Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 -0.7 °C
Всe в руках человека. Поэтому их надо чаще мыть.(С.Е. Лец)
 

Ad

Аçтахар Плотников: Ухмах полнӑ

Аçтахар Плотников12.07.2009 23:583673 views
Ӗнер ҫулҫӳреврен (Цыпленков ӑна чунҫӳрев тет) килтӗм ҫеҫ-ха... Паян Чулхулана ҫитрӗм. Ҫула тухас умӗн кумма патне кӗрсе тухрӑм — ик эрне маларах ун юбилейне килме шантарсаччӗ те килеймерӗм. Паян та пулин парне кайса парас тесе вӗҫтертӗм вара ун патне.
Килӗнче ачисем, мӑнукӗсем пухӑннӑ. Ҫапла калаҫса ларнӑ май ял шкулӗ пирки сӑмах тухрӗ — пӗчӗкҫиҫ ялта (пурӗ те икӗ урам пулӗ) 4 класлӑ шкул ларнӑ иккен. Хӑйсен Кӳлпи (ятне улӑштарнӑ) хӗрӗ пирки те каласа пачӗҫ. Пӗррехинче 3-4 ҫула ҫитнӗ Кӳлпи хӑйӗн аслӑ аппӑшӗ хыҫҫӑн шкула кайнӑ тет. Питӗ тархӑсласа ыйтнӑ тет те, ручки-карандашне, сумкине парса Нурпи (ятне каллех улӑштарнӑ) аппӑшӗпе пӗрле янӑ. Шкулӗ урам вӗҫӗнчех, ик-виҫ кил урлӑ ҫеҫ ларнӑ та, пӗчӗк ачан кӑмӑлне татса пама йывӑрлӑх пулман. Пӗчӗк Кӳлпи пӗр урок ҫеҫ ларнӑ, кайран вара вӗрентӳҫи ӑна «эс ытла та ҫамрӑк» тесе киле янӑ тет. Хӑй Кӳлпи ку историне астумасть, амӑшӗ каласа пачӗ.
Халӗ Кӳлпи ӗнтӗ ҫитӗнсе ҫитнӗ, качча тухнӑ, хӑйӗн ачи те 3-мӗш класа ҫӳрет. Шкулӗ те ҫук ӗнтӗ, ун вырӑнне пӗр ял ҫыннин кирпӗч ҫурчӗ ларать. Попойне автобус чарӑнӑвӗнчен утнӑ чухне вӑл яла килекене чи малтан кӗтсе илет...
Ҫакна асаилнӗ чухне Кӳлпи «ухмах полнӑ ҫав» терӗ. Ку историне ман пирки каласа панӑ пулсан эп «Ав, пӗчӗкрен мӗн эп ӑс пухасшӑн полнӑ!» тесе каланӑ пулӑттӑм. :) Икӗ расна шухӑш — пӗри ухмахланнӑ тет, тепри ӑс пухасшӑн пулнӑ тет...
//вирьялла, «о»-па, ҫырнишӗн ан варҫӑр — Кӳлпи вирьял та, ҫаплах ҫырас терӗм.
 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters