Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 -0.7 °C
Не всякому человеку даже гуссарский мундир к лицу.(Козьма Прутков)
 

Ad

Аçтахар Плотников: «Тӑван Енри» телепрограмма меллӗрех

Аçтахар Плотников13.03.2010 21:353924 views
Эп хам инҫекурава пӑхмастӑп. Тимиҫе ҫул та ҫитет ӗнтӗ, пӗр ҫиччӗ патнеллех. Ҫавӑнпа та хӑш телепрограмма меллӗреххине ытти ҫынсем сӑнанипе, вӗсен шухӑшӗсене тӗпе хурса ҫеҫ калама пултаратӑп. //«ку ҫын инҫекуравсӑр епле пурӑнайрать-ши?» — ыйтасшӑн пулсан, хуравлатӑп: мана тӗнче тетелӗ те ҫителӗклех, ман шутпа унти хыпарсем туллирех тата вӗсемпе паллашма та хӑвӑртрах пулать; илемлӗ фильмсем пирки сӑмах пырать пулсан — эп вӗсене рекламӑсӑр пӑхма кӑмӑллатӑп.
Маларах эп ҫырӑнса илекен телепрограммӑллӑ хаҫатсем темиҫеччӗ — «Хыпар», «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», «Тӑван Ен». Тата «Домашняя газета» пурччӗ. Халӗ ӗнтӗ «Хыпарӗпе» «ТЕ» ҫеҫ юлса — ыттисене ҫырӑнман.
Эп хам Чулхулара ӗҫлетӗп пулин те хаҫатсене Лапсарта ҫырӑнса илетӗп. Вара кашни килмессерен пухӑннӑ хаҫатсене тишкерме пуҫлатӑп — интересли мӗн ҫыраҫҫӗ-ши, сайта вырнаҫтармалли информаци пур-ши? Нумай пулмасть пӗри сайтра Елена Белова хӑйӗн кун кӗнекинче вырнаҫтарнӑ пӑлхантаракан ҫырӑвӗпе сайт хӑнисен шухӑшӗсене «Тӑван Енте» пичетлени пирки пӗлтерчӗ. Шупашкара ҫитнӗ хыҫҫӑн вара вӑл материал хаҫатра мӗнле вырнаҫӑннине курас килчӗ — хаҫатсем суйлама лартӑм.
Суйлама лартӑм та хайхи — «Тӑван Ен» хаҫатӑн страницисем пурте арпашӑнса пӗтнӗ. Мозайкӑна пуҫтарнӑ евӗр пуҫтарса ларма тиврӗ. «Ма ҫаплипех сапаласа пӗтернӗ вара?» — ыйтсан, йӑмӑк мана «Унти телепрограмма меллӗрех те, унпа усӑ куратпӑр», — терӗ. Эрне иртнӗ хыҫҫӑн вара хаҫата пуҫтарса хума ӑс ҫитеремеҫҫӗ пулас — манӑн пуҫтарма тивет (юрать-ха кашни страницӑрах хаҫат номерне кӑтартнӑ).
Ҫапла каланӑ хыҫҫӑн «Тӑван Енпе» «Хыпарти» телепрограммӑсене танлаштарса пӑхрӑм — чӑн та, «ТЕ-ри» лайӑхрах та меллӗрех пулас. Мӗн кирли — пӗтӗмпех пӗр страницӑра, пӗр кӗҫнерникунхи программа ҫеҫ икке пайланнӑ — ҫурри пӗр страницӑра, тепӗр ҫурри — тепринче. «Хыпарӑннинче» вара — кашни кунхиех ҫурмалла вырнаҫнӑ. Кашнинчех унталла-кунталла ҫавӑрни меллӗ мар пулӗ. «ТЕ» хаҫатри телепрограммӑна варринчи листа ҫине вырнаҫтарнӑран тепӗр лайӑх енӗ пур пулас — программӑпа паллашакан ҫын унти материала куратех. Малтанах вуламасан — тепӗр иккӗ-виҫҫӗ алла илнӗ хыҫҫӑн вуласа тухатех. Япӑх енӗ, каларӑм ӗнтӗ — телепрограммӑпа час-часах усӑ курнӑ чухне вулакансем ӑна хаҫат ӑшӗнчен туртса кӑлараҫҫӗ, каялла, хӑй вырӑнне вырнаҫтарма, вӗсен пуҫӗнче шухӑш тӗвӗлленмест те пулӗ.

Маттурсем! Хаҫата ҫӗнетнӗ чухне чӑн та самай шухӑшланӑ пулас. Тата мӗнле лайӑх ЕНсем тупӑнӗҫ-ши?..

//сирӗн шутпа мӗнле? Телепрограммӑна хӑш хаҫатран илетӗр?
 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters