Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Аслă халалАндрей ПеттокиВăхăт таппиСана ҫырма сӑмах ҫитетЙĕрсем çухалмаççĕЕркӗнПахчапа мунча хуҫи

Руставелие асăнса


Ĕмĕр хыççăн иртнĕ ĕмĕр,

Пĕрре мар çĕнелчĕ юрă,

Ту-сăртсем те урăхланчĕç,

Тепĕр май юхаç шывсем, —

Эсĕ çав-çавах хĕрӳ, хăюллă,

Паян кун та янăраççĕ

Санăн чаплă юррусем.

 

Этем йăхĕ те, ăру та

Ĕмĕрленчĕ пĕрре мар, —

Эсĕ çав-çавах çап-çамрăк.

Эсĕ — чĕрĕ, эсĕ сывă,

Çĕнтерӳçĕ эсĕ халь те,

Сăввусем сан шĕл кăвар.

 

Юр ăсти — ялан та шăпчăк,

Çуркунне — ялан та аслă,

Çут хĕвел — ялан хĕрӳллĕ.

Çут уйăх — ялан чечек, —

Тĕксĕмленмĕн эс те, гени,

Эс ялан та пулăн чаплă,

Ма тесессĕн эс юрланă

Туслăх, паттăрлăх çинчен.

 

Хурлăх-хĕн килсе тухсан та

Пул мăнаçлă, пул эс çирĕп,

Тăшмана нихçан ан парăн,

Çапăçса вил — чыслăрах, —

Кĕрешмешкĕн, çĕнтермешкĕн

Йыхăрать сан муза-лира,

Тус пулмашкăн, юратмашкăн

Этеме вăл ăс парать.

 

Юратмашкăн вĕрентет вăл,

Дареджан — таса хĕрарăм,

Çĕнтермешкĕн вĕрентеççĕ

Тарпелпе Автандил.

Эс вĕсем çинчен юрланă,

Малалла

Канăç


Кĕр калчи кашма пек. Тӳперен

Кашласа иртеççĕ тăрнасем.

Янăрарĕ сывлăш, — кӳлĕре

Сӳс чӳхеççĕ шавлăн инкесем.

Пăрăнатăп çул çинчен: калча

Шăп та шай ура сыппи таран!

Сăрт çинчи вăрманĕ улача,

Сар хĕрсем çӳреççĕ кăмпара.

Кĕр çĕртми чуста пек кăпăшка, —

Тулĕ тепĕр кĕр каллех пӳлме!

Пыл пек тутлă ĕмĕт-шухăшпа

Харсăр пуç тулать, хуйха пĕлмес!

Чун тӳлек. Çанталăк та тӳлек.

Вăйăма ниçта хума та çук, —

Их! — чупса пăхатăп... Тен, кун пек

Ĕрĕхсе чупман-тăр пĕчĕк чух!

Кепкăна кăшт чалăшрах лартса,

Таврăнатăп канлĕн эп яла.

Кӳршĕ хĕрĕ, ăшшăн йыхăрса,

Хăналать мана сим пылпала.

Тăван Çĕршыв


Çурхи кунсем вăраннă чух,

Хаваслă кун шăраннă чух

Чун савăнать, чĕрем сикет,

Çĕршыв çинчен юрлас килет.

Тăван Çĕршыв, Тăван Çĕршыв!

Асран кайми юратнă Çĕршыв!

 

Тăван уй-хир тумланнă чух,

Тырри-пулли хумханнă чух

Чун савăнать, чĕрем сикет,

Татах та аван ĕçлес килет.

Тăван Çĕршыв, Тăван Çĕршыв!

Никам çĕнми мухтавлă Çĕршыв!

 

Тăвансемпе пĕрлешнĕ чух,

Тулли черкке çĕкленĕ чух

Чун савăнать, чĕре сикет,

Пĕрле ĕçсе-çиес килет.

Тăван Çĕршыв, Тăван Çĕршыв!

Асран кайми юратнă Çĕршыв!

 

Хитре хĕрсем юрланă чух,

Маттур яшсем ташланă чух

Чун савăнать, чĕре сикет,

Татах та маттур пулас килет.

Тăван Çĕршыв, Тăван Çĕршыв!

Мухтав сана, юратнă Çĕршыв!

 

Ват стариксем юрланă чух,

Тулли кĕреке кĕрленĕ чух

Чун савăнать, чĕре сикет,

Татах та нумай пурнас килет.

Тăван Çĕршыв, Тăван Çĕршыв!

Тавах сана, мухтавлă Çĕршыв!

 

Тăван Çĕршыв мухтавĕпе

Малалла

Хĕллехи каç


Анне арлать. Вар сӳсĕн çипĕ

Йĕрлет пĕр вĕçĕмсĕр йĕре

Сĕм юмахри усал ачи пек,

Çилсем ӳлеççĕ мăрьере.

 

Пӳрт умĕнчи лаштра юманăн

Тураттисем вăрçаç çиле.

Ĕмĕрĕнче те шик пулман ун,

Ларать вăл тĕрĕс-тĕкелех.

 

Пирĕн лутра пахчалăк витĕр

Кил хушшине юр хĕвтерет.

Çутăласпа çил-тăвăл иртĕ.

Тухса çул уçăп иртерех.

 

Çемçен те ăшшăн йăлтăрать, ав,

Çап-çутă лампа, ĕмĕт пек.

Эп харсăр Пушкина вулатăп.

Çунатăп унăн хĕмĕпе.

 

Анне арлать

Вар сӳсĕн çипĕ

Йĕрлет пĕр вĕçĕмсĕр йĕре.

Сĕм юмахри усал ами пек,

Çилсем ӳлеççĕ мăрьере.

Халал


Чечек çеçке çурать, ăна

Тăпра парать хăй сĕткенне.

Çаплах çĕршыв та халь сана

Сĕнет ыр пурнăç шерпетне.

 

Ĕçех ăна! Юрат мана...

Анчах çĕршыв тивĕçĕнчен

Ан тух нихçан та. Яланах

Таса пул халăх йышĕнче!

Çывăх тус


Акăш пек тееç сана:

Акăш сарă кĕркунне

Ăсанать кăнтăр енне.

Çывăх эсĕ яланах, —

Танлаштармăп нимĕнпе,

Улăштармăп нимĕнпе

Эп сана!

 

Тополь пек тееç сана:

Тăкăнаççĕ вĕл вĕçсе,

Çулçисем ун кĕр çитсен.

Эс кĕрнеклĕ яланах, —

Танлаштармăп нимĕнпе,

Улăштармăп нимĕнпе

Эп сана!

 

Уйăх пек тееç сана:

Çухатать-çке ир енне

Уйăх сивĕ çутине.

Эс типтерлĕ яланах, —

Танлаштармăп нимĕнпе,

Улăштармăп нимĕнпе

Эп сана!

 

Кайăк пек тееç сана:

Юрламасть-çке кĕр енне

Кайăк капăр юррине.

Эс хаваслă яланах, —

Танлаштармăп нимĕнпе,

Улăштармăп нимĕнпе

Эп сана!

Телей çулĕ


1

Ахальтен мар хĕвел аннă чух çывăрма каламан. Питĕ вăраххăн вăранчĕ Евук. Йăванса кайнă тулли михĕ евĕрех кĕлетки йывăр пулчĕ унăн. Пуçĕ çемçе минтертен уйрăласшăн пулмарĕ. Çав вăхăтрах ăшă вырăн та текех илĕртмерĕ. Шăрăхĕпе сивви, канлĕхĕпе кансĕрлĕхĕ пĕр самантра пырса çапрĕ тем вăхăта тĕлĕрсе кайнă хĕрарăма. Пуçĕ янăрарĕ, кĕлетки сурнă пек туйăнчĕ ăна. Ват çын евĕр ахлата-эхлете çĕкленчĕ Евук хăйен пĕччен çыншăн ытла анлă выранĕ çинчен. Утнă çĕртех çӳхе халат тӳмисене вĕçерте-вĕçерте ваннăйне кĕрсе кайрĕ.

