Хапăлласа кĕтсе илетпĕр
Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур
хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива
ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та,
уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.
Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.
Яш кун-çул иртет —
Чарас çук чаршав.
Хуйхăрма пĕлмест —
Айванах пуç ав.
Шухăшлатăп та:
Кайрăм вун ултта.
Ĕнтĕ, ĕмĕтĕм, ĕнтĕ, шухăшăм!..
Сарă хĕр мана
Юратмарĕ çав.
Те эп хам ăна
Йăлăммарăм çав.
Пĕр шутлатăп та:
Вăл савать хытах.
Ĕнтĕ, ĕмĕтĕм, ĕнтĕ» шухăшăм!..
Кулянсассăн та —
Хуйхăрмастăп тек.
Макăрсассăн та —
Эп кулатăп теп.
Юлтăм эп чăнах
Санпала кăна.
Ĕнтĕ, шухăшăм, ĕнтĕ, ĕмĕтĕм.
Мансăрах, Тăван çĕршывăм
Сăвăçран эсĕ пуян.
Çав-çавах çырмасăр сăвă
Тӳсейместĕп эп паян.
Мансăрах, мухтавлă халăх,
Пит нумай сан юрăçсем.
Кашни çын тупать ăсталах
Ăнăçса пырсан ĕçсем.
Кашни çын пулать хайлавлă,
Çырман çын çырма ларать.
Çырнисем пулсан тăрлавлă,
Хаçатра та çаптарать.
Сăвăпа хĕре юрасшăн
Кам çырмасть-ши ачаран?
Юратса чуна парасшăн,
Сăввăма çырап, куран.
Çĕршывра пур тĕрлĕ паттăр,
Хăшпĕрне тĕнче пĕлет.
Пĕлменни татах нумай-тăр,
Ман çавна калас килет.
Пĕрисем çинчен çыраççĕ
Çĕршыври пур сăвăçсем.
Теприсем сăвва кĕмеççĕ,
Çӳремеççĕ кĕвĕçсе.
Мансăрах эс, паттăр халăх,
Паттăра пĕлен курма.
Çав-çавах эс юратмалăх
Сăввăмри юлташ пур ман.
Ман герой пулман-ха паллă,
Орденпа медаль çакман.
Ĕçĕсем пулсан та чаплă,
Ун çинчен сăввăм çук ман.
Тепĕр чух эпир куратпăр
Малалла
«Ялти 198 çынран 15 çулхи арçын ача çеç çăлăннă...»
(Акт)
...Ял парăнмарĕ. Нимĕç фашисчĕсем кĕнĕрен вара çулталăк та ытла иртрĕ, вĕсем кашни кашни сехетре тенĕ пекех хăрушă та тискер ĕçсем турĕç, темĕн тĕрлĕ приказсем кăларса, халăха тăтăшах хăратса тăчĕç, анчах та ял пурĕпĕрех парăнмарĕ. Совет çыннисем ютран килнĕ кăвак симĕс шинеллĕ хурахсенчем хăраса ӳкмерĕç, вĕсен умĕнче пуçĕсене таймарĕç, темĕнле хĕн-хур тӳсмелле пулсан та, ирĕклĕх сывлăшĕ вĕсен кăкрисенчен тухса сирĕлмерĕ, тăшмана нихçан та парăнас çук кăмăлĕ пĕтсе лармарĕ.
Ĕнтĕ темиçе хутчен те яла карательсен отрячĕсем пыра-пыра çаратса тухрĕç. Кашни пымассеренех кама та пулин е вĕлерсе, е ним пĕлми пуличчен хĕнесе хăварчĕç, е тытса кайрĕç. Тытса кайнисенчен пĕри те каялла таврăнмарĕ,— чылай вăхăт иртсен тин вара вĕсене хулари тĕрме хыçĕнче персе пăрахни е çыннисем асапне тӳсеймесĕр вилни çинчен хыпар килсе çитрĕ.
Ку та хăратаймарĕ. Малтанхи пекех, ял çыннисем çывăхри вăрмансенчи партизансемпе куллен çыхăну тытса тăчĕç, вĕсене мĕнпе май килнĕ — çавăнпа пулăшрĕç, партизансем хăйсем пырса тухсан, çăткăн тăшмансенчен пытарса усранă апат-çимĕçсене парса ячĕç.
Малалла
Шуйнă çилĕ силлентерчĕ
Улмуççи тураттине;
Ӳкересшĕн — чĕтрентерчĕ
Тĕс кĕмен улмасене.
Ан силле ăна, хуш çил, эс,
Ӳкереймĕн пурпĕрех.
Ак тутланĕ, пиçсе çитĕ,
Анĕ лăп лăпканипех.
Çĕнтерӳ анчах илем-мĕн,
Чăнлăх çех хавас парать!
Ман умра çĕклем-çĕклемĕн
Ĕçлĕ пурнăç хăпарать.
Аслати пек çирĕп сасă
Çуралать кунта тепре.
Урамра çӳрет хавассăн
Ытлашши хастар апрель.
Каç пулсассăн кичем уйăх
Курăнмашкăн именет;
Ушкăнти вĕçĕмсĕр юрă
Утать Атăл хĕррине.
Йыхрав евĕр ман сăвва та
Çамрăклăх чĕнет тула,
Эп куратăп, эп саватăп
Паянхи вăййа-кулла.
Комсомол, мана чĕнеттĕн
Ăмăртмашкăн пĕрмаях,
Эс çĕнтертĕн, эс çĕнтертĕн, —
Эп епле юлам кая?
Пултарас тăк ĕçлемешкĕн —
Юрлама та пултарам.
Çĕршыва ăнса ӳсмешкĕн
Пулăшам вăй пур таран.
«Мĕнле пыраççĕ-ши хирурги кафедринче экзамен-зачетсем, кĕрсе калаçас-ха сотрудникĕсемпе, чылай пулать кунта пулманни», — тесе медицина институтĕнчи сиплев факультечĕн деканĕ Кротов профессор, тин çеç урам илемĕпе киленсе пыраканскер, сылтăмалла пăрăнчĕ те республика пульницин картишне кĕрсе кайрĕ.
«Пăх-ха, епле ырă кунта! Йĕри-тавра тикĕс ӳсекен ешĕл курăк, симĕс кавир тейĕн, тупата. Фонтан пĕрĕхет. Ку илемпе чирлисене сиплеме аван. Кун пек илеме эп Лондонра кăна курнă пуль. Аллея пĕлтĕр кунта иртсе çӳремелле марччĕ. Асса кайнă шăлан тĕмĕсем, пĕлĕтелле кармашакан хурăнсен аялти турачĕсем утма памастчĕç вĕт. Халь, пăх-ха, епле çутă кунта, мĕнле ирĕклĕ — пĕр-пĕр проспектпа утса пынăнах туятăн хăвна. Ура айĕнче ĕлĕкхи путăк-шăтăклă, лăкăм-лакăм тротуар вырăнне тĕрлĕ тĕслĕ илемлĕ плиткăсенчен сарнă çул. Нимĕн те калаймăн, пултарать пульницăн тĕп тухтăрĕ. Маттур».
Çапла пульница территорийĕн илемĕпе киленсе, хăйпе хăй калаçса пынă чух аллея вĕçĕнче Кротов сывлăх министерствин тĕп хирургĕпе тĕл пулчĕ.
— Мĕнле пурăнатăр, Александр Васильевич? Мĕн çенни ĕçĕрте? Эп ак пульница таврашĕнчи илемпе киленсе, хавасланса пыратăп-ха. Хӳхĕм кунта, чаплă! Тӳррипе каласан, кун пек илем эп Раççейре нихăш пульницара та курман!
Малалла
Тулса çитнĕ тутă мăйăр
Вăрмана-çке астарать.
Кӳршĕ хĕрĕ шăкăр-шăкăр
Сарă мăйăр пуçтарать.
Хăй те сарă мăйăр евĕр —
Илĕртейĕ яш чунне...
— Тутанса кур, тантăш, — терĕ,
Сĕнчĕ хĕр пĕр мăйăрне.
— Хуппи хытă-çке кун, — терĕм, —
Катсан — шăл та катăлать...
Варли пур çав кӳршĕ хĕрĕн —
Ав яш шĕшкĕ сулланать.
Чунăма пусарма çын шырарăм,
тупаймарăм эп ун йышшине.
Ах, мĕн пулчĕ сана, тăван ялăм,
эс çухатнă-çке çын ăшшине?
Анне пурччĕ ялта, атте пурччĕ.
Кĕтерех çӳресе пахчара,
иккĕн тан пире хирĕç тухатчĕç
килнине курсанах хуларан.
Халь те пур-ха ялта, пур тăванăм,
Сивлемест-ха пире, юп курать.
Пур пĕрех ăш вăркать питĕ манăн,
шăмшак мар, чун-чĕре ман сурать.
Тусăмсемччĕ, туссем, — ял илемĕ.
Калаçмашкăн шырап халь сире.
Илтĕнмеç сассăрсем, кĕвĕ-çемĕ,
Курăнмасть ыр сунан тус пире.
Халь çеç пурччĕ пĕр çын — калаçмалăх.
Чараймасăр чĕри çуннине
ĕçсе лартнă та путнă яланлăх —
юхса кайнă шывпа çуркунне...
Кăпчăк йывăç çулçисем
Тĕрлĕ-тĕрлĕ,
Шур автан алкийĕ пек
Хĕрлĕ-хĕрлĕ.
Шĕлепкеллĕ çырлисем
Йăмăх питлĕ,
Йăмăх хĕрлĕ çырлисем
Хура куçлă.
Мăшăр хура куçĕсем
Шăлтăр шывлă,
Савнă тусăн куçĕ пек
Юратуллă.
Арман
1
Игорь Александрович çывăрмалли пӳлĕмрен тухрĕ те кухньăна утрĕ. Çу кунĕсем тин çеç пуçланнине пăхмасăрах çанталăк шăрăх тăрать. Аптрамалла, çĕрле те сывлăш вĕри. Вăхăт ир еннелле сулăннă. Ывăлĕн пӳлĕмĕ çумĕпе иртнĕ чух хĕрĕх урлă каçнă арçын пӳлĕмре лăпкă кĕвĕ янăранине илтрĕ. Çакă Игорь Александровича пĕртте тĕлĕнтермерĕ. Аслă шкулăн виççĕмĕш курсĕнче вĕренекен ывăлĕ çĕрĕ-çĕрĕпе зачет-экзамена хатĕрленнине хăнăхнă вăл. Черетлĕ экзаменĕ тепĕр виçĕ кунтан пулмаллине те пĕлет.
Ывăлĕ пирки пĕр усал сăмах та калама пултараймасть Игорь Александрович. Мĕн ачаран лăпкă та тăрăшуллă пулса ӳсрĕ вăл, ашшĕ-амăшĕн сăмахĕнчен тухса курман. Тепĕр тесен, Игорь Александровичпа мăшăрĕ те ывăлне яланах ирĕкре тытнă. Ăна ан ту, кăна ан ту тесе пусмăрламан ăна. Унăн кăмăлне уяса, ун шухăш-кăмăлне шута хурса ӳстернĕ. Çавăнпах та пулĕ вĕсен çемйинче ыттисенни пек «ашшĕсемпе ачисен хушшинчи хирĕç тăру» нихăçан та сиксе тухман.
Ăш хыпнине холодильникри сивĕ шывпа канăçтарнă хыççăн çывăрмалли пӳлĕме таврăнакан Игорь Александрович ывăлĕн пӳлĕмне пăхрĕ. Хăй пекех сарлака хул-çурăмлă ывăлĕ компьютер умĕнче ларать. Ашшĕ пӳлĕме кĕнине сисмерĕ те вăл. Тĕлĕрсе кайнă пулĕ ку тесе Игорь Александрович сĕтел патне пычĕ. Ывăлĕ çывăрмасть иккен. Вăл никама та, ниме те асăрхамасăр компьютер мониторне тимлет. Игорь Александрович та монитора пăхрĕ. Пăхрĕ те çиçĕм çапнă пек туртăнса илчĕ...
Малалла
■ Страницăсем: 1... 666 667 668 669 670 671 672 673 674 ... 796
|
Шухăшсем
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...