Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +19.3 °C
Потуги слабого продемонстрировать силу.(Эрик Хоффер)
 

Ad

Тимӗр Акташ: Шупашкарта чӑваш ваттисен канашӗн ларӑвне ирттернӗ

Тимӗр Акташ05.05.2026 18:1590 views

  1. Шурсухалсем Ҫу уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Кӑнтӑр микрорайонӗнчи Ленинла комсомол урамӗнчи Николай Адер усламҫӑн «Кӑмаша» суту-илӳ центрӗн пуҫлӑхӗн кабинетӗнче пуҫтарӑннӑ. Унта нумай коммунистсен хаҫачӗсем. Н. Адерӑн пичетленнӗ статьясемпе те. Ялтан та Шупашкар округӗнчи Станьял ялӗнчен Чаптай Элмен ҫитрӗ.
  2. Ларӑва Н.М. Адер ертсе пынӑ. Протокол унӑн секретарӗ Галина Севастьянова ҫырчӗ.
  3. Ертӳҫӗ чӑваш орфографи йӗрки ҫинчен документсем; Чӑваш Республикин ертӳҫин шӑлавӗ; пионерсен юхӑмӗ ҫӗнӗрен йӗркелесси; хӑйӗн суту-илӳ центрӗн, музейӗн Культура центр туса реорганизацилесси; тата ытти ыйтусене хускатнӑ.
  4. Чӑваш ваттисен канашӗн ҫӗнӗ ертӳҫине те суйланӑ. Икӗ кандидат тӑратнӑ. Федор Карягин самоотвод илнӗ. Пуҫлӑх пулас тесе Николай Адера суйланӑ.
  5. Ларура ваттисен канашӗн малтанхи секретарӗ Владимир Долгов (Акташ) ятарлӑ заявлени тӑрса каланӑ: «Эпӗ Николай Адера тата пирӗн канашӑн членӗсене хисеплетӗп. Анчах Адерӑн «сулахай» коммунистла идейисемпе, туртӑмсемпе шухӑш-кӑмӑл майлӑ мар. 1991 ҫулта СССР саланнӑ. КПСС — та. КПРФ саккунлӑ майпа ӗҫлет. Демократиллӗ обществӑра саккун тӑрӑх тӗрлӗ партисем ӗҫлеме пултараҫҫӗ. Эпӗ демократишӗн.
  6. Алексей Бойков: Эпӗ те ҫапла шухӑшлатӑп. Тата эпӗ те уйрӑм заявлени калатӑп: Шупашкарти Ҫӗнтерӳ Паркӗнчи Аслӑ Отечествӑлла вӑрҫӑра пуҫ хунисемшӗн мемориал. Урӑх хӗҫ-пӑшал конфликчӗсен, вӑрҫӑсенче хутшӑннисемшӗн мар. (Сергей Щар фотограф А. Бойковӑн аллине чӑмӑртать.)
  7. Федор Карягин: Алексей Бойков ҫак хутлӑ заявлени мана панӑ.

Лару хыҫҫӑн эпӗ Юрий Дадюковран ыйтрӑм:

— Эсӗ те КПРФ членӗ-и?

— Ҫапла. 1998-мӗш ҫултан. Борис Ельцин политикипе килӗшменрен.

Федор Карягин: Эпӗ партирен тухман та.

— КПСС речӗсенчен-и?

— Ҫапла.

Николай Адер: Эпӗ «сулахайри ҫын». Долгов — «сылтӑм».

— Демократиллӗ обществӑра «сылтӑм» та, «сулахайри» те, «центристсем» те пур. Ку йӗркеллӗ пулӑм. Тата оппозици те.

 

Тимӗр Акташ.

Шупашкар. 2026-мӗш ҫулхи Ҫу уйӑхӗн 4-мӗшӗ.

Фотоӳкерчӗкре: Чӑваш ваттисен канашӗн ларӑвӗ. Фото: Тимӗр Акташ.

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters