Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 -0.7 °C
Не раскрывайте случайных книг.(Агни-Йога)
 

Ad

Аçтахар Плотников: Тавракурӑм хӗрри, йӗкӗр ҫул, шӑлами...

Аçтахар Плотников16.08.2009 15:503974 views
«Таната» романа электронлӑ вулавӑша кӗртсе пӗтерӗм! Паян пӗр пысӑк ӗҫ турӑм темелле. Роман вӗҫнелле эп пӗлмен, сайра усӑ куракан сӑмахсемпе сӑмахҫаврӑнӑшсем сахал тӗл пула пуҫларӗҫ. Тӑваттӑмӗш пайӗнче ҫаксем ҫеҫ лекрӗҫ:

шӑлами — хӗрри таран. «Уҫланка шӑламиех ҫӑра тӗтре тулсӑ ларнӑ»
ҫемленкке — землянка. «Каларӑм сана ҫемленккене кӗрсе вырт тесе»
емлен — «ҫиер»? Сӑмахсарта ҫук... «Емленер-ха пӗрре улпутсем пек. Выҫ хырӑмпа манӑн калаҫас килмест».
кайӑкланса кайрӗ — одичал. «Тата мӗскер килместӗн? Те кайӑкланса кайрӗ ӗнтӗ...»
йӗрӗлче — пряслице. «Хӗрсен хитре аллисенче йӗкесем йӗрӗлче пек пӗтӗртетсе ҫаврӑнаҫҫӗ те урайне сиксе анса ташлаҫҫӗ».
килте йытӑ пӑтратманни — ку каларӑш мӗне пӗлтерет-ши? «Килте йытӑ пӑтратманни улахра та пулин ырӑ ят илтме тӑрӑшать.»
Тӑрья! — ку шӑп та лӑп «Утӑрьяпа», «Атӑрьян» пӗр вырӑнти варианчӗ пулас. «Тӑрья! Аттяттюх!» — тесе юлать вӗсен хыҫӗнчен Якку.»
эптерле — приводить в порядок. «Каллех Якку эптерлесе ҫӳренӗ. Эх, ку Якку тарӑхне!»
турахуп — гребень, чесалка (для пеньки, льна и т. д.). «Амӑшӗ пӗр сурӑм сӳс, йӗке, турахуп, пир татакӗ илсе кӗчӗ».
йӗкӗр ҫул — высокосный год.
сӑмсах — мыс. Ку сӑмаха пӗлетӗп, ҫав-ҫавах эсир пӗлместӗр пулӗ тесе кӗртетӗп.
каҫунккӑ — разг. казенка, уст., водка. «Каҫунккӑ илетпӗр, сурӑх тытса пусатпӑр. Пӗрре сӗм ӳсӗрличчен ӗҫетӗп-ха».
ҫул хытти — твердая дорога. «Ҫынсем ҫыран тӑррине хӑпараҫҫӗ, ҫул хыттине тухаҫҫӗ.»
тавракурӑм хӗрри — горизонт? «Кӗлеткесем пӗчӗкленсе, шупкалса пыраҫҫӗ, кӗҫех тавра курӑм хӗрринчи ҫутӑпа пӗрлешеҫҫӗ.»
 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters