Вӑрӑ вӑрра шанмасть теҫҫӗ те, пур чухне те апла мар пулӗ. Шупашкарта вырнаҫнӑ лавккасенчен пӗринче, реклама (е, тен, антиреклама) евӗр ан пултӑр тесе хӑшӗнчине каламӑп, 5 пинпе пыракан ҫынсене ӳкерсех илеҫҫӗ-мӗн.
Тӗлӗнмелле ҫак тӗслӗх пирки Александр Белов журналист хӑйӗн блогӗнче ҫырать. Пӑтӑрмахӗ республикӑн тӗп хулинчи Горький тата Университет урамӗсем хӗресленнӗ тӗлте вырнаҫнӑ лавккара пулса иртнӗ. Унта тавар туянакансенчен пӗри 5 пин тенкӗлӗх укҫапа пынӑ иккен.
Кашни икӗ эрнере ҫӗр ҫинчен пӗр калаҫу чӗлхи ҫухалать. Ҫакӑн пек ҫырнӑ 2012 ҫултах Расс Раймер ятлӑ автор «National Geographic Россия» журналта. Унӑн статйине «Контактра» халӑх тетелӗнчи «Чӗлхе нумай енлӗхӗшӗн» (За разнообразие языков) ушкӑнра илсе кӑтартнӑ.
Килес ҫӗр ҫуллӑх пуҫланнӑ тӗле хальхи ҫинче пине яхӑн чӗлхерен ҫурри таран ҫухалма пултарать тесе шухӑшланине пӗлтерет асӑннӑ статья авторӗ. Ҫакна вӑл ҫынсем акӑлчан, китай тата испани чӗлхисемпе калаҫма тытӑннипе сӑлтавлать.
«Эрех ӗҫме ҫынсен ӑҫтан укҫа тупӑнать кӑна тульккӑш? Манӑн хӗрӗме ыран шкула парса яма 100 тенкӗ ҫук», — кӑмӑлӗ пӑсӑккине кура чунне уҫрӗ пӗлӗшӗм. Виҫӗ ача амӑшӗ вӑл. Аслисем шкула ҫӳреҫҫӗ, кӗҫӗнни кӑҫал ача пахчине кайма пуҫларӗ.
Шкул валли укҫа пухни йӗркеллӗ пулӑм мар тесе вӗренӳ тытӑмӗнчи пур пуҫлӑх та калать-тӗр. Ун пек фактсем пирки пӗлтерме ытйаҫҫӗ вӗсем. Вӗренӳ кӗнеки илме, классене юсама ашшӗ-амӑшӗнчен укҫа пухмалла маррине ӗнентереҫҫӗ. Пурнӑҫра вара пачах урӑхла пулса пырать.
Ҫӗнӗ хыпар-хӑнара тӗнче тетелӗнче хӑвӑрт пӗлме пулать. Ара, "маршруткӑра" пынӑ чух та, пӗр-пӗр организацире черет кӗтнӗ вӑхӑтра та, кичем канашлура та тӗнче тетелӗнчи хыпарсемпе паллашма тӑрӑшатӑп тупата!
Халӑх тетелӗсенчен иккӗшӗнче «Кӳкеҫ поселокӗн общество канашӗ» ятлӑ страница пур. Пӗринче унта кӗрекенсем, темӑсене сӳтсе явакансем сахалтарах, тепрехинче вара халӑх ку страницӑна куҫ хывни куҫкӗрет. Мӗн пытармалли, эпӗ те ҫавсен йышӗнченех. Мӗн тӑвас, Шупашкар район ҫынни вӗт. Кӳкеҫре пурӑнатӑп. Апла пулсан, унта пулса иртекен ҫӗнӗ хыпарсемпе кӑсӑкланмасан этем те мар пуль эпӗ.
Пурнӑҫра мӗн пулса иртнине маларах хаҫат тӑрӑх пӗлсе тӑраттӑмӑр. Унчченхи статьясенчен пӗринче эпӗ Шупашкар районӗнче тӑрӑшнӑ чух ӗҫ кунне хаҫатран пуҫланине каланӑччӗ-ха.
Ҫапла, республика е ҫӗршыв шайӗнче тухса тӑракан пичет кӑларӑмӗсене ӗҫтешсемпе черет тӑрса тенӗ пек шӗкӗлчеттӗмӗр. Хаҫат вулама ӳркенекен журналиста редактор ӑнланмастчӗ. Кайран хаҫат та ҫӗнӗ йышши технологисем ҫине куҫрӗ, тӗнче тетелне тухма тытӑнтӑмӑр. Ун чухне редактор информаци агентствисем хыпарланине, влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче мӗн ҫырнине шӗкӗлчеме хытарса тенӗ пекех калатчӗ.
Раштавӑн 3-мӗшӗнче Пӗтӗм тӗнчери инвалидсен кунӗ пулчӗ. Ҫак ятпа районсемпе хуласем тӗрлӗ мероприяти ирттерчӗҫ. Юрласа-ташласа та кӑтартрӗҫ вӗсенче, тӳре-шара сусӑрсемшӗн мӗн тери пӑшӑрханни-кулянни, вӗсен пурнӑҫне лайӑхлатассишӗн ырми-канми ӗҫлени пирки ӗнентермелле тухса калаҫрӗ.
Пулӗ те. Тӑрӑшаҫҫӗх-тӗр. Юлашки ҫулсенче, ав, лавккасене-учрежденисене сусӑрсене кӗме пандуссем туса параҫҫӗ. Сусӑрсен машинисене лартма вырӑн хӑварнипе хӑварманнине, ҫавӑн йышши ытти саманта прокуратура та тӗрӗслесе ҫӳрени пирки пӗлтерет.
«Пӗрремӗш каналпа» кӑтартакан «Атя, пӗрлешер» (Давай поженимся) кӑларӑма пӑхма питӗ кӑмӑллатӑп. Теприсем шоу тесе хурлаҫҫӗ-тиркеҫҫӗ-ха ӑна. Ҫапли ҫапла пулӗ те, анчах сӑмахӑм ун пирки мар-ха. Мана унта пӗр хӗрарӑм хӑйӗн историйӗ пирки каласа кӑтартнӑ чух пӗр вӑрттӑнлӑха уҫни асра юлчӗ. Хайхискер ӗнентернӗ тӑрӑх, ӑна упӑшки питӗ тарӑхтарса пурӑннӑ пулать. Кайран, арҫын ҫӗре кӗрсен, вӑл ӑна ҫунтарнӑ. Упӑшкине ҫунтарсан юлнӑ кӗле вӑл килте упрать-мӗн.
Упраканни упратӑр-ха. Хӑйӗн минтерӗ айне хурса ҫывӑрсан та тем мар. Ара, ҫынна килӗшет пулсан хӑйӗн ирӗкӗ темелле ӗнтӗ.