Вулакан юлташ,
тÿрех курăнать эс чуххăмла, ним шутламасăр калани.
Сталинăн статйине вуласа тух-ха, вара калаçăпăр. Шăпах хайхине, хăй ăславçă маррине, чĕлхеçĕ маррине палăртнинчен пуçлать Сталин хайĕн статйине.
Кунта сăмах Сталин чунлă е чунсăр пулни пирки мар, вăл Марр пирки мĕн калани çинчен пырать.
Ну, сăмахран, Сталин Марр пирки йăнăш каланă пуль, тейĕпĕр.
Анчах та унашкал йăнăш сăмаха тÿрлетме майсем пин хут ытла сике-сике тухнă 1953-мĕш çул хыççан. Анчах та çавăн пек майпа никам та усă курма шутламан халиччен те.
Хайхи Антон Кириллович Салмин та нумаях пулмасть Марр академик пирки ятаралă статья çырнă (Салмин Антон Кириллович ЭТНОГЕНЕЗ И ЯЗЫК ЧУВАШЕЙ ПО Н. Я. МАРРУ // Томский журнал лингвистических и антропологических исследований (Tomsk Journal of Linguistics and Anthropology). 2021. Вып. 2 (32). С. 151-160. DOI:10.23951/2307-6119-2021-2-151-160). Анчах та Салмин та пулин Марр академика тÿреммĕн хăйĕн хÿттине илмест, çапла çырать:
Сторонники Марра нанесли науке большой урон
Вулакан // 1066.37.9482
2025.03.25 15:45
Хисеплӗ Агабазар,ҫитет пуль пуш папраппан ҫапса.Пӑлхарлӑх та пустуй япала ҫеҫ.Никама та нимле вӑй та памасть.Хальхи монгола Чингисхан вӑй парать тенине ӗненместӗп,чӑваша пӑлхарлӑх мӗн парать вара.Паянхи чӑваш пирки калаҫар.Кам вӑл,мӗнле ӗмӗтпе пурӑнать,пӗлӳ шайӗ,мулӗ пур-и,сывлӑхӗ епле,ачине мӗнле ӳстереть,наци туйӑмӗ пур-и унӑн?Чӑваша ыран мӗн кӗтет?Пире Станьялсем ,Туркайсем юри таҫталла пӑрса яраҫҫӗ пулас.Марра вӑрҫиччен И.Андреева аса илӗр.Кам е мӗнле вӑйсем хушнипе чӗлхемӗре сиен кӳнӗ?Кам вӑл?Тӗпчев институчӗ чӑваш пуласлӑхӗ пирки мӗн шутлать-ши?
Антон Кириллович Салмин тĕлĕшпе пĕр нюанс пур. «Большой урон» тит-ха та, çапах хăй Марр академикĕн ĕлĕкхи суя çулĕпех чупасшăн.
Декларацийĕ пĕр тĕрлĕ, чăн ĕçĕ пачах тепĕр майлă.
.................................................................................
Аха тит çав, пурте пустуй тит. Никам та çурта тытса тăман тит. Куçа хупса уçмалла та — пурне те пĕтĕмпех манмалла. Пăлхарлăх вăй памасть те, сăварлăх вăй парать -им вара?
А мĕн усси эс «вăй парса» тăнинчен? Параççĕ-и унта, е памаççĕ, — анчах та тĕрĕссине пĕл те ыттисене те пĕлтер.
Ку тĕлĕшпе нихçан та ан суй!
Сăмах май каласан, И. Андреев пирки. Орфографипе пунктуаци тĕлĕшпе сăтăр турĕ теме пулать. Анчах та ку сăтăр ытлашши пысăках мар. «Сиплĕ курăм» (здравый смысл) текенни сыхласа хăварчĕ.
Çав вăхăтрах тепĕр Андреев (ку урăххи пулас, Урхи Наумĕ текенни) пăлхарлăх енĕпе хăйĕн йĕрне хăварнă — Андреев Н.А. Чувашские порядковые числительные в сравнении с порядковыми числительными булгарских намогильных надписей [Andreyev, Naum. Chuvash ordinal numerals as compared to those in the Bulghar epitaphs] — 1956.
Çак статьяна çырнă чухне Урхи Наумĕн доктор дипломĕ мар, аслă пĕлÿ те пулман-ха. Çавăн пек астăвтăп. Аслă пĕлĕве вăл 1968-мĕш çулта çеç (77-ре чухне!) илнĕ.
Вулакан // 1066.37.9482
2025.03.26 08:13
Вырак юлташ,гени укҫа ҫумӗнчи япала мар.Вӑл икӗ ҫӗрте кӑна пулма пултарать:искусстӑра е наукӑра .Урӑх ҫӗрте ан шыра.
Вулакан // 1066.37.9482
2025.03.26 08:31
Агабазар,эсир пурте пӗр шайккӑра иккен.Хальхи чӑваш пирки шутлас вырӑнне тахҫанхи пирки пакӑлтатма юрататӑр.Кала уҫҫӑн,чӑваш ҫулӗ ӑҫталла,ан пӑркалан.Кунта эсӗ темте пӗлни мар,паянхи чӑваша куҫран пӑхса калани кирлӗ.
Теперь и на популярном сайте Литрес бесплатно можно прочитать или скачать электронную версию книги на чувашском языке о событиях 1236года по разрушению Волжской Булгарии татаро-монгольскими ордами
https://www.litres.ru/book/andrey-chen/palhar-car-cynni-na-chuvashskom-yazyke-71520799/
Валери ТУРКАЙ // 1099.05.4843
2025.05.20 19:08
Иртни пирки, Паянхи пирки, Пуласси пирки ÇАКĂН ПЕК калаçни-тавлашни питĕ килĕшет мана! Халăхăмăрăн Шанчăкĕ - Чăваш Енĕн тÿри-шаринче мар, вăл - ăслă та вăйлă, хастар та пултаруллă Чăвашсенче! Пурнатпăр-ха!
Валери ТУРКАЙ. 20?05?2025
<<ЧГХМ продолжает радовать посетителей музея встречами с исследователями региона.
30 мая в 18:15 ч. в «Лектории по пятницам» состоится выступление кандидата исторических наук, научного сотрудника ЧГИГН Андрея Сараева. Лекция будет посвящена теме «Фантомы чувашской истории. Как нечитанные книги создают непроисходившие события, несуществовавшие города и народы».
Вход на мероприятие по билетам в музей. Все льготы и скидки действуют.