Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Вăрман ачисемСулпикепе Валĕм хунШăплăхри аслатиПолк ывӑлӗХӗвел мулкачӗсемУй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑСалампи

Савăн, станукăм


Пулчĕ-и хурлăх гудокĕ,

Выçлăхĕ çулчĕ-и, тифĕ...

Халĕ ак урăх кун тенĕ.

Иртнĕ хĕн-хуршăн ан типĕр.

Эс те кĕрле-ха, ан ӳкĕн,

Тусăмçăм — савнă станукăм.

 

Юрă янраймĕ гитарăсăр.

Савнăç тăваймăн хăраххăн.

Пурнăç пулать-и пĕр тарсăр?

Мĕншĕн утас-ха вăраххăн?

Талпăн малах эс, ан ӳкĕн,

Тусăмçăм — савнă станукăм.

 

Ĕç çăмăл мар пирĕн — йывăр.

Харсăр пулма тивĕç халĕ.

Вăхăт калать: «Эй, ан ывăн!»

Пултăр пуян хули-ялĕ.

Çаврăн, кĕрле эс, ан ӳкĕн,

Тусăмçăм — савнă станукăм.

Аван мар хыпар


Хаçатра паян вуларăм

Аван мар хыпар:

Пурăннă пĕр тăлăх арăм,

Çамрăках та мар.

 

Кӳршинче шап-шур сухаллă

Пурăннă старик.

Алли пулнă-ха вăй-халлă,

Ыратман ури.

 

Вăхăт иртсе пынăçемĕн

Тăлăх арăма

Вăл куç хывнă. Кĕнĕ тейĕн

Пысăк парăма.

 

Старике шуйттан астарнă

Тесе калаçаç.

Кӳршĕ алăкне уçтарнă

Вăл сĕм тĕттĕм каç.

 

Чăтаймасть, татма шутлать вăл

Чăрсăр парăма:

Тапăнать, хӳресĕр явăл,

Çак хĕрарăма.

 

Шаларан шала кĕресшĕн...

Ĕç кăлараймасть.

— Мĕн тăватăн, мур илесшĕ?! —

Карчăк каçармасть.

 

Пулса иртнĕ, тет — мĕн калăн? —

Çаплалла «кĕтрет».

Ӳкĕнет старик, мăнтарăн, —

Халь тĕрме кĕтет.

Пенальти


Физкультура учителĕнче ĕçленĕ Куракин тивĕçлĕ канăва тухсан та кичемленсе лармарĕ, ялта ветерансен фугбол командине йĕркелерĕ. Питĕ килĕшрĕ ку ватăсене. Пĕр-икĕ хутчен кӳршĕллĕ районти хăйсем пек ветерансемпе те тĕл пулса вылярĕç. Кĕçех тата футболла выляса мала тухмалли ăмăртусем те пулмалла. Çавăнпа паян та стадиона тренировка тума утрĕç вĕсем.

— Астăватăн-и, иртнинче пире пенапьтипе çĕнтерчĕç? — терĕ Уртем мучи.

— Ара, астумасăр, — тавăрчĕ ăна Хĕветĕр Иванч. Паян эпир те 11 метртан тапма ăсталăха ӳстерĕпĕр.

Мечĕке пĕр-икĕ хут çеç тапкалама ĕлкĕрчĕç ветерансем, стадиона Уртем мучи карчăкки — Маюк кинеми те çитсе кĕчĕ.

— Вăн ăçта? Эпĕ ăна анкартинче шыраса çӳретĕп. Пăру иртенпе, ав, вĕренте тăрать. Шăварман. Ман пĕччен таçта кайса кĕрес! Атя, хăть пăрăва кайса шăвар! — хăтăрса илчĕ вăл Уртем мучие.

— Пăру çак вăхăтрах типсе вилмест. Хĕветĕрпе эпир пĕр пенальти анчах... — турткаланса тăчĕ старикки.

— Атя! Атя! Чи малтан пăрăва кайса шăвар. Кайран пенатти мар, хуть те... — канăçсăрланчĕ карчăкки.

Киле çитиччен те вĕсем пĕр-пĕринпе калаçмарĕç.

Малалла

Тулли кĕмĕл уйăх...


Тулли кĕмĕл уйăх

Тахçанах çăвать

Сĕмлĕхпе хупланнă

Лăпкă çĕршыва.

 

Çавал шывĕ — тĕкĕр —

Ĕмет тӳпене.

Çыран тăрăх вĕтлĕх

Чӳхет кăтрине.

 

Акă унăн ешĕл

Кипки ăшĕнче

Сасăсем çĕкленчĕç

Кăвайт кутĕнче.

 

Тăлăпа çӳреççĕ

Унтах лашасем.

Тинкĕл-тинн! юхаççĕ

Шăнкрав сассисем.

 

Кĕçех юрă тăсрĕ

Пĕри ушкăнтан.

Вĕтлĕх ахăлтатрĕ

Таврара — ян-янн...

 

Акă ахăр сасă,

Вĕтлĕхрен тухса

Çавал шывĕ тăрăх

Вĕçрĕ улăха.

 

Çурхи улăх лăпкă,

Сывлăшпа — таса.

Вăл хирех ăсатрĕ

Вĕтлĕхри сасса...

 

Тулли кĕмĕл уйăх

Паçăрах çăвать

Сĕмлĕхпе хупланнă

Лăпкă çĕршыва...

 

Çаплах улăх, хирĕ

Саспа чӳхенет.

Хĕлхемлĕ кăвайчĕ

Çунать те сӳнет...

Кăмăл туртăмĕ


Темскер кĕтетĕн эс манран.

Тем йăлăнатăн тилмĕрсе...

Шухăшусем те шухă сан

Виçесĕр выçă куçусем.

 

Тăванăм, ытлашши ан çун,

Упра эс кăмăл туртăмне.

Пурнăçра чарусăр чун

Ир çухатать хăй ăшшине.

Пурнăç юлташне


Кимĕ хатĕр. Çирĕп лар эс.

Хумсенчен те ан çӳçен.

Ĕмĕт пирĕн пултăр парăс,

Туслăх пултăрччĕ кĕсмен.

 

Урăм-сурăм çил тухсассăн,

Вăхăт пулмĕ, тен, канма, —

Эпĕ ишĕп... Ывăнсассăн —

Пулăш эсĕ те мана.

Хура акăшсем


Кусар таврашĕнче пулса курнă-и эсир? Пулман. Питĕ шел. Çĕр çинче унти пек илемлĕ вырăнсем питĕ сахал пулмалла. Çук та пулĕ тетĕп. Тен, мана хам унта çуралса ӳснипе çеç çапла туйăнать-тăр та, анчах, мĕнле пулсан та, вĕсене мухтасах килет вара манăн.

Кусар — ял ячĕ вăл. Ун пек ялсем пирĕн таврара питĕ сайра. Вăл, виçĕ урамлăскер, анлă та тулли Сĕвен сĕвек çыранĕ тăрăх виçĕ çухрăма тăсăлать. Çурчĕсем пурте чипер, кашнин çинех тимĕр те хĕрлĕ е шурă черепица, шифер витнĕ. Урамсенче лапсăркка йăмрасемпе тирексем, хурăнсемпе ăвăссем кашлаççĕ, анкартисенче, — кашнин тенĕ пекех, — улма, чие сачĕсем; çуркунне вара вĕсем çурнă чечексен ырă шăрши Сĕве айлăмĕ тăрăх тăвалла та, анаталла та таçта çитиех сарăлать. Айлăма тулса çитсен вăл Хуран хăлăпĕ çине шуса хăпарать те хирелле — хĕвел айĕнче парланса выртакан хура пусăсем, уçăм анисем çинелле юхса каять, вĕсен хăйне евĕрлĕ шăршипе хутшăнать.

Хуран хăлăпĕ вăл — яла хир енчен хӳтĕлесе тăракан сăрт. Вĕреннĕ çынсем тĕпчесе пĕлнĕ тăрăх, ĕлĕк-авал вăл Сĕвен ку енчи çыранĕ пулнă имĕш. Сĕве майĕпен типсе пынă-пынă та — сăрт унтан аякка тăрса юлнă иккен. Унпа шыв хушшинчи айлăма вара тăватçĕр çул каялла мăн асаттесен мăн аслашшĕсем килсе ларнă — çапла Кусар пуçланса кайнă пулать. Пирĕн хушамат — Кусаров ĕнтĕ — çав вăхăтранах юлнă теççĕ.

Малалла

Хуйхă


Хуйхă пусса илчĕ — мĕн тăвам-ши,

чунăма кампа-ши пусарам?

Те туратран тухса уртăнам эп,

те шăпчăк сассипе йăпанам?

 

Калаçса пусарма — çук тăванăм.

Туратран уртăнма — чăтаймĕ.

Шăпчăк сассипеле йăпанаймăп,

мана йăпатмалăх юрлаймĕ.

 

Турачĕ те хурăн çумĕнчех-ха,

Хăраççĕ-тĕр хăрсан та — пĕрле.

Хура куракĕсем ун çинчех-ха,

шăп лараççĕ, вĕçмеççĕ çĕрле.

Хура курак нумай пурнать теççĕ,

эпĕ вĕсен çулне çитеймĕп.

Вĕсем кĕр каяççĕ, çур килеççĕ,

пĕр кайсассăн эпĕ килеймĕп...

Çылăхлă чун


Çĕр пăч тĕттĕм, пĕтĕм ял

Ĕçрен канса çывăрать...

Ват тимĕрçе пĕр усал

Лаççа тухма тăратать.

Ват тимĕрçĕн лаççине

Çĕрле тухма чун туртмасть,

Анчах улпут лашине

Таканламасăр каймасть.

Хакне хăй хаклă парать —

Çĕр тенкĕлĕх хут укçа

Старик пăхса шухăшлать:

«Пуянскер, чаплă хуçа».

Старик, ăшă вырăна

Прахса, лаççа сулăнать.

Стана кĕртсе лашана

Таканлама тытăнать.

Старик чакать пĕр хĕрне,

Алри млатук тухс[а] ӳкет —

Лаши ури вырăнне

Этем урисем лекет.

Лаши куççуль юхтарса,

Чарна пĕлми ĕсĕклет;

Этем саспе уласа,

Хăй пурнăçне ӳпкелет.

«Мĕнле тӳссе пурăнан

Ак çак шуйттан аллинче!..

Хăтласси çук ĕнтĕ ман!..

Çунап шуйттан çуртĕнче.

Птерчĕ мана йӳç эрех!

Ăна ĕçсе хам чуна

Патăм ĕмĕр-ĕмĕрех

Тарçа — ак çак шуйттана!..

Куна пĕлнĕ пулса, эп

Тумлам ĕçмен улăттăм!

Тăватă çул тертленеп,

Паян та-ха пурнăттăм!..»

Старик калать шуйттана;

«Пулмасть санпа çыхланса,

Малалла

Хĕл Мучипе тĕл пулни


Пĕррехинче хĕллехи вăрмана вăрăм шăчă шырама кайрăм. Чылай çӳресен ватă вăрман патне çитсе тухрăм. Юман çине ăнланмалла мар чĕлхепе темĕн çырнăччĕ. Пăхса тăтăм-тăтăм та, аса илех кайрăм, ара, хамах тахçан çырнăччĕ-çке, «Кам та кам Хĕл Мучи çинчен сăвă шутласа кăларать, çав çак юман хăвăлне кĕме пултарать. Юман хăвăлĕнче пусма пур, çав пусма пĕлĕте илсе çитерет». Тĕлĕнсе тăтăм-тăтăм та…

Çав вăхăтра йывăç çинчен юр ӳкрĕ. Çилленсех кайрăм, ман çинех ӳкрĕ-çке. Çак самантра пуçра сăвă йĕркисем шăранчĕç,

 

Хĕл Мучи, Хĕл Мучи,

Парне илсе килтĕн-и?

Хĕл Мучи, Хĕл Мучи,

Канихвет çитеретĕн-и?

 

Сăвă вуласа пĕтернĕ çĕре юман хăвăлĕ çуталчĕ те унти пусмана курах кайрăм. Хăвăла кĕтĕм те, пусма картлашкисем тăрăх çӳлелле улăхрăм. Пĕр 10 минут пек кайрăм-и, пĕлĕт çине улăхса лартăм. Хăрасах кайрăм, ман умра пăртан тунă кермен ялтăртатса ларать, куçа шартарсах ярать.

Кермене кĕтĕм, вăрăм коридорпа утатăп. Унăн вĕçĕнчи алăка уçрăм та пахчана тухса тăтăм. Алăк патĕнче пĕчĕк кăна çăкăр татки курсан хĕпĕртесех кайрăм. Унччен те пулмарĕ, пĕчĕк çеç хитре кайăк çын сассипе, «Çăкăр çитер», — тет. Çитермерĕм, хама валли те сахал-çке. Кайсан-кайсан пĕр пӳрт патне çитсе тухрăм. Алăка шаккатăп, «Кам унта?» — илтĕнет ватă старик сасси.

Малалла

■ Страницăсем: 1... 668 669 670 671 672 673 674 675 676 ... 796