Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +17.0 °C
Человек в самом себе носит самого страшного из своих врагов. (Ж.Ламетри)
 

Ad

Аçтахар Плотников: Чикмене кайса килни

Аçтахар Плотников02.07.2026 19:44137 views

Отпуск пуҫланчӗ те пӗрремӗш кунхинех Чикмене ҫитсе курас терӗм. Тӗллевӗсем темиҫеччӗ. Чи малтанах эп ку хулара пӗрре те пулман. Анчах вӑл чӑваш культурипе тачӑ ҫыхӑннӑ темелле. Мӗн калас та, юнашарти ялсемех Чикме уесне кӗнӗ. Шупашкар уесне мар, самай инҫетри Чикме хулине пӑхӑннӑ. Тепӗр тӗллев — паром хакне пӗлесси. Чӑн та, эп хама валли чылай ҫулҫӳрев планласа хурса. Вӗсенчен иккӗшӗ Чикме урлӑ иртеҫҫӗ. Ҫавна май паром мӗнле ӗҫленине пӗлесси маншӑн питӗ кирлӗ. Виҫҫӗмӗш тӗллев пек Чикмене каякан ҫулсене пӑхса тухасси пулчӗ. Унта ман мӗнле те пулин ҫитмеллех вӗт...

Ҫул ҫинчи кӗтменлӗхсем

Ку ҫулҫӳреве пурнӑҫланӑ чухне сиксе тухнӑ йывӑрлӑхсен шутне ҫул ҫинче сиксе тухнӑ кӗтмен япаласене кӗртмелле. Вӗсем темиҫе.

Пӗрремӗшӗ — ҫулсене пӗлменни. Чикмене мӗнле ҫитмеллине эп аван пӗлетӗп-ха. Анчах квадроциклпа ҫӳренӗ чухне асфальтпа сахалтарах ҫӳремелле. Асфальтпа ҫӳресен унӑн резини хӑвӑрт пӗтет. Машшин резинипе танлаштарсан вӑл ҫемҫерех, ҫавна май асфальт ӑна хӑйра пек ҫисе ярать. Вӑт ҫавна май уйри ҫулсене шырама тиврӗ те.

Ҫулсене эп карттӑ тӑрӑх шырарӑм. Анчах унта ӳкерни вӑл тӗлте ҫул пурринех пӗлтермест ҫав. Тахҫан, тен, пулнӑ та пуль, халь вара — ҫук. Ҫӳреме пӑрахнӑ. Тепӗр вырӑнта ҫулӗ пурччӗ, анчах вӑл мана пӗве патне илсе тухрӗ. Пӗвине вара пӗр ҫулхине татса кайнӑ пулас та дачниксем ӑна хӑйсем аллипе кӑшт юсакаланӑ. Шыв юххине пӳлсе лартнӑ. Анчах ҫын каҫмалӑх кӑна. Сарлакӑшӗ метр та пулин ҫук. Ман квадроциклӗ метртан ытларах — ҫавна май каялла ҫаврӑнса тепӗр ҫул шырама тиврӗ.

Тепрехинче мана М7 ҫул вӑйлӑ кансӗрлерӗ. Пӗтӗмпех пӳлсе лартнӑ. Ун урлӑ каҫас тесен тем чухлӗ тавран ҫаврӑнмалла... Калайкасси патне тухнӑскер Калмӑккасси патнех ҫырмасем урлӑ ҫул шыраса кайма тиврӗ. Ҫаврӑнмалли вырӑна ку вырӑнта ытла та инҫе туса панӑ. Хӑвӑрах пӑхӑр: Калмӑккасси хыҫҫӑн ҫаврӑнмалли вырӑн М7-рен Мӑн Сӗнтӗр енне пӑрӑнакан кӗпер патӗнче кӑна. Малалла каяс пулсан тепри те инҫе — Питтикасси патӗнче. М7-рен Мӑн Сӗнтӗрелле каякан ҫулпа кайма шухӑшласа хуманран, паллах, ман каялла каяс килмерӗ. Ҫырмасем тӑрӑх Калмӑккасси патнелле тухрӑм. Юрать ҫырмасем тӑрӑх ман урхамах аван ҫӳрет. Ҫул хӗррипе аванах каҫкаларӑм.

