ЧНАНИ кайран икӗ хут хӗскӗчре пулчӗ. Перегегистраци чухне пире ЮСТИЦИ хӑй ҫапла туса ҫирӗплетрӗ. КУ лайӑх та: тепӗр малтанхимн ӗҫне-ятне тӑснӑ пек пулса тухать тата наци-патшалӑх шайёпе ҫӗкленме хистет.
Вырак // 3408.02.7997
2024.10.15 07:59
федотовсен авторитет тени ҫителӗксӗртерех пуль ҫав ку лава туртма.Алмантай е Вражкин пултарӗҫ Академин шайне хӑпартма. ЧАП Лукиянов , паллах,тахҫанах хатӗр президент пулма.
Пĕр-пĕр Алмантай пеккине президента лартма пулать. Çапла вара Алмантайăн хăйĕн те, асăннă йĕркелĕмĕн те ят-сумĕсем тĕппиех çухалаççĕ. Нейтраллĕрех. адекватлăрах персона кирлĕ ку вырăна. Пултăр хастар, пултăр пуçаруллă. анчах халăх этимологийĕсене, суваризма сĕтĕрекенни мар.
Эпĕ « Чăваш халăх академийĕн» президенчĕ пулма юридици ăславĕсен докторне Уруков Владислав Николаевича (29.11.1959 çур.) сĕннĕ пулаттăм.
Уруков Владислав Николаевич тата унăн ĕçĕ-хĕлĕ пирки Интернет урлă та самаях пĕлме пулать. Вăл шутра «Государство Волжская Болгария» кĕнеки те тетелте пур темелле. Çав кĕнекене Искадер Лерунович Измайлов ăслав докторĕ пăхса тухса хăйĕн шухăшне пĕлтернĕ (каллех Тетелте пур).
Эп хам ăна, В. Н. Урукова, пачах та палламастăп.
Тинтерех çеç медицина ăславĕсен докторĕ Уруков Юрий Николаевич вилни пирки пĕлтерчĕç. Вăл хайхи Владислав Николаевич Уруковăн тăван шăллĕ пулма кирлĕ.
Юрий Николаевича кăçалхи октябрĕн 26-мĕшĕнче (ыран) Çĕнĕ Ахпÿрт ялĕнчи масарта пытараççĕ (Правда ПФО сайт çапла пĕлтерет). Тăпри çăмăл пултăр. Ĕмĕрлĕх — астăвăм!
Тĕнчери эп пĕлекен мĕнпур Уруковсен хушамачĕ асăннă ялтан тухнă. Вăл Шутра Совет Союзен Геройĕн, ВОВра пуç хунă Виталий Иванович Уруковăн та.
«Государство Волжская Болгария» кĕнекен авторĕн Владислав Николаевич Уруковăн ятне асăнтăм-ха та, анчах та çынни кунта сĕнекен тилхепене тытма килĕшес çук пек туйăанать.
Тата кунта Вражкин ятне асăнчĕç. Мĕнле сумлă ĕç тунă вăл Академи шайĕнче пулмалăх? Эп пĕрне пĕлетĕп. Чăвашран тухнă Совет Союзĕн Геройĕсен йышне тĕллĕхлĕрех палăртма хăтланни. Ку вăл академилле чăн-чăн ĕç. Халлĕхе эпир асăннă йыша питех пĕлсех те каймастпăр. Ыйтусем нумай. Чылай чухне суйма та пăхаççĕ.
Акă, эп çÿлерех асăннă Виталий Иванович Уруковах илер. Совет Союзĕн Геройĕ. Батальон командирĕ. Майор. Таврапĕлÿçĕсем вăл Чĕмпĕр хулинче çуралнине тупса палăртрĕç. Анчах та вăл Чĕмпĕрте пачах пурăнман темелле. Унăн тăван амăшĕ те, тăван ашшĕ те чăвашсемех пулнă. Ăна пĕчĕк чухнех усрава илнĕ тепĕр ашшĕ те («тăван мар» темĕп, мĕншĕн тесен хайĕн хушаматне панă) — чăвашах. Анчах та награда хучĕсенче вырăс тесе çырнă пулмалла. Ытти документсенче те. Ситуаци кунта пăртак кулăшларах та.
Аксарпа Селиме Чунтупайсем // 4069.98.7614
2024.10.26 14:47
Академин тилхепине тта пултаракансен кандидатурисем халех паллă пулсан аван. Ăна Президиум пăхса тухсан тата çирĕплетсен аван... Тата вĕсен академин пуласлăхĕ синчен программисене ичелесен лайăх... Вара уççăн сутсе явасчĕ!
Евразиец // 1855.68.3619
2024.10.29 09:58
The comment was deleted.: нарушение правил написания комментариев (пункт 1.11,1.12)