Совет Союзӗнче ҫынсене тыта-тыта таҫта ҫӑва патне ӑсатма, пере-пере вӗлерме тытӑнсан пирӗн ялти Аляккапа Тукмаков Сергей пеккисем калама ҫук савӑнса ӳкнӗ. Аха, пирӗн ума та ырлӑх ҫитрӗ, тенӗ вӗсем. Пӗрне килтен кӑларнӑ та, унӑн пӗтӗм пурлӑхне туртса илсе, хаклӑрах япалисене, укҫи-тенкине, ӗҫми-ҫимине пӗр-пӗрин хушшинче валеҫнӗ. Теприне. элеклесе, суйса тӗрмене хуптарнӑ е персе вӗлерттернӗ те вӗсен килӗ-ҫурчӗсене, выльӑхне-чӗрлӗхне ним юлми тустарнӑ. Ӗҫлемесӗр, вӑй хумасӑрах ӗҫкӗ-ҫикӗ те, укҫа та, лайӑх тумтир те, хитре хӗрсем те тупӑнсах тӑнӑ. Хӑйсен тӑшманӗсене — пурӑнма тӑрӑшакансене — ҫапла тавӑрнӑ аляккасемпе тукмаковсем.

Ӗҫ тӗлне пӗлменнисем паллӑ ҫынсем пулса тӑнӑ, ӗҫченнисем тӑшмана тухнӑ. Ҫӳретчӗ-ҫке халӑх хушшинче ҫакӑн пек «сӑвӑ»?

Один грузин, сапожник родом,

Однажды встал на пьедестал,

И стал народ врагом народа,

А он один народом стал.

«Космополитсене» те, «националистсене» те (тата мӗнле-мӗнле ярлӑк пурччӗ-ха ун чухне пирӗн) ҫавсене пурне те пӗр шӑпа кӗтнӗ — тӑхлан татӑкӗ, е Ҫӗпӗр шӑтӑкӗ. Вӗсен килӗ-ҫурчӗ, карти-хури, выльӑхӗ-чӗрлӗхӗ ялтан пулсан — колхозсене, хулара — патшалӑх аллине куҫнӑ. Пӗр пус укҫасӑр пырса тӑракан пурлӑх пулнӑ вӑл. Мӗн чул ытларах хупнӑ халӑха — колхозсем те, патшалӑх та пуянлӑх ытларах та ытларах илсе тӑнӑ.

Тата, социализм революцийӗ хыҫҫӑнах, чи малтан «вӑрҫӑллӑ коммунизм» ҫулӗсенче (1918—1920) ҫӗр улпучӗсемпе пуян хуҫасен пурлӑхне мӗн чухлӗ туртса илмен пуль! Анчах ҫын япали усса пымасть тенӗ. Шывпа юхса пыни шыв пекех юхса каять иккен. Колхозсене те пуянлӑх таттисӗр пӗлӗтрен тӑкӑнса тӑмасть, репрессилемелли ҫынсем те вӗҫсӗр мар. Совет саманинче улпута тухнӑ ял чухӑнӗсене ҫеҫ янтӑ пурнӑҫ йӑлӑхтарман. Вӗсем хӑйсем те ӗҫлемен, ачисене те ӗҫе вӗрентмен. Пирӗншӗн ухмахсем ӗҫлеччӗр, тенӗ кӑна.

 

Хӗветӗр Уяр

______

* Ӗлӗкхи виҫе — икӗ чавса тӑршшӗ. — Авт.

 

Ӳкерчӗксенче: Хв. Уяр юбилейӗнче; Хӗветӗр Уяр; Хӗветӗр Уяр ҫуралнӑ Сухарь Матак (чӑв. Сухари) ялӗ картта ҫинче.

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (7)]

Comments:

Agabazar // 2007.89.5973
2024.04.12 16:17
Agabazar
Чăвашла Сухари мар, Сухари Матак пуль ентĕ.
Agabazar // 2007.89.5973
2024.04.12 16:31
Agabazar
Хветĕр Уярăн текстĕнче те Сухари мар, Сухари Матак тенĕ.
Евразиец // 9222.5.0357
2024.04.14 10:42
Интересно, если "атĕтте" - асатте, а "анĕнне" - асанне, то как будет кукаçипе кукамай?
Каллималлин // 2621.19.5120
2024.04.15 16:18
Евразиец, эс чăвашла манна-им?
Евразиец // 3447.04.5759
2024.04.15 19:42
The comment was deleted.: комментари ҫырас йӗркене пӑсни (1.3-мӗш пункт)
Каллималлин // 2621.19.5120
2024.04.30 16:57
"Ул. Ислюкова", "Ул. Прококопьева", "Ул. Асламаса"... Нихăшĕнче те ятне кăтартман, хушаматне кăна. Уяра вара урăх категорипе каять иккен, ăна ура хуракансем лапланман,"йăшăлтатаççĕ" кăна...
Agabazar // 3537.95.6316
2024.05.08 15:44
Agabazar
Улица Космонавта Николаева. Кунта та урам ячĕ икĕ компонентран тăрать. Пĕрремĕш компонента кăларса пăрахни йăнăш шутланать.

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters