Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Сӗве Атӑла юхса кӗрет. Пӗрремӗш кӗнекеСинкерХĕн-хур айĕнчеĔмĕр сакки сарлака. 1-мĕш томЫтла та хитреччĕ ун чух çуркуннеЯл калавĕСăвăсемпе поэмăсем

Ирхи сывлăм кайăкĕ ман пуласчĕ...


Ирхи сывлăм кайăкĕ

Ман пуласчĕ,

Кĕмĕл сывлăм шывĕпе

Пит çăвасчĕ.

 

Ылтăн сăнлă уйăх пек

Ман пуласчĕ,

Кĕрхи тĕксĕм каçсенче

Çутатасчĕ.

 

Юр ăстийĕ шăпчăк пек

Ман пуласчĕ,

Ирĕн-каçăн юрăсем

Шăрçаласчĕ.

 

Çурхи сарă чечек пек

Ман пуласчĕ,

Кăвак куçлă хĕрсене

Йăпатасчĕ.

Шур Атăлта акăш янăрать


Шур Атăлта акăш ярăнать,

Çамрăк пике евĕр курăнать.

Ай-хаях, савниçĕм, хура куç,

Çав шурă акăш эсĕ мар-ши тетĕп.

 

Хурăнлăхра шăпчăк юр юрлать,

Пике сасси евĕр туйăнать.

Ай-хаях, савниçĕм, хура куç,

Çавă сарă шăпчăк эсĕ мар-кш тетĕп.

 

Сад пахчинче мăкăнь çурăлать,

Пике кулнă евĕр туйăнать.

Ай-хаях, савниçĕм, хура куç,

Çавă хитре мăкăнь эсĕ мар-ши тетĕп.

 

Чăн тӳпере çăлтăр çуталать,

Пике куçĕ евĕр йăлкăшать.

Ай-хаях, савниçĕм, хура куç,

Çавă çутă çăлтăр эсĕ мар-ши тетĕп.

Юрăçсем


Аслă вăрман чĕрĕлет,

Илемĕпе илĕртет.

Ĕнтĕ аслă вăрманта

Куккук сасси илтĕнет.

 

Çĕмĕрт çеçки çурăлать,

Юр пек шуррăн курăнать.

Шурă çĕмĕрт ăшĕнче

Шăпчăк юрри янăрать.

 

Ешĕл улăх илемне

Кам-ши савмĕ çуркунне!

Ешĕл улăх тăршшипе

Карăш сасси чӳхенет.

 

Вăрăм ыраш шăркара,

Лăпкăн-лăпкăн хумханать.

Вăрăм ыраш хушшинче

Путенийĕ авăтать.

Чапай


Лăпкă мар-çке Урал шывĕ,

Ахăрать, йĕрет.

Урал шывĕ çийĕн харсăр

Пулемет кĕрлет.

 

Хура хумлăн, хĕрлĕ юнлăн

Пăтранать Урал.

Тăшмансем çитсе çывхарчĕç,

Килчĕç хуп-хура.

 

Тăшмана ялан çĕнтернĕ,

Çĕмĕрнĕ Чапай.

Сăртсем урлă, хирсем урлă

Каçнă вăл чаппа.

 

Казаксем-и çывхараççĕ,

Е килет Колчак, —

Чапая ялан та паллă

Çĕнтерӳ анчах.

 

Колчака вăл хуса янă, —

Ирĕкре Урал.

Анчах вилчĕ пирĕн паттăр —

Путрĕ авăра.

 

Çитĕнет Совет çĕршывĕ,

Çĕкленет пĕрмай.

Çĕн тĕнчешĕн пуçне хучĕ

Командир Чапай.

 

Хулара халь юрă, юрă,

Юрă — ялсенче.

Асăнса юрлатпăр эпĕр

Паттăрсем çинчен.

Çĕрлехи тинĕс


Кĕрлевлĕ тинĕс, янравлă тинĕс,

Мĕн пек хăрушă эс çĕрле!

Пушшех хум-шавлă, пушшех сип-симĕс,

Пушшех хаяррăн эс кĕрлен.

 

Сан çыранна пырса эп тăтăм,

Эп тинкеретĕп сан çине.

Хăть паллă мар сана ман ятăм,

Анчах эп кирлĕ тĕнчене.

 

Хура кунсем килсе тухсассăн,

Çăлма тивсессĕн çĕршыва,

Сан пек кĕрлетĕр манăн сассăм,

Эп те пулам сан пек хăват.

 

Нимле тăшман, нимле хура вăй

Çĕнтерес çук нихçан пире.

Татах та селĕм, татах та савăк

Кĕрле, шавла эс вирлĕрех!

Тупа


Андрей Петтокие асăнса

Пуйăс кайрĕ васкаса

Хĕвел анăç еннелле...

Сывă пул, тăван уй-хир,

Сывă пул, çĕршывăм!

Çилĕпеле шăранса

Кăварланнă чĕрене

Вăй-хал пачĕ çакă ир

Çутă кĕмĕл сывлăм.

 

Сывă пулăр, тăвансем,

Сывă пулăр, сар хĕрсем!

Çĕнтермесĕр тăшмана

Тек мана ан кĕтĕр

Шăмăм-шаккăм ваниччен

Тĕпсĕр хăмăр пĕлĕте

Çутă ярăм чӳхессе

Тен, курма пӳрмен-тĕр.

 

Пурччĕ манăн тусăмсем,

Пурччĕ çамрăк тантăшсем.

Çут телейшĕн çапăçса

Вĕсем пуçне хучĕç.

Ах, çĕршывăмçăм-аннем,

Тулли пурнăç çыранне

Хумлăн-шавлăн хумханса

Тулчĕ хурлăху çеç.

 

Ман кун-çулăм та паян —

Тăвăл витнĕ океан.

Вутлă çумăр шавĕпе

Вăй-хала хистетĕп.

Чун хаярлăхĕпеле

Юн пăлхантăрччĕ тесе,

Тусăмсенĕн ячĕпе

Çиллĕме çĕклетĕп.

 

Манăн савнă тусăмсем!

Сирĕн хаклă ӳтĕрсем

Халиччен, тен, тахçанах

Тăпра пулчĕç пулĕ?

Малалла

Хĕллехи илем


Вăш-вăш, вăш-вăш ай çил вĕрет.

Каш-каш, каш-каш вăрман кашлать,

Шап-шур сухаллă хĕл мучи

Питрен-куçран, ай, хыпашлать.

Ух! шеремет.

 

Çил ачисем сиккипеле

Кĕртсем тăрăх чупкалаççĕ.

Мĕн пур хăрăк туратсене

Турта-турта хуçкалаççĕ.

Шарт! тутараççĕ.

 

Армак-чармак ват юманĕ

Шухă çилпе, ай, тавлашать;

Чĕрик-чĕрик чĕриклетсе

Аллисемпе сулкалашать.

Ух! тăрмашать.

 

Тулли уйăх пĕлĕт çине

Хуллен-хуллен шуса тухать.

Лăпкă-лăпкă ялсем çине

Ылтăн-кĕмĕл пĕрчи сапать.

Их! сапалать.

Кĕсле-купăс


Эп ĕнереп кĕсле-купăс,

Сирĕп хуйхă-суйхăма;

Савнă тусăм йăл кулсассăн,

Кĕсле-купăс эп хамах.

 

Хĕрĕх хĕлĕх, çитмĕл чĕлĕх

Вăранаççĕ чĕремре,

Чĕтренсе каяççĕ меллĕн —

Хӳхĕмрен те хӳхĕмрех.

 

Парнеле мана, тăванăм,

Пĕрчĕн-пĕрчĕн куллуна,

Хĕрĕх хĕлĕх, çитмĕл чĕлĕх

Янăраччăр яланах.

Ăсату


Ешĕр, хаваслăх,

Ăшшăн çу,

Чун çумăрĕ —

Таса куççуль!

 

Йĕрес килет. Куççуль тухмасть.

Пĕлетĕп: кирлĕ мар йĕме.

Халь нимĕн те пусараймасть

Тулса капланнă чĕреме.

 

Каятăп эп инçе-инçе...

Ан ман... Упран инкексенчен;

Кам юратать-ши — çав нумайччен

Кăвар усрать хăй чĕринче!

Шехеризадăна вуласан


Пулас пулсан манра,

Юмахри пек сезам,

Хальхи пек айванран

Эп пулăттăм-ши кам?

 

Ĕнче, мерчен, ахах

Е ылтăн-кĕмĕлтен,

Çук, кирлĕ мар пачах

Пĕрне те илмĕттĕм.

 

Эп илĕттĕм мĕн пур

Чечек сăмахсене,

Эп суйлăттăм мĕн пур

Янравлă сассене.

 

Вара çĕршыв, тĕнче

(Çапла пулсан шăпа!)

Мухтанĕ киленсе

Ман сăвă-юрăпа.

■ Страницăсем: 1... 659 660 661 662 663 664 665 666 667 ... 796