Шупашкар хула влаҫӗсем кинемисене урамран хӑваласа кӗртме йышӑннӑ. Ку ыйтӑва тӳре-шара чӳк уйӑхӗн 2-мӗшӗнче ҫавра сӗтеле пухӑнса сӳтсе явнӑ.
Турра шӗкӗр, республикӑн тӗп хулинчи портфельлӗ ҫынсем урама уҫӑлма тухнӑ ватӑсене хӑваласшӑн мар-ха. Вӗсем хула урамӗсенче суту-илӳ тӑвакансемпе йӗрке тӑвасшӑн. Урамра сутса лараканӗсем, иртсе ҫӳренӗ чух асӑрханӑ тӑрӑх, чылай чухне — ҫулланнӑ ҫынсем.
Ятарласа ирӗк паман вырӑнта сутакансемпе мӗн тумаллине сӳтсе явма пакунлисем те — Шупашкар хулинчи ШӖМӗн управленийӗн полици пуҫлӑхӗн ҫумӗ Сергей Филиппов, ЧР Патшалӑхӑн ветеринари службин аслӑ инспекторӗ Алексей Семёнов, Шупашкар хулин тӗп ветеринарӗ Андрей Сидоренко — пуҫтарӑннӑ.
Васкакан вакка сикнӗ тенӗ ваттисем. Шӑп та лӑп икӗ ҫул каялла пулса иртнӗ ҫак инкекпе ҫыхӑннисем ку сӑмаха унтанпа ҫитмӗл те ҫичӗ хутчен аса илчӗҫ пуль. Анчах чавса ҫывӑх та ҫыртма ҫук.
2014 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 8-мӗшӗнче 18 сехет те 40 минутра Шупашкарти «Мега Молл» суту-илӳ центрӗ патӗнче пулса иртнӗ ку инкек. «Ауди 80» машинӑна тытса пыракан аллӑ урлӑ каҫнӑ водитель пӑрӑнма юраман йӗр ҫинчех сулахаялла ҫаврӑннӑ. Анчах каҫса кайса пӗтеймен — автомобиле мотоциклист пырса ҫапӑннӑ. Байкер транспорта чарма пӑхнӑ-ха, хӑвӑртлӑхпа пынӑ мотоцикл ҫаврӑнса ӳксен 150 метра яхӑн шуса пырса машинӑна пырса тӑрӑннӑ.
Тӗнче тетелӗнчи кӑларӑмсене тишкерсех тӑратӑп. Ара, малтанхилле пичет кӑларӑмӗсене темиҫешер экземпляр ҫырӑнса илме пӑрахрӑмӑр та, тӗнче тетелне кӗрсе пурнӑҫ таппипе паллашатпӑр. Оппозици шутланакан интернет-МИХсенчен пӗринче, "Правда ПФО"-ра, ҫурла уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Шупашкар хулин социаллӑ пурнӑҫӗпе экономика аталанӑвне пӗтӗмлетекен лару пирки ҫырса кӑтартнӑ. Унта кампа кам пӗр чӗлхе тупайманни, кампа кам мӗн пайлайманни таранах асӑнни пур. Анчах сӑмахӑм ун пирки мар.
Статьяра Шупашкарти "Ҫеҫпӗл" кинотеатр пулнӑ ҫурта хула харпӑрлӑхӗнчен республикӑна куҫарас ыйтӑва та хускатнӑ.
Раҫҫейре пурӑнакансенчен пысӑк пайне политика кӑсӑклантармасть. Цифрӑсен чӗлхипе каласан, пирӗн ҫӗршыврисенчен 80 проценчӗ политика пурнӑҫне хастаррӑн хутшӑнма хатӗр мар.
Юрий Левадӑн "Левада-Центр" аналитика центрӗ тӗпчеве ҫурла уйӑхӗн 5–8-мӗшӗсенче ирттернӗ. Унта Раҫҫейӗн 48 регионӗнчи 1600 ҫын хутшӑннӑ. Интервьюерсем респондентсем патне киле кайса калаҫнӑ. Кун пек чухне йӑнӑш 3,5 процентран пысӑк мар тесе ӗнентерет маларах асӑннӑ аналитика центрӗ.
Политикӑран аякра тӑракансен йышӗ кӑҫал, пӗлтӗрхипе танлаштарсан, 9 процент ӳснӗ.
Ҫак сайтри хыпарсене пӗр сиктермесӗр йӗрлесе пыракансене тата информатор йышӗнчисене тӳрех пӗлтерем: ку хыпара пӗр-пӗр партие мухтаса та, хурласа та ҫырмастӑп. Тупата Туршӑн та, маншӑн пурте пӗрех: хальхи вӑхӑтри созывра тӗрлӗ парти сӗмӗпе депутата суйланнисем те, ҫитес суйлавра лекме ӑнтӑлакансем те. Ҫапах та суйлав умӗнхи агитаци тапхӑрне сӑнама, пытармастӑп, питех те кӑсӑклӑ. Унтан та ытларах – кулӑшла та.
Халӑх тетелӗнчи ушкӑнсенче те паян кандидатсем пӗрне-пӗри хурласа ҫырнине, хӑйсен тӑрӑшӑвне вара ырӑ енчен кӑна кӑтартма талпӑннине курса тӗлӗнмеллипех тӗлӗнетӗп.
Пурнӑҫра пирӗнтен кашниех йӑнӑшать. Тӗрлӗ сӑлтавпа. Тепӗр чух — пӗлменнипе. Тепӗр чух — пӗлекен япаланах е пулӑмах астумасӑр урӑхла персе янипе.
Шел те, кирек епле профессире те йӑнӑшмасӑр май килмест. Хӑшӗсене тӳрлетме йывӑр мар, хӑшӗсем этем шӑпине те татса параҫҫӗ: тухтӑрсем, йӗрке хуралҫисем.
Нумаях пулмасть хампа сиксе тухнӑ тӗслӗхе илсе кӑтартам-ха.Нотариус валли пӗр справка кирлӗччӗ. Тӗрӗссипе, пӗрре кӑна мар-ха, темиҫе те. Анчах пӑтӑрмахӗ вӗсенчен пӗринпе сиксе тухрӗ.
Чӑваш Енри ӗҫпе тивӗҫтерекен центрсенче вакансисен шучӗ йышланса пыраҫҫӗ-мӗн, ҫав вӑхӑтрах ӗҫсӗр ларакансен хисепӗ те нумайланать.
Вырӑсла сӑмахпа каласан, ку лару-тӑрӑва парадокс тесе хакламалла-ши — пӗлместӗп. Анчах статистикӑран иртеймӗн. Унтан та ытларах: официаллӑ статистикӑна пур цифра та лекмесен те пултарать.
Акӑ, тӑван тӑрӑхах е паллаканӑмсенех илем. Вӗсен хушшинче ниҫта ӗҫлеменнисем те пур. Анчах нихӑшӗ те ӗҫлӗх центрӗнче шутра тӑмасть. Сӑлтавӗ тӗрлӗрен: ӗҫсӗр ларатӑп тесе паллӑ тутарма район центрне.
Ӗнер Крымра, унти Севастополь хулин Балаклава пайӗнче, Акатуй уявӗ иртнӗ. Ӑна еплерех шайра йӗркеленине пулса курнисем кӑна тӗрӗс хаклайӗҫ. Эпир, Крымри ҫав уява сӑнӳкерчӗксем тӑрӑх пӑхаканнисем, нимех те калама пултараймастпӑр. Ҫапах та Севастопольти Акатуя ҫынсем тӗрлӗрен йышӑнни куҫкӗретех.
Чи кӑсӑклӑ та тавлашуллӑ тӗрлӗ шухӑшран хӑшӗ "Правда ПФО" тӗнче тетелӗнчи хаҫатра ҫырӑннӑ. Уяв пирки хыпарланинче автор мероприяти ирттернине хӑй енчен ниепле те хакламан-ха. Кунта, тепӗр тесен, тӗлӗнмелли ҫук: чӑн-чӑн информаци жанрӗ ҫавӑн пек пулмалла та.