Честные речи и любезный вид редко сочетаются в людях.(Конфуций)
Ad
Валерий Алексин: Театра юратнӑ, медицинӑна ытарайман
Валерий Алексин07.02.2025 19:38115 views
Астӑвӑм
Чӑваш халӑх ҫыравҫи, драматург, Чӑваш театрне йӗркелекенсенчен пӗри тата сиплевҫӗ П.Н. Осипов ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитнине К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш академи драма театрӗнче паллӑ турӗҫ.
Петр Николаевич пурнӑҫӗнче тӗлӗнмелле самантсем чылай пулнӑ. Вӑл илемлӗ сӑмах вӑйӗпе чӑвашсене чӑмӑртанма чӗнекен, вӗсен сывлӑхне упракан пулма ҫӗр ҫине килнӗ. Ҫакна палӑртрӗҫ юбилей каҫӗнче тухса калаҫакансем.
Пӗрремӗш спектакль
П.Н. Осипов хӑйӗн ҫамрӑклӑх ҫулӗсем пирки каласа панине ҫур ӗмӗр каялла кинохроника ӳкерсе илнӗ. Ҫав кадрсене тата вуншар ҫул каялла театрта лартнӑ спектакльсене экран ҫинче кӑтартнине пухӑннисем кӑмӑлласа кӗтсе илчӗҫ.
– Эпӗ Хусанти гимназире вӗреннӗ ҫулсенче чӑваш ҫамрӑкӗсем пӗрле пухӑнса ларма кӑмӑллатчӗҫ, – аса илнӗ Петр Николаевич. – Ҫавӑн пек тӗлпулусенчен пӗрне Н.В. Никольский историк пычӗ те чӑваш халӑхӗн аваллӑхӗ пирки каласа пачӗ, пирӗн тӑхӑмсем атӑлҫи пӑлхар халӑхӗнчен пулса кайнине нумай тӗслӗхпе ҫирӗплетрӗ. Эпир халиччен кун пирки пӗлменччӗ. Ӗнентерӳллӗн каланӑ ҫак сӑмах пире ҫӗклентерсе ячӗ темелле. Мӗншӗн-ха пирӗн хамӑр халӑхӑн культурине чӗртсе тӑратас ӗҫе хутшӑнас мар?.. Эпир чӑваш тумӗсем тӑхӑнса туй йӑлисене лартса пӑхнӑ, юрланӑ-ташланӑ, чӑваш пурнӑҫӗ пирки чуна уҫса калаҫнӑ. Кӗҫех пирӗн ушкӑна хӑюллӑ ҫамрӑксем киле пуҫларӗҫ. Ӳнер училищинче вӗренекен Константин Васильевпа Иоаким Максимов драма кружокӗ йӗркелеме сӗнчӗҫ. Паллах, калама ҫӑмӑл та, анчах… Сценӑна епле илемлетмелле, артистсене мӗн тӑхӑнтартмалла? Чи кирли – чӑвашла ҫырнӑ пьеса ҫук. Куҫ хӑрать те алӑ тӑвать теҫҫӗ. Сценограф хамӑр хушӑрах – Константин Васильев. Иоаким Максимов А. Островскин «Не так живи, как хочется» пьесине чӑвашлатса килчӗ. Рольсене валеҫрӗмӗр те Иоаким Степанович ертсе пынипе репетици тума пуҫларӑмӑр. Тӑрӑшни сая каймарӗ, «Хӑв пурӑнас килнӗ пек ан пурӑн» спектакле лартса патӑмӑр, ӑна куракансем ырласа йышӑнчӗҫ…
Фронт валли театр йӗркеленӗ
– Граждан вӑрҫи пуҫлансан ман та салтак тумӗ тахӑнма тиврӗ, – малалла каласа панӑ Петр Николаевич. – Эпир Иоаким Максимовпа труппа пуҫтарса Чӑвашсен куҫса ҫӳрекен театрне йӗркелерӗмӗр. Вӑл вӑхӑтра лартнӑ спектакльсенчен А. Островскийпе Н.Я. Соловьев пьеси тӑрӑх лартнӑ «Ҫутатать, анчах ӑшӑтмасть» драмӑна асӑнмалла. Ӑна эпир красноармеецсем умӗнче, Самар, Чӗмпӗр, Хусан хулисенче тата чӑваш ялӗсенче нумай хут вылса панӑ. Гастрольте ҫӳренӗ чухне эпир Чӑваш Автонимилле облаҫне туса хуни ҫинчен пӗлтӗмӗр. Кӗҫех пире Шупашкара куҫса килме йыхравларӗҫ. Труппа килсе ҫитсен Чӑвашсен тӗп театрӗ йӗркеленчӗ, ӑна Иоаким Максимов-Кошкинский ертсе пыма пуҫларӗ.
Мӗнле пултарнӑ, ӑҫтан ӗлкӗрнӗ?
– Петр Николаевич ҫинчен тӗлӗнсе калаҫнине илтме пулать: ай, мӗнле талант, нумай енлӗ талант! – терӗ Раҫҫей халӑх артистки Нина Яковлева. – Ҫак талант мӗнле чӑмӑртаннине пӗлес тесе эп унӑн пурнӑҫ ҫулӗ пирки хаҫат-журнал мӗн ҫырнине нумай ҫул хушши пуҫтарса пынӑ. Ҫав очерксемпе заметкӑсенчен хӑшне-пӗрне вуласа парас тетӗп. 1910-мӗш ҫулта Петр Николаевичӑн ашшӗпе амӑшӗ, йӑмӑкӗ тата пиччӗшӗпе шӑллӗ ерекен чире пула вилсе выртнӑ, тӑлӑх ачана ялти учительница усрама илнӗ. Петян аслӑ пиччӗшӗ Михаил ун чух салтакра пулнӑ, офицера ҫитнӗ. Вӑл шӑллӗне Хусана илсе кайса гимназие тата музыка шкулне вӗренме кӗртнӗ. 1918 ҫулта Петр Николаевич университет студенчӗ пулса тӑнӑ. Врач дипломне алла илсен вӑл виҫӗ ҫул ординатурӑра вӗреннӗ, ун хыҫҫӑн Шупашкара куҫса килнӗ… Кунта вӑл медицина наукине кӗрсе каять, диссертаци ҫырса хӳтӗлет, сывлӑха сыхлас ӗҫӗн министрӗ пулса тӑрать, ҫав хушӑрах пьесӑсем ҫырать, вырӑсларан куҫарса спектакльсем лартать, кинофильмра вылять, музыка училищинче вӗренекенсене сӗрме купӑспа калама вӗрентет тата ытти те.
Петр Николаевичӑн ачисем те ашшӗн ҫулӗпе кайнӑ. Хӗрӗ Людмила Шупашкарти музыка училищинчен тата Мускаври медицина институтӗнчен вӗренсе тухнӑ, медицина наукисен докторӗ, Раҫҫейри медицина наукисен академийӗн член-корреспонденчӗ пулнӑ, микробиолог. Вӑл хатӗрленӗ синтомицин, циклоферон тата ытти эмелсем ҫӗршыври миҫе ҫынна йывӑр чирсенчен сывалма пулӑшман-ши? Ун хӗрӗ Ирина Будапешт консерваторийӗнче ӗҫлет. Ывӑлӗ Валентин та медицина наукисен докторӗ пулнӑ.
Халӑх йӑлисене аван пӗлнӗ
– «Кушар» спектакле лартни аса килет, – терӗ халах умне тухсан Раҫҫей халӑх артистки Нина Григорьева. – Петр Николаевич кашни репетицине тенӗ пек килсе ҫӳрерӗ. Пьесӑра юрӑллӑ-ташӑллӑ сценӑсем чылайччӗ. Архивра упранакан ҫав юрра-кӗвве ун чухне радиопа та памастчӗҫ-ха. Вӗсене халӑх йӑлине пӑсмасӑр епле юрламалла-ши? Ташланӑ чух каллех халӑх йӑлине тытса пымалла. Ҫакна пьеса авторӗ питӗ аван пӗлетчӗ, вӑл артистсене вырӑнлӑ канашсем паратчӗ… Кувшинкӑра каннӑ чухне Петр Николаевичпа ун мӑшӑрӗ Зинаида Федоровна пире кӑмпана илсе каятчӗҫ. Мана вӗсем кӑмпа тӑварлама та вӗрентрӗҫ… Тата ҫакӑ асра: Осиповсен хӗрӗ Людмила Петровна эпир Мускавра гастрольте чухне чӑваш артисчӗсене сцена ҫине хӑпарса ӑшшӑн саламларӗ.
Наукӑпа пултарулӑх еткерлӗхӗ
П.Н. Осиповӑн наукӑпа пултарулӑх еткерлӗхӗ тӗлӗнмелле пуян. Вӑл 23 пьеса тата икӗ инсценировка авторӗ, унсӑр пуҫне 3 кӗнекеллӗ историлле роман, 40 ытла наука ӗҫӗ ҫырса кӑларнӑ. «Айтар» драмине 11 хутчен 6 режиссер сцена ҫинче лартнӑ, «Кушар» драмине 7 хут, «Ылханлӑ йӑх» пьесине 4 хут сцена ҫинче кӑтартнӑ. Вӑл музыка театрӗ валли ҫырнӑ оперӑсемпе музыка комедийӗсен либреттисен авторӗ, К.В. Ивановӑн «Нарспи» поэмине чи малтан инсценировка туса лартнӑ, салтакра чухне «Чухӑнсен сасси» хаҫат кӑларса тӑнӑ. П.Н. Осипов сӗрме купӑспа ӑста каланисӗр пуҫне оркестр валли темиҫе пьеса ҫырса хӑварнӑ, вӗсене Чӑваш патшалӑх академисимфони капелли хайӗн репертуарне кӗртнӗ, ҫав произведенисенчен пӗри юбилей сцени ҫинче янӑрарӗ. Паллӑ ҫыравҫӑ тата сиплевҫӗ меценат та пулнӑ теме пулать, Куславкка районӗнчи Кутемер ялӗнчи ҫуртне вӑл фельдшер амбулаторийӗ тума панӑ. Петр Николаевич Шупашкарти врачсене наука ҫулӗ ҫине тухма пулӑшнӑ, диссертаци ҫырса хӳтӗлес ӗҫе наука ертӳҫи пулса хутшӑннӑ.
Юбилей каҫӗн сценарине Чӑваш халӑх артисчӗ И.И. Иванов йӗркеленӗ.
Валерий Алексин.
Сӑнӳкерчӗксене театр сайтӗнчен илнӗ.
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
Нумай пулмасть тата М. Кондратьев ÿнер пĕлĕвĕн докторĕ çакна калаçа пачĕ. Чулхулана делегаципе кайсан пÿрнине амантнă. Автосавутра пулнă ку. Вара çакăн хыççăн тек сĕрмекупăспа калайман.
Сĕрмекупăспа хăй калаймасан та, çавах мусăк вĕрентĕшне ыттисене вĕрентме çÿрекеленĕ пулмалла. Çапла вара, çав сурана пула Осиповăн пĕр ĕмĕчĕ татăлнă ĕнтĕ. Шел.
Тахçан Валери Туркай П. Н. Осиповăн пĕр тăхăмĕ челевисăрти Дмитрий Киселёв тесе пĕлтернĕччĕ.
Çав япалана тишкерме шутларăм. Людмила тата Валентин ачисем хăçан çуралнине, хăçан мăшăрланнине пăхрăм. Киселёв, Дмитрий Константинович, хăй 1954-мĕш çулта çуралнă-ха. Ашшĕ, курăнать ĕнтĕ, — Константин. Википедире тата тĕплĕнрех çырса кăтартнă.
Ниепле те шайлашăнса пĕтеймест пек. Çапла вара, вĕçне-хĕрне тупса пĕтереймерĕм.
Алексин // 1304.21.3781
2025.02.07 20:52
The message will be visible after moderation. FIY users who are signed up to the site get to publish their ideas directly.
Пĕлетĕр вĕт-ха ĕнтĕ «Айтар» драма иккĕлле юпленсе кайнине!