Хапăлласа кĕтсе илетпĕр
Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур
хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива
ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та,
уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.
Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.
Эпир туссемпе юхан шыв хĕрринче уçăлса çӳреттĕмĕр. Унччен те пулмарĕ, тӳперен космос карапĕ вĕçсе анчĕ, пире такамсем ярса тытрĕç те карап çине кĕртсе лартрĕç. Эпир хăрасах кайрăмăр, анчах та вĕсем пире, «Ан хăрăр пирĕнтен, эпир сире тĕнче кăтартса çӳретпĕр», — терĕç.
Мĕнех, курса çӳрер эппин. Пĕлĕтрен çĕр кăн-кăвак курăнать, çапла, ан тĕлĕнĕр, тем тĕрлĕ тĕс те пур, ытларах — кăвакки. Мĕн тĕрлĕ чĕр чун упаленмест-ши тата, мĕн тĕрлĕ кайăк! Çӳлтен кураймастăр тетĕр эсир, куртăмăр, пирĕн пурне те куракан темĕнле бинокльсем пурччĕ, вĕсене куçсем çине тăхăнтартрăмăр та, мĕн пур чĕр чуна куртăмăр.
Унтан эпир ют планета çыннисен çĕр-шывне çитрĕмĕр. Кунта та тем те пур! Вĕçекен машинăсем, тĕрлĕ аппаратсем… Лавккара йăлтах тӳлевсĕр, мĕн çиес килет, çавна илсе çиме пултаратăн. Анчах та ют планета çыннисем хушшинче мăнтăрланса кайнисем çук, пурте яштака та хитре. Вĕсем эрех мĕнне пĕлмеççĕ, наркотик пирки илтмен те. Пĕр-пĕринпе туслă пурăнаççĕ, алăксене питĕрмеççĕ. Ĕçчен халăх пурăнать кунта. Эпир малалла çул тытатпăр. Вĕсене хамăр пата хăнана чĕнтĕмĕр. Тен, вĕсем хăйсем çинчен каласа парсан, çĕр çинчи халăх хăйĕн пурнăç çулне улăштарĕ, эрех-наркотиксем çĕр çинчен çухалĕç. Тен, эпир те пĕр-пĕрне пулăшса, туслă пурăнма пуçлăпăр, юлашки çулсенче çак ырă йăласем çухала пуçларĕç-çке.
Катаран каç килсен, каçхи кунăн мĕлки
Уйсене ыйхăпа хупласан,
Йĕркерен-йĕркерен тĕрлĕ шухăш йĕрки
Пуçăма пуçтарна пуçласан, —
Ĕлĕкхи ĕмĕрсен ĕмĕлки-кĕлетки
Куçăма курăнать аякран.
Ĕлĕкхи ĕмĕрсен ĕмĕлки хушшинче
Чăваш çĕрĕ мана курăнать:
Ман çĕршыв хĕрлĕ юнлă хĕрес çумĕнче
Çакăнса, çыхăнса тăраять.
Кăмрăкланнă асаплă чăваш чĕринчен
Юн тумлать, юн тумлать — хĕрлĕ юн.
Чăваш пуçĕ çинче хуп-хура сивĕ кун
Шăхăрса ахăрать пур енчен...
Çĕр иртсен - ирхи кун хĕвел тухăç
Тĕнчене уяртса, сывлăма
Шăрçа пек шăратса кĕмĕл саслăн килсен, —
Ман юратнă çĕршыв вилĕмрен чĕрĕлни,
Вăл асаплă хĕрес çумĕнчен çăлăнни
Пур енчен те савать куçăма.
Пăтти-пат! Пат-пат!
Патăлти-патăлти! Патпат-пат!
Пăтăлтăк-пат, пат-пат!
Пурнăç, пурнăç, пурнăç кĕчĕ,
Пурнăç кĕчĕ уй-хиртен.
Пăтăлтăк-пат, пат-пат!
Йĕтем çинчех вучахри пек
Ăшалар та кĕлтине —
Авăнпала! Пăтпат-пăт!
Сарăм тулли — тулли кĕлте,
Вĕлт-вĕлт сикет çӳлелле,
Пури тулать, тулли тулать,
Тӳп тӳпелер кĕлетне!
Пат-пат-пат!
Пăтăлти-пат-пат. Пат-пат!
Пăтти те патти, патти-пат,
Пат-пат!
Тĕш тыр-пула ыталать те,
Ытам тулли ыталать те
Савăнать-çке пĕт-пĕтĕм —
Пĕт-пĕтĕмех йĕтĕмĕ.
Вун-вун икĕ тăпачи те,
Хунав юман тăпачи те,
Сăв калаççĕ типтерлĕ, типтерлĕ:
Пăтăлтти-пăтăлти! Пăт-пат-пат!
Савнăç пăтти йĕтем çинче
Сиксех вĕçет, пăт-пат-пат!
Хресчен çемйи чупсах ĕçлет,
Пĕтерес тет, пуçтарас тет авăнне,
Çиесех тет, ĕçесех тет —
Авăн яшки — пăттине те пăт-пат-пат!
