Хапăлласа кĕтсе илетпĕр
Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур
хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива
ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та,
уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.
Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.
Хитре хĕрсене, илем тивлетне мухтаççĕ сăвăçсем,
Сăра ĕçнине, эрех çирĕпне саваççĕ вĕсем.
Савнăç хушшинче асаççĕ кив сăвăçсен паттăрĕсем,
Юратнипе илеме çеç кураççĕ вĕсен куçĕсем.
— Ĕçсĕрсене мар, илемĕпе чапланнине те мар,
Хĕрачана юратнипе асапланнине те мар, —
Ĕçпе пиçĕхнĕ, йывăр пурнăçлă çынсемшĕн
Юрлатпăр эпир — ĕçпе ӳсĕрĕлнĕ, халь килнĕ сăвăçсем;
Наян çынсем мар, шурă алăлли мар, —
Тĕттĕм асапран килсе ирĕке хапăл тăвакансем,
Пăянхи ирĕкшĕн ĕнер вăрçăра çапăçнă патгăрсем
Итлĕç савăнса ĕçлĕ пурнăçăн савăнăçĕпе хурлăхне.
 Ирхи кăвак пĕлĕт тӳпинче ниçта пĕр татăк шур пĕлĕт курăнмасть. Хĕвел хăйĕн çамкине кăтартрĕ çĕр çине, савăк, çутă куçĕсемпе пăхрĕ кăмăллăн.
— Хĕвел тухиччен çитеймерĕмĕр. Ĕçлеме ирех тухакан вĕсем, — систертĕм юлташа.
— Ĕçленĕ çĕре каятпăр.
Чугун çул хĕрринчен пăрăнса кĕтĕмĕр вăрмана.
Шалкăм вăрман. «Пăт, пат. Шăпăр-шапăр. Пат!» — ват юман йĕкелĕсене çĕр çине тăкать.
Анчах вăрăмах каймасть ку вăрман уй енне. Шĕшкĕлĕх, хурăнлăх, çăкалăх — тĕрлĕрен вĕтĕр-шакăр йывăçсем пуçланаççĕ çавăнтах.
— Ку «Волонтер» вăрманĕ. «Волонтера» тухатпăр. Инçе хăвармарăмăр, — ытла та васкамасăр утатпăр малалла.
— Муээк, муээк, муээк! Ă-ăм-м-м, — çинçен пуçласа мăн сасăпа пĕтернĕ вăкăр сасси илтĕнчĕ пирĕн умрах.
— «Волонтер» вăкăрĕ.
«Волонтер» ĕне кĕтĕвĕнчен пăрăнтăмăр сылтăм еннелле.
Республикăра «Волонтер» паллă коммуна пулнăран çул тытатпăр эпир унта. Кайса курасах килчĕ. Çĕрĕç комнссариачĕ 1929 çулта «Волонтера» республикăри сăнавлă коммуна шутлас тесе йышăннă. Колхозник-ударниксен слечĕ те çавнах каласа хăварнă.
Шăпах тухрăмăр чăх вити патне.
Малалла
 Шăнкăрч — ик эрне юрларĕ,
Виç эрне — тăри сас пачĕ,
Хĕвеле, çĕре тав турĕ.
Çитрĕ пуль—ахаль вĕçсе! —
Малалли — йăва шăв-шавĕ.
Юрату та çапла мар-и?
Çунатланчĕ, хавхаланчĕ,
Сăвă ыйтрĕ, ыйтрĕ юрă,
Халь ак тытăн тет ĕçе, —
Малалли тет манăн — çавă...
 1. Ятсăр юрă
Мĕнлерех ман ĕçĕм-пуçăм,
Эс пĕлместĕн те... Пĕлес те,
Кăшт сисесчĕ те теместĕн,
Ах, пиччем, тĕлĕнтеретĕн.
Мĕнлерех ман сывлăх-сыхлăх,
Эс ыйтмастăн та. Ыйтас та,
Кăшт пуплесчĕ те теместĕн,
Ах, аппам, шиклентеретĕн.
Мĕнлерех ман пурнăç-пурлăх,
Эс курмастăн та... Курас та,
Кăшт чĕнесчĕ те теместĕн,
Ах, тăванăм... пĕтеретĕн...
2. Çулçӳревçĕ юрри
Эп камне те эп мĕнне,
Ах, аннем те калаймарĕ,
Астумастăп аттене,
Пиччепе аппам пулмарĕ.
Тантăшсем, эсир, тен, калăр?
Шăпама та ӳснĕ чух
Анкармашкăн пĕлеймерĕм:
Тиекрен — ыйтассăм çук,
Юмăçа та çитеймерĕм.
Юлташсем, эсир, тен, калăр?
Тертĕм ма-ши тенĕ чух
«Кирлĕ» тенине илтмерĕм,
«Кирлĕ мар» тени те çук, —
Ма-ши пулчĕ, — пĕлеймерĕм.
Иптешсем, эсир, тен, калăр?
 Ах, пулаççĕ-çке хĕлсем!
Калăн çав: этем пек чунлă,
Тараватлă, лăпкă чунлă, —
Ах, пулаççĕ-çке хĕлсем!
Çавăн пек ак кăçалхи:
Çуталса çеç тăчĕ шăппăн,
Систерсе çеç тăчĕ шăппăн
Хăн пилне вăл, кăçалхи.
Пулчĕ лăпкăн, юнашар,
Асăма кăшт çеç вăратнăн, —
Сассăр, лăпкăн, юнашар
Савнă çын тем кăштăртатнăн.
Ыр сăнрах сисĕннĕ пек
Аслă çыннăн ыр канашĕ,
Лăпкăн çиçрĕ хĕл канашĕ:
«Ан аптра эс», — тенĕ пек.
Çавăн пек шансанччĕ тус!
Ĕçлейместĕм, — хистемесĕр
Вăл кĕтетчĕ; хистемесĕр
Вăл шанатчĕ, лăпкă тус.
Тăванпа пайлашнă пек,
Хăй пĕлтерĕшне вăл уçрĕ, —
Тен, ман ĕçĕмре те уçрĕ,
Чыс туса пайлашнă пек.
Пултăрах асра çак хĕл!
Ваттисем асра упраннăн,
Шухăшра туссем упраннăн
Юлтăрах-и çакă хĕл!..
 Тӳпе путнă кĕçĕр Çавала.
Унта шыв ăсатчĕ Алтăр çăлтăр.
Эп тытасшăн тăсрăм та алла,
Хум ăшне пытанчĕ çутă алтăр.
Çыранра çӳрерĕм çĕрĕпе
Чун юратнă канăçсăр хĕрпе.
Вăл хистет:
Çут алтăр илсе пар,
Улăха каçкӳлĕм шыв сапар.
Эп илесшĕн тăсрăм та алла,
Кĕмĕл алтăр путрĕ Çавала.
Тусăм тин каларĕ: ан шыра...
Вăл мана чуптунă хушăра
Алтăр çăлтăр, Çавалтан тухса
Тӳпене хăпарнă шыв ăсса.
Сывлăм ӳкрĕ.
Шуçăм улăхать.
«Кам шыв çапрĕ, — тет хĕр, — улăха?»
Тусăм, эсĕ курăн ак ăна,
Куçупа тинкер эс тӳпене:
Алтăр çăлтăр ĕнтĕ упĕнет,
Ӳпĕнет те шывĕ тăкăнать.
 Пирĕн пӳрт кивеле пуçларĕ, юсама çĕнĕ пура пураламалла. Пĕренине вăрмантан хамăр колхоз тракторĕпе турттарса килсе хутăм-ха, платниксем çукки касать акă.
Эхчĕ, эпир ачарах чухнеччĕ! Пирĕн ялта миçе платинкчĕ! Пĕринчен тепри ăстаччĕ, вĕсен ырă ячĕ çĕр çухрăма çити сарăлнăччĕ. Ĕçлетчĕç çав хăйсем те — тар кăларса, вăй парса — шăрçа çыххи пек шăрантарса хăпартатчĕç пӳртсене.
Шел çав, питĕ шел, Пахумкка мучи вилнĕ хыççăн пирĕн ялта пĕр платник те юлмарĕ. Çук, тĕрĕс мар калатăп пулас-ха. Халĕ пирĕн ял çыннисем кашни хăй пĕлнĕ пек платник темелле. Кам ӳркенменĕ хăй килĕнче хăех каскалать. Анчах çын патне кĕрĕшсе каймаллисем мар çав вĕсем. Эпĕ пур, амутьке, çамрăк чух темшĕн вĕренесшĕн пулмарăм çав ĕçе. Акă халь чуп, шыраса çӳре. Ăçта кăна çитмерĕм-ши ĕнтĕ ун пирки? Çапла шыраса çӳресе, пĕррехинче, Çĕнçырмана çитсе кĕтĕм.
