Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 -0.7 °C
Манеры выказывают нравы, подобно тому как платье обнаруживает талию.(Ф. Бэкон)
 

Ad

Аçтахар Плотников: Тӳрӗ эфирта калаҫрӑм

Аçтахар Плотников01.12.2009 11:234390 views
Иртнӗ эрнекун, чӳкӗн 27-мӗшӗнче, Наци радиовӗнчи тӳрӗ эфирта пултӑм. Кӑларӑмӗ «Ҫӗр сум» ятлӑ, ӑна Олег Прокопьев ертсе пырать.
Унччен тӳрӗ эфирсенче пулманскер пӑшӑрхантӑм паллах. Кайран вара мӗн пулать те мӗн килет тесе хӑрамасӑр кайса лартӑм. Ҫур сехет ытла та нумай тесеччӗ малтан — ку вӑхӑт вара питӗ хӑварт иртсе кайрӗ. Сиссе те юлаймарӑм — пирӗн калаҫӑва пӗтӗмлетме вӑхӑт та ҫитнӗ иккен.
Чипер су пулсан наци радиовӗн программине сайтра вырнаҫтарӑпах. Хальлӗхе темӗскер вӑхӑт тупаймастӑп-ха...

Тӳрӗ эфирта мӗн калаҫнине кунта итлеме май пур:
http://music.chuvash.org/Radiokalar ... r-sum-nplotnikov.mp3
 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (2)]

Comments:

Андрей // 3919.43.1025
2009.12.01 13:15
Ку кăларăма эпĕ те итленĕччĕ.Кил хушшинче ĕçленĕ пĕрехмай вĕçне çеç илтме тÿр килчĕ.Инçет тетелĕнчи чăваш сăмахĕ вăй илнинче паллах сирĕн пархатарлă ĕçĕн сумĕ çав тери пысăк.Мĕншĕн тесен эсир йĕркеленĕ Чăваш халăх сайчĕ паян кашни чăвашшăнах хаклă.Пĕр-пĕр хыпар-хăнар самантранах тĕнчен пур кĕтессинех çитме пултарать.Каланă е çырнă сăмахăн яваплăхĕ те пур.Мĕнле калаççĕ-ха халăхра:"Сăмах çерçи мар - тытаймăн".Çеçпĕл кĕтнĕ вăхăт çитмест те-ши?
"Чăваш чĕлхи тимĕр татĕ" тени паянхи инçет тетелĕ пирки каланăнах туйăнать.
Сирĕн ĕçĕрте яланах ăнăçу пултăр!
Сувар С. // 4503.3.9864
2009.12.02 10:27
Маттур! Тата нумайрах каламала чăваштет пирки. Çур сехет те сахал пулчĕ.
Эп хăçан чăваш тв курап кăштах ăнланмас ха. Кунта пур калаçуне ăнлантăм.

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters