«Besame mucho» — паллӑ мексикалла юрра майлӑ юрласа (уйрӑм архивран ҫырни). Литература кӗтесӗ валли.
1. Тӗнчери паллӑ хитре мексикалла юрра «Besame mucho» (1932) нумай ҫын пӗлет. Мана та вӑл питӗ килӗшет. Иртнӗ ҫулсенче Интернет ҫук чух, мана кӑсӑк пулнӑ: мӗнле вырӑсла куҫармалла ҫак юрра.
2. Тутарстанри Аксу районӗнчи Хӗрлӗ Шур чӑваш ялӗнчен Шупашкара 1957-мӗш ҫулӗнче куҫса килсен пуҫланса, вырӑсланса пынӑ чух пире чӑвашла вӗрентмен.
3. 1985-мӗш ҫул хыҫҫӑн Перестройка чух эпӗ тепӗр хут тӑван чӗлхене аса илсе, ӑна вӗренме пуҫларӑм.
4. 1985-мӗш ҫулӗнче Мускаври патшалӑх университечӗн Журналистика факультетӗнче вӗреннӗ чух, Шверник урамӗнчи общежитире пурӑннӑ чух, мана Португалирен килнӗ студентпа юнашар пӳлӗмре вырнаҫнӑ. Вӑл Думингуш ятлӑ пулнӑ.
— Кала-ха, Думингуш, мӗнле "Besame mucho" вырӑсла куҫармалла пулать? — ыйтрӑм кӳршӗрен.
— Целуй меня крепче! — хуравларӗ студент.
5. 2001-мӗш ҫулхи Утӑ уйӑхӗн 13-мӗшӗнче ҫӗрле 1 сехет иртсен, ыйхӑ килмен чух, пӗччен, эпӗ ҫак хитре юрра аса илтӗм. Ҫак чух ман пуҫа чӑвашла ҫак йӗркесем килчӗҫ:
Чупту мана!
Чупту мана хытӑрах!
Чупту-ха мана эс хытӑрах, хытӑрах!
Хытӑрах чупту мана!
Чупту, чупту мана хытӑрах, тутлӑрах!
Пылакрах чупту мана!
Эп сана пит юрататӑп!
Эп сана, эп сана, эп сана
Пит юратап!
Чупту мана, савни, чупту мана,
Пылак савниҫӗм.
Эс маншӑн тӗнчере, тӗнчере
Чи хакли!
Чупту мана, чупту мана эсӗ!
Эс ман валли ылтӑнран, кӗмӗлрен,
Ахахран хаклӑрах!
Мӗнле тапаҫҫӗ ҫак чух
Пирӗн чӗресем!
Чупту, чупту, савниҫӗм!
Уйӑх ҫутать, ҫутать ҫутӑрах
Пирӗн ҫине пахса.
Чупту мана, чупту, савниҫӗм!
Мӗн пылакрах ҫакӑн ҫут тӗнчере!
Тимӗр Акташ
Шупашкар, 2026-мӗш ҫулхи Ҫу уйӑхӗн 11-мӗшӗ
Фотоӳкерчӗк ҫинче: Консуэло Веласкес Торрес, мексикалла пианистка, композитор, "Besame mucho" юрӑ авторӗ.
Редакцирен: Автор орфографине упраса хӑварнӑ, текста «ӑ», «ӗ», «ҫ», «ӳ» саспаллисен тӑррисӗр ярса панӑ. Вӗсен тӑррисене ИИ лартса тухнӑ.
<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>