Хапăлласа кĕтсе илетпĕр
Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур
хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива
ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та,
уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.
Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.
Мĕнле майпа пулнă ял?
Кам пуçланă çак яла?
Çĕр тĕрлĕ ыйту çапла
Сиксе тухать пурнăçра.
Кашни ялăн кун-çулĕ,
Кашни ялăн пурнăçĕ,
Кашни ялăн ĕç-хĕлĕ
Интереслĕ пĕлмешкĕн.
Ял историйĕпеле
Кăсăкланакан чылай.
Апла пулсан тĕпчекен
Тупăнатех çапла май.
Чăваш çĕрĕ-шывĕнче
Анлă сарăлнă уй-хир.
Шăнкăр-шăнкăр шыв юххи
Çырма-çатрасенче те.
Каш кашлавĕ йывăçсен
Кайăк-кĕшĕк юрри те,
Тĕрлĕ чечек шăрши те,
Куç тулли илĕртекен.
Çак илемлĕ вырăна
Килсе вырнаçнă-ши кам?
Сăмах çăмхине сӳтме
Пуçлар пулĕ пикенсех.
Сĕнтĕкçырмийĕнчи ял
Хăçан пуçланса кайнă?
Ваттисем каланинчен
Пулчĕ маншăн çак паллă.
Иван Грознăй Хусана
Илес умĕн çакăнта
Шупашкар тăрăхĕнчен
Килсе çитнĕ пĕр çемье.
Темиçе кунах утсан
Чарăннă пĕр вырăна.
Кунти меллĕ вырăна
Илнĕ вĕсем суйласа.
Малалла
Чăваш халăх поэчĕн, РСФCР Государство преми лауреачĕ Ухсай Яккăвĕн пултарулăхĕ, асамат кĕперĕ пекех, нумай тĕрлĕ тĕспе çиçсе тăрать. Лирикăра, драматургипе прозăра, публицистикăпа критикăра — литературăн кирек мĕнле жанрне илсен те, унăн таланчĕ хăйне евĕр палăрать, вăл ыттисем майлă мар, ухсайла çырать. Вăл çырнине, унăн стильне яланах уйăрса илетĕн, ыттисемпе пăтраштармастăн.
Поэтăн хăйне ешĕр чĕлхине, стилĕн ытти уйрăмлăхĕсене эпир драматургире те, сăмахран, çак кĕнекене кĕнĕ «Тутимĕр» трагедие вуланă чухне, асăрхаса юлаттăр. Ăна вăл, хăй каланă тăрăх, чĕререн хавхаланса, питĕ кĕске вăхăтра, пĕр уйăхра, çырса пĕтернĕ. Чăвашсен наукăпа тĕпчев институтĕнче упранакан «Тутемĕр» алçырăвĕ те çавнах çирĕплетсе парать: пĕрремĕш сценăпа юлашки сценăна çырнă вăхăт тăршшĕ чăнах та пĕр уйăхран ытла мар. Поэт питĕ тăрăшса, мĕн çырнине чĕре-чĕре, темиçе хут тӳрлетсе-юсаса ĕçлени курăнать унта.
Сăвăç кашни йĕркене тенĕ пек нумай хут тĕрĕслесе тухать, янравлăрах та витĕмлĕрех сăмаксем шырать, композицие лайăхлатать. Трагедири сценăсене, унти çынсене те пĕрре çеç мар улăштарса пăхать вăл, хăшпĕр вырăнсене тĕпренех юсать, теприсене пачах кăларса пăрахать, вĕсем вырăнне урăх сценăсем кĕртет тата ыт. те. Трагедие мĕнле вĕçлесси пирки те вăл лайăх шухăшлать. Малтанах трагеди çапла вĕçленмелле пулнă: вилнĕ утамана, хăйĕн юратнă каччине асăнса, хĕр кулянса йĕрет. Ухсай ку сценăна, ытти поэтсен те тĕл пулать тесе, кайран кăларса пăрахатъ те хăйне майлă вĕçлет. Çавăн пекех тӳрлетӳсем, малтанхине юсаса лайăхлатнисем кашни йĕркерех, кашни сценăрах тупма пулать.
Малалла
Трагедири çынсем:
Чемей
Тутимĕр
Асамат
Курак
Эрпике
Тяпук
Ахах
Хĕркке
Тимĕркке
Туйтирек
Якунькка
Кăрлик
Эрхем
Ухливан
Галахов
Полина
Иван
Офицер
Евчĕсем
Салтаксем
Ĕçсем 18-мĕш ĕмĕрĕн юлашки сыпăкĕнче Пушкăртри чăвашсем хушшинче пулса иртеççĕ.
Тĕрлемес. 1940 ç.
Карач. 1965 ç.
Малтанхи çавра
Пурнăçа юратса
Ялйыша юратса,
Аннене макăртса.
Эпĕ кайрам вăрçа.
Хурăнсем хурланса,
Çĕмĕртсем çурăлса,
Сар хĕрсем ал сулса
Пăхса юлчĕç тăрса.
— Ан хĕрхен тăшмана, — терĕ кӳршĕ çынни,
— Хĕрхенсемччĕ хăвна, — терĕ ватă анне.
— Эп сахал-и тӳсни, эп сахал-и çунни, —
Терĕ вăйсăр атте, çавăрса сывлăшне.
Эс ан ман çĕршыва,
Эс ан ман халăхна,
Хăв аннӳ кăкăрне,
Хăв аçу çăкăрне.
Вăл çуратнă сана,
Вăл ӳстернĕ сана,
Çăлтăрсен çутинче,
Сар хĕвел ăшшинче;
Вăл ӳстернă сана,
Вăл вĕрентнĕ сана
Сыхлама-юратма Советсен çĕршывне.
Те сасси çĕтнĕрен,
Те ватти çитнĕрен,
Калаймарĕ атте хăй калас сăмахне.
Унтан вăл тăп! тăрса,
Кăкăрне каçăртса,
Куçĕпе тинкерсе инçете-инçете,
Малалла
Мĕн пулать-ши хăш чух пирĕнпе –
Кĕвĕçӳ тупăнать пуç тĕлне,
Тытăнать кăшлама шĕкĕ пек
Йăкăртса пĕр-пĕрин чун мулне.
Кĕвĕçмен арăм çук тĕнчере
Тенĕ-ха ĕлĕкрен ваттисем.
Юратать вăл, эппин, чĕререн,
Çавăнпа çуйлă ун туйăмсем.
Ку çапла. Вăл чăнах юратать!
Шантарсах эп калатăп çавна.
Эх, анчах мĕншĕн пĕрчĕн ватать
Чулран çирĕп ман юратăва?
Айăп ним çукранах кĕвĕçни
Чĕрене вут пекех çунтарать.
Пĕлĕшпе йăл кулса калаçни
Кӳлешмелĕх сăлтав-шим вара?
Калаçмасăр пĕлен çынпала
Чун чăтмасть – татăлмасть вĕт чĕлхе.
Çут тĕнче илемне сăнлама
Витĕр-ха куçăмсем хальлĕхе.
Çавăнпа та эс, тусăм, ăнлан:
Кĕскетес темесен пурнăçа,
Чăннипех юрататăн пулсан
Кĕвĕçме ан хăйсам нихăçан!
Чĕрере миçе çул эп усранă
Симĕс куçлă чипер каччăна.
Тен мана вăл чăнах та юратнă,
Кунсем иртрĕç, манмарăм ăна…
Ман çине вăтанса вăл пăхатчĕ,
Пĕр сăмахсăр паратчĕ чечек.
Пахчара сарă кайăк юрлатчĕ,
Сар куна шăхăрса кĕнĕ пек.
Çурхи курăк шурта ешеретчĕ,
Тĕкĕр пек йăлтăратчĕ Сĕве!
Çутă уйăх çӳлте куç хĕсетчĕ,
Мăшăрсем хупăнатчĕç хĕве.
Ăшă çу каçĕсем пит илемлĕ,
Çилĕсем ачашлатчĕç пите.
Ун чухне эпир пулнă телейлĕ,
Шаннă пулĕ ялан ĕмĕте.
Чун савниçĕм, пĕрле пулаймарăн,
Эсĕ кайрăн Сĕве леш енне.
Мĕншĕн-ши аллуна эс памарăн,
Халĕ те пĕлеймĕп мĕншĕнне.
Чĕрере миçе çул эп усранă
Симĕс куçлă чипер каччăна.
Эп сана питĕ хытă юратнă,
Кунсем иртрĕç, манмарăм сăнна…
…пур шухăша пĕрле те шухăшласан,
ик куçăмран та куççуль, ай, тан юхать.
Чăваш халăх юрринчен.
Кируш такам макăрнă сасса илтсе вăранчĕ, тĕртсе тунă çивиттие хăй çинчен сирсе тăнларĕ. Унăн ăшă тӳшек çинчен тăрасси килмерĕ. Вăл пуçне минтер çинчен çĕклесе ыйхăллă куçĕпе тĕпел еннелле пăхрĕ. Сĕтел пуçĕнче амăшĕ салма татса тăрать. Кил-картиш еннелле каснă чӳрече патĕнчи вăрăм сак çинче мучăшĕ ларать. Вăл вĕсем патне час-час килкелесе каяканччĕ. Паян мĕншĕн-тĕр тумтирĕпех ларать, пуçĕнчи карттусне хывса аллипе тытнă та тем çинчен калаçать. Арçын ача вĕсем калаçнине итлесшĕн пулчĕ, анчах мучăшĕ темшĕн çурма сасăпа калаçать. Вăл унран мĕн-тĕр пытарса калаçнă пек туйăнчĕ ăна. Çирĕм пилĕк çул ытла хĕсметре пулнă мучăшĕ сак çинчен тăрса: «Кин, илсе килме Кукăркӳль пульницине каятпăр», – терĕ алăк патнелле утса.
Ялтăрман, пăяхăшĕ тухса кайсан, куçĕ вĕри куççульпе тулчĕ. Хăйне лăпкăн тытма тăрăшсан та куççульне чараймарĕ: йăпăр-йăпăр пичĕ тăрăх тумламăн-тумламăн юхса анчĕ, чăтаймарĕ – ӳлесе ячĕ. Амăшĕ кăшкăрса макăрни чĕрине çĕмрен йĕппи пек тирĕнсе çурать. Кируш вырăн çинчен тăрса ун çумне пырса тĕршĕнчĕ. Вăл амăшĕ чунтан хурланса макăрнине астумасть. Унăн пичĕ тăрăх тумлакан куççуль тумламĕсем çамрăк ачана хурлантарчĕç. Амăшĕн шурса кайнă сăн-пичĕ ăна шухăша ячĕ, анчах та вăл мĕншĕн татăлса макăрнине ывăлĕ чухлаймарĕ.
Малалла
Темле асамлă курăну пăлхатрĕ пек ăша:
умра вуншар чĕлхепеле калаçакан пасар.
Тем тĕрлĕ çимĕç шăршипе пылланнă сывлăша
рехетленсе сывлатăп эп: çăтмах та кирлĕ мар.
Илекене тавар сĕнсе, сутуçă куллипе
туртать пек кăчăк пур çĕртен шăв-шавлă павильон.
Казах, уйгур, узбек, тутар е кăркăс çыннипе
вĕркет пек, тусăм, ку тĕлте халь тепĕр Вавилон.
Ара, чăнах та ку çапла: чăн туслăх ӳсĕмне
кунтах пĕр нимĕç вырăса пĕлтерчĕ ал тытса.
Ăçта эп? Тен, Европăра? Иккĕленӳ сĕмне
казах хĕвелĕ сириччен тăратăп кăшт хытса.
Эп — Азире!..
— Аш каниччен ĕç кăмăс эс, жолдас,
тутан сар уйăх пек çавра дыньăсене, хак пар.
Пиçсе çитет кăвар пекех вĕри шашлык та час,—
сăйлать казах каччи мана пит йӳрĕк те вăр-вар.
Çĕршер карттус та шĕлепке, чалма та тӳпеттей
умра пĕрмай мĕлтлетнĕрен куçпуç та чарăлать.
Çак самантра тĕнче çути юмахринчен тетте,
вăл йăрăм-йăрăм арбузсен пылакĕпе тулать.
Ак хĕрлĕ питлĕ, чăмăркка панулмисем çине
Малалла
Çил ачисем, час-час кĕре-кĕре,
калаççĕ сĕрме купăс мăрьере...
Çĕрле сĕм тӳпере сив уйăх ишĕ.
Кикак! кикак! хуркайăксем куллен
вĕçсе саланчĕç кăнтăра çуллен —
хурланчĕç пуль тăван çĕртен кайнишĕн.
Сас кайрĕ вăрманта таçта çити...
Выртса канма-шим сарнă çивитти
çулçăсемпе ĕшенчĕк сĕм вăрманăм?
Сас-чӳсĕр хир те шухăша ярать,
ĕçчен тусăмсене астутарать:
çитес çулччен, уй-хирĕм, канăн, канăн...
Каç ĕмĕлки тухать те йăпшăнса —
кӳтет çĕр пичĕ сивĕпе шăнса,
тĕксĕмленет хура шăналăк карнăн.
Аçта пăхатăн — хĕл паллийĕ пур:
шур лĕпĕш пек вĕçет пĕрремĕш юр —
хĕле кĕтсе тавралăх кăвакарнă.
1
Хĕрсех пураççĕ платниксем пура,
турпас çеç сирпĕнсе тăрать чăл-пар.
Çак килĕшӳллĕ сăн, хăйне кура,
ман шухăш тĕввинчен ярать тымар.
Касатпăр та чутлатпăр япалан
кĕлеткине ăсталаса час-час.
Ĕçлетпĕр йышпалан та ялпалан
паллах, сăлтавсăр сирпĕнмест турпас.
Асăрхама пулать ку ушкăнрах
пуш параппан çапан çăмăлттая.
Турпас нумай та — çук усси унра,
вăл пурнăç йывăçне ярать сая.
Турпас купи çеç хăварсан çĕре,
вăл мĕн тума çуралнă тĕнчере?
2
Çурт-йĕр турпассăр çĕкленмест çӳле:
ку маншăн аксиома яланах!
Ват йăмраран ял варринчи кӳлле
сăн ӳкнĕ пек, вăл кĕнĕ йăлана.
Турпас кирек мĕнле ĕçре те пур:
Тĕлĕнмелли те тупăнать, чăнах.
Кун ыйтăвне ăспа «чутлан» маттур,
куран çынна «савалакан» çыннах.
Каç-каç çыру cĕтĕлĕн хушшине
ларатăп та — тĕп шухăша шывра
йĕрленĕ пек — çырулăх нушине
Малалла
■ Страницăсем: 1... 648 649 650 651 652 653 654 655 656 ... 796
|
Шухăшсем
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...