Чылай вăхăт ним тĕллевсĕр, лăпкăн выртрĕ хĕрарăм тĕрлĕ-тĕрлĕ тăварпа çемçетнĕ вĕри шыв ăшĕнче. Вăрттăн çеç сăнаса тăракан çын кускер çывăрсах кайнă теме те пултарĕччĕ. Çук. Евук ĕнтĕ çывармасть. Ку унăн «сунара» тухас умĕнхи лăпкăлăх кăна.

Хăвăрт çĕкленчĕ вăл вĕри шыв ăшĕнчен. Ваннăна тулнă шыв юхса пĕтессине кĕтмесĕрех хăй çине сип-сивĕ шыв юхтарчĕ. Малтан çӳçенсе илчĕ, кайран вара шăнса хытса пачах улшăнчĕ тейĕн. Куçĕсенче, илемлĕ çӳхе тути çинче темĕнле вылянчăк хĕлхем сӳнми вылярĕ унăн. Хăш вăхăтра шывран тухса типĕннине те сисмерĕ пуль вăл.

Пуç тӳпинчен пуçласа ура тупанĕ таран кăтартакан тĕкĕрĕ патне çап-çара тенĕ пекех пырса тăрсан çеç кăшт чарăнса тăчĕ. Хăйĕн вăрăм, илемлĕ урисене, чăмăр купарчине, тулли кăкăрĕсене сăнаса пăхрĕ хĕрарăм. Темĕн шырарĕ; темĕн тиркерĕ вăл хăй кĕлеткинче. Тен, пачах урăхла. Хăй кĕлеткипе хăй киленчĕ пулĕ çак самантра. Пĕлме çук. Анчах мĕн курнипе кăмăллă юлчĕ; çемçе алшăллипе васкамасăр, кашни тумлама типĕтсе кĕлеткине сăтăрчĕ.

Малалла

Шурлăх сăхă шухăшлă...


Шурлăх сăхă шухăшлă,

Эп пĕлеп, сисеп.

Шурă тиха шухă та —

«Асăрхан-ха, — теп, —

 

Тăпăр-тăпăр — кăмăллă

Ушкăн аякра.

Мĕн тесе эс çăмăллăн

Пĕр-пĕччен кайра?!

 

Шурлăх çийĕн çилĕллĕн

Йăванать тĕтре...

Асăрханса çитĕн-и

Эсĕ ку тĕлтре?..»

Кунăм — улшăнать


Савнăç савăнать те —

тунсăх —

тунсăхлать.

Савнăç та пур,

тунсăх...

Кунăм —

улшăнать:

Шурă тĕтре витĕр

шурă кун килет,

Çутă хĕвел витĕр —

çутă кун.

Тĕссĕр тĕлĕк витĕр,

тĕрлĕ шухăшпа

пушă кун килет-тĕр

шапăлти шапа.

Пур тата...

пĕр кунăм.

(Кам пĕлет çулне?)

Çӳремест вăл пушă —

хытă пушăпа.

Пĕтĕм ырă кунăм

пытанать чăл-пар.

Тĕрлĕ кун килет-тĕр

ытларах — чăпар.

Савнăç савăнать те —

хурлăх —

хурланать.

Савнăç та пур,

хурлăх...

Кунăм — улшăнать.

Кĕрхи вальс


Çывхарса килет ылтăн кĕркунне,

Ыталаса илет хăйĕн ытамне.

Çулçăсем ӳкеççĕ лăпкăн çĕр çине

Ылтăн, ылтăн,

Ылтăн, ылтăн кĕркунне!

 

Питĕ кăмăллатăп çакă вăхăта

Киленсе сывлатăп, уçă кăкăрта.

Эпĕ-çке çуралнă, килнĕ çĕр çине

Ылтăн, ылтăн,

Ылтăн, ылтăн кĕркунне!

 

Куç туллин сăнатăп çакă илеме,

Юмахри пек тухрĕ куç умне.

Савнине тĕл пултăм, тупрăм телее

Ылтăн, ылтăн,

Ылтăн, ылтăн кĕркунне!

■ Страницăсем: 1... 660 661 662 663 664 665 666 667 668 ... 796