Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 -0.7 °C
Цепь брака тяжела, иногда приходится нести ее втроем.(А. Дюма-сын)
 

Ad

Аçтахар Плотников: «Таната» малалла вуланать...

Аçтахар Плотников22.07.2009 23:334293 views
Паян тӑватӑ пай кӗртрӗм: «Паллӑ мар инкек», «Тепӗр кун ирхине», «Ҫӗр вӑрлани», «Шурча пупӗ». Чи малтан ӗнтӗ «Паллӑ мар инкек» ҫинче чаранса тӑма тиврӗ — пӗр страници лайӑх ҫапӑнман та юлташсенчен ыйтма тиврӗ. Пулашнӑшӑн — пысӑк тав!

Халӗ ӗнтӗ романра тӗл пулнӑ сӑмахсемпе тата сӑмахҫаврӑнӑшӗсемпе паллашма сӗнетӗп:

кӑлин — пристально. «...кӑлин пӑхса илчӗ...»
чӑм — жбан
какӑр — рог, эрех какӑрӗ — рог для вина. Ун пек япала та пирӗн чӑвашсен пулнӑ иккен!
ҫынсенех апат лартас ҫук — кунта «апат лартма укҫи тупаймӗ» пӗлтерешпе-ши?
ваттисен умӗнче пултӑр! — хм... пирӗн патра «ваттисене пултӑр» теҫҫӗ...
курка тӑррине тат — «сыпса ил» пӗлтерӗшпе-ши?
«Тӑхта-ха, Някуҫ мучи, кунта ватӑ ҫынсем пур, ҫавсене ӗҫтер» — эх... авалхи ҫамрӑксен сӑпайлӑхӗ... Ӑҫта-ши ентӗ вӑл? Хальхи ҫамрӑксенчен ун пек сӑмахсене илтеймӗн те пулӗ.
причак — присяга. «Ҫакӑнта курни-илтнине никама та каламастӑп тесе санӑн причак ҫимелле пулать»
«Ҫакӑнти сӑмаха ҫын ҫине кӑларсан ман пыра ҫӗҫӗ тӑрӑнтӑр, текех эпӗ ҫӑкӑр та ҫиям мар, хӗвеле те курам мар» — чӑваш причакӗ еплерехшӗ пулнӑ! Эп салтакра пулман та, танлаштараймастӑп ҫав... Анчах та кун йышши причак самай вӑйлӑрах пулнӑ пулӗ! Тем тесен те эпӗ ҫав авалхи йеркесемшӗн тунсӑхлатӑп. Шухӑшлатӑн та — вӗсене тытса пыма пӑрахнишенех пулӗ халӗ ахӑр самана хуҫаланать! Сӑмахӗсене тытмаҫҫӗ, улталаҫҫӗ. Тата ытти те...
«Курман, илтмен, пӗлместӗп, пӗлессӗм те ҫук, — инкеке лекнӗ чӑвашӑн пӗр юрӑ». О! Чӑвашӑн пӗр уйрӑмлӑхне шыраса тупрӑм. Авалтанах пырать иккен вӑл. Ав, юрри те сыхланса юлнӑ. :)
пӗрне-пӗри хӑнӑхтараҫҫӗ — ...
нӑхта — науздок.
ҫӳхӳ — икерчӗ? Илтмен... Ҫинҫе икерчӗ тет.
валтан — малтан; «патвар»—«патмар» пеккиех ӗнтӗ.
шалтти — ??? Сӑмахсарсенче ҫук. Евӗрлев сӑмахӗ мар-ши? «Виҫҫӗмӗш шалтти куркана Мултиерӗн пӗчченех ӗҫме тиврӗ»
хыс — кунтах ӑнлантарса панӑ: халат, вӑл ура тупанӗ таранах пулать.
тупӑлха — таволга. Ҫавнашкал курӑк иккен. Ни тупӑлхине пӗлместӗп, ни «таволгине». Ӳкерчӗк тӑрӑх та паллаймарӑм... Аллине тупӑлха авӑрлӑ чӗн пушӑ тыттарнӑ.
уртмакҫӑ — «туйри такмак хутаҫҫине йӑтса ҫӳрекен. Вӑл каччӑ енчен пулать» — тесе ӑнлантарнӑ.
юнӑшми чӗлхе те юсми пил сана — икӗ сӑмах кунта тӗл пулать: юнӑшми тата юсми. Сӑмахсарта тупма май ҫук...