Акă хайхи, ял хĕрринчех пĕр çĕнĕ пӳрт курах кайрăм. Тин кăна туса пĕтернĕскер. Тем ăмсанса, лăнкăрт çăтрăм сурчăка. Камсем, мĕнле çынсем ĕçленĕ-ши ĕнтĕ кунта?
Шыв ĕçмелле тесе сăлтав тупса, юри кĕтĕм çаксем патне. Çĕнĕ пӳрт çинчен куçăма илейместĕп.
Малалла
 — Арăм, атя тăвар кооператив.
Тĕлĕнччĕр пĕрре çынсем —
Терĕ Якку арăмне ан тив! —
Шăматкун ирхине. —
Çĕнĕ пурнăç аври
Пултăр алра, Луккари.
Мĕнле? Юрат-и?
Чуну туртать-и?
— Ара. Ара манпа мĕн тăван?
Эпĕ... Ху пĕлнĕ пек хăтлан.
Ман ĕç çук
Ун пек чух.
Пĕлместĕп эп копертих тенине,
Анчах парас марччĕ ĕнене, —
Терĕ арăмĕ
Çук пек парăмĕ.
— Хамăр Ративан,
Кĕтӳçĕ Йăван,
Хĕветĕр çĕвĕç,
Петĕркке тимĕрç,
Йăванкка Михали,
Петюк Микули,
Унтĕркке Якурĕ —
Саккăрăн мĕнпурĕ
Пĕрлешес пĕр çĕре
Тем кайиччен Çĕпĕре.
— Ачисем харсăр-çке вĕсен, Якку.
Вĕсенчен пĕчĕк пирĕн ак ку
Тата веç сăпкари, —
Терĕ Луккари.
— Уçăпăр яслĕ,
Май килсен еслĕ...
Тытăнсан мĕнле-ши?
Майĕ килет-ши?
Чим-ха,
Лешĕсемпе кайса пуплем-ха, —
Терĕ Якку, —
Пурăнма май çук атту.
... Якку хăй, Рăтиван,
Кĕтӳçе Йăван,
Хĕветĕр çĕвĕç,
Петĕркке тимĕрç,
Йăванкка Михали,
Малалла
 Ах, Сильви1, эс ман ăса
Ма ку териех кĕретĕн?
Е «Çилпи» пек янраса
Нарспие асилтеретĕн?
Е хирсен хӳтти сана
Пирти пек таса упранă?
Е аваллăх сан сăнна
Тăванла сар çутă панă?
Валуа ялĕсенче
Пулнă-и яш чунăн сăйĕ
Хир тулли кăвак чечек,
Куç тулли хаваслă вăйă?
Е чăваш хĕр ачисен
Именӳллĕ ыр илемĕ
Санăнни пек чĕререн
Çуталса тăрать теем-и?
Хăмăл чикнĕ сан уру
Вĕсенни пек кушăрханă...
Франци хирĕнчи юрру
Илтĕнет мана, тăванăм.
Пирĕнни пекрех — сăвви:
«Сапар кăмăл — хĕр туприйĕ...»
Ах, ытарайми Сильви,
Франци халăхĕн Нарспийĕ!
 Юрату, Çутçанталăк, Ăсталăх!
Ман ĕçре виçĕ пĕрлĕх пек пултăр.
Ӳсрĕр эсĕр... Саву халь — Тăванлăх.
Çут çанталăк — Кĕтрет пулса юлтăр.
Пултару — Аптраманлăх, Ĕçченлĕх.
(Тен, унра та халь — урăх «артистлăх»:
Илĕртет Илемре те — хресченлĕх,
Унăн çĕр ĕçĕнчи евĕр чыслăх.)
■ Страницăсем: 1... 124 125 126 127 128 129 130 131 132 ... 796
1 Франци çыравçин Жерар де Нервалĕн (1808—1855) «Сильви» ятлă повеçĕнчи хресчен хĕрĕ.
|
Шухăшсем
Мĕнле пулнă, çаплипех тăрать, заблокиров...
Тархасшăн çак ухмахсен шухăшĕсене тасатă...
Сергей Юшков - Етĕрне районĕнчи Атликаси...
Лайăх сăвă ачасемшĕн...
Темле çын та пур çĕр çинче, тĕлĕнместĕп....
Аван ...
кайăксем чăнахта лайăх чĕр - чунсем
Çитмĕлсенчен иртсен те, хаш сывлатпăр, А...
Цикори çинчен ытларах пĕлесшĕннччĕ ...
Замечательное поэтическое творение...