Кĕç-вĕç çитет... çитрĕ ĕнтĕ, çитрĕ,
Çитрĕ кĕркунне.
Пăтти те патти! Пăт-пат-пат!
Малалла
Пурăннă тет карчăкпа старик. Вĕсен çичĕ çулхи Йăван ятлă ывăлĕ пулнă. Пĕррехинче карчăкпа старик хулана пасара тухса каяççĕ. Каяс умĕн Йăвана алăка лайăх питĕрме хушаççĕ,
— Кашкăр çитсе кĕме пултарать, асăрхануллă пул, ан кĕрт!
— Юрать, — килĕшет Йăван.
Килте пĕчченех юлать. Чи малтанах вăл алăк çине тонна çурă таякан тимĕр вырнаçтарать. Сакайне йытăсем тытса ярать. Пĕр тимĕр пичке шыв тултарса çакать.
Карчăкпа старик ялтан тухса кайсанах кашкăр-кашаман Йăван патне çитсе тăрать. Алăка уçать те пӳрте кĕрет. Кĕнĕ-кĕменех унăн пуçĕ çине тонна çурăллă тимĕр ӳкет. Кашкăр пĕр сехет хушши тăнсăр выртать. Тăна кĕрсен çапла калать, «Ку Йăвана тытса çурса тăкатăп». Йăвана шыраса кăмака хыçне пăхать, хăй те сисмест — ăна тимĕр пичке пырса çапать, кашкăр тайăлса кайса йытăсем патне сакайне ӳкет. Ăна унта йытăсем тытса çураççĕ. Вырăн çинче ларакан Йăван калать,
— Хăв мана туртса çуратăп терĕн, анчах урăхла пулса тухрĕ.
Кĕçех старикпе карчăк киле таврăнаççĕ, Йăван сывă та чĕрех пулнине курсан лăпланаççĕ. Ывăлĕ вĕсене мĕн пулса иртнине пĕтĕмпех каласа парать.
Янк уяр кĕрхи каç çĕр чĕтрерĕ,
Çӳлтен мар, çĕртенех пĕр мăн сас:
— Эй, эсир, выççисем, итлĕр! — терĕ, —
Итлĕр, кам пурăнмашкăн хавас!.. —
Ман çĕршыв хĕресне аçа çапрĕ,
Куçне уçрĕ çĕршывăм, пăхать:
Хăй пекех мĕскĕнсен йышлă çарĕ
Ун патне юрласа çывхарать.
Çитмĕл çич чĕлхепе саламлаççĕ,
Ыталаç, чуптăваç пĕр-пĕрне.
Сӳтĕл, татăл, асап саламачĕ,
Чура мар эпĕр тек ĕмĕрне!..
Чĕрĕ юлнă çĕршыв сасă пачĕ,
Эп пĕлеп: ун сасси уçах мар.
Ун суранлă ырхан сăн-сăпачĕ
Илемлех те пек мар пуççапма.
Анчах ун чăтăмĕ, чун хавалĕ,
Ун асапĕ... çакна кăшт пĕлсен —
Кам мана тĕнчере, кам-ши калĕ
«Çĕршыву санăн халсăр» тесе?!
Ирпе тăтăм, ăнран кайрăм
Пĕтĕм тĕнче улшăннă:
Ĕнер пылчăк, аран утрăм,
Паян такăр — çĕр шăннă.
Лăппи-лаппи шур юр çăвать,
Тĕнче шур тум тăхăнать,
Кĕрхи кунсем иртсе каять.
Кайтăр. Хĕлле тытăнать.
Кĕр тăвăлĕн пырĕ типнĕ,
Уламалăх вăйĕ çук.
Куççуль тăкма вăхăт иртнĕ,
Хĕл те ирĕк парас çук.
Уçă сывлăш чуна уçать,
Кăкăр сывлать çăмăллăн.
Шур юр çутти куçа сапать,
Çут çанталăк кăмăллă.
Инкек-синкек вăхăтлăха
Пуçран тухса çухалать.
Каллех телей шăтса тухса
Чун-чĕрере çуралать.
Вĕт-шакпала, хуйха манса,
Выляс килет юрпала.
Телей пулассине шанса
Чĕре ыйтать юрлама.
Юлташ, вăран эс ыйхунтан,
Савăн манпа, хĕпĕрте.
Хăтăл, çăлăн ху хуйхунтан,
Телей пур-çке ĕмĕрте.
Асту, асту, пĕтĕм тĕнче
Йăлтăртатса савăнать.
Ав, çĕн йĕрке ĕçчен ĕçне
Ирĕклĕхре вăй парать.
Асту, çырма хумне чарнă,
Малалла
Нумаях капла,
Пӳртре çыхăнса,
Кантăкран пăхса
Ман ларас-и-ха?
Ахалех, халех,
Çамрăк ĕмĕре
Ирттерсе ярса,
Ватăлас-и-ха?
Халăх умĕнчи
Чаплă ĕçсене
Кĕтсе çеç ларни
Вара аван-и?
Чĕрем сикнĕ чух,
Ĕçсем хĕрӳ чух
Вăрмана тарма
Намăс та мар-и?
Карчăкла килте
Çамрăк пуçпала
Кĕленсе выртма
Ир пек мар-и-ха?
Пăшала-хĕçе
Таса алăпа
Киленсе тытма
Вăхăт мар-и-ха? [...]
Пĕррехинче хĕллехи шап-шурă уйпа утса пыратăп. Тĕлĕнмелле шуралнă-çке уй-хир! Пăхрăм та, вăрăмах мар симĕс патак выртать. Тĕлĕнсех кайрăм. Ара патак мĕнле-ха симĕс пулма пултарать? Ăна илтĕм те çавăрса сăнама пуçăнтăм. Тинкерсен-тинкерсен тата ытларах тĕлĕнме тытăнтăм. Патакăн çуррине — хĕвел, тепĕр çуррине уйăхпа çăлтăрсем ӳкернĕ. Хам та сисеймерĕм, патака алăпа сăтăрса илтĕм. Унччен те пулмарĕ, таçтан илемлĕ сасăпа калаçни илтĕнчĕ, «Эсĕ мана хуçмарăн, пемерĕн, тапмарăн, ачашларăн. Çавăншăн сана асамçă туса ярăп. Анчах эсĕ асамçă пулсан никама та ан кӳрентер. Кирлĕ мар сиенлĕ ĕçсем ан ту. Хăвăншăн анчах ан тăрăш. Ыттисене те пулăш».
Эпĕ тав сăмахĕ каларăм. Киле кайма вăхăт çитрĕ. Анчах киле эп паçăрхи çулпа мар, урăх çулпа утрăм. Пăхатăп та — аманнă мулкач выртать. Ăна пулăшма тĕв турăм. Анчах та эпĕ асамлă сăмахсене ыйтса пĕлеймерĕм-çке. Вара хам юмахсенче курнă, илтнĕ сăмахсене аса илме тытăнтăм. Пĕрне калатăп, теприне — пĕри те вырăнлă мар. Чăтайманнипе мулкача патакпа перĕнтĕм те, «Тархасшăн сывал, эпĕ сана питĕ шеллетĕп», — терĕм. Мулкач тӳрех сывалчĕ те вăрман еннелле вĕçтерчĕ.
Малалла
Çурçĕр енчен, çилленсе,
Хăвасене силлесе,
Мăрьесенче уласа,
Арçури пек ахăрса,
Вĕрет вăйлă тухатмăш,
Салху тăсать: ăш-ăш-ăш.
Е çил-тăвăл тапратать,
Урам тăрăх кустарать.
Çын курайми аллипе
Татать хăва çулçине,
Мукалайми çавипе
Çулать тĕнче илемне.
Хура вăрман хумханса,
Çĕре çити тайăлать,
Куççулĕпе макăрса
Хăй çулçипе уйрăлать.
Вĕçен кайăк васкаса,
Хăй йăвине пăрахать.
Кичем-кичем кăшкăрса,
Сĕм вăрмана хăварать.
Картан-картан пухăнса,
Вĕçет кăнтăр еннелле.
Хăй йăвине асăнса
Тăкать вĕри куссульне...
Хура вăрман, сĕм вăрман,
Çта илемӳ кайрĕ сан?
Кам çурчĕ сан чĕрӳне,
Кам татрĕ сан ĕмĕте?
Хура вăрман, хумханса,
Ларать йĕрсе, ахлатса.
Пĕр тухатмăш савăнса
Ĕçлет ĕçне, ахăрса.
Шăнкăр-шăнкăр юхан шыв,
Мĕншĕн эсĕ пăтранан?
Мĕншĕн тарăн çырмара
Тăмлă хăйăр тапратан?
Мĕншĕн санăн тĕпӳнте
Çутă пулă курăнмасть?
Малалла
Или! Или! Лима савахвани!..
........................................
Пăталарĕç тăван çĕршыва.
Эп, ăна виличчен саваканĕ,
Çăлăнăç патнелле йĕр хывап.
Пуш хирте пĕр пĕччен ун хĕресĕ,
Хăйăра сăрхăнать чĕрĕ юн.
Ăна йӳçĕ эрех ĕçтереççĕ,
Хупăнать, хупăнать куçĕ ун.
Таврара хурахсем ахăраççĕ,
Тӳресем кăмăллăн кулкалаç.
Çаруранлă çĕршыв макăрать-çке,
Ун çине витĕнет тĕттĕм каç.
Ĕмĕрлĕх, юлашки каç пекех-çке,
Ĕмĕрех пăрахас пек хĕвел.
Кăлкансем ахлатса пуç пĕкеççĕ,
Вĕсене те мĕскĕн çĕршыв шел.
■ Страницăсем: 1... 672 673 674 675 676 677 678 679 680 ... 796
|
Шухăшсем
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...