Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Чапшăн пурăнмастпăрҪул юлташӗТаркăнВăрман ачисемЙĕрсем çухалмаççĕХум пӑшӑлтатӑвӗАсамат кӗперӗ сӳниччен

Хĕвелтухăç шуçăмланчĕ


Кĕрен тĕсĕн хĕвел тухăç шуçăмланчĕ,

Ешĕл улăх сывлăмпа шăрçаланчĕ...

Айлăм çийĕн тĕтре сарăлать,

Шупка уйăх ире парăнать.

 

Вăрансамччĕ, савни, савнă тусăм!

Шуçăм ӳкрĕ хире тахçанах.

Ешĕл симĕс хирти хура пусă

Ыталасшăн-илесшĕн сана.

 

Шуçăм кайăкĕ — сар шăпчăк шăпланчĕ.

Хĕвел тухăç чăнкăр шуçăн вутланчĕ.

Ял хушшийĕ — сисетни ăна? —

Çĕнĕ кун вăйĕпе вăранать.

 

Шурă çĕмĕрт айĕнчех çур çĕр иртрĕ.

Çума-çумăн ларсах ир те çитрĕ...

Вăрансамччĕ, тăрсамччĕ, савни,

Килес кунăн ĕçне мантăн-и?

 

Сана вăхăт сар хире ав тухмашкăн,

Вăхăт трактор çийĕнче ярăнмашкăн.

Çурхи кун хăть шăрăх, хăть уяр –

Санăн трактор янратĕ уя.

 

Каçхи шуçăм сӳниччен уйра çӳрĕн,

Эс сухалăн хире, акса сӳрĕн.

Уйăх çуттийĕн таврăнăн яла

Мотор шавлă трактăрупала.

 

Хирĕç тухăп, сана кĕтсе илĕп.

Каçхине сарă уйăх пире пиллĕ,

Шурă çĕмĕрт ачашлĕ пире.

Каллех тăратăп ыран та ирех,

Малалла

Иртнĕ ĕмĕрте пулса куртăмăр


Пирĕн шкулта çулленех вăрмана похода каяççĕ. Кăвайт чĕртетпĕр, çулталăк хушшинче пухăннă «иккĕсене» çунтарса яратпăр. Кăвайт умĕнче юрăсем шăрантаратпăр, сăвăсен конкурсĕ иртет. Физкультура учителĕ Сатлайкин Иван Иванович, тĕрлĕ вăйă-ăмăрту ирттерет. Мечĕкпе чупасси, чăрмавсем витĕр тухасси, футбол вăййи — çаксем чăннипех те хаваслă та илĕртӳллĕ!

Чи-чи интересли, паллах, кăвайт чĕртсе хуран çакса яшка пĕçерсе çиесси. Яшка кăна мар, çĕр улми нимĕрĕ те, салат та пĕçерсе хырăма тултаратпăр. Техĕмлĕ чей вĕретсе ĕçетпĕр. Пĕр-пĕрне килтен илсе килнĕ икерчĕ-кукăльпе хăналатпăр.

Кăçал та, ыран вăрмана каяссине пĕлсен, пурте: «Урра!» — тесе кăшкăрса ятăмăр. Тӳрех камăн мĕн илсе килмеллине пайлама пуçларăмăр. Коля хуран илме килĕшрĕ, Сашăпа Ирина витре илсе килме пулчĕç. Ксюша çăпала, Галина Вячеславовна çĕçĕ илме пулчĕ. Кашниех темиçе çĕр улми, сухан, кишĕр, сĕт, çăмарта...

— Вăрманта асăрхануллă пулăр, пĕччен путеке тукмак тытать, пĕр-пĕринчен ан уйрăлăр, — асăрхаттарать вĕрентекен.

Сакăр сехетре пурте пуçтарăнчĕç. Çĕр улмине ялтах тасалас терĕмĕр. Качча карти урамĕнче (Мĕншĕн «Каччакарти урамĕ» ят панине пĕлес килет пулĕ-ха сирĕн. Мĕнех, каласа парар. Ĕлĕк качча кайсан уйрăлса тухакансем çĕнĕ урам йĕркеленĕ, Çамрăк мăшăр кил-çурт çавăрнă. Пурăна киле самаях пысăк урам пулса кайнă.) Ольга Викторовнăсен умĕнчи çăл умĕнче çĕр улмине çуса тасатрăмăр, витресене шыв тултарса вăрманалла çул тытрăмăр.

Малалла

Хăрушă парне


(Лука, XXIII, 44-46)

 

Ирсĕр халăх хушшинче

Çăлакан Христос хур курать,

Çăлакан Христос умĕнче

Ирсĕр халăх пăлханать...

Мĕншĕн, халăх, ун çине

Хаяр куçпа пăхатăн?

Мĕншĕн Туррăн Ывăлне

Пĕр шухăшсăр п(ă)талатăн?

Мĕншĕн унăн чĕрине

Пĕр хĕрхенмесĕр касатăн?

Мĕншĕн тĕнче Пуçлăхне

Чура вырăнне хуратăн?

Мĕншĕн кĕвĕç куçупа

Шуйттан хыççăн каятăн?

Ах, ах! Туррăн халăхĕ!

Хă(в)на ху ылхан тупатăн,

Эсĕ тĕнче Пуçлăхне

Хĕрес çумне п(ă)талатăн.

Ĕмĕре пырас ылхана

Хыт чĕрӳпе сис(ей)местĕн,

Ирсĕр-ирсĕр пăлханса

Ачусем çине илетĕн...

Акă ĕнтĕ, Çăлакан,

Йывхăç çинче пăталантăм;

Пире ĕмĕт Паракан!

Пирĕншĕн хурлăх куратăн;

Пĕтĕм тĕнче тытакан,

Тĕнче сана пăталарĕ...

Ирсĕр этем намăсран

Турă умĕнче тармарĕ,

Чунлă этем тĕнчере

Чи усаллиех пулайчĕ...

Кун-пуç çути пур чу(х)не

Тĕнчене тĕттĕм хупларĕ:

Хĕвел-уйăх чĕтресе

Хăйĕн çутине памарĕ.

Малалла

Юрăпа


Юрăпа вута-шыва эп кĕтĕм,

Юрăпа çĕнтертĕм вилĕме.

Юрăпа атте килне эп килтĕм,

Юрăпа çĕклерĕм килĕме.

 

Юрăпа эп пурнăçа юратрăм,

Юрăпа сыватрăм сурана.

Юрăпа эп ăрăскал шăратрăм.

Юрăпа юратчĕрччĕç мана.

 

Юрăпа йĕрес çĕртен эп култăм.

Юрăпа çуралтăм çĕнĕрен.

Юрăпа эп ăрăскаллă пултăм.

Юрăпа ирттерĕп ĕмĕре.

Чул чечек


(Баллада пуçламăшĕ)

 

Юмахсенче çеç теççĕ тĕлĕнтермĕш,

Вăл пурнăçрах, çумрах вăл пурăнать.

Куçусемпе курмасăр эс ăна

ĕненмĕн хăв, çынна та ĕнентермĕн.

 

Виçесĕр пурлăхĕ çĕр-шывăн ман,

Тĕп хулара темччен пăхса çӳрерĕм.

Тĕлĕнмелле чечек тумне курсан

Эп ун çинчен куçа тек илеймерĕм.

 

Çуначĕсем йăм-йăм шевле сапаççĕ,

Çулçийĕсем ташланăн ал çупаççĕ,

Чул тенине май çук та ĕненме.

Ак мĕн вăл çитĕ ĕмĕр тĕлĕнме!

 

Камсем сана ӳстернĕ-ши кун пек?

Ку çĕр çине сана, кала, кам акнă?

ăçта сан тымару? Эс мĕншĕн хаклă?

Манпах калаçнăн туйăнать чечек…

Юрă


Урхамахăм юртать улăх тăрăх,

Улăх тăрăх юртать сукмакпа.

Манăн юрă сарăлать тĕнче тăрăх,

Тĕнче тăрăх хавас такмакпа.

 

Çамрăк пуçăм паян хавасланчĕ.

Хавасланчĕ чĕрем паян кун.

Ĕмĕт, ĕмĕт... Епле хăлаçланчĕ!

Ĕмĕт-ĕмĕт! Хумхан та эс, çун!

 

Хĕпĕртетĕп! Çунатăп! Ирĕлетĕп!

Ирĕлетĕп тĕнче хĕвĕнче.

Улăхпа юрласа эп иртетĕп,

Ярăнатăп уй-хир çийĕнче,

 

«Эй, да ну! Да-ну! Да-эй-да!

Тумна ху та – чăмпăлт авăра.

Ой, Тали... Тали... Талита!

Талита пултăр ăшăмра».

 

Улăх симĕс, ешĕл симĕс утă,

Ешĕл курăк çитĕннĕ самай.

Те хыт килнĕ – йĕпенчĕ ман утăм,

Кăпăкланчĕ утăн çилхе ай.

 

Паян килтĕм эп, кĕтнĕ çĕн каччă –

Çĕнĕ ĕмĕт пӳртĕр самана!

Çĕнĕ уйшăн эп – суннă тăлмачă,

Çĕнĕ шухăш парăнайнă мана.

 

Ялăм-йышăм! Савнă хĕрĕм-тусăм,

Килччĕ, илччĕ мана ытамна!

Чечеклентĕр пирĕн кашни пусăм,

Çилçунатăн васкат утăмна!

 

Эй-ха, кам-ха тата мана чарĕ,

Малалла

Гориллăсене хăваласа ятăмăр


Пĕррехинче эпир тантăшсемпе выляса çӳреттĕмĕр. Выляса ывăнсан киле кайма пуçтарăнтăм. Сасартăк эпĕ хам хыçра темĕн шăнкăртатнă сасă илтрĕм. Каялла çаврăнса пăхатăп, нимĕн те курăнмасть. Тепре шăнкăртатса илчĕ. Татах çаврăнса пăхрăм, каллех нимĕн те çук. Киле кĕрсен аннене хама такам хăратни çинчен каласан вăл мана ĕненмерĕ: «Шутласа кăларма маçтăр эсĕ», — терĕ.

Тепĕр каçхине каллех такам манпа вылярĕ. Ку хутĕнче эпĕ хăрамарăм-ха. Виççĕмĕш каçхине çеç хăратмăшсене курма май килчĕ. Пире гориллăсем тапăннă пулнă.

Гориллăсем тăватă ураллă çăмламас чĕр чунсем. Халĕ вĕсем пĕтĕм Çĕр çинче сарăлса кайнă. Ăçтала пăх, пĕтĕмпех вĕсем хуçаланаççĕ. Ниçта ура чикме те вырăн çук. Эпир ракетăпа урăх планета çине вĕçсе кайрăмăр. Ют планета çыннисенчен пулăшу ыйтма. Малтанах вĕсен калаçăвне ăнланаймарăмăр-ха, кăштахран ăнланма пуçларăмăр. Вĕсем чĕлхепе калаçмаççĕ çав, алă-урапа тĕрлĕ хусканусем туса пĕр-пĕрне ăнлантараççĕ. Сăнран илес пулсан вĕсем питĕ интереслĕ. Мĕншĕн тесен хăлхисем çӳлелле тăратса тăраççĕ, пирĕн пек икĕ ураллă мар, тăватă ураллă. Вĕсем кулянсассăн симĕсленсе каяççĕ, калаçайми пулаççĕ.

Малалла

Мухтар мучи ачисем


Мухтарах та мучи ачисем,

Çут çăлтăр пек çивĕч куçлисем.

Çунат çукран çунат хушаççĕ,

Ялăмăртан ялан тухаççĕ,

Асăмăртан нихçан тухмаççĕ.

 

Мухтарах та мучи ачисем —

Çĕрте пĕрех çĕрте çулĕсем, —

Çурçĕре çитсессĕн пĕрисем —

Кăнтăрта пулаççĕ теприсем,

Тухăçран анаççĕ анăçа,

Нихăçан пĕлмеççĕ канăçа.

 

Мухтарах та мучи ачисем —

Сар кăлкан пек сарă çӳçлисем,

Ялăмăртан ялан тухаççĕ, —

Сарă тулла çуллен пухаççĕ,

Асăмăртан нихçан тухмаççĕ.

 

Мухтарах та мучи ачисем —

Çĕрте пĕрех çĕрте ĕçĕсем,

Алтая каяççĕ тыр акма,

Ĕç панче пĕлеççĕ тар тăкма,

Алтайран кураççĕ Атăла,

Юрласа уçаççĕ кăмăла.

 

Мухтарах та мучи ачисем —

Ялăмăрта ялан ятлисем,

Инçе çула ялан тухаççĕ,

Кĕмĕлех те кермен лартаççĕ,

Асăмăртан нихçан тухмаççĕ.

 

Мухтарах та мучи ачисем —

Çĕрте пĕрех çĕрте аллисем.

Çурçĕре каяççĕ çул тума,

Сивĕре пĕлеççĕ ăшăнма.

Аякран кураççĕ Атăла,

Малалла

Манмастпăр


Манмастпăр, нихçан та манмастпар

Çуралнă çĕршыв суранне.

Хĕвеллĕ çеç пурнăç сунатпăр

Мире юратан туссене.

 

Манмастпăр, нихçан та манмастпăр

Ютри тăвансен асапне.

Кирлех-тĕк, пурне те паратпăр

Çапса аркатма тăшманне.

 

Куратпăр, акт витĕр куратпăр

Дан-Хой та Да-Нанг çулăмне.

Тĕнче умĕнче ал паратпăр

Асаплă Вьетнам халăхне.

 

Ан уртăр Америк, ан уртăр

Суранлă Вьетнам çĕрĕнче.

Пăшаллă эсрелĕ ан уттăр

Туссен те йышсен хирĕнче.

 

Çĕнтерĕн, Вьетнамăм, çĕнтерĕн

Эпир çĕнтерсе тухнă пек.

Çăхан-çĕлене эс пĕтерĕн.

Эпир те, Вьетнам, сирĕнпех.

 

Мăнмастпăр, нихçан та манмастпăр

Вутра-çуламра тӳснине.

Çампа тус-йыша ал паратпăр,

Ан куртăр эпир курнине.

Çӳлте кăвак пĕлĕт уяр тăрать...


Çӳлте кăвак пĕлĕт уяр тăрать,

Çумăр çинчен епле шухăшлăн?

Хам çамрăк та, халь эп çиçетĕп,

Ваттăм çинчен епле шухăшлăп?

Паян çиçсе ӳсет хирти çеçке,

Ыран типессине пĕлмĕ вăл;

Йăлтăр-йăгггăр тăвать çулти çăлтăр,

Ирпе пĕтессине пĕлмĕ вăл.

■ Страницăсем: 1... 715 716 717 718 719 720 721 722 723 ... 796