Ҫук тесе ҫӗре ан кӗр, пур тесе пуҫна ҫӳле ан хур — Ку пил сӑмахӗсем ман кӑмӑла кайрӗҫ. «Ҫын евӗр пул, халӑхран ан уйрӑл» тени пулать ӗнтӗ.
туй ӳкерекен — туй кӗртекен. Видео-, е фотооператор мар :)
уртмакҫӑ такмакӗ — эп «такмак» сӑмаха «частушки» евӗрлине ҫеҫ пелетӗп. Кунта вара урӑхли иккен. Сӑран хутаҫ вӑл. Уртмакҫӑ унта туй халӑхне ҫул ҫинче ҫиме тата турӑсене парне кӳме хӑта патӗнче апат-ҫимӗҫ тултарать.
тӑртаннӑ — опухший, тӑртаннӑ пит — опухшее лицо.
кӳлеш — ревнуй.
кӗтӗк — кӗске. Пӗлмен ун пек сӑмаха. Ара «кӗске» пур та тепӗр синоним мӗн тума кирлӗ? :)
ейкелен — кокетничай. «Ӑна (кӗпине) та пулин вӑл кӗҫ-вӗҫех хывса перес пек ейкеленсе ларать». Сӑмах Савтепи пирки пырать.
чӗркӗмӗл — ртуть! Ку япалан чӑвашла ячӗ те пур иккен!
ан мӑртӑх — не капризничай? «Юрӗ, ан мӑртӑх, Хӗлип. Атя шыв хӗррине»
хул шӑшийӗ — ? сӑмахсарта ҫук.
пӳске — кӑна пӗлетӗп, ҫапах та астуса юлмалӑх ҫырса хӑварам-ха. Тепӗр майлӑ каласан — мечӗк.
туимкке — ? каллех ҫук. «Е туимкке капланса килни?»
ӑсла — сусло. Аха, пӗлместӗп. :) Сӑрине вӗретместӗп те...
йӑм — ҫухал. «Шӑпӑр сасси те йӑмать.»
хутлатса хуратпӑр — тепӗр майлӑ каласан — «майлаштарса хуратпӑр» :)
чикен — колики. «Някуҫ старикӗн чикен чикет...»
хупах — корчма, кабак.
Муркаш шывӗ — о! тупрӑм иккен! Аттук пур картта ҫинче те «Моргаушка»... Чӑвашла ятне ыйтатӑп та — пӗлмеҫҫӗ. Юрать-ха Хветӗр Уяр ҫырса хӑварнӑ!
пӗтмӗшӗ — вӗҫӗ. Сӑмахне ӑнланма пулать, «вӗҫ» вырӑнне усӑ курнипе ман куҫа лекрӗ. «Вӗсен шухӑшӗпе, ку шывӑн пуҫламӑшӗ те, пӗтмӗшӗ те ҫук.»
сыснапа хӑпартнӑ — пӗренесемпе хӑпартнӑ. Романрах ӑнлантарса панӑ. «Ялти пӳрт тӑррисене сыснапа хӑпартнӑ, улӑм витнӗ».
шатрун — шатровая крыша. «шатрун тӑрӑлла ҫурт» — дом под шатровой крышей. Ҫавӑн пекех «пятистенный дом» пӗлтерӗшӗ те пур.
урапа кӗпчекӗ — «урапа кӳпчекӗ» пулас, вырӑсла «ступица».
чикмек — кол.
курите — ку та «корыто» иккен! Валашка, кункӑра... тата курите. Мӗнле ят кана ҫук пулӗ...
хуйӑр — кора, ржавчина. «йывӑҫ хуйӑрӗ» — кора дерева, «тимӗр хуйӑрӗ» — ржавчина на железе
кӳпшек — надутый, раздутый, вздутый. «кӳпшек пичӗпе карчӑка аса илтерет».
шетник — кадка, кадушка, ушат.
клир ведомоҫӗ — чиркӳ хучӗ пулас... «кам та пулин чиркӗве пымасть — ӑна клир ведомоҫӗ ҫине паллӑ тумалла».
хӑлтӑ — ҫемҫе. «хӑлтӑ ҫын» — человек с мягким характером.

малалли пулать...
 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters