Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Сӗве Атӑла юхса кӗрет. Иккӗмӗш кӗнекеКайăк тусĕШевле çутиМа инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?..КĕперСуя телейХӗвел мулкачӗсем

Юманпа Чĕкеç


Темиçе ĕмĕр каярах Çавал тăрăхĕнче, Матьшу хĕрринчи пĕр ялта, питĕ çиллес те хаяр чăваш Ахмат пурăннă тет. Ӑна Хусан мăрси хан валли халăхран хырçă-алман пухма хушнă. Çавăнпа ку чăваша алманçă тенĕ, вăл пурăнакан яла вара Алманч ят панă. Алманçă кĕрĕс-мерĕс кĕлеткеллĕ, пичке хырăмлă, кӳпшек питлĕ пулнă. Çавскер ял халăхне хăй аллинче тытнă, пуйнăçемĕн пуйса пынă.

Пуянни пуян, анчах телейĕ пулман унăн: ачи-пăчи, пĕрин хыççăн тепри, ураланичченех çĕре кĕнĕ. Юлашки ывăл çуралсан, ăна Юман ят панă. Вăл çав йывăç пек çирĕп пултăр, чир-чĕре ан парăнтăр тенĕ ĕнтĕ. Чăнах та, ача патвар ӳссе çитĕннĕ. Каччă çулне çитсен, ялти тимĕрçĕ хĕрне — ĕçчен те сăпайлă Чĕкеçе — килĕштернĕ вăл. Ку хĕр çурхи хĕвел пек ырă та ăшă кăмăллă, чечек евĕр чечен те чипер, пĕвĕпе ятуллă, кăмăлĕпе савăк, ĕмĕчĕ-тĕллевĕпе çутă пулнă. Чĕкеç чунĕ Юманшăн çуннă. Каччă чĕри те Чĕкеç еннеллех туртăннă, анчах Ахмат шыв арманĕ хуçин самăркка хĕрне, Эминене, кин тума тĕллев лартнă: ăна кăкăр ĕмнĕ чухнех çураçса хунă-мĕн.

Алманçă та сăхă пулса çуралман. Малтанхи вăхăтра вăл та ыттисемпе пĕрлех хан улпучĕ-вăйпучĕ пусмăрне тӳснĕ. Чăн ĕнтĕ, пĕчĕкçĕ утар тытнăран кӳршĕ-аршăран кăшт тутăрах пурăннă.

Малалла

Кун килет те каять çаврăнса...


Кун килет те каять çаврăнса,

Шуçăмпа çĕнĕ кун çуралать.

Шăнкăрав сассилле çывхарса,

Кайăк хур сассилле çухалать.

 

Кĕрхи кун кĕрхилле те — хитре —

Пăтăр-пăтăр ӳкет сар улма.

Улма мар та-и, тен... тĕтрере

Минутсем патлатаççĕ ума.

 

Кам курать ман чунри хĕлĕхе?!

Тунсăхпа тулнăскер, кĕрхилле

Янăратăр-и вăл халлĕхе

Нихăçан çитмесле сив хĕлле.

 

Кун килет те каять çаврăнса.

(Вăхăта вăхăт çеç хăвалать.)

Шăнкăрав сассилле çывхарса,

Кайăк хур сассилле çухалать...

Çĕр те çич çăрапа кăмăла питĕрместĕп...


Çĕр те çич çăрапа кăмăла питĕрместĕп,

Ютшăнмастăп çынран та хамран.

Çут хĕвел вăййипе,

Çутă кун юррипе

Пурăнса —

юлас çук халăхран.

Çĕр те çич çăрапа кăмăла питĕрместĕп.

Тĕссĕр тунсăх сăнне

чунăма ирттерместĕп,

Ӳкĕнместĕп паян та ыран.

Аслă çул варрипе,

Шурă юр юррипе

Антăлса —

хăрас çук ют куçран.

Тĕссĕр тунсăх сăнне

чунăма ирттерместĕп.

Суя кун ытамне йăнăшса вирхĕнместĕп,

Култармастăп тусран, тăванран.

Савнă кил çутипе,

Асатте пилĕпе

Пурăнса —

тухас çук çынлăхран.

Суя кун ытамне йăнăшса вирхĕнместĕп.

Сăвăç мар эп паян...


Сăвăç мар эп паян.

Çулçӳревçĕ.

Елĕкхи самантсен авалхи ĕмринче

Эп çӳретĕп,

Елĕкхи ĕмĕтсен ĕмĕрхи сĕмлĕхне

Тинкеретĕп.

Ăруран ăрăва юнтымар çулĕпе

Асаттен мăн аслашшĕ патне те

Çитетĕп.

Юррине,

Куллине,

Мĕн калас тенине

Йăлт куратăп,

Илтетĕп,

Тимлетĕп.

Пĕр суймасăр вара,

Ун манукĕн мăнукĕ,

Тĕп чăвашăн таса чĕлхипе

Паянхи çут куна,

Паянхи ыр куна мухтаса —

Килентерĕп.

Е кайран,

Темиçе çĕр çултан,

Ман мăнукăн мăнукĕ

Ман ума килессе,

Чăвашлах пуплессе

Ĕнентерĕп!..

Аттеме аса илсе


«Чăваш ялĕсенче турчăкасемпе сенĕксем тата тимĕр-тăмăр япаласем сутма чарас»

Пĕрремĕш Пётр патша указĕнчен

 

Хам пĕчĕк чух санпа пĕрле

Хура пӳртре, сентре çинче,

Ман тунсăх вăхăтăм хĕлле

Сĕм-тĕттĕм вăрăм каçсенче

Шăп иртнĕ чух, ача ыйхи

Ман тĕркĕш шухăшлă чуна

Пусман чухне, эс авалхи

Маттур тăванăмсем çинчен

Параттăн каласа мана,

Вара ман куçăм умĕнче

Тăратчĕ иртнĕ самана.

Кĕрлетчĕ халăх саcсипе

Ун чухнехи пăлхавлă ĕмер,

Вут витĕр вут пек учĕпе

Иртетчĕ cиккипе Тутимĕр.

 

Ман йăхăм-несĕлри çынсем,

Сĕм-ĕлĕк Атăл хĕрринче

Пупсем те улпутсем хĕссен,

Телей шăписĕр çĕрĕнчен,

Чура пек пуç пĕке-пĕке

Тăмасăр, тарнă Пушкăрта.

Асар-писер сăм вăрманта

Пĕр вăхăтлăх анчах телей

Килсен, ăста аллисемпе

Хăйсен хули пек Пелепей

Ӳсинччĕ тенĕ, хунă никĕс,

Анчах тивлетлĕ ĕмĕтпе

Ырра шансан та, кĕтнĕ пек

Кунçул пыман ялан тип-тикĕс.

Малалла

Сулла


Автобус килсе çитрĕ. Алăк патнелле пĕр утăм турăм çеç – шала кĕрсе те тăтăм. Халăх лăк тулли. Пур енчен те хĕстереççĕ – пăркаланмалли те çук. Тепĕр чарăнуччен епле те пулсан чăтас терĕм. Акă, пĕри ман çине (эпĕ пĕчĕккине кура ĕнтĕ) сумкине хăпартса лартрĕ. Çăвара теприн чаплă шарфĕ кĕрсе кайрĕ те пăкăласа лартрĕ. Кăшкăрас тетĕп – сас тухмасть.

– Юлташсем! Совĕç пур-и сирĕн е çук! – эпĕ мăкăртатнине никам та илтмест.

Кăшт вăхăт иртсен ман çумран çынсем пăрăнасшăн пулнине туйса илтĕм. “Мана ӳсĕр теççĕ-ши кусем? ­– шухăшлатăп хам ăшра – Эппин, мĕн пулать те, мĕн килет”.

Эпĕ татах хытăрах мăкăртатма пуçларăм. Пĕрне хул пуççипе ура пĕççинчен тĕртсе илтĕм. Леш вырăнтан та хускалмарĕ. Теприне уринчен тĕкетĕп. Каллех усси пулмарĕ. Кун пек май килмест. Урăх мĕн те пулин шутласа кăларас. Мăкăр-мăкăр! тăватăп хам ăшра. Çăвара уçаймастăп – унта шарф.

– Эй, юлташсем, автобусра такамăн йытти намордниксăр, – терĕ такам.

“Мĕнле йытă? Эпĕ йытă мар”, – тесе кăшкăрасшăнччĕ пĕтĕм вăйран. Çав вăхăтра чаплă духи шăрши кĕрекен пальто мана хупласа хучĕ. Пĕр хушă сĕм тĕттĕм пулса тăчĕ. Эпĕ вара юнашар тăракансене пĕрне, теприне чĕпĕте пуçларăм.

Малалла

Поэт хăвачĕ


Айхине

Санра тапса тăратчĕ пултарулăх,

Ӳнер хăвачĕ — чи ăста талант.

Сана таптаймĕ шелсĕр вилĕм-хурлăх,

Мĕн пур тавралăх, эс ан йĕр, шăплан.

 

Эс ху ятна тĕнче шайне çĕклерĕн,

Тĕнче умне кăлартăн халăхна.

Поэзи пахчинче куллен ĕçлерĕн,

Шăратрăн кĕмĕл пек таса ăсталăхна.

 

Çиçет хĕвел пек çутă ăс вучахĕ,

Эс чĕртнĕ ăс-тăна хĕрсе çунать.

Сăмахлăх хирĕнчи сар тул пучахĕ

Куç виçейми уйра пиçсе тулать.

 

Тĕвĕленет чĕр шухăш ик çунатлăн,

Вĕçет пин-пин чĕре хĕлхемĕн уçлăхне.

Асамлă шăплăхра сассу янрать хăватлăн,

Тĕнче тăнлать ăстаçă сăмахне.

 

Аваллăх çӳпçинче эс пĕрчĕн-пĕрчĕн

Тĕпчерĕн халăхăн сӳнми ăсне.

Эс тăрăшни пур вăхăта çĕнтерчĕ,

Эс çирĕп тытрăн кимĕ парăсне.

 

Чун-чĕрене, ăса чĕртсе вĕçмелĕх

Поэзи сывлăшне кĕртен чăвашлăха,

Çав çăл куçран куллен выртса ĕçмелĕх

Хăват паратăн эс çуратнă халăха.

Пĕлменнине пĕлме чĕнет...


Пĕлменнине пĕлме чĕнет

Ман шухăшăм — çунатлă кайăк:

Таçта инçе çыран енне

Ӗмĕтпеле тухса эп кайăп.

 

Çич пĕлĕт тӳпине хăпарăп,

Хуркайăк çупĕ тăрăх утăп.

Уйăх çинче те йĕр хăварăп,

Асамлă уйăх чулне тупăп.

 

Куçсем ман сăлтăр евĕр вылĕç:

Çĕр сийĕнчи пулăмсене

Асăрхаса ăша йăлт хывĕç,

Йăлт курăп çын пурăнăçне.

 

Ав, çуралать ача, унтах

Ватти каять леш тĕнчене.

Телей те, хурлăх та утать, —

Пĕлме пуçлан пĕлменнине.

 

Курма пуçлатăн тĕтре витĕр

Ӗçлекен çыннăн кун-çулне.

Çĕр

Вир пĕрчи пек пĕчĕк питĕ,

Çавах ан хуçтăр тĕнĕлне.

 

Куратăп: çилпеле хумсем

Ватаççĕ чуллă çырана.

Акать, вырать ĕçчен этем, —

Вăл малалла çеç талпăнать.

 

Пĕлменнине пĕлме чĕнет

Хăй канăçне çухатнă пуçăм.

Çĕн ĕмĕр алăк хăлăпне

Тытса туссемшĕн ярах уçăп.

Шурăмпуç вальсĕ


Савнăç та хурлăх йăлтах иртсе кайрĕ:

Сывă пул, сывă пул,

Тăван шкул.

Чӳрече умĕнче вĕрене пуçне тайрĕ:

«Анăçтăр сирĕн умри ирĕк çул».

 

Укăлча патнелле

Йышпала çул тытатпăр,

Кашнин — хăй телейĕ умра.

Шурăмпус хăпарать,

Эпир уççăн куратпăр:

Ав хĕвел те тухать — шевли йăлтăрать.

 

Хĕвеле кĕтме ырă,

Ун шевли çуттăн-çуттăн

Тăванла туйăмпа

Пит çинче вăй вылять.

Ман юратнă пике

Пуçласа питĕ тутлăн

Юлташсем умĕнчех

Ыталать, чуптăвать.

 

Чечексем, чечексем —

Тюльпанпа çут нарцисĕ

Ачаш шăршăпа ипĕртеççĕ чуна.

Çамрăкла пуçланать

Каччăпа сар хĕр чысĕ,

Пуçсем кĕмĕлленсен те

Упрасчĕ ăна.

 

Шурăмпуç çĕкленсен

Кăмăлсем те тулаççĕ,

Шурăмпуç çутипе

Çутă кун пуçланать.

Ав, пулас ĕçченсем

Алла-аллăн утаççĕ,

Пире шкул пурнăçа çул уçать.

Тукшан


Хăш-пĕр çынсем, хăйсене артист тесе ĕлĕкренпех сцена çинче выляççĕ. «Хамăн та тытăнса пăхас мар-и пĕрре», – тесе шутларăм эпĕ.

Артистах пулас çук манран, анчах шухăшланă – тунă. Халăх хушшинче хама чи кирлĕ çын пек кăтартас терĕм. Акă эпĕ пасара çитсе кĕтĕм. Кунта тĕрлĕ тавар сутаççĕ. Халăх! Лăк тулли. Эпĕ аш касмалли каска çине хăпарса тăтăм та йĕри-тавралла сăнарăм. «Эй, тус-тăван, пурте пухăнăр ман пата! Кунта тĕрлĕрен кĕнчеле! Мĕн кирлĕ, тупăн эс пурне те! Пуканесем, чӳлмексем...»

– Эй, эсĕ унта, мĕн кăшкăратăн? – сас пачĕ такам халăх хушшинчен. – Мĕнпе сутă тăватăн?

– Сывлăш сутатăп! – терĕм эпĕ.

Пăх-ха, ку аш ваклакан вĕт-ха. Манăн кӳршĕ хăйĕн пысăк пурттине сулкаласа тăрать. Мана хам тăнă вырăнтан тӳрех туртса антарчĕç. Эпĕ вĕсене хирĕçлеме пăхатăп.

– Тăванăмсем, шеллĕр мана! Эпĕ аннен чи кĕçĕн ывăлĕ, тĕпкĕч эппин!

– Курăнать! – тет халăх. – Сăмсу пашалу пек. Курнă эпир сан пеккисене!

Кӳршĕ вара вĕсене хĕтĕртсе тăрать.

– Тӳрех паллаймарăм эп ăна! Таçта курнă пек туйăнать-ха. Кайран пăхатăп та – ман кӳршĕ пулчĕ тăчĕ! Эй, эсĕ унта мĕн тума хăпарса тăрса!

Малалла

■ Страницăсем: 1... 663 664 665 666 667 668 669 670 671 ... 796