Тепӗр кӗтмен япала — земляникӑна (темле ҫырмалла ӗнтӗ ку ҫимӗҫе, эпир Виктори теме хӑнӑхнӑ, чӑннипе вӑл клубника, чӑвашла ҫӗр ҫырли, анчах ҫӗр ҫырли вӑл маншӑн пач урӑх ӳсентӑран) Шупашкар районӗнчи Хосантай ялӗнче кӑна ҫитӗнтермеҫҫӗ иккен! Шупашкарпа Муркаш районӗнче сахал мар ӑна лартнӑ! Тем пысӑкӑш лаптӑксем! Мари Элӗн Туҫи мари районӗнче те чылай ӳстереҫҫӗ. Чӑн та кӗтменлӗх пулчӗ. Мари тӑрӑхӗнче тата ҫавӑн пекех ҫӗрулми, купӑста нумай ӳстереҫҫӗ. Пысӑк лаптӑксемпе!

Аламнер

Аламнер хулашне ҫитсе курма планламанччӗ. Анчах ҫулсене пӑхкаларӑм та кӗски шӑпах ҫав ту хӗррипе иртет. Унччен ҫак хулаш ӑҫта вырнаҫнине пӗлменччӗ те. Ҫулсене шыранӑ май асӑрхарӑм та — кӗрсе тухасах терӗм.

Мӗнле сӑнласа памалла ӑна? Питӗ илемлӗ вырӑнта вырнаҫнӑ. Ҫӳллӗ вырӑнта. Вӑл хӳтӗленмелли вырӑн пулнӑ ӗнтӗ. Тем ҫӳллӗш ур упранса юлнӑ. Шалта — хурӑн вӑрманӗ. Ахӑртнех хальтерех ӳссе ларнӑскер, археологсем чавса тӗпченӗ хыҫҫӑн шӑтса тухнӑскер.

Ту хӗррине тӑрсан самай инҫетри тавралӑха курма пулать. Атӑл тинӗсӗ сарӑлса выртать. Аялта — тем сарлакӑш улӑхсем. Улӑхсемпе Мӑн Сӗнтӗр шывӗ юхса иртет. Мӑн Сӗнтӗрӗн тепӗр енче темле чиркӳ вырнаҫнӑ...

Ҫӳлте сакпа сӗтел пур. Тӗрӗссипе каласан ытлах тирпейлех марччӗ. Изьяр кӳлли патӗнче тирпейлӗрехччӗ. Тата икӗ стенд вырнаҫтарнӑ — унта Аламнер хулашӗ пирки каласа панӑ. Тутарсем пулсан тутарла та, та акӑлчанла та ҫырса хурӗччӗҫ... Кунта вара вырӑсла кӑна ӑнлантарса панӑ. Тата хӗвел ҫинче тӑнӑ май тӗсӗ шупкаланнӑ.

Малтанах сӑрт тӑрӑх анма шухӑш пурччӗ. Ҫуррине анса та ҫитрӗм. Анчах малалла тӑвайкки ытла та тайлӑкччӗ те пӗччен пулнӑран анмарӑм, аннӑ ҫулпа хӑпарса кайрӑм та урӑх ҫул шырама кайрӑм.

Чикме

Чикмене пӗр-ик сӑмахпа ӑнлантарса парас пулсан эп ҫапла каланӑ пулӑттӑм: провинци хули. Лӑпкӑ, шӑп хула. Аваллӑха упраканскер. Йошкар-Оларан самай инҫе вырнаҫнӑ пулин те хула пушанса пыраканскер мар пулас. Кунта туритсем нумай чарӑнаҫҫӗ, хула урлӑ паромпа каҫма пулать. Хулара темиҫе пысӑк предприяти пур. Ҫакӑ пӗтӗмпех хулана «пурӑнма» майсем тупса парать.

Эп хам хулан аялти пайӗнче кӑна пултӑм. Ҫавна май ӑна кӑна хаклама пултаратӑп. Хулан ҫыран хӗрри Шупашкар хулинчен пӗрре те кая мар темелле. Кунта ҫуран ҫӳремелли вырӑнсем те пур — вӗсене ятарласа тунӑ. Музейсем пит нумай. Кӗскен каласан хула туристсемшӗн парӑнать.

Маншӑн вара малтанласа паром кӑсаклӑ пулчӗ. Ҫавна май эп тӳрех ҫыран хӗррине антӑм. Эп ҫитнӗ тӗле шӑпах паром та тепӗр енчен каҫрӗ. Мана каласа панӑ тӑрӑх вӗсем кунта час-часах ҫӳреҫҫӗ. Пӗтӗмпе иккӗ вӗсем. Пӗр енчен тепӗр енне ҫӳреҫҫӗ. Умлӑ-хыҫлӑ. Мӗнпурӗ 8 машшин таран илме пултараҫҫӗ.

Ҫыранӑн тепӗр енчен каҫнӑ машшинсем парома пушатсан эп кассӑна кайса хаксем пирки ыйтрӑм. Чи интересли — ҫӑмӑл машинӑшӑн 500 тенкӗ илеҫҫӗ пулсан, квадроциклшӑн — хаклӑрах. 700 тенкӗ. Калӑпӑшӗпе пӗчӗкрех пулин те хакӗ 200 тенкӗ ытларах. Енчен те эсӗ баггипе пулсан — енчӗкӳ тата ытларах ҫӳхелӗ, уншӑн 800 тенкӗ ыйтаҫҫӗ. Кашни пассажирӑн тата 120 тенкӗ кӑларса хума тивӗ. Пӗр енне каҫма маншӑн 820 тенке кайса ларӗ.

Музейсем

Хула пӗчӗк пулин те кунта музейсем чылай. Вӗсем пурте тенӗ пекех пӗр вырӑнта вырнаҫнӑ. Тата, мӗн кӑсӑклӑ, кашнинчех билет хакӗ 200 тенкӗ. Эпӗ пурӗ 3 музея кӗрсе тухрӑм, 600 тенкӗ тӑкакларӑм. Тепӗр ик-виҫ музей кӑна юлчӗ. Остап Бендер музейӗ маншӑн кӑсӑклӑ марччӗ, этнографи музейӗ хулан ҫӳлти пайӗнче вырнаҫнӑ, ман килелле таврӑнма вӑхӑт ҫитнӗччӗ те — ҫавна пула унта лекеймерӗм. Анчах вӑл пысӑк музей, 5 гектар ҫӗр йышӑнать терӗҫ. Ҫуммӑн иртсе кайнӑ май унта ҫил арманӗ пуррине те асӑрхарӑм.

Купсасен музейӗ мана унашкаллине ытти вырӑнта курманнипе интереслентерчӗ. XIX ӗмӗр вӗҫӗпе XX ӗмӗр пуҫламӑшӗнчи хӑш-пӗр экспонатсем мана тӗлӗнтерчӗҫ. Пуртӑллӑ хыҫлӑ пукана пӗрремеш хут куртӑм. Экскурсовод каласа панӑ тӑрӑх ун пек пукана тахҫан пӗри ӑсталанӑ пулнӑ. Кайран ӑна евӗрлесе теприсем хатӗрленӗ. Паянхи куна унашкал пукан пурӗ 60 таран упранса юлнӑ.

Йывӑҫпа аппаланма юратнӑ май мана Пиҫнӗ юман (мореный дуб) музейӗ кӑсӑклантарчӗ. Анчах ку патшалӑх музейӗ мар, уйрӑм ҫынсем уҫнӑскер. Вӗсен унта ҫак йывӑҫпа ӗҫлекен ушкӑн пур пулас. Шӑпах ҫак хаклӑ юман тӗсӗнчен ӑсталанӑ япаласене курма пулатчӗ те. Тепӗр пӳлӗмӗнче пиҫнӗ юманран тунӑ япаласене туянма пулатчӗ.

Виҫҫӗмӗш музейӗ — картина галерейи. Тӗрӗсрех каласан ку пирӗн наци музейӗ йышши музей. Официаллӑ вӑл А.В. Григорьев ячӗллӗ музей ятлӑ. Пӗрремӗш хутра ку тӑрӑхӑн авалхи вӑхӑчӗ пирки каласа панӑ, ҫӗрпӳрт экспозицийӗ пур. Ҫавӑн пекех кунта хулан хальхи самани пирки те экспозицисем вырнаҫтарнӑ. Паллах, Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пирки те пӗр кӗтес пур. Иккӗмӗш хучӗ — картинӑсен галерейи. Кунта темиҫе пирӗн художник ӗҫне те асӑрхарӑм. Ытларах енӗпе ӗнтӗ кунта вырӑнти ӳнерҫӗсен ӗҫӗсем. Пӗр пӳлӗмне вара чӑнах та А.В. Григорьева халалланӑ.

Музейсем тӑрӑх ҫӳренӗ хыҫҫӑн апатланма шутларӑм. Ынашар «Причал» ятлӑ кафе тупрӑм та унта кӗтӗм. Юнкун пулнӑран кафере никам та ҫукччӗ. Анчах ку мар мана тӗлӗнтерчӗ. Хакӗсем! Кунта кӗнӗ май эп пӗр пин тенкӗ патнелле тӑкаклатӑп пуль тенӗччӗ. Апатланма мана 200 тенке кайса ларчӗ. Иртнӗ шӑматкун Ирбис заправкине кӗрсен Кола текен 1 литрлӑ газ шывне чутах 200 тенкӗпе туянмарӑм. Ун вырӑнне кофе илтӗм... Кунта вара аван апатланма 200 тенкӗ кӑна. Ҫыран хӗрринче. Кунти хаксем, ахӑртнех, туристсене те тӗлӗнтереҫҫӗ.

Кашни музей ҫурчӗ, «Причал» кафен те — историллӗ ҫуртсем. Кашнинче вӑл е ку купса пурӑннӑ. Картина галерейин ҫурчӗ хӑйӗн иккӗмӗш хутри ҫуллӗ потолокӗсемпе тӗлӗнтерчӗ.

Апатланнӑ хыҫҫӑн, вӑхӑт 16 сехетрен иртнине пула, килелле ҫул тытрӑм. Ҫапла май этнографи музейне кӗрсе тухасси пулмарӗ.

Бензин ыйтӑвӗ

Ку ҫулҫӳрев ман самай вӑрӑмрах пулса тухрӗ. Пурӗ 230 ҫухрӑм ярӑнма тиврӗ. Тӳррӗн машшинпа каяс пулсан мӗн пурӗ те 71 ҫухрӑм тухать. Анчах эп тӳрӗ ҫулсемпе мар, тӗрлӗ ҫырмасемпе ҫӳренӗрен парома ҫити ман 111 ҫухрӑм пулса тухрӗ. Каялла килмелли ҫул ман вырӑнӗпе кӗскерех пулчӗ, вырӑнӗ-вырӑнӗпе (тепӗр ҫулсем пӑхма хӑтланнӑ май) — вӑрӑмрах. Ҫапла май 230 ҫухрӑм ҫула парӑнтарма тиврӗ. 30 литр бензин пӗтрӗ теме пулать.

Чикмене кӗнӗ май Татнефть патӗнче черет пуррине асӑрхарӑм. Ҫаврӑнса тӑрас килмерӗ, ӑнӑҫу пулсан каялла кайнӑ май кӗрӗп тесе шутласа хутӑм. Вӑт... Паром патӗнче пултӑм, музейсене кӗрсе тухрӑм, апатлантӑм... Каялла ҫула тухрӑм. Пӑхрӑм та черет пур. Вырӑн йышӑнтӑм. Ман умра 7–8 машшинччӗ. 3–4 юлнӑ ҫӗре 95-мӗш пӗтрӗ тесе пӗлтерчӗҫ. Пулмарӗ ӗнтӗ авӑрланасси тесе ҫӑврӑнтӑм та ҫула тухрӑм. Тата мӗн асӑрхарӑм? Черет пит хӑвӑрт пушанчӗ! Тин кӑна пӗр купа ҫӑмӑл машшин черетре тӑратчӗ! — пӗр самант хыҫҫӑнах АЗС пуш-пушӑ. Тиев машинисемсӗр пуҫне ӗнтӗ. Кунта тата дизтопливо пурччӗ. Вӗсем юлчӗҫ.

Килелле ҫул хаваслӑрах иртет. Пытӑм-пытӑм хайти уйсемпе... ҫырмасене каҫрӑм, ялсем витӗр тухрӑм (Вускассине кӗртмерӗҫ! Кашни енчен хапхапа хупӑрласа хунӑ! Тавран ҫаврӑнма тиврӗ). Ишлей патне ҫитсе пынӑ май ман бак пушанса пынине пӗлтерекен лампочка ҫутатма пуҫларӗ. Ишлей патӗнче Татнефть пуррине пӗлетӗп те унта кӗрсе пӑхас терӗм. Темле бензовоз тӑратчӗ — «Ку бензин тин кӑна илсе килмен-ши?» текен шухӑш мӗлтлетрӗ. Кӗрсе ыйтрӑм та, ҫук иккен. Дизтопливо кӑна илсе килнӗ.

Малалла вара Карачура патӗнчи Лукойл заправкине ҫула май кӗрсе пӑхас терӗм. Кута «техника тӑхтавӗ» тесе хупса хунӑ. Анчах бензин хакӗсем ҫакӑнса тӑратчӗҫ. Ҫук чухне хакӗсем те ҫук пулаканччӗ. Кӗрсе ыйтас терӗм. «Компьютерсем перезагрузкӑра» — ӑнлантарчӗҫ. Анчах бензинӗ пурри пирки каларӗҫ. Хуралҫи пӗр 20 минут тӑхтама тивни пирки пӗлтерчӗ. Вара кӗтесех терӗм. Вӑрман патне кайса тӑтӑм та хампа пӗрле илсе тухнӑ кофе ӗҫме пуҫларӑм (компьютерсем ӗҫлеменрен заправкӑра кофе те ӗҫме май терӗҫ). АЗС ҫумӗнче икӗ ҫамӑл машшин кӑначчӗ. Пӗр 15–20 минут иртрӗ-ши, заправкӑна чӑнах та уҫрӗҫ. Эп кофе ӗҫсе пӗтерменччӗ… Хӑпӑл-хапӑл ӗҫсе ятӑм, ыттине пуҫтарса хутӑм. Квадроцикла чӗртсе колонка патне пырса тӑтӑм. Ҫак хушӑра пӗр купа ҫӑмӑл машин пырса тӑчӗ! Эпӗ вара хам колонка патӗнче иккӗмӗш пулса тӑтӑм. Ҫапла май 70 тенкӗпе 20 литр тултарма май тиврӗ.

Эп заправкӑран тухнӑ тӗле ман колонка патӗнче 4-5 машшин черетре тӑратчӗ. Аса илтеретӗп, ку заправкӑра пурӗ 8 колонка! Ыттине вара, хӑнӑхнӑ йӑлапа, Токо заправкине кайса авӑрларӑм. Кунта черет ҫук, бензинӗ пур. Хакӗ кӑна 100 тенкӗ патнелле.

Пӗтӗмлетни

Ҫулҫӳрев мана килӗшрӗ. Ҫанталӑкӗ те аванччӗ. Ҫумӑрлӑ-нӳрлӗ тӑнӑ пулсан хӑш-пӗр сӑртсене хам пӗччен хӑпармастӑмччӗ те пуль. Тӳнсе каяс хӑрушлӑх пур... Те шуса кайӑп... Чикме-Аламнер тӑрӑхӗнче вара сӑртсем питӗ ҫӳллӗ.

Тӗллевсене те пурнӑҫларӑм. Паром хакӗсене пӗлтӗм, ҫулсене тупрӑм, Чикме хулипе паллашрӑм. Аламнер тӑвне те ҫитсе куртӑм. Планламан пулсан та.

 

2026.07.1–2

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (1)]

Comments:

Тимер Акташ // 1643.4.0448
2026.07.02 21:16
Аван. Касакла